Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен cap.ru порталӗн тӗп страницине ҫӗнетнӗ. Хальлӗхе унӑн бета-версийӗ ӗҫлет. Бета-версин хӑш-пӗр каҫҫи унчченхи сайта ӑсатать пулин те ҫывӑх вӑхӑтра мӗнпур уйрӑма ҫӗнетме шантараҫҫӗ. Малтанласа икӗ версийӗ те ӗҫлӗ.
Тӗп страницӑна ҫӗнетекенсем сайта илемлӗ тӑвассипе пӗрлех унпа усӑ куракансене меллӗ пултӑр тесе тӑрӑшнине пӗлтереҫҫӗ. Улшӑну порталӑн тулашне кӑна пырса тивмен, унӑн тытӑмне те расналатнӑ. Тӗп ҫӗнӗлӗх шутне, сӑмахран, хыпарсене уйрӑм темӑпа палӑртнине каламалла. Журналистсем валли ятарлӑ пресс-центр пӑхса хӑварнӑ. Унсӑр пуҫне порталта «Пулӑшу» уйрӑм вырнаҫтарнӑ. Вӑл патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвне тӗнче тетелӗ урлӑ илме меллӗ. Унчченхи версинче чӑваш чӗлхелли те пурччӗ пулсан ҫӗннинче вара вӑл хальлӗхе курӑнмасть.
Портал влаҫ органӗсен, муниципалитетсен, федераци влаҫӗн территорири органӗсен 850 ытла сайтне пӗрлештерсе тӑрать.
Ӗнертен пирӗн ҫӗршывра Страховани исторйиӗсен бюровӗ ӗҫлесе кайнӑ. Унта ОСАГО тата каско килӗшӳ тунӑ урапа хуҫисем пирки хыпар пырса тӑрӗ.
Унти кӑтартнипе страхлакан компанисем те, водительсем те паллашайӗҫ. Компанисем ҫӗнӗлӗх пулӑшнипе машина хуҫисем вӑл е ку водительтен страхлакан тӗслӗх час-час пулассипе пулмассине тӗшмӗртейӗҫ. Ӑна кура вӗсем клиентсене раснарах хакпа страхлассине палӑртайӗҫ.
Килӗшӗве ӗнерччен тунисем пирки бюрова информаци ҫитеймӗ. Тулли хыпар тепӗр 2–3 ҫултан кӑна пухӑнайӗ.
Страхлакан компанисем ҫӗнӗлӗхе ырласа йышӑннӑ. Ҫулта-йӗрте йӗркеллӗ тытман водительсен страхлакан урӑх компани шыранин усси пулас ҫук, мӗншӗн тесен мӗнпур хыпар пӗр ҫӗрте упранӗ. Ҫакӑн пек шухӑшлаҫҫӗ страхлакансем.
Microsoft компани Windows 10 операци тытӑмне ӗҫлеттерсе янӑ. Ӑна компьютера кӑна мар, планшетсемпе смартфонсене те вырнаҫтарма пулассине хыпаралҫҫӗ.
Маларах Windows 7 тата Windows 8.1 тытӑмсене вырнаҫтарнисем ҫӗнӗ версие тӳлевсӗрех уҫласа илме пултарасси пирки компанин официаллӑ блогӗнче пӗлтернӗ. Ку майпа унчченхи версисен лицензилле варианчӗсемпе усӑ куракансем кӑна мар, пиратлисен те май пуррине ӗнентереҫҫӗ.
Ҫӗнӗ операци тытӑмӗнче Windows 8 тытӑмра пулман «Пуҫла» (Пуск) менюна кӗртнӗ. Cortana сасӑ пулӑшуҫи те пур. Хӑнӑхнӑ Internet Explorer браузера Microsoft Edge ятлипе ылмаштарнӑ.
Ҫӗнӗрен ҫӗнӗ технологисене кӑмӑллакансем Microsoft компани сӗнекен операци тытӑмне хаваспах тӗрӗслесе пӑхасса шанаҫҫӗ.
Эпир ӑсталанӑ электронлӑ сӑмахсарта паян ҫӗнӗлӗх хатӗрлерӗмӗр — малашне вӑл сӑмаха шыранӑ чухне ӑна ҫырнӑ май сайт пуххинче тӗл пулаканнисене сӗнӗ. Акӑлчанла ӑна suggest теҫҫӗ, вырӑсла — автодополнение. Ҫапла май эсир сӑмаха туллин ҫырмасӑр та пултаратӑр — кӑтартакан вариантсенчен суйласа илмелли кӑна юлать.
Тӗнче тетелӗнчи шыравҫӑсемпе усӑ курнӑ май эсир вӑл функционалпа паллашнӑ та пуль: эсир мӗн те пулин шырас тенӗ чухне «ӑслӑ» шыравҫӑсем сире ыттисем шыракан вариантсене сӗнеҫҫӗ. Эсир вара вӗсенчен хӑвӑра кирлине суйласа илме пултаратӑр. Пирӗн сайтри те ҫавнашкалах ӗҫлет. Енчен те эсир 3 саспалли таран ҫыртӑр пулсан малалли мӗнле пулма пултарассине электронлӑ сӑмахсар сайчӗ хӑйех сӗнет.
Унсӑр пуҫне ятарлӑ палӑртмасан шырав малашне статья ятӗнче те шалашӗнче те иртӗ. Унччен опцире ятра кӑна шырасси тӑратчӗ.
Паянтан пуҫласа сайтра комментари-шухӑш таврашне ҫырмалли пая хупрӑмӑр. Сӑлтавӗ: комментари ҫыракансем сайт йӗркине пӑхӑнма юратманнинче. Юлашки вӑхӑтра эпир ҫыракансен шухӑшӗсене тимлӗрех тӗрӗслеме пуҫларӑмӑр та вӗсенчен ҫурри патнелле хуратма тиврӗ.
Ҫавах та хӑвсамӑр шухӑшсене пӗлтерме урӑх вырӑн та йӗркелерӗмӗр — «Хурал кӗтесне» (хальлӗхе вӑл ҫавнашкал ятлӑ-ха, каярах, тен, улшӑнӗ те). Унта эсир ирӗклӗн мӗн калас килет — ҫавна пӗлтерме пултаратӑр.
Маларах ҫырнӑ комментри-шухӑшсем вара сайтра ҫухалман, вӗсем унчченхи пекех истори валли юлӗҫ.
Мускавра диагональпе ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнсем хута кайнӑ. Сӑнав тӑвас тӗллевпе юпан 1-мӗшӗнче ҫул хӗресленнӗ 10 вырӑна ҫакнашкал тӑвӗҫ. Унтан пӗтӗмлетӗҫ: кунашкал ҫул урлӑ каҫмаллисене ытти хулара малалла пурнӑҫа кӗртмелле-и?
Диагональлӗ «зебрӑна» термопластикпа ӳкереҫҫӗ. Ҫак вырӑнсене 250 вариантран суйланӑ. Вӗсен ҫак ыйтусене тивӗҫтермелле пулнӑ:
- Транспорт нумай ҫӳремен вырӑн пулмалла.
- Ҫав вырӑнта ҫутӑ лайӑх пулмалла.
- Транспортсене пур еннелле ҫӳреме чаракан светофор ӗҫлемелле.
- Ҫул ҫинче транспорт 4-ран ытларах еннелле каймалла мар.
Ҫакнашкал диагональлӗ «зебрӑсене» пула ҫуран ҫӳрекенсен симӗс ҫутӑ ҫутӑласа икӗ хут кӗтмелле мар.
Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп страници паянтан ҫӗнӗлле курӑнать — тӗп пайне самай улӑштартӑмӑр.
Чи пысӑк ҫӗнӗлӗх — тӗп старницӑра пӗр хыпарӑн тексчӗ кӑна малашне пулӗ, ыттисен — ячӗсем ҫеҫ. Вӑл хыпара сайт хӑйех суйлать — халӑха чи кӑсӑклантараканни пулӗ, е тепӗр май каласан халӑх чи нумай вулакан хыпара вырнаҫтарӗ. Кашни кун хыпарсен йышӗ пӗчӗк мар пулнине шута илсе эпир вӗсен ячӗсене сылтӑмра кӑтартрӑмӑр. Унта икӗ кун хушшинчи хыпарсем пулӗҫ.
Ҫавӑн пекех аялта юлашки вӑхӑтра ыттисенчен ытларах ҫутатакан хыпарсен пайӗсем пулӗҫ. Кашни пайра эсир ӳкерчӗкпе хальтерехри хыпара курма пултаратӑр, тата унчченхи виҫӗ хыпара. Пур вырӑнта та хыпарӗ паянхи кунпа пырать пулсан унӑн вӑхӑтне кӑна кӑтартнӑ, ыттисен вара — кунне те.
Хыпарсемпе туллин палашас тесен малашне ячӗ ҫинчи каҫӑпа усӑ курма тивӗ. Шалти сраницӑсене вара улӑштарман, вӗсем ҫаплипех юлнӑ.
Кивӗ калӑплав килӗшет пулсан ӑна сыхласа хӑварнӑ. Сӑмах май, енчен те чылайӑшӗ ӑнах хӑварас тет пулсан — пире пӗлтерӗр ҫеҫ, тавӑратпӑр. Тӗслӗх пек эсперантопа акӑлчан версисене пӑхма пултаратӑр — унта малтанхи калӑплавах (ку унти хыпарсем питӗ кивӗ пулнипе ҫыхӑннӑ).
http://samah.chv.su адреспа вырнаҫнӑ электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗпе малашне мобилла хатӗрсемпе — смартфонсемпе, планшетсемпе — ҫӑмӑлтарах усӑ курма май пулӗ. Сайт малашне вӗсене валли ятарлӑ калӑпланӗ — чи кирлӗ информаци малта, ытти хыҫалта вырнаҫӗ. Тепӗр май каласан эпир сайтра адаптацилле дизайн турӑмӑр.
Ку ӗҫе пурнӑҫлаканӗ — пӗрлӗхӗн пайташӗ Анатолий Миронов. Ҫӗнелнӗ хыҫҫӑн сайт епле ӗҫленине вӑл Apple iPhone, Android, Microsoft Phone карас телефонӗсенче тӗрӗслерӗ — пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулнине пӗлтерчӗ.
Куракана илӗртес тесе Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫӗнӗрен те ҫӗннине шырать. Программа ҫине автограф лартас шухӑш та ҫавӑнпах ҫыхӑннӑ-тӑр.
Анчах кашни билет ҫинех мар. Е ҫук-ха. Тӗрӗсрех каласан, кашни спектакль хыҫҫӑнах мар. Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртекен «Лир патша» спектакле пынисене спектакль программи ҫине сцена ӑстисем алӑ пусса парӗҫ.
Уильям Шекспирӑн ҫав хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ спектакле «ҫамрӑксем» ахальтен суйласа илмен. Автограф-сесси валли спектакле вӗсем «Лир патша» республикӑра иртекен «Чӗнтӗрлӗ чаршав» театр конкурсӗн номинанчӗ пулнине кура йышӑннӑ.
Паянтан пирӗн электронлӑ вулавӑшри чылай хайлава epub форматпа уҫласа илме пулать. Унпа усӑ курса эсир хайлавсене электронлӑ вулав хатӗрсенче — смартфонсенче, планшетсенче — вулама пултаратӑр. Уҫласа илес тесен хайлав страницине уҫмалла, унта вара epub форматӑн иконкине шыраса тупмалла та ун ҫине пусмалла.
Ҫавах та кашни хайлава хальлӗхе электронлӑ вулав хатӗрӗ валли тӑвайман-ха — кунта кӑткӑс тытӑмлӑ текстсем кӗреҫҫӗ. Вӗсем валли скрипта каярах хатӗрлесе ҫитерӗпӗр. Ҫавӑн пекех эпир малашне кӗнекесене те уйрӑм файлпа уҫласа илме май туса парасшӑн. PDF формат пирки те манса кайман, анчах та ӑна валли хатӗрлеме кӑшт кӑткӑсрах пулнине шута илсе ку ӗҫе малашлӑха куҫарса.
Ҫавӑн пекех нумай пулмасть эпир шырав пайне кӑшт ҫӗнетсе — малашне унпа усӑ курса сӑвӑсенче уйрӑммӑн тата прозӑллисенче уйрӑммӑн шырама май пур.
Хальхи вӑхӑтра пирӗн электронлӑ вулавӑшра 6 500 яхӑн хайлав вырнаҫнӑ. Пурӗ 70 ытла кӗнекепе пуян. Хальтерех кӗртнисен шутӗнче Алексей Воробьевӑн «Ҫут пайӑрка», Лидия Филипповӑн «Ылханлӑ хура ҫӗмӗрт», Анатолий Ырьятӑн «Хӑмӑшлӑха путнӑ кӗмӗл уйӑх», Аркадий Ӗҫхӗлӗн «Акӑшсем таврӑнаҫҫӗ» кӗнекесене асӑнма пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гордеев Денис Викторович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |