Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫӑлавҫӑсем

Республикӑра
Pinterest сайтри сӑн
Pinterest сайтри сӑн

Ҫӑлавҫӑсен кушак аҫине пулӑшма тивнӗ. Вӑл хушма ҫурт тӑррине хӑпарса кайнӑ та каялла хӑй тӗллӗн анайман.

Ку пӑтӑрмах пирки ҫӑлав службине авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче каҫхине кушак аҫин хуҫи шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, чӗрчун чӳречерен хушма ҫурт тӑррине сикнӗ те аялалла анайман.

Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен хушма ҫурт тӑррине хӑпарса кайса кушак аҫине антарнӑ. Халӗ вӑл хуҫи ҫумӗнчех ачашланса ҫӳрет.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Канаш округӗнчи Янкӑлч ялӗнче пулнӑ пушарта 85-ри кинемейпе унӑн ывӑлӗ ҫунса кайнӑ,

Пушар ӗнер 22 сехетре тухнӑ. Ҫулӑм тӳрех пӳрте, хуралтӑ таврашӗсене ярса илнӗ. Ӑна сӳнтерес ӗҫе 9 ҫӑлавҫӑ тата 3 техника хутшӑннӑ.

Пушар хыҫҫӑн 85-ри хӗрарӑмӑн тата унӑн 1964 ҫулта ҫуралнӑ ывӑлӗн виллисене тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/9359
 

Сывлӑх
gov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
gov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи ҫӑлавҫӑсем кӑмпана кайнӑ хӗрарӑма килне илсе ҫитернӗ.

73 ҫулти хӗрарӑм вӑрмана кӑмпана кайнӑ. Анчах вӑл унта сарӑмсӑр пусса яра урине ыраттарнӑ. Вӑл килне хӑй тӗллӗн ҫитеймен. Вара хайскиер 112 номерпе шӑнкӑравлама тӑн ҫитернӗ.

Республикӑн шыравпа ҫӑлав службин Сӗнтӗрвӑрринчи станцийӗн ӗҫченӗсем ватӑ ҫынна килне илсе ҫитернӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
gov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
gov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, ирхи 9 сехетре, Атӑлта катер сӳнсе ларнӑ. Кун пирки Республикӑн шыравпа ҫӑлав служби пӗлтерет.

Техника Сӗнтӗрвӑрри районӗн территорийӗнче пулнӑ. Катер ҫинче пулӑҫ пулнӑ. Катер дивгателӗ сӳнсе ларсан арҫын вырӑнтан та хускалайман, мӗншӗн тесен унӑн кӗсмен пулман.

Инкеке лекнӗ пулӑҫа ҫӑлавҫӑсем ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Республикӑра велосипедпа пыракан ҫын ҫырмана чӑмнӑ та каялла тухайман. Кун пирки ҫӑлав службине ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 21 сехет те 27 минутра пӗлтернӗ.

1987 ҫулта ҫуралнӑ арҫын велосипедпа вӑрманта пынӑ. Анчах руле итлеттереймен те ҫырмана чӑмнӑ. Вӑл сулахай аллине амантнӑ та хӑй тӗллӗн унтан тухайман.

Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсе ӑна пӗрремӗш медпулӑшу панӑ, унтан ҫырмаран илсе тухса васкавлӑ медпулӑшу машини таран илсе ҫитернӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ӗнер кӑнтӑрла Куславккари ҫӑлав станцийӗн ҫӑлавҫисем Куславкка хулин пляжӗ ҫывӑхӗнче Атӑлта кимӗ ҫаврӑнса ӳкнине асӑрханӑ. Унта вара пулӑҫ пулнӑ.

Кимӗ ҫыранран 100 метр шаларах ҫаврӑнса ӳкнӗ. Смена пуҫлӑхӗ Леонид Алексеев тата Андрей Абрамычев ун патне катерпа ишсе пынӑ. Вӗсем шыва чӑмнӑ пулӑҫа катер ҫине лартса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Ҫӑлавҫӑсем кимме те ҫыран хӗррине илсе килнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарти Хусан ҫыранӗ ҫывӑхӗнче кимӗ ҫаврӑнса ӳкнӗ. Кун пирки ҫӑлав службине утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче каҫхине хыпар ҫитнӗ.

Кимӗре ҫынсем пулнӑ. Телее, никам та шар курман. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсе вӗсене шыраса тупнӑ та пулӑшнӑ, ҫынсене катерпа ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.

Ҫӑлавҫасем кимме те ҫыран хӗррине илсе тухма пулӑшнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Енре 2 ҫын путса вилнӗ.

Пӗрремӗш пӑтӑрмах Канаш округӗнче пулнӑ. Кӑнтӑрла Чулкӑмака ялӗнче ялти ҫынсем пӗверен 54 ҫулти арҫыннӑн виллине кӑларнӑ.

Каҫхи 8 сехет хыҫҫӑн вара «Росинка» санатори ҫывӑхӗнче инкек пулнӑ. Унта водолазсем Атӑлтан 35 ҫулти арыннӑн виллине тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/9139
 

Хулара
«За рулем» порталти сӑн
«За рулем» порталти сӑн

Атӑлта ҫӑлавҫӑсем путакан 27 ҫулти арҫынна ҫӑлнӑ.

Утӑн 15-мӗшӗнче 18:10 сехетре ҫӑлавҫӑсем Даниил Бильтяев тата Никита Козлов катерпа Атӑлта рейд ирттернӗ, шыва кӗме юраман вырӑнсене тӗрӗсленӗ.

Тӗп пляжран 200 метр аяккарах вӗсем путакан ҫынна асӑрханӑ. Малтан ӑна ҫӑлав ҫаврашки парса пулӑшма хӑтланнӑ. Анчах арҫын шыв айне кайнӑ. Бильтяев шыва чӑмса арҫынна тупнӑ, Козловпа иккӗшӗ ӑна ҫыран хӗррине илсе тухнӑ та тухтӑрсен аллине панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗрпӳ округӗнче арҫын путса вилнӗ. Ку инкек ӗнер каҫ кӳлӗм Рынкӑ сали ҫывӑхӗнчи Фермер пӗвинче пулнӑ.

Арҫын путни пирки Республикӑри ҫӑлавпа шырав службине 16 сехет те 20 минутра пӗлтернӗ. Водолазсем пӗвере унӑн виллине тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.

Палӑртса хӑварар: кӑҫал ҫулла пуҫланнӑранпа 11 ҫын путса вилнӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 27
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере стандартлӑ мар лару-тӑру пулма пултарать, вӑл кулленхи ӗҫсен юхӑмне ҫавӑрса хурӗ. Мӗн те пулин ҫӗннине пуҫанатӑр тӑк тимлӗ пулӑр — хӑйсен шанчӑклӑхне пӗрре мар ӗнентернӗ ҫынсене ҫеҫ шанмалла. Харпӑр пурнӑҫ ӑшӑлӑхпа савӑнтарӗ: ҫывӑх ҫыннӑрсем тӗрев туйӑмне парнелӗҫ.

Ака, 04

1882
144
Васильев Иван Васильевич, ятарлӑ вӗреннӗ пӗрремӗш чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1943
83
Аттил Алексей Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1963
63
Пӑртта Александр Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть