Ҫапла тума Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ ларӑвӗнче йышӑннӑ. «Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ предпринимателӗ» хисеплӗ ята парасси пирки йышӑну тӑвиччен «халӑх тарҫисем» хӗрсех тавлашнӑ-мӗн. «Regnum» информаци агентстви хыпарланӑ тӑрӑх, усламҫӑсене хавхалантарассипе хавхалантармасси пирки ҫур сехете яхӑн сӳтсе явнӑ.
Ытти регионта ҫук хисеплӗ ята кама тата мӗне кура парӗҫ, усламҫӑсене, тен, уҫӑ кӑмӑллӑхшӑн е налук нумай тӳленӗшӗн чысласан тӗрӗсрех пулмӗ-и текенсем те тупӑннӑ иккен. «Хисепе тивӗҫлисем пур. Анчах вӗсем наградӑсемпе хисеплӗ ятсене илмесӗр юлаҫҫӗ», — тесе ӑнлантарнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Александр Иванов.
Саккун проектне икӗ вулавпа пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн уншӑн 34 депутат сасӑланӑ, пилӗккӗн хирӗҫ пулнӑ, иккӗн тытӑнса тӑнӑ.