Василий Кервен (Кошкин) поэт тата ҫыравҫӑ паян, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, 70 ҫул тултарнӑ.
Ялан ӑш пиллӗ ҫак ҫын — СССР Писательсен союзӗн пайташӗ, Трубина Мархви ячӗллӗ литература премийӗн лауреачӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, журналист.
Патӑрьел районӗнчи Упамса ялӗнче ҫуралнӑскер И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Шупашкарти 29-мӗш вӑтам шкулта, Шупашкарти коопераци институтӗнче тӑрӑшнӑ. Калем ӑсти пурнӑҫӗн сумлӑ пайне тӗрлӗ пичет кӑларӑмӗнче ӗҫлесе ирттернӗ: «Пионер сасси» (хальхи «Тантӑш»), «Хатӗр пул» (хальхи «Самант»), «Тӑван Атӑл» журналсенче ӗҫленӗ.
Василий Кервен ҫулне кура мар чӗрӗ те вӑр-вар: республикӑри тӗрлӗ хаҫат-журналпа туслӑ, унӑн хайлавӗсем вӗҫӗмех пичетленеҫҫӗ.
Ыран Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче 15 сехетре Василий Кервенӗн пултарулӑх каҫне пухӑнӗҫ. Унтах «Аслати чечекӗ» повеҫсемпе калавсен ҫӗнӗ кӗнекине хӑтлӗҫ.
Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи шкул ачисем Кивӗ Ахпӳрт шкулне Марина Карягина сӑввисене вулама пухӑнӗҫ. Юлашки ҫулсенче вӗҫӗмех ирттерекен ҫак пултарулӑх ӑмӑртӑвӗнче сӑвӑ ҫыракан ачасем уйрӑм номинацире ӑмӑртаҫҫӗ.
«Машина тупàнсан хам та яланхиллех ҫӗнтерӳҫӗсем валли парнесем илсе каясчӗ тетӗп. Ҫулсеренех тӗрлӗ ҫыравҫӑсемпе, юрӑҫсемпе, журналистсемпе каяканччӗ-ха. Хальччен унта Сергей Павлов, Геннадий Максимов, Арсений Тарасов, Светлана Асамат, Елен Нарпи, Альбина Юрату ҫыравҫӑсем, Юрий Артемьев филологи докторӗ, Владимир Алмантай тӗпчевҫӗ, Иван Христофоров, Валентина Смирнова халàх юрӑҫисем, Владислав Николаев халàх художникè, Леонид Николаев скульптор, Тимèр Акташ журналист, Сергей Мышев, Виктор Степанов, Александр Яковлев операторсем, Сергей Журавлёв фотокорреспондент, Александр Самакин депутат тата ыттисем пулса курчèҫ. Унта хамàр ҫулпа утакан ҫамрӑксене курма ӗмӗтленетӗп», — тесе ҫырнӑ Марина Карягина Фейсбукра.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Чӑваш телекуравӗпе эфира тухнӑ «Ирхи тӗпел» кӑларӑм хӑни Владислав Николаев ҫыравҫӑ тата журналист пулчӗ. Марина Карягина тележурналистпа тӗрлӗ темӑна хускатрӗҫ. Пьесисене чӑваш театрӗсенче лартакан автор юптару ҫырни пирки те калаҫу пулчӗ.
«Хамра ҫырас пултарулӑх пуррине туятӑп та, мӗншӗн-ха ҫавӑнпа усӑ курмалла мар? Пьесӑсем, драмӑсем ҫырма пуҫларӑм, юптарусем ҫыракан ҫын тесе нихҫан та шухӑшламан», — терӗ Владислав Николаев. Унӑн юптарӑвӗсем паян тепӗр кӗнекелӗх те пухӑннӑ иккен. Маларах Владислав Николаев «Дипломлӑ тиха» юптарусен кӗнекине кун ҫути кӑтартнӑччӗ.
Юптарусем ҫырма автора пурнӑҫ хӑех хистет. «Пурнӑҫра паянхи кун тӗрӗсмарлӑх питӗ» нумаййине, «юптару сӑнарӗсем пулма тивӗҫлӗ ҫынсем кашни утӑмра» йышлине палӑртнӑ май «Пурнӑҫӗ те юптару», — терӗ. «Пӑхатӑн та мулкач пырать, пӑхатӑн та ашак пырать, пӑхатӑн та лаша ларать кунта парламентра. Дипломлӑ тихасем питӗ нумай. Курма пӗлсен~~», — шухӑшлать Владислав Николаев.
Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче ҫак эрнере Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай пулнӑ. Культура учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак культура учрежденине йӗркелес шухӑша хӑй вӑхӑтӗнче Туркай пӗлтернӗ.
Музее сӑвӑҫ Александр Пушкинӑн «А сердце оставляю вам» кӗнекине парнеленӗ. Ӑна Туркай чӑвашла куҫарнӑ.
Музея парнеленӗ тепӗр парне вӑл — Чӑваш Енӗн Наци радиовӗн архивӗнче упранакан Ҫеҫпӗл Мишши сӑввисем. Аудиосӑвӑсене Валерий Туркай вулать. Ку парнене Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн пуҫлӑхӗ уйрӑмах хаклӑ парне тесе пахаланӑ.
Культура учрежденине уҫнӑранпа кӑҫал 15 ҫул ҫитет. Унта вӗҫӗмех тӗрлӗ мероприяти иртет. Ҫакӑнта Антонина Андреева тӑрӑшӑвне, вӑл хӑй ӗҫне юратса пурнӑҫланине палӑртмалла.
Юпан 23–25-мӗшӗсенче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче наци драматургийӗн регионсем хушшинчи иккӗмӗш лаборатори-форумӗ иртет.
Виҫӗ кунлӑ форумӑн кашни кунӗ пуян программӑран тӑрать тесе ӗнентереҫҫӗ театрта. Лабораторие, сӑмах май, театр директорӗ Елена Николаева, Иосиф Дмитриев тӗп режиссер тата Мускаври театровед, «Современная драматургия» журналӑн критикӑпа теори пайӗн заведующийӗ Полина Богданова уҫнӑ. Ҫав кун унта Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем, театрӑн актерӗсем, халӑх театрӗсен режиссерӗсем, драматургсем, драматургипе кӑсӑкланакансем пухӑннӑ.
«Чӑваш театрӗ тата чӑваш драматургийӗ хальхи вӑхӑтра мӗнле шайлашӑнса пырать? Пур-и пирӗн республикӑра чӑн-чӑн драматургсем? Театрсенче ҫителӗклӗ-и пьесӑсем? Тен, сирӗн тата мӗнле те пулсан ҫӗнӗлӗх курас килет?», — тесе ҫырнӑ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи «Чун-чӗре сасси» ушкӑнра.
Ҫак ыйту тавпа пуҫ ватакансенчен пӗри, Николай Семенов, «Паянхи ҫамрӑк драматургсене асӑнаяс та ҫук пуль... Екатерина Романовна пӗлет пулсан анчах... Арсений Тарасов, Борис Чиндыков, Николай Угарин(юлашки вӑхӑтра тем, ытлах илтсе кайман ун пирки, чиперех пурнать пулӗ те) тата ыт.
— вӗсем, паллах, пур, анчах вӗсен ӗҫне малалла тӑсакансем кирлӗ. Вырӑсларан чӑвашла куҫарнипе инҫех каяймӑпӑр», — тесе ҫырнӑ.
Ҫамрӑк драматургсене Чӑваш халӑхне сайтне вулакансем, тен, пӗлеҫҫӗ-паллаҫҫӗ пулӗ. Тем пекехчӗ.
Ҫак ыйту тавра пуҫ ватать Пушкӑртстанри Федоровка районӗнче пурӑнакан Аркадий Русаков ҫыравҫӑ.
«Эпир — чӑвашсем, тӑван чӗлхешӗн хамӑр пуҫ ватмасан, уншӑн урӑх никам та тӑрӑшмасси паллӑ. Эпир ӑна пӗлни ытти ҫынсене кирлӗ мар, ҫав шутра депутатсене те. Ҫавӑнпа вӗсем, тӑван чӗлхесене шкулсенче вӗренмесен те юрать тесе уйлаҫҫӗ, ав... Ҫак кӑткӑс саманара тӑван чӗлхене упраса хӑварасси — чӑваш халӑхӗн, чӑваш лидерӗсен, кашни чӑваш ҫыннин тивӗҫӗ. Хальхи глобализаципе урбанизаци саманинче туслӑ та хӑйӑнлану шайӗ пысӑк, пуҫаруллӑ халӑхсем ҫеҫ сыхланса юлма пултараҫҫӗ. Чӑваш халӑхӗ тата унӑн ҫыннисем, халӑх суйланӑ лидерсем шӑп та лӑп ҫапла пулассине шанатӑп. Ҫакӑн пек пулни халӑха выльӑх кӗтӗвӗнчен уйӑрса тӑрать», — тесе ҫырнӑ вӑл ҫав тӑрӑхри «Урал сасси» хаҫатра.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗш кунӗнчи уява паллӑ туса Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче «ВӖЛТӖРТЕТСЕ ВӖҪЕТ САР ҪУЛҪӐ» поэзипе кӗвӗ уявӗ иртнӗ. Культура учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, унта поэзие юратакансем пухӑннӑ.
«Кӗмӗлленнӗ» ӑрури ҫынсем чунӗсемпе яланах ҫамрӑк: сӑвӑ-юрӑ калама та, итлеме те питӗ ӑста. Лидия Сарине, Зоя Сывлӑмпи тата Нина Пӑрчӑкан ҫӗнӗ сӑвӑсем вуласа савӑнтарчӗҫ. Тивӗҫлӗ канӑва кӑҫал ҫеҫ кайнӑ Лидия Кузьмина вӗрентекен пурне те хӑй ҫырнӑ сӑввисене вуласа тӗлӗнтерчӗ.
Савӑҫсене тав туса «Нарспи» ансамбль юрӑҫи Николай Фролов илемлӗ чӑваш юррисене шӑрантарса саламларӗ. Чӑваш поэчӗсен пурин сӑввисене те пӑхмасӑр пӗлекен Лидия Ильдеркова вӗсене илемлӗ вуласа кӗрхи куна ҫурхи хӗвел пек илемлетсе ӑшӑтрӗ. Сарӑ ҫулҫӑсем вӗлтӗртетсе вӗҫнӗнех сӑвӑ-юрӑ икӗ сехет хушши пӗр чарӑнми юхрӗ те юхрӗ», — пӗлтернӗ музей пуҫлӑхӗ Антонина Андреева.
«Ҫыравҫӑсем пӗр-пӗрне те вуламаҫҫӗ халь. Поэзи пирки калас пулсан, унӑн ҫӳллӗшне эстрада юррисен сӑмахӗсемпе виҫекенсем нумайланчӗҫ... Ку пач урӑх жанр. Тата пирӗн хальхи юрӑсем ытларах чухне примитивлӑ. Питӗ шел. Пӗтӗм халӑх ӑнлантӑр, концерта ҫӳретӗр, туянтӑр тесе ҫыраҫҫӗ-ҫке-ха. Чӑн поэзи юрра хывӑнмасть: унӑн хӑйӗн пулса ҫитнӗ тӗнчи — кӗвви, тӳрех ӑнланса илме йывӑр сӑнарлӑх, илем хатӗрӗсем (метафора-тропсем), философилле тарӑнлӑхӗ т.ыт те. Ӑҫта мӗн иккенне ахаль вулакан-итлекен уйӑрайми, хаклайми пулчӗ: мӗн хӑлхана ытларах кӗрет, ҫавна чӑн-чӑн поэзи тесе шутлать. Ҫавӑнпа сӑвӑҫсем халь ӑмӑртса юрӑ валли ҫырасшӑн: «Манӑн сӑмахсемпе 150 ытла юрӑ ҫырнӑ! Ман вара 223 яхӑн юрӑ, радиопа куллен параҫҫӗ!» — тесе шавлакансем «юрӑ валли мар» ҫыракансен сассине хупласа тӑраҫҫӗ. Юрӑ ӳнерӗ ҫапла халӑха кирлӗ пулни, кашни ӑнӑҫлӑ, илемлӗ юрӑ мана питӗ савӑнтарать, анчах вӑл, калатӑп-ҫке, поэзирен ытларах чухне инҫетре тӑрать.
Чӑн-чӑнни вӑл нихҫан та нумай пулмасть ӗнтӗ. Тата вӑл шавсӑр». Ҫапла шухӑшлать Марина Карягина тележурналист, сӑвӑҫ. Хӑйӗн шухӑшне вӑл Фейсбукра ҫырса хунӑ.
ЧР Наци вулавӑшӗ «Литмост. Эксмо объединяет» проекта хутшӑнать. Ҫавна май авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Раҫҫейри паллӑ ҫыравҫӑпа Ник Перумовпа онлайн-тӗлпулу ирттерӗҫ.
Мероприяти Наци вулавӑшӗнче конференц-залра иртӗ (2-мӗш хут, 214-мӗш пӳлӗм), 14 сехетре пуҫланӗ. Унта кирек кам та пыраять, паллӑ ҫыравҫа ыйту параять.
Сӑмах май, «Эксмо» ҫак уйӑхра «Гибель Богов-2», «Орел и Дракон» ярӑмӑн ҫиччӗмӗш кӗнекине кӑларать.
Тата ҫакна палӑртса хӑвармалла: мероприятие лекес тесен укҫа тӳлемелле мар, вӑл тӳлевсӗр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |