Сӗнтӗрвӑрри округӗнче ҫӑлавҫӑсем пӑр ҫинчи икӗ пулӑҫа ҫӑлнӑ. Ку пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулнӑ.
Вӗсем пулӑ тытма ларнӑ кӑна – пӑр катӑлса шыва май ишме пуҫланӑ. Арҫынсем ҫыран хӗррине хӑйсем тӗллӗн тухайман, ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ. Специалистсем вӗсем патне кимӗпе ҫитсе пулӑшнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем хальхи вӑхӑтра пӑр ҫӳхе пулни пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Ытларах ҫыран хӗрринче, юханшывсем пӗрлешнӗ вырӑнта.
Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 17 сехет те 5 минутра ҫӑлав службине шӑнкӑрав килнӗ: Куславкка округӗнче, Атӑл ҫинче, арҫын пулла кайсан юрҫӳренӗпе юр ӑшне кӗрсе ларнӑ та тухайман. Вӑл 3 сехет хӑй тӗллӗн тухма хӑтланнӑ. Анчах пултарайман.
Юлашкинчен пулӑҫ юлташӗнчен пулӑшу ыйтнӑ, лешӗ ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравлама сӗннӗ.
Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен юрҫӳрене юр ӑшӗнчен кӑларнӑ та пулӑҫа ҫыран хӗррине ҫитме пулӑшнӑ.
Шупашкарти Заовражное микрорайонта пӗр хӗр нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче уҫӑлма тесе тухнӑ. Вӑл Атӑлӑн сулахай енне тӳррӗн утса каҫас тенӗ. Анчах ҫухалса кайнӑ.
Пӑтӑрмаха ҫакланнине ӑнланса илсен хайхискер Чӑваш Республикин ҫӑлавпа шырав службине шӑнкӑравланӑ.
Кӗҫех ҫӑлавҫӑсем мӗскӗне шырама тухса кайнӑ. Анчах хӗре юрҫӳренпе ярӑнма тухнӑ арҫын тӗл пулнӑ. Вӑл ӑна ҫыран хӗрне илсе ҫитернӗ.
Ҫак самантра Шупашкарти Ленин Комсомолӗн урамӗнчи 40-мӗш ҫуртра, 1-мӗш корпусра, пушар тухнӑ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитнӗ.
Ҫурт - 9 хутлӑ, панельтен тунӑскер. Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑра тӗтӗм подъезд чӳречисенчен тухать.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Ойкас ялӗ ҫывӑхӗнче икӗ ҫын юрҫӳренпе пынӑ чухне ҫырмара кӗрсе ларнӑ. Юр нумай пулнипе вӗсем хӑйсем тӗллӗн тухайман, ҫӑлавҫӑсене чӗнме тивнӗ.
Ку кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем палӑртнӑ вырӑна ҫитнӗ те икӗ ҫынна ҫырмаран тухма пулӑшнӑ. Вӗсене специалистсем служба юрҫӳренӗпе ял ҫывӑхӗнчи ҫул патне илсе ҫитернӗ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти общежитисенчен пӗринче пушар тухнӑ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем унта пурӑнакан виҫӗ ҫынна пулӑшнӑ.
Спутник-хулари Советски урамри 9-мӗш ҫуртра пушар кӑнтӑрла тухнӑ. Виҫӗ ҫынна: арҫынпа икӗ хӗрарӑма – эвакуаци ҫулӗпе тухма май килмен. Пушар тӑххӑрмӗш хутри секцисенчен пӗринчи пушӑ пӳлӗмре алхаснӑ.
Паян Шупашкарта ҫӑлавҫӑсем Атӑлта пӑр айне анса кайнӑ арҫынна пулӑшнӑ. Ку пӑтӑрмах юханшывӑн сылтӑм енче 10 сехетре насос станцийӗнчен инҫех мар пулса иртнӗ.
Арҫын ҫыран хӗрринчен 300 метр аякра пӑр айне анса кайнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем тӳрех ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ. Вырӑна чи малтан Сергей Орлов тата Павел Самочков ҫитнӗ. Вӗсем Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ГИМС центрӗн инспекторӗсем.
Пӑрлӑ шывран туртса кӑлариччен арҫын шӑнса кӳтнӗ, вӑйран кайнӑ. Ӑна ҫӑлсан тухтӑрсен аллине панӑ.
Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсем Пӗтӗм Раҫҫейри музыка конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗн «Служу Отечеству» вокалпа инструментсен ансамблӗ «Музыка миксӗ» номинацире ҫӗнтернӗ.
Ансамбле пушар хуралӗн ветеранӗ Андрей Барабанов ертсе пырать. Солисчӗсем — Андриян Павлов, Максим Моторкин тата Евгений Назаров.
Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти икӗ арҫын Мари Эл вӑрманне, Звенигово районне, шур ҫырли пуҫтарма кайнӑ. Анчах ҫырла пуҫтарнӑ чухне пӗри ҫухалса кайнӑ. Тепри ӑна шыранӑ, анчах кӑлӑхах.
Ку хыпар Мари Элти ҫӑлавҫӑсем патне ҫитнӗ. Кӑнтӑрла вӗсем арҫынна шырама тухнӑ. Ку ӗҫе ахаль ҫынсем те хутшӑннӑ.
Арҫынна тепӗр кун, авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, ирхи 6 сехет те 15 минутра тупнӑ. Палӑртмалла: вӑл 1952 ҫулта ҫуралнӑскер.
Паян ирхи 9 сехетре Атӑлта, «Виҫӗ юман» дача поселокӗ ҫывӑхӗнче, катер ҫаврӑнса ӳкнӗ. Юрать, ку ӑнӑҫлах вӗҫленнӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, катер ҫинче 3 арҫын пулнӑ. Вӗсем ҫаврӑнса ӳксен катертан тытӑнса тӑнӑ. Ҫапла пулӑшу ҫитиччен тӑнӑ. Вырӑна Инкеклӗ лару-тӑру министерствин, транспорт полицийӗн тата республикӑри ҫӑлавпа шырав службин ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Ҫӑлавҫӑсем вӗсене пурне те пулӑшнӑ, ҫыран хӗррине илсе ҫитернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.10.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаева Юлия Фёдоровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бикулова Мария Григорьевна, чӑваш драма актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |