Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Асран кайми Ялкир» курав уҫӑлнӑ. Ӑна поэт, драматург, тӑлмачӑ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Куравра Петӗр Ялкирӑн не паллаштаракан кӗнекесем, сӑнӳкерчӗксем тата ытти вырӑн тупнӑ.
Курава уҫнӑ ҫӗре поэтӑн тӑванӗсем, ҫыравҫӑсем, артистсем, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ студенчӗсем пырса ҫитнӗ. Петӗр Ялкирӑн ентешӗсем – Хӗрлӗ Чутай ентешлӗхӗн хастарӗсем (ертӳҫи Владимир Савинкин) – те пулнӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературин учителӗсем Ираида Филимонова тата Венера Иванова та хутшӑннӑ.
Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗн ҫумӗ Лидия Филиппова тата Раиса Воробьева ҫыравҫӑ тухса калаҫнӑ.
Петӗр Ялкирӑн мӑнукӗ Дмитрий Тихонов ҫывӑх ҫыннине асра тытнишӗн тав тунӑ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавшӗнче филологи наукисен докторне, профессора Георгий Фёдорова асра тытса пуҫтарӑнӗҫ. Мероприяти 14 сехетре пуҫланӗ, вӑл 137-мӗш пӳлӗмре иртӗ.
Георгий Иосифович – Чӑваш Республикин наукӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Писательсен союзӗн членӗ. Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вӑл ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ.
Ыран, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Наци вулавшӗнче «Тупасчӗ сӑмахӑн пӗртен пӗр таса вӑрттӑнне…» ятпа литература каҫӗ иртӗ. Унта Георгий Фёдоровпа пӗрле ӗҫленисем, тусӗ пулнисем, ентешӗсем, ун пултарулӑхне хаклакансем пуҫтарӑнӗҫ.
Ӑсчахӑн мӑшӑрӗ Галина Фёдорова Георгий Иосифовичӑн «Суйласа илнисем. Поэмӑсем, сӑвӑсем» тата «Ай, мӑнтарӑн хир мулкачи» илемлӗ хайлавӗсен пуххисемпе паллаштарӗ. Георгий Фёдорова литература тӗнчинче поэт, прозаик, литературовед тата критик евӗр те пӗлеҫҫӗ-ҫке. Унӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗсен шучӗ вара 250-ран иртнӗ, 4 монографи, вӑл тӗрлӗ учебникпа вӗренӳ пособийӗн авторӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Петӗр Яккусенӗн «Кӗмӗл ҫутиллӗ хирсем» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
«Унта, тӗпрен илсен, паллӑ поэтӑн иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче ҫырнӑ, анчах ку таранччен ниҫта та пичетленмен хайлавӗсем кӗнӗ. Ҫавӑн пекех авторӑн сайра кун ҫути курнӑ сӑввисем те вырӑн тупнӑ кӑларӑмра», — тесе хыпарланӑ издательство сайтӗнче.
Петӗр Яккусен (Петр Яковлевич Яковлев) 1950 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Упаҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Наукӑпа тӗпчев институтӗнче, Красноармейски тата Элӗк районӗсенчи шкулсенче, Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫленӗ. Вӑл 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫӗре кӗнӗ.
Ача-пӑча литературин «ПроДетЛит» пӗтӗм ҫӗршыври энциклопедийӗн электрон бази пӗрмаях ҫӗнӗ авторсемпе, иллюстраторсемпе, куҫаруҫӑсемпе, издательствӑсемпе, журналсемпе, литература премийӗсемпе тата конкурссемпе пуянланса пырать.
Виртуаллӑ энциклопедире хальхи вӑхӑтра Раҫҫейпе тӗнчери 450-а яхӑн ят. Ҫав шутра Павел Бажов, Самуил Маршак, Корней Чуковский, Сельма Лагерлёф, Юнна Мориц, Марк Твен тата ыттисем те пур. Халӗ ҫав список Чӑваш Енри авторпа пуянланнӑ. Вӑл — Ольга Васильева (Федорова) прозаик, куҫаруҫӑ, журналист, ача-пӑча кӗнекисен редакторӗ. Вӑл Чӑваш кӗнеке издательствнче ача-пӑча литературин тӗп редакторӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Владимир Степановӑн «Великие битвы наших предков. Пирӗн несӗлсен аслӑ вӑрҫисем» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑма «Кӑсӑклӑ теҫетке» ярӑмпа кӑларнӑ. Кӗнекене Дмитрий Литаврин художник илемлетнӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн тиражӗ — 1000 экземпляр.
Владимир Степанов тӑван халӑхӑмӑрӑн мӑн аслашшӗсем хутшӑннӑ 10 аслӑ вӑрҫӑ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Асӑннӑ хирӗҫтӑрусем Евразин тӗрлӗ вырӑнӗнче тата тӗрлӗ саманара пулса иртнӗ. Пирӗн йӑхташӑмӑрсене маларах «чӑваш» этнонимпа пӗлмен.
«Великие битвы наших предков. Пирӗн несӗлсен аслӑ вӑрҫисем» кӗнекене аслӑ классенчи шкул ачисем валли тесе кун ҫути кӑтартнӑ. Автор хӑйӗн очеркӗсемпе аслисем те кӑсӑклансах паллашасса шанать.
Виҫӗмкун, кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Андрей Растворцев писатель, поэт, куҫаруҫӑ пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Унпа паян, кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, 9 сехет те 30 минутра Республикӑн клиника пульницин ҫуртӗнче сывпуллашӗҫ.
Вӑл Амур облаҫӗнчи Гонжа ялӗнче 1958 ҫулта ҫуралнӑ, Шупашкарта пурӑннӑ. Вӑл ачасем валли те ҫырнӑ, аслисем валли те.
Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ, ҫыравҫӑ, Галина Матвеева, хакланӑ тӑрӑх, прозӑра ҫеҫ мар, поэзире те ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ вӑл; унӑн сӑвви-калавӗ Раҫҫейри, ун тулашӗнчи хуласенче тухса тӑракан сумлӑ кӑларӑмсенче (электронлӑ журналсенче, пичет хатӗрӗсенче) ҫапӑнса тухнӑ, вулакансене калаҫтарнӑ, тавлаштарнӑ. Кунсӑр пуҫне Андрей Растворцев чӑваш литературине вырӑсла куҫарнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци библиотекинче Литература ёлки иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Культура мероприятине Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн пайташӗсем пухӑннӑ. Светлана Гордеева ҫыравҫӑ Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, поэтсемпе писательсем иртсе кайнӑ ҫулталӑка пӗтӗмлетнӗ, пичетленнӗ кӗнекесем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. 2021 ҫул вӗҫӗнче кун ҫути курнӑ «Семь поэтов» сӑвӑ кӗнекине кӗме тивӗҫнӗ авторсем хӑйсен хайлавӗсене вуланӑ. Александр Шпаннагель, Светлана Гордеева, Наталья Селезнева, Валентина Белова, Раиса Воробьева хӑйсен сӑввисемпе паллаштарнӑ.
Чӑваш Енри профессионал писательсен союзне ертсе пынӑ Лидия Филиппова пӗлтӗрхи ӗҫ-хӗле тишкернӗ, пӗрлешӗвӗн хальхи ертӳҫи Ольга Куликова (Улькка Эльмен) кӑҫалхи плансем ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Чӑваш ҫыравҫи, поэт-прозаик, журналист-публицист Лидия Филиппова пӗтӗм Раҫҫейри общество наградине — «Василий Шукшин» ылтӑн медале — тивӗҫнӗ. Лидия Ивановна пултарулӑхне 2021 ҫулшӑн ҫавӑн пек хаклама Раҫҫей ҫыравҫисен союзӗ йышӑннӑ.
Лидия Филиппова 2003 ҫултанпа — Раҫҫей ҫыравҫисен союзӗн пайташӗ. Вӑл — 18 кӗнеке авторӗ. Лидия Ивановна 100 ытла публикаци ҫырнӑ, ҫав шутра — 4 вӗренӳпе методика тата 11 ӑслӑлӑх ӗҫӗ.
Лидия Михайлован литературӑри псевдонимӗсем — Лидия Филиппова, Амина Турхан, Алла Давыдова.
Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци библиотекинче Литература ёлки иртӗ.
Светлана Гордеева ҫыравҫӑ Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн Фейсбукри страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ёлкӑра Ҫӗнӗ ҫул тата Сурхури ҫинчен сӑвӑсем вулӗҫ. Вырӑсла ҫыракан авторсен пӗлтӗр пичетленсе Наци библиотекинчи «Семь поэтов» сӑвӑ кӗнекипе те паллаштарма палӑртнӑ унта.
Литература ёлки 16 сехетре 212-мӗш пӳлӗмре пуҫланӗ.
«Эп сирӗнпе, пин-пин чӑваш!» видеороликсен регионсем хушшинчи конкурсне хутшӑннӑ аякри чӑваш музея кӗнеке парнеленӗ. Ку хыпара Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ.
Конкурса хутшӑннӑ ҫав ҫын – Пенза облаҫӗнчи Ҫӑрттанлӑ районӗнчи Илим Ту ялӗнчи Михаил Васильев. Вӑл Курак Йӑванӗн «Асатте», «Ҫуркунне», «Хӗллехи ир» сӑввисене вуланӑ.
Антонина Андреева хыпарланӑ тӑрӑх, «Пензӑран Мускава ӗҫлеме ҫӳрекенскер Курак Йӑванӗн чӑвашла кӗнекине репринт мелӗпе Наци библиотекинче ҫӗнӗрен кӑларнӑ. Пӗр экземплярне Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейне парнеленӗ».
Антонина Андреева калашле, кашниех чӑваш ҫыравҫисен эткерлӗхне хӑйне май упраса халӑх хушшинче сарма пултарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |