Асӑрхарӑр пулӗ, пирӗн сайт хӑйӗн сӑнне кӑшт улӑштарчӗ. Енчен те маларах вӑл ытларах сарӑ тӗслӗрех пулнӑ пулсан хальхинче асамат кӗперӗ евӗрлӗ тӗрлӗ тӗссемпе сӑрланса ларчӗ. Улшӑнӑвӑн тӗп тӗллевӗ вара блок ятне уҫӑмлӑрах кӑтартасси пулчӗ. Тӗрлӗ тӗспе сӑрлани те пайсене лайӑхрах уйӑрма май парӗ тесе шутлатпӑр.
HTML5 текен япала пирки эсир илтнӗ те пулӗ — хальлӗхе ӑна пӗтӗмешле ҫирӗплетмен пулин те чылай браузер унти хӑш-пӗр уйрӑмлӑхӗсемпе усӑ курма май парать. Паллах, ҫӗнӗрех версисем. Эпир те ыттисенчен юлас темерӗмӗр, ҫӗнӗ стандартри капӑрлату меслечӗсемпе усӑ куртӑмӑр. Firefox, Chrome браузерсенче пирӗн сайт пӗр кӑлтӑксӑр курӑнать пулсан, IE-ре аплах мар. Тӗрӗссипе, IE те кирлӗ пекех кӑтартать, анчах сирӗн 10-мӗш версирен кая мар пулмалла. Тепӗр май каласан, пирӗн сайта пӗр кӑлтӑксӑр курас килсен хӑварӑн браузерсене ҫӗнетме ан манӑр!
Паллах, капӑрлатупа кӑна ҫырлахмарӑмӑр эпир, сайтпа меллӗрех усӑ курма май пултӑр тесе тӗрлӗ ҫӗнӗлӗхсем кӗртрӗмӗр: хальхи сайт сарлака чӳречесенче сарӑлса каймасть (чики пур); хӑш-пӗр пайсенче сайтӑн сылтӑм юпи курӑнмасть (ҫапла май варринчи юпа валли ытларах вырӑн юлать); электронлӑ вулавӑшра тинех шырав ӗҫлесе кайрӗ (ку ӗҫе тӗпчевҫӗсем валли туса-ха та, анчах ыттисем те усӑ курма пултараҫҫӗ), т.ыт. пӗчӗк юсавсем.
Ҫӗнӗлехсем сирӗн кӑмӑла каясса шанса тӑратпӑр. Сӗнӳсем тупӑнсан np@chuvash.org адреспа пӗлтерӗр.