Юлашки вӑхӑтра Крыма канма каякансем нумайланни сисӗнет. Чӑннипе, унта ҫитсе килесси халӗ йывӑрах мар. Унччен ҫынсем Крыма Мускав урлӑ ҫитнӗ. Халӗ вара ҫурмаутрава ҫитме тата ҫӑмӑлрах пулӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарти аэропортран Симферополе вӗҫме май килӗ. Ку ӗҫе «Ямал» авиакомпани хӑйӗн ҫине илӗ. Симферополе тунтикунсерен тата шӑматкунсерен СRJ-200 самолетпа вӗҫме май пулӗ.
2 сехет ҫурӑ вӗҫмелле унта. Самолет сывлӑша 19 сехет ҫурӑра хӑпарӗ. Шупашкара каялла 18 сехет те 40 минутра ҫитӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр енне вӗҫмешкӗн 12 пин те 200 тенкӗ кирлӗ. Авиарейссем авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗччен пулӗҫ.