Владимир Садай (Цырульников) ҫыравҫӑ тата журналист ҫуралнӑранпа ӗнер, пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 95 ҫул ҫитнӗ.
Вӑл 1926 ҫулта Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑнлӑ районне кӗрекен Каша ялӗнче ҫуралнӑ. 1991 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.
Владимир Садай 1949-1951 ҫулсенче Чӑнлӑ (Пухтел) районӗнчи «Пӗрлешӳллӗ ӗҫ» хаҫат редакцийӗнче ӗҫленӗ. 1951 ҫулта Шупашкара куҫса килнӗ, кунта хаҫат-журнал редакцийӗсенче, Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ. Куҫӑмсӑр майпа СССР писателӗсен Союзӗ ҫумӗнчи А. М. Горький ячӗллӗ Литература институтӗнчен вӗренсе тухнӑ.
В. Садай повеҫсемпе калавсен тата очерксен пуххисене пурӗ 30 кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Ҫав шутра — «Летчиксем», «Ҫӑлтӑрсем тапӑра анаҫҫӗ» тата «Аттесемпе пӗрлех кӑвакартӑмӑр» романсем.
Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн «Варкӑш» клубӗн хастарӗсем уйӑхсерен пухӑнса пӗр-пӗр кӗнекене сӳтсе яваҫҫӗ. Паян, пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, вӗсем Елена Мустаева повеҫӗсемпе калавӗсенчен тӑракан «Уй варринче ҫинҫе хӑва» кӗнекене сӳтсе явӗҫ.
Асӑннӑ кӑларӑма Василий Кервен пухса хатӗрленӗ. Екатерина Васильева ӳнерҫӗ ӳкерчӗксемпе хитрелетнӗ. «Хайлавсенче тӗпре — чӑваш хӗрарӑмӗн шӑпи», — хакланӑ кӗнеке редакторӗ Ольга Иванова.
Елена Мустаева 1966 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Енри Вӑрнар районӗнчи Кушлавӑш ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнчи вырӑс уйрӑмӗнче вӗреннӗ. Пӗр вӑхӑт вырӑс чӗлхипе литература учителӗ пулса ӗҫленӗ. Елена Николаевна 1991 ҫултанпа Чӗмпӗр хулинчи «Канаш» хаҫатра вӑй хурать.
Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Николай Шелепи ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитнӗ май астӑвӑм каҫӗ иртӗ. Ҫав кунах «Ҫӗнтерӳ юрри» курав уҫӑлӗ. Ӑна поэтӑн архивӗнчи кӗнекесенчен, сӑнӳкерчӗксенчен, документсенчен йӗркелӗҫ.
Николай Шелепи Тутарстан Республикин Аксу районӗнчи Ҫӗнӗ Ӳселте 1881 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Литература вучахне вӑл 1905-1907-мӗш ҫулсенче чӗртсе янӑ. «Ҫӗлен» ятлӑ аллегорилле сӑвви 1907-мӗш ҫулта «Хыпар» хаҫатра кун ҫути курнӑ. Цензура тытса чарасран сӑвва «Тав» ятпа пичетленӗ. Каярах Шелепи «Ваҫанкка», «Ҫарӑмҫанпа Хӑнтӑрҫа» поэмӑсем, «Константинополь хулине туни ҫинчен чӑваш ваттисем калани» сӑвӑ ҫырнӑ. Сатирӑллӑ хайлавсемпе пӗрлех ҫар темипе те шӑрҫаланӑ, ачасем валли те калӑпланӑ.
Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче литературӑпа музыка каҫӗ иртнӗ. Ӑна Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне халалланӑ.
Кун пек мероприятие йӗркелесси музейра ырӑ йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен ӑна ҫулсерен ирттереҫҫӗ.
Музей ертӳҫи Ирина Оленкина Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм-поэтсем ҫуркунне, юрату, амӑшӗлӗх, ҫутҫанталӑк тата пурнӑҫ илемӗ ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсене вуланӑ. Хавхаланса та хӑпартланса янӑранӑ асамлӑ поэзи.
Литературӑпа музыка каҫӗнче «Пленэр из окна» (чӑв. Чӳречери пленэр) курав уҫӑлнӑ. Ӑна хӗрарӑм-художниксен ӗҫӗсенчен хатӗрленӗ.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер 80 ҫул тултарчӗ. Ҫавна май Чӑваш Наци вулавӑшӗн «Чӑваш кӗнеки» центрӗнче юбиляра халалланӑ курав уҫӑлнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Поэт пултарулӑхне сума сӑвакансем валли тата тепӗр чаплӑ мероприяти иртӗ. Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче поэтӑн пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Вӑл 16 сехетре пуҫланӗ. Кайса курас кӑмӑллисене пурне те тӳлевсӗр кӗртӗҫ.
Юрий Сементер (Юрий Семенович Семенов) Красноармейски районӗнчи Танӑш ялӗнче ҫуралнӑ. ВЛКСМ Ҫӗрпӳ райкомӗн пай пуҫлӑхӗнче, Ҫӗрпӳ район хаҫатӗнче ӗҫленӗ, Чӑваш кӗнеке издательствин илемлӗ литература редакторӗ, аслӑ редакторӗ, редакцисен заведующийӗ пулнӑ, 1974 ҫултанпа «Ялав» журналӑн тӗп редакторӗнче тимленӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 14 сехетре, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Чун хӗлхемӗ – халӑха!» курав уҫӑлӗ. Ӑна Раиса Сарпи сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Раиса Васильевна 1951 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшнче Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче вӗреннӗ.
Поэт, прозаик, драматург, тӑлмач. Хайлавӗсене Раиса Сарпи чӑвашла та, вырӑсла та ҫырать. Вӑл — 50 ытла кӗнеке, 300 юрӑ, чӑваш театрӗсенче лартнӑ 10 пьеса авторӗ. Унӑн хайлавӗсем шкул программине, литература хрестоматийӗсене кӗнӗ. Сӑввисене тӗнчери чылай чӗлхе ҫине куҫарнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче ача-пӑча литературин редакторӗнче, Пукане театрӗнче литература пайӗн заведующийӗнче, хӗрарӑмсен «Пике» журналӗн редакторӗнче, «Путене» ача-пӑча журналӗн редакторӗнче ӗҫленӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра преподаватель пулнӑ.
Раиса Сарпи – Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ, тӗрӗк халӑхӗсен Нежип Фазыл ячӗллӗ премийӗсен лауреачӗ. Ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Юрий Скворцовӑн проза тӗнчи» онлайн-каҫ иртӗ. Вӑл 15 сехетре пуҫланӗ. Ӑна вулавӑшӑн Ютубри каналӗнче курма май килӗ. Ӑна чи вуланакан ҫыравҫӑсенчен пӗри, Юрий Скворцов, ҫуралнӑранпа 90 ҫитнине халалланӑ. Мероприятие пултаруллӑ прозаик, литературовед пултарулӑхне тӗпченисем, вулакансем хутшӑнӗҫ.
Юрий Скворцовӑн чи пирвайхи сӑвви «Ялав» журналта 1953 ҫулта пичетленнӗ. Унӑн ҫепӗҫ сӑввисем килӗшнӗрен Г. Хирбю, Ф. Лукин, А. Токарев тата ытти композитор юрӑсем кӗвӗленӗ. Пултаруллӑскер инди, серб, венгри, мари ҫыравҫисен хайлавӗсене, С. Есенинпа Я. Купала сӑввисене чӑвашла куҫарнӑ.
Юрий Скворцовӑн повеҫӗсемпе калавӗсем паян та вулакансене ҫывӑх.
Паян Геннадий Максимов ҫыравҫӑ 60 ҫул тултарнӑ.
Вӑл 1961 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Комсомольски районӗнчи Нӗркеҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑрнарти совхоз-техникумра, Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Комсомольски район хаҫачӗн ял хуҫалӑх пайӗн заведующийӗ, Чӑваш телевиденийӗн ачасемпе ҫамрӑксен кӑларӑмӗсен заведующийӗ, «Хресчен сасси» хаҫачӗн тӗп редактор ҫумӗ, «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» редакторӗ пулнӑ, 1994 ҫултанпа — «Хыпар» издательство ҫурчӗн тӗп редакторӗн ҫумӗ. Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ятне тивӗҫнӗ.
Геннадий Максимовӑн пӗрремӗш кӗнеки «Сталин грамоти» ятпа кун ҫути курнӑ. 2010, 2011 ҫулсенче «Ҫӗрӗллӗ хура кушак» тата «Танец в ночи» кӗнекисем Чӑваш Енри чи нумай вуланисен шутне кӗнӗ.
Паян СССР Писательсен союзӗн пайташӗ Михаил Сениэль (Егоров) ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитрӗ.
Михаил Сениэль 1940 ҫулхи раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Тутар Республикинчи Аксу районӗнчи Ҫаврӑшпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Чистай хулинчи медицина училищинчен вӗренсе тухсан икӗ ҫул фельдшерта ӗҫленӗ. Кайран Хусан университечӗн историпе филологи факультетне вӗренме кӗнӗ, унтан тата Мускаври Литература институчӗ ҫумӗнчи Аслӑ курссенче ӑсталӑхне ӳстернӗ.
1967–1979 ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ, кайран литература ӗҫӗпе пурӑннӑ. Унӑн сӑвӑ, калав, повесть пуххисем 20 яхӑн тухнӑ. Вӑл 2014 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вилнӗ.
Ҫак кунсенче Пушкӑрт Республикинчи Ҫтерлӗ хулинче пурӑнакан хастар чӑвашсем — филологи ӑслӑлӑхӗн кандидачӗсем Л.А.Афанасьева тата Л.В.Коротаева — умлӑ-хыҫлӑ виҫӗ кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ. Виҫҫӗшӗ те асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен сӑмахлӑхӗпе, йӑли-мешехипе ҫыхӑннӑ тесе пӗлтереҫҫӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче.
Л.А. Афанасьеван «Этнолингвистический словарь лексики свадебной обрядности чувашей Республики Башкортостан» ятпа кӗнеке кун ҫути курнӑ. Л.А. Афанасьева, Л.В. Коротаева хатӗрленипе «Пушкӑртстан чӑвашӗсен туй мешехин поэзийӗ» икӗ пайпа пичетленнӗ.
Ҫав кӗнекесене калӑплакансем Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх архивӗнче упранакан пуян материалпа усӑ курнӑ, яваплӑ редактор тата ӑслӑлӑх редакторӗ пулма институт ӗҫченне А.В. Кузнецова шаннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |