Халӑх сечӗсенчен пӗринче Швецире программистра ӗҫлесе пурӑнакан, Калининградра ҫуралнӑ, пӗчӗк чух вырӑсла калаҫнӑ пулин те каярах чӑвашла вӗренсе чӑвашлӑхшӑн сӑ ахпа мар, ӗҫпе ҫунакан Анатолий Миронов Ева Лисина чӑваш ача-пӑча литератури пирки шухӑшлакан видео пирки хӑйӗн шухӑшӗпе пӗлтернипе кӑсӑкланса паллашрӑм.
Ева Лисинӑна питӗ хисепленине палӑртнӑ вӑл, анчах: «Чӑваш чӗлхиллӗ литература кал-кал пулманни пирки килӗшместӗп», — тесе ҫырнӑ вӑл.
Сӑмах май, вӑхӑтӗнче Анатолий шӗвет журналӗнче Ева Лисинӑн «Ҫӑкӑр чӗлли» калавне вуланине, хайлав «ӑша кӗрсе» ларнине, ҫӗньялсен шӑпи ҫинчен «нумайччен, макӑриччен» шутланине аса илнӗ. Кӑҫал Ева Лисинӑн кӗнеки шӗветле тухнине те пӗлтернӗ. Куҫаруҫи, Микаэль Нӳдаль, Анатолие Ева Лисинӑн кӗнекине парнеленӗ. Ева Лисинӑн пултарулӑхне шӗветле чӑвашларан мар, вырӑсларан — вырӑс чӗлхи урлӑ — куҫарнӑ иккен.
Чӑваш чӗлхи вылякан чӗлхе, вырӑс чӗлхи кал-кал пыракан чӗлхе, куҫарсан хӑш чухне нимӗн те юлмасть тесе шухӑшлать иккен Ева Лисина.
Анатолий Миронов шӗветсен «Вырӑс почти» ача-пӑча вӑййине аса илнӗ. Сӑмах май, эпир те, чӑваш ачисем, пӗчӗк чухне ун пек выляттӑмӑр.
Нумаях пулмасть искусствоведени кандидачӗн Илемпи Туркайӑн «Нарспиана» монографийӗ кун ҫути курнӑ. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ кӑларнӑ.
Чӑваш Енӗн Культура министерствин сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, монографт вилӗмсӗр Константин Иванов поэт пултарулӑхне хаклакансемшӗн чӑннипех парне пулса тӑнӑ.
Кӗнекене хатӗрлессипе Илемпи Туркай вунӑ ҫул ӗҫленӗ. Монографи тӑватӑ пайран: «Искусство книги», «Станковая графика», «Живопись» тата «Скульптура» — ятлисенчен тӑрать. Вӗсем чӑваш тата тӗнче поэзийӗн шедеврӗ тесе йышӑннӑ «Нарспи» поэмӑна хакланӑ ӗҫсене пӗр ҫӗре пухнӑ. Кӗнеке вилӗмсӗр ӗҫе тивӗҫлипе хаклакан кирек епле ӳсӗмри ҫыншӑн та: ачасенчен пуҫласа ваттисем таранах — кӑсӑклӑ пуласса шанма пулать.
Чӑваш кӗнеке издательствинче тин ҫеҫ Елена Мустаевӑн «Уй варринче ҫинҫе хӑва» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Кун пирки Культура министерстви хӑйӗн сайтӗнче пӗлтерет.
Елена Мустаевӑн «Уй варринче ҫинҫе хӑва» кӗнеки 1 пин экземплярпа кун ҫути курнӑ. Кӗнекене авторӑн вун икӗ калавӗ тата виҫӗ повеҫӗ кӗнӗ. Палӑртса хӑвармалла, Елена Мустаевӑн нумай хайлавӗнче хӗрарӑмӑн ҫӑмӑл мар шӑпи сӑнланнӑ. Чӑваш ҫыравҫин сӑнарӗсем нихӑҫан та ҫынлӑха ҫухатмаҫҫӗ, пуҫ усмасӑр малалла талпӑнаҫҫӗ. Ҫакӑ вулакансене чӑннипех те илӗртсе кӗрсе каять. Калавсемпе повеҫсенчи ӗҫ-пуҫ та кӑсӑклӑх ҫуратать. Хайлавсенче тӗрлӗ самана пирки ҫырса кӑтартнӑ пулин те писатель историн кашни тапхӑрӗнчех ҫын телейпе юрату патне ӑнтӑлнине уҫса кӑтартнӑ.
Чӑваш наци музейӗнче юрӑ-кӗвӗллӗ литература каҫӗ иртнӗ. Ӑна чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи Степан Аслан ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Литература каҫне Степан Асланӑн ачисемпе мӑнукӗсем тата тӑванӗсем кӑна мар, хальхи ҫыравҫӑсем те, Канаш районӗн ентешлӗхӗн хастарӗсем те, Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищин вӗренекенӗсем те, Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти шкул ачисем те хутшӑннӑ. Малтанах Степан Асланӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне аса илнӗ, кун пирки пухӑннисене Константин Иванов ячӗллӗ литература музейӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Галина Еливанова каласа кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне паллӑ ҫыравҫӑпа ҫыхӑннӑ кӑсӑклӑ самантсемпе Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер тата Чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кибеч паллаштарнӑ. «Ахрат», «Сехмет», «Хӑват» хайлавсен авторӗн хӗрӗ Алина Асланина-Павлова ашшӗн «Ростки жизни» кӗнекине презентациленӗ, ӑна вӑл вырӑсла хӑй куҫарнӑ.
Палӑртар, литература каҫӗнчех «Чап-мухтавшӑн эп ҫунмастӑп» курав уҫӑлнӑ, унта Степан Асланӑн кӗнекисемпе тата сӑнӳкерчӗкӗсемпе паллашма пулать.
Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Унӑн ячӗ — «История чувашской литературы XX века. Часть 2 (1956―2000 годы)». Кун пирки Чӑваш Енӗн Информполитика министерстви пӗлтерет.
Ҫак кӗнеке Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ученӑйсен канашӗн пуҫарӑвӗпе кун ҫути курнӑ. Вӑл — «История чувашской литературы XX века» кӗнекен иккӗмӗш пайӗ. Малтанхи кӗнекинче чӑваш литературин XX ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринчи аталанӑвӗ пирки ҫырнӑ пулсан, кунта 1956‒2000 ҫулсенчи чӑваш литературине кӑтартнӑ. Иккӗмӗш кӗнекене иртнӗ ӗмӗрти асӑннӑ тапхӑрта ӗҫленӗ писательсен хайлавӗсене кӗртнӗ, тишкерӳллӗ статьясемпе пӗрлех Хӗветӗр Уярӑн, Ухсай Яккӑвӗн, Юрий Скворцовӑн, Геннадий Айхин портречӗсене вырнаҫтарнӑ.
«Паян ирпе маншӑн кӗтмен япала пулчӗ», — тесе ҫырнӑ эрнекун Фейсбукра Алексей Кряжинов журналист тата ҫыравҫӑ.
Вӑл унта пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫей ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн проза секцийӗ ӑна асӑннӑ пӗрлешӗве сӗнме йышӑннине хыпарланӑ иккен. Проза секцийӗ сӗнине кура Алексей Кряжинов кандидатурине ятарлӑ йӗркепе пӑхса тухать иккен.
«Вуланӑ хыҫҫӑн савӑннипе чӗре кӑкӑртан сиксе тухатчӗ», — йӗкӗлтешет ҫыравҫӑ тата журналист пӗрлешӳсен пайташӗ пулма тата хисеплӗ ятсене хирӗҫҫине палӑртса.
Раҫҫей ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗ пулас тесен йыша кӗме 5 пин тенкӗ тӳлемелле иккен, кайран уйӑхсерен — 200-шер тенкӗ. Алексей Кряжинов палӑртнӑ тӑрӑх, пултарулӑх, пичетленнӗ хайлавсен шучӗ тата ытти те пӗлтерӗшлӗ мар иккен.
Ара Мишши (Михаил Николаевич Краснов) Чӑваш кӗнеке издательствинче «Пӗрремӗш утӑмсем. Первые ступеньки» ятпа черетлӗ кӗнеке кӑларнине, унччен вӑл «Ҫамрӑк юланутҫӑ» кун ҫути кӑтартнине эпир ҫу уйӑхӗнче хыпарланине вулакансем, тен, астӑваҫҫӗ те пулӗ.
Ачасем валли кӗнеке ҫырма лариччен Михаил Краснов чылай ҫул Чӑваш Енӗн патшалӑхӑн влаҫ органӗсенче ӗҫленӗ. «Пӗрремӗш утӑмсем. Первые ступеньки» ятлине 500 экземплярпа кӑларнӑччӗ. Кӑларӑма чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ пилӗк калав кӗнӗччӗ.
Иртнӗ эрне вӗҫӗнче иртнӗ Чӑваш Енӗн профессилле ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн ларӑвӗнче йыша ҫӗнӗ пайташсем илес ыйтӑва та тишкернӗ. Ара Мишшине унта ҫыравҫӑсен ретне илме йышӑннӑ. Куншӑн питӗ савӑннине Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Светлана Асамат Фейсбукра пӗлтернӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 16 сехетре Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче Эстонире пурӑнакан Дина Гаврилова ҫыравҫӑн «Путешествие Пуси Югорской из Сибири в Эстонию» кӗнекине хӑтлӗҫ. Ҫӗпӗртен Эстоние ҫитнӗ кушак ҫинчен ҫырнӑ юмаха социаллӑ сатира шутне кӗртнӗ. Пушкӑртстанри Пишпӳлек районӗнчи Мелеспуҫ Ялтӑра чӑваш ялӗнче 1962 ҫулта ҫуралнӑскерӗн чӑн ячӗ — Надежда Григоренко. Политехника техникумӗнче, каярах Ленинградри политехника институтӗнче вӗреннӗскер 1985 ҫултанпа Эстонире пурӑнать.
Ҫиччӗре чухне вырӑс интернатне лекнӗ пулин те тӑван чӗлхене манман. Кӗнекисене те ентешӗсем ҫинчен ҫырать. Хӑй калашле, малашне те пултарулӑхне вӗсене халалласшӑн.
Чӑваш Енре Эстони ҫыравҫи Раиса Сарпи, Альбина Юрату тата Валерий Туркай сӑвӑҫсемпе тӗл пуласшӑн. 2015 ҫулта Пушкӑртстан ҫӗрӗ ҫинче «Силпи» фестиваль иртнӗ чух ҫав чӑваш поэчӗсемпе паллашнӑ та вӗсем тӑван культурӑшӑн хыпса ҫуннине курнӑран килӗштернӗ.
Иртсе кайнӑ канмалли кунсенче Тутарстанра Пӗтӗм Раҫҫейри драматургсен семинарӗ иртнӗ. Унта пирӗн республикӑран Марина Карягина хутшӑннӑ.
Паллӑ телеертӳҫӗ, пултаруллӑ поэт литературӑра драматурги жанрӗпе те тухӑҫлӑ ӗҫлет. Унӑн хайлавӗсем чӑваш сцени ҫинче вырӑн тупаҫҫӗ. Маларах Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» пьеса лартнӑччӗ, пӗлтӗр Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ куракан патне унӑн «Куккуклӑ сехетне» ҫитерчӗ.
Тутарстанри семинар пирки Марина Карягина Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, унта «ҫӗнӗ ҫынсемпе паллашнӑ — ҫӗнӗ тӗнчесем уҫнӑ». Семинар Тутарстанри ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн ертӳҫин Данил Салиховӑн ялти ҫуртӗнче, Хусантан утмӑл ҫухрӑмра, иртнӗ. «Эрнекунран пуҫласа тунтикунччен 40 хӑнана пӑхма, тӑрантарма, вырнаҫтарма, юрама ансат мар. Чаплӑ пӑхрӗҫ. Эпир йӗркелесе ирттерейӗпӗр-и ҫапла усӑллӑ семинарсем?» — тесе ҫырнӑ Чӑвашри хальхи вӑхӑтри драматург.
ЧР Профессионал писательсен пӗрлӗхӗ 2016 ҫула пӗтемлетнӗ. Халӗ ӑна Геннадий Максимов ертсе пырать. Ҫӗнӗ пуҫлӑх ларнӑранпа пӗрлӗх чылай ӗҫ тунӑ.
Геннадий Максимов ҫӗнӗлле ӗҫленине палӑртаҫҫӗ. Вӑл ҫак тивӗҫе йышӑннӑранпа Чӑваш наци конгресӗпе, республикӑри вулавӑшсемпе пӗрле ӗҫлесси пирки килӗшӳ тунӑ. Ҫавӑн пекех пултарулӑх ӑмӑртӑвӗсемпе тӗлпулусем йӗркеленӗ.
ЧР культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов ҫыравҫӑсене ырӑ хыпар пӗлтернӗ: пӗрлӗхе пулӑшмашкӑн майсем тупнӑ. Вячеслав Оринов унччен режиссер пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл хальхи драматургсен пултарулӑхне палӑртнӑ.
Ларура Борис Чиндыков халӗ ҫыравҫӑсенчен ҫамрӑкраххисем сахалтан та 40–50 ҫулсенче пулнине палӑртнӑ. Патшалӑх пулӑшмасан малашне ҫырас текенсем пулмӗҫ. Кӳршӗ республикӑра гонорар тӳлеме майсем тупнӑ. Пирӗн те ҫавнашкал пулсан ҫыравҫӑсем тем пек савӑнӗччӗҫ.
Лару вӗҫленнӗ май тепӗр лайӑх хыпар пӗлтернӗ: Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ уҫӑлсан унта пӗрлӗх валли пӳлӗм пулӗ. Пӗрлӗхӗн сайтне те йӗркелесшӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |