Ҫӗнӗ Шупашкарта путакан икӗ ҫынна ҫӑлнӑ. Пӗр арҫын Атӑл урлӑ ишсе каҫма шухӑшланӑ. Анчах вӑл юраман вырӑна кӗрсе кайнӑ та путма тытӑннӑ. Телее, иртсе пыракан ҫынсем ӑна асӑрханӑ та часрах ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Вӗсем ӑна пулӑшнӑ.
39 ҫулти хӗрарӑм вара шыва кӗме юраман ҫӗрте чӑмпӑлтатнӑ. Ӑнсӑртран путма пуҫланӑ, юрать-ха, ӑна Андрей Александров матрос-ҫӑлавҫӑ пулӑшнӑ. Вӑл ӑна шывран туртса кӑларнӑ та ӗҫтешӗ Михаил Даудов кимӗпе киличчен тытса тӑнӑ. Кайран тӑнне ҫухатнӑ хӗрарӑма тухтӑрсем патне илсе кайнӑ.