Чӗмпӗр облаҫӗнчи Димитровградра пурӑннӑ поэт-фронтовик, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин 2-мӗш степеньлӗ орденӗн кавалерӗ Евгений Ларин вилнӗ. Кун пирки Николай Ларионов ҫыравҫӑ, публицист, поэт Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнӗнче паян пӗлтернӗ.
Евгений Степанович 1926 ҫулта Ҫӗнӗ Малӑкла районӗнчи Малаел ялӗнче ҫуралнӑ.Сӑмах май каласан, ку ялта 30 процент чӑваш пурӑнать.
Ухсай Яккӑвӗн юлташӗ пулнӑ. Кӑҫал пуш уйӑхӗнче вӑл Николай Ларионова Ухсайпа Мускавра съездсенче ялан ҫумлӑн ларнине, пӗрле ҫӳренисене каласа кӑтартнӑ. «Ларин хӑйӗн поэмисене пӑхмасӑр каласа паратчӗ. Тӗлӗнмелле ҫын», — тенӗ Николай Ларионов.
Шӑматкун, раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Чӑваш Енри профессионал писательсен союзӗ пухӑва пуҫтарӑннӑ.
«Литература. Писатель. Вулакан... Чӑваш литераторӗсем ҫулталӑкри пӗтӗмӗшле пухӑва пуҫтарӑнчӗҫ. Писательсен пӗрлӗхӗн форумне пухӑннисене, хӑнасене та, чӗннисене те пухӑва хастар хутшӑннӑшӑн чунтан тав тӑватӑп», — тесе ҫырнӑ Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова Фейсбукра.
Лидия Ивановнӑн Фейсбука вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗкӗсем тӑрӑх хакласан, пухӑва республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова хутшӑннӑ, сӑмах каланӑ, уйрӑм ҫыравҫӑна чысланӑ.
Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче «Николай Айзман – драматург тата театр ӗҫченӗ» ҫавра сӗтел иртӗ. Ӑна чӑваш драматургӗ, режиссерӗ, актерӗ Николай Айзман ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланӑ. Мероприятие вулавӑшӑн Ютубри страницинче пӑхма май килӗ. Вӑл 14 сехетре пуҫланӗ.
Ҫавра сӗтеле Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем, Ирина Кириллова тата Вера Никифорова литературоведсем, хутшӑнӗҫ. Николай Айзман пьесисемпе Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче лартнӑ спектакльти сыпӑксене те кӑтартса илӗҫ. Асӑннӑ театрта, сӑмах май, Николай Айзман 100 ытла роль калӑпланӑ, 30 ытла спектакль лартнӑ. Унӑн пьесисемпе халӑх театрсем те спектакльсем хатӗрлеҫҫӗ.
Николай Айзманӑн пичетленнӗ пӗрремӗш пьеси — «Йӑмраллӑ ялта». Пӗтӗмпе вӑл 60-а яхӑн драма произведенийӗ ҫырнӑ.
Пушкӑртстанри Пишпӳлек районӗнчи Слакпуҫ ялӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ музей-ҫурта уҫнӑранпа паян 80 ҫул ҫитнӗ. Сумлӑ дата пирки Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова ҫыравҫӑсен мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнӗнче паян аса илтернӗ.
Слакпуҫӗнчи музей комплексӗ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, К.В. Ивановӑн музей-ҫуртне уҫма Пушкӑртстан правительстви 1940 ҫулхи юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче йышӑну тунӑ. Музея поэт ҫуралнӑ килте уҫнӑ. Ӑна йӗркелекенӗ Петр Кудряшев пулнӑ. Поэт ҫуралнӑранпа 50 ҫул ҫитнине халалласа 1940 ҫулта палӑк та лартнӑ.
Георгий Тал-Мӑрса Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Пасарлӑ Упи ялӗнче чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ялти шкулта, Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче (1909–1915), Хусанти Ҫурҫӗр Хӗвел тухӑҫ халӑхӗсен этнографипе археологи институтӗнче (1917–1920) вӗреннӗ. 1918 ҫулта чӑваш театрне пуҫарса яраканӗсенчен пӗри пулнӑ, актер тата режиссер пулса вӑй хунӑ, спектакльсем лартма вырӑсларан чӑвашла 40 ытла пьеса куҫарнӑ, хӑй те драмӑсем ҫырнӑ. Ҫыравҫӑна IV степеньлӗ Георгий хӗресӗпе чысланӑ.
Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Тал-Мӑрсан ал ҫырӑвӗсем, докуменчӗсем, сӑнӳкерчӗкӗсем, ытти япали упранать.
Мускавра нумаях пулмасть Раҫҫейри халӑхсен хальхи вӑхӑтри литературин антологийӗ пичетленсе тухнӑ. Хальхинче драматурги жанрӗллӗ хайлавсене кун ҫути кӑтартнӑ.
Сумлӑ кӑларӑма Чӑваш Енри ҫыравҫӑсен ӗҫӗсем те кӗнӗ. Ку хыпара Фейсбукра республикӑри паллӑ поэт, драматург, тележурналист, сценарист Марина Карягина пӗлтернӗ.
«Малтан Шупашкарти ятарлӑ канаш хупӑ сасӑлавпа виҫӗ пьеса сӗннӗ, унтан, апла антологи ытла та хулӑмланса кайнипе, Литература институчӗ ҫумӗнчи экспертсен ушкӑнӗ вуласа хакланӑ хыҫҫӑн, шел, икӗ авторӑн хайлавне кӑна кӗртме йышӑннӑ тесе пӗлтерчӗҫ», – тесе ҫырнӑ Марина Карягина.
Антологие Марина Карягинӑн «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» тата Арсений Тарасовӑн «Инҫет телей ҫути» хайлавӗсем кӗнӗ.
Паян, юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Комсомольски районӗнчи тӗп вулавӑшра «Чӑваш халӑхӗн сумлӑ ҫыравҫи» литература каҫӗ иртнӗ.
Ӑна чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачи, К.В. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» историлле роман-эпопея авторӗ Куҫма Турхан ҫуралнӑранпа 105 ҫитнине халалланӑ. Ку хыпара Фейсбурки хӑйӗн страницинчен Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫасен союзӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова пӗлтерне. Вӑл мероприятие йӗркелекенсемпе унта хутшӑннисене тав тунӑ.
Куҫма Турхан 1915 ҫулхи юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче ҫуралнӑ. Ача ҫуртӗнче ӳснӗ. 1934 ҫулта Канашри педагогика техникумӗнче пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн тӑван ялти ҫичӗ класлӑ шкулта ачасене вӗрентнӗ. Кайран Ленинградри В.В. Воровский ячӗллӗ журналистсене хатӗрлекен институтра ӑс пухнӑ. 1988 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.
Чӑваш Енри паллӑ та сумлӑ тележурналиста, сценариста, поэта, драматурга, Марина Карягинӑна Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа кӑларнӑ медальпе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Марина Карягинӑна наградӑлама тӑратас тесен пӗри, ҫӳллӗ шайра витӗм кӳме пултаракан ҫын, ҫавна хирӗҫ пулнине Фейсбукра пӗр вӑхӑтра хытах сӳтсе явнӑччӗ.
Ҫак йӗркесен авторне Чӑваш халӑх сайчӗн редакторӗ Николай Плотников пӗлтернӗ тӑрӑх, Марина Карягина хӑй хирӗҫ пулсан та ун пултарулӑхне, тӳрӗ чунлӑхне хаклакансем ҫине тӑнӑ. Кирлӗ хутсене Чӑваш Енри Таврапӗлӳҫӗсен пӗрлешӗвӗ урлӑ ятарласа хатӗрленӗ.
Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлешӗвӗн хисеплӗ председателӗ Виталий Станьял республика Элтеперӗ Олег Николаев патне шӑрҫаланӑ. Вӑл Марина Карягинӑн «республикӑшӑн тунӑ ӗҫӗсем халӑх умӗнче сумлӑ та курӑмлине, вӑл талантлине, хӑшӗ-пӗрисем пек вылянса ҫӳренине йышӑнманнине» палӑртнӑ.
Паян, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем сцена ҫинче «Кӗтӳҫ» премьерӑпа тухӗҫ. Ӑна Владислав Николаев пьесипе лартнӑ.
Елчӗк ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ ҫак автора театра юратакансем аван пӗлеҫҫӗ. Унӑн хайлавӗ тӑрӑх Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче лартнӑ «Пихампар чунӗ манра» мюзикла та куракансем кӑмӑлласа йышӑннӑччӗ. Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑскер хальхи вӑхӑтра журналист пулса ӗҫлет. Владислав Николаев юптарусем ҫырать, ытти жанрпа та ӑнӑҫлӑ ӗҫлет.
Хальхи трагикомедие Василий Иванов режиссер лартнӑ, художникӗ – СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев.
Кировра вырнаҫнӑ Александр Грин музейӗ хӑйне евӗрлӗ экспонатсемпе пуянланнӑ. Ҫыравҫӑн чӑвашла куҫарнӑ хайлавӗсен пуххине музей парне евӗр йышӑннӑ. Ӑна куҫару авторӗ Алексей Леонтьев парнеленӗ.
Парнене «А.С. Грин: взгляд из XXI века» (чӑв. А.С. Грин: XXI ӗмӗр куҫӗпе) ӑслӑлӑх конференцийӗнче панӑ. Унта куҫаруҫӑна та йыхравланӑ. Киров облаҫӗнчи таврапӗлӳ музейӗ Шупашкарти хӑна тухса калаҫнине итлекенсем кӑсӑкланса тӑнланине, ҫавна май ҫырнисен 5 томлӑ пуххине парнелеме хистенине пӗлтернӗ.
Алексей Леонтьев асӑнмалӑх ҫырса хӑварнӑ. Унта ҫапла каланӑ: «Грина юратса — Киров облаҫӗнчи таврапӗлӳ музейне. Грэй капитан калашле, тӗлӗнтермӗше хӑвӑн аллупа тӑвасси — чее мар чӑнлӑх. Маншӑн Грин чӑвашла калаҫни тӗлӗнтермӗш».
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |