Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫӑлавҫӑсем

Республикӑра
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Сосновка поселокӗ ҫывӑхӗнче каҫхи 5 сехетре ҫӑлавҫӑсем инкеке лекнӗ пулӑҫӑ патне ҫитнӗ.

Мари Элте пурӑнакан 37 ҫулти арҫын Атӑл ҫине пӗчченех пулла кайнӑ. Ҫӳхе пӑр тӗлне лексен вӑл путма пуҫланӑ.

Телее, вӑл пӑр тыткӑнӗнчен хӑйех тухма пултарнӑ, тӳрех ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ.

Йӗпеннӗ, халтан кайнӑ пулӑҫа телефонӗ ҫинчи хунар ҫути пулӑшнипе тупнӑ. Ӑшӑннӑ хыҫҫӑн ӑна ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_73671
 

Республикӑра
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Раштавӑн 19-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртсен оперативлӑ дежурнӑй пульчӗ ҫине хыпар ҫитнӗ: Шупашкар округӗнчи Аркассинче хӗрарӑм ҫырмана ӳкнӗ те хӑй тӗллӗн тухайман. Вӑл аманнӑ.

Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитнӗ. Вӗсем ҫырмана анса хӗрарӑма наҫилкка ҫине хурса илсе хӑпарнӑ. Ӑна васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсене панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян ирхи 9 сехетре Шупашкар округӗнчи Хыркасы ялӗнче вырӑнти администраци ҫурчӗ ҫуннӑ. Ҫулӑм пӗтӗм зданире сарӑлнӑ.

Ҫӑлавҫӑсем пушара ҫур сехетрен сӳнтернӗ. Вырӑна

пӗтӗмпе 6 пушар машини ҫитнӗ. Ҫулӑм 100 тӑваткал метр лаптӑка сиенлетнӗ. Шалти отделка самаях шар курнӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электросеть авариллӗ режимра ӗҫленипе тухнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер Комсомольскинче аш-какая тирпейлекен «Триумф-Агро» предприятире пушар пулнӑ. Кун пирки пушарнӑйсене ирхи 7 сехетре пӗлтернӗ.

1600 тӑваткал метра яхӑн ангар ҫуннӑ. Унта аш-какая тирпейленӗ. Инкек вӑхӑтӗнче 7 ҫын ӗҫ вырӑнӗнче пулнӑ. Вӗсенчен 6-шӗ хӑйсемех урама тухнӑ. Теприне ҫӑлавҫӑсем илсе тухнӑ.

Пушарта холодильник, 6 тонна аш-какай, 1 тонна тырӑ ҫунса кайнӑ. Цехӑн шалти отделки сиенленнӗ.

Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян Елчӗк округӗнчи Хӑвӑлҫырма ялӗнче ирхи 7 сехетре Ҫаран урамӗнче пушар пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем пушара сӳнтерсен арҫын виллине тупнӑ. Вӑл 42 ҫулта пулнӑ.

Пушара сӳнтернӗ ҫӗре икӗ техника хутшӑннӑ. Ҫулӑм пӳртри пӗр пӳлӗме тӗп тунӑ.

Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 1278 пушар пулнӑ. Вӗсенче 48 ҫын вилнӗ, 66-ӑн аманнӑ. 128 ҫынна ҫӑлма май килнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян Ҫӗрпӳ хулинчи общежитире пушар пулнӑ. Кун пирки ҫӑлав службине 9 сехет те 20 минутра пӗлтернӗ.

Пушар Павел Иванов урамӗнчи 9-мӗш ҫуртӑн 2-мӗш корпусӗнче пулнӑ: иккӗмӗш хутри пӳлӗм ҫунма тытӑннӑ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен 6 ҫынна урама тухма пулӑшнӑ. Вӗсен йышӗнче – пӗр ача. Ӑна тата тепӗр ҫынна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ.

Пӳлӗм йӑлтах ҫунса пӗтнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia
 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Ӗнер каҫхине Шупашкарти Пирогов урамӗнчи 1-мӗш ҫуртри 1-мӗш корпусра пушар тухнӑ. Унта пӗр пӳлӗмлӗ хваттерте ҫулӑм тухнӑ.

Ҫав вӑхӑтра килте 44 ҫулти хӗрарӑм пулнӑ. Ӑна ҫӑлавҫӑсем тӗтӗмлӗ хваттертен тухма пулӑшнӑ.

Инкеклӗ лару-тӑру министрествин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм 16 тӑваткал метр карса тунӑ маччана, шалти отделкӑна сиенленӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Ҫӑлав службин архивӗнчи сӑн
Ҫӑлав службин архивӗнчи сӑн

Ҫӑлавҫӑсем нӳхрепе ӳкнӗ арҫынна ҫӑлнӑ. Ку пӑтӑрмах пирки ҫӑлав службине чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫитнӗ.

Арҫын Шупашкарти 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи ҫуртра нӳхрепе ӳкнӗ.Унтан вӑл хӑй тӗллӗн тухайман. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен ӑна тухма пулӑшнӑ.

Арҫынна васкавлӑ медпулӑшу машинипе пульницӑна ӑсатнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Муркаш округӗнче юпан 25-мӗшӗнче 59-ти тата 60 ҫулти арҫынсем кимӗпе пулӑ тытма кайнӑ та таврӑнман.

Паян ирхине ҫӑлавҫӑсем вӗсен виллине Васильевка выҫҫӑлккинчен 3 ҫухрӑмра тупнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ку инкек мӗнле пулнине тӗпчеҫҫӗ. Ведомство кимме ларнӑ чухне ҫӑлав жилеткине тӑхӑнмалли пирки аса илтереҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ҫӑлавҫӑсене тивӗҫлӗ канури ватӑ хӗрарӑм чӗнсе илнӗ. Унӑн кушак ҫурисем картан тимӗр пӑрӑхӗ ӑшне кӗрсе ларнӑ та хӑйсем тӗллӗн тухайман иккен.

Ҫӑлавҫӑсем пӑрӑх ҫинче аялта шӑтӑк туса икӗн кушак ҫурине ирӗке кӑларнӑ. Хуҫи куншӑн питӗ савӑннӑ. Ҫӑлавҫӑсене вӑл чунран тав тунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_17525
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ... 27
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере стандартлӑ мар лару-тӑру пулма пултарать, вӑл кулленхи ӗҫсен юхӑмне ҫавӑрса хурӗ. Мӗн те пулин ҫӗннине пуҫанатӑр тӑк тимлӗ пулӑр — хӑйсен шанчӑклӑхне пӗрре мар ӗнентернӗ ҫынсене ҫеҫ шанмалла. Харпӑр пурнӑҫ ӑшӑлӑхпа савӑнтарӗ: ҫывӑх ҫыннӑрсем тӗрев туйӑмне парнелӗҫ.

Ака, 04

1882
144
Васильев Иван Васильевич, ятарлӑ вӗреннӗ пӗрремӗш чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1943
83
Аттил Алексей Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1963
63
Пӑртта Александр Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи