Шупашкар хула администрацийӗнче иртекен планеркӑсенче кашнинчех пляжсенчи лару-тӑру пирки калаҫасҫӗ. Тӳре-шара ашшӗ-амӑшне тимлӗрех пулма ыйтать. Кун пирки асӑрхаттарма сӑлтавӗ те пур. Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарти тӗп пляжра кӗске вӑхӑтра чутах тӑватӑ ача путса вилмен.
Ҫак кун 13 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен ҫӑлавҫӑсем 9-ти, 10-ри, 11-ти тата 16 ҫулти ачасене путасран ҫӑлнӑ. Вӗсем шӑпӑрлансене ҫыран хӗррине кӑларсан васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӑсене панӑ. Ачасене медицина пулӑшӑвӗ парсан киле янӑ.
Аса илтерер: кунашкалли иртнӗ эрнере те пулнӑ. Ун чухне 12-ри тата 13 ҫулти хӗрачасем чутах путса вилмен. Вӗсем те пляжра аслисемсӗр пулнӑ.
Шӑрӑх ҫанталӑк тӑрать, ҫынсем шыва кӗме ҫӳреҫҫӗ. Анчах шыв хӗрринче асӑрханулӑх пирки мансан инкек пуласси те инҫех мар.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Улатӑр хулинчи пляжра инкек пулнӑ. Паян хӗвел хӗртет, ҫынсем пляжа шыва кӗме пухӑннӑ. 19 сехетре пӗр арҫын шыва чӑмнӑ та тек курӑнман.
Вырӑна ҫӑлавҫӑсем ҫитнӗ. Тухтӑрсем те килнӗ. Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, хальлӗхе путма пултарнӑ арҫынна тупайман.
Аса илтерер: нумаях пулмасть сайтра ют ҫӗршыв студенчӗ путни пирки тата 12-ри, 13 ҫулти хӗрачасем чутах шыв айне кайманни ҫинчен хыпарланӑччӗ.
Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Пермь хулинчен Шупашкара кайма тухнӑ автобус ҫунса кайнӑ. Кун пирки «Пермь Онлайн» порталта пӗлтереҫҫӗ.
Инкек Ижевск хулинчен 10 ҫухрӑмра пулнӑ. Ҫул ҫинче пынӑ чухне автобусра ҫунӑк шӑршӑ тухнӑ. Ҫакна сиссен водитель салонри пассажирсене часрах эвакуациленӗ.
«Эпир салонра варринче лараттӑмӑр, ҫунӑк шӑрши кӗрсе кайрӗ, ҫаврӑнса пӑх та хыҫалта тӗтӗм. Водитель тӳрех чарӑнчӗ, пурте часрах урама тухрӗҫ. Юлашки пассажирсем тухнӑ чухне автобус вӑйлах ҫунатчӗ», - ҫапла ҫырнӑ халӑх тетелӗне пӗр пассажир.
Инкекре никам та шар курман. Автобус вара самаях сиенленнӗ. Ӑна ҫӑлавҫӑсем киличченех сӳнтерме пуҫланӑ, ҫапах транспорт вӑйлах ҫунса кайнӑ. Халӗ специалистсем ҫулӑм ӑҫтан тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Паян 13 сехет те 5 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарти Ҫамрӑксен тӑкӑрлӑкӗнчи 7-мӗш ҫуртра хваттер ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм балкон ҫине хӑвӑртах куҫнӑ. Ҫакна курнӑ кӳршисем пушарнӑйсене чӗннӗ.
Пушарнӑйсем тата техника вырӑна 10 минутранах ҫитнӗ. Ҫак самантра хваттер хуҫи килте пулман, унта 50 ҫулсенчи хӗрарӑм йыттипе пурӑнать. Чӗрчун вара килтех юлнӑ. Ҫалавҫӑсем ҫунакан хваттере кӗрсе йытта урама илсе тухнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл чӗрех пулнӑ, анчах ури ҫине тӑрайман. Пушарнӑйсем ӑна шыв ӗҫтерсен тин хӑйне лайӑхрах туйнӑ.
Балкон вӑйлах ҫуннӑ. Ҫулерех пурӑнакан кӳршисен шалти стенисем, балконӗ сиенленнӗ. Халӗ ҫулӑм ӑҫтан тухнине тӗпчеҫҫӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл проводкӑран тухнӑ. Кӳршисен шухӑшӗпе, кил хуҫи телевизора сӳнтермесӗр хӑварнӑ.
Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Атӑл ҫывӑхӗнчи пляжра арҫын путни пирки 15 сехет те 40 минутра хыпар ҫитнӗ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна часах тухса кайнӑ. Чӑнах та, арҫын путма пуҫланнӑ иккен.
Чӑваш Республикинчи шыравпа ҫӑлав службин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын Атӑл ҫинче кайтсерфингпа тренировка ирттернӗ. Вӑл хӑмапа тата кайтпа ярӑннӑ, анчах пурнӑҫшӑн хӑрушӑ лару-тӑрӑва лекнӗ.
«Ҫил вӗрнӗ те парашют шыва ӳкнӗ. Вӑл хӑй тӗллӗн тӑрайман, хӑмапа тата кайтпа пӗрле путма пуҫланӑ», - ҫапла пӗлтернӗ ведомство сайтӗнче. Ҫӑлавҫӑсем арҫынна шывран кӑларсан пулӑшу панӑ.
Пӑр кунран кун ҫӳхелет, хӑш-пӗр ҫӗрте катӑлса та пырать. Ҫӑлавҫӑсем асӑрхануллӑ пулмалли пирки ҫине-ҫинех аса илтереҫҫӗ, уйрӑмах – пулӑҫӑсене.
Паян ав пӗр каччӑ чутах пӑр катӑкӗ ҫинче ишсе кайман. Кун пек хыпара «Про Город» хаҫата Артур Терентьев халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Паян Коопераци институчӗ ҫывӑхӗнче, 17 сехетре, ӑнсӑртран пулнӑ ку. Хайхискер пӑр ҫинче тусӗсемпе вылянӑ. Унччен те пулман – пӑр катӑлнӑ, пӗр ҫамрӑк ун ҫинче тӑрса юлнӑ. Пӑр катӑкӗ ҫыранран ишсе кайнӑ.
Ҫӑлавҫӑсене тӳрех чӗннӗ. Вӗсем каччӑ патне катерпа ишсе пынӑ, ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Каччӑ пӑр катӑкӗ ҫинче 5 минута яхӑнах тӑнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви кӑҫал ейӳ ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче сарӑлма пултарасси пирки асӑрхаттарать. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, Улатӑр хулинче, Патӑрьел, Комсомольски, Ҫӗрпӳ, Елчӗк районӗсенче ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пур. Асӑннӑ тӑрӑхсенче 9 ялти 330 ҫурта, 3 автоҫула шыв илме пултарать.
Синоптиксем лӑплантараҫҫӗ: кӑҫал ейӳ лӑпкӑ иртмелле. Юрта нӳрӗк нумай пулсан та пур ҫӗрте те тенӗ пекех ҫӗр 36 сантиметртан тарӑнрах шӑнман. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, икӗ хут пӗчӗкрех.
Кӑнтӑр енчи районсенче лару-тӑру лӑпках-ха. Пӑла юханшывӗнче пӑр тапраннӑ, унти шыв шайӗ майӗпен пӗчӗкленет. Ҫӑлавҫӑсем те сыхӑ тӑраҫҫӗ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, 11 сехет те 55 минутра оперативлӑ дежурнӑй пулчӗ ҫине хыпар килнӗ: арҫын ача кӗрт ӑшне кӗрсе ларнӑ та хӑй тӗллӗн тухаймасть. Ҫав вӑхӑтра иртен-ҫӳрен те курӑнман.
Ҫӑлавҫӑсем, В.Г.Васильев смена пуҫлӑхӗ тата А.Ю.Гавриловпа В.Н.Трутнев, кӑтартнӑ адреспа - «Октябрь: 50 ҫул» урама - ҫийӗнчех ҫитнӗ. Чӑнах та, арҫын ача гараж тӑрринчен юр ҫине сикнӗ те пилӗкӗ таран кӗрсе ларнӑ, ниепле те тухайман. Ҫӑлавҫӑсем юра кӗреҫепе сирнӗ, арҫын ачана «тыткӑнран» кӑларнӑ.
Ача пулӑшнӑшӑн вӗсене тав тунӑ
Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче дежурнӑй ҫӑлавҫӑ пульчӗ ҫине шӑнкӑрав килнӗ: пӗр хӗрарӑм кушака ҫӑлма ыйтнӑ.
Чӑваш Енри шыравпа ҫӑлав служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи пӗр ҫуртӑн подъезчӗ умӗнче кушак путвал шӑтӑкне персе аннӑ-мӗн. Тӑватӑ ураллӑ тус унтан хӑй тӗллӗн тухайман. Ҫакна курнӑ пӗр хӗрарӑм чӗрчуна хӗрхеннӗ те ҫӑлавҫӑсем патне тӳрех шӑнкӑравланӑ.
Ҫӑлавҫӑсем кӑтартнӑ адреспа часах ҫитнӗ. Вӗсем альпхатӗрпе усӑ курса путвалти шӑтӑкран хӑраса ӳкнӗ кушака туртса кӑларнӑ та ӑна хуҫине панӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Лесси ятлӑ йытӑ ҫӑла кӗрсе ӳкнӗ. Унӑн хуҫи, хӗрарӑм, 21 сехет те 35 минутра ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравласа тӑватӑ ураллӑ тусӗ инкеке лекни пирки пӗлтернӗ. Кун пирки шыравпа ҫӑлав службин сайтӗнче хыпарланӑ.
Шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсем «Юбилейлӑ» сад юлташлӑхне пӗр тӑхтамасӑр тухса кайнӑ. Вӗсенчен пӗри альпинист снаряженийӗпе ҫӑла аннӑ та йытта ҫӳле илсе тухнӑ.
Кайран йытӑ хуҫи Наталья Никифорова хӑйӗн тата тӑватӑ ураллӑ тусӗнчен ҫӑлавҫӑсене тав туса ҫырнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.