Чӑваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть Николай Евдокимовӑн «Ҫулсем-йӗрсем» романӗ 1000 экземплярпа кун ҫути курнӑ.
Николай Евдокимов 1893 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Самар облаҫӗнчи Шунтал районӗнчи Ҫӗнӗ Таяпа ялӗнче ҫуралнӑ. Теччӗри педагогика курсӗнче, Хусан университечӗн медицина факультетӗнче вӗреннӗ, Хусантах акушерство клиникинче ординатурӑра пӗлӗвне ӳстернӗ. 1930 ҫулта вӑл Чӑваш Ене куҫса килнӗ, медицина енӗпе ӗҫлесе пурӑннӑ. Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ята тивӗҫнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Николай Евдокимовичӑн малтанхи юптарӑвӗсем 1929 ҫулта «Хӗрлӗ сӑнӑ» кӗнекере пичетленнӗ. 1936 ҫулта унӑн «Юптарусем» кӗнеки, 1962 ҫулта «Ҫулсем-йӗрсем» романӗ, 1964 ҫулта «Крепков» повеҫӗ тухнӑ. Вӑл совет тата ют ҫӗршыв ҫыравҫисен хайлавӗсене, медицина кӗнекисене чӑвашла куҫарнӑ. Н.Е. Евдокимов 1964 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
«Чӗлхи чӗрӗ, илемлӗ те сӗтеклӗ», — ҫакӑн пек хакланӑ Людмила Сачкова ҫыравҫа пултарулӑхне Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Австрийская. «Чӑн-чӑн профессионал писатель пек ӑста ҫырать вӑл», — ырланӑ калем ӑстине И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доценчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Ольга Скворцова.
Людмила Сачковӑн «Ҫиҫӗмпе туслашни» кӗнекине нумаях пулмасть Республикин Наци библиотекинчи «Варкӑш» литература клубӗнче тишкернӗ.
Унта Раиса Воробьева, Анатолий Кипеч, Василий Кервен, Лидия Сарине, Ара Мишши, Нина Артемьева ҫыравҫӑсем те хутшӑннӑ.
Ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн сцена ӑсти — Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Александр Пӑртта 60 ҫул тултарать. Ҫавна май ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче культура учрежденийӗнче артистӑн юбилей каҫӗ иртӗ.
Пулас артист, драматург тата ҫыравҫӑ Красноармейски районӗнчи Алманчӑ ялӗнче ҫуранӑ. Ярославль хулинчи театр училищинчи (аслӑ шкулти) актёр факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Чӑваш пукане театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 1990 ҫулта вӑл Ҫамрӑксен театрне куҫнӑ.
Пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вулавӑшӗнче аслӑ шкул преподавателӗн тата ҫыравҫӑн Елена Нарпин «Телей патне пин ҫухрӑм» кӗнекин хӑтлавӗ иртнӗ.
Вӑл кӗнеке пӗлтӗр кун ҫути курнӑ. Ӑна аслӑ ӳсӗмри ачасем валли ҫырнӑ.
Хӑтлавра Николай Осипов литература тӗпчевҫи, Марина Карягина сӑвӑҫ тата тележурналист; Ольга Туркай ҫыравҫӑ, журналист; Римма Прокопьева ҫыравҫӑ тата «Халӑх шкулӗ» журнал редакторӗ, Ольга Австрийская Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ, Лариса Петрова «Хыпар» хаҫат журналисчӗ тата аслӑ шкута ӗҫлекенсем тухса калаҫнӑ.
Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче СССР Журналистсен союзӗн), Раҫҫей Писателӗсен союзӗн патайшӗ Михаил Мерчен (Михаил Захаров) ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ. Вӑл 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Михаил Мерчен Шупашкар районӗнчи Анаткас Тӑрӑн ялӗнче ҫуралнӑ. Колхозра та вӑй хунӑ, Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче водительте те. Ӗҫленӗ вӑхӑтрах вӑл бухгалтерсен каҫхи курсӗнче вӗреннӗ, салтакран таврӑнсан каччӑ Шупашкарти ӳнер студийӗнче виҫе ҫул вӗренсе художник ӑсталӑхне алла илнӗ.
Ҫыравҫӑн кӗнекисем ҫаксем: «Сарӑ роза», «Куҫӗсем! Ах, куҫӗсем!», «Вӗҫсӗр ҫул», «Хумлӑ Атӑл».
Чӑваш кӗнеке издательстви «Чӑваш романӗ» конкурс ирттерет. Ал ҫырусене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «конкурса тӑратнӑ ӗҫсем чӑвашла ҫеҫ пулмалла, урӑх чӗлхерен чӑвашла куҫарнӑ хайлавсене» пӑхса тухмӗҫ. «Конкурса халиччен кӗнеке пек пичетленмен хайлавпа хутшӑнмалла», — палӑртса хӑварнӑ конкурсра.
Хайлавсен тематики ирӗклӗ, калӑпӑшӗ А4 форматпа 700 страницӑран иртмелле мар.
Ӗҫӗсене fed_ol@mail.ru электрон адреспа е почтӑпа (428019, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчӗ, 13-мӗш ҫурт, Чӑваш кӗнеке издательстви, «Чӑваш романӗ» конкурса») йышӑнӗҫ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ыран, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче. Арсений Тарасов ҫыравҫӑн «Сутнӑ ҫуртри юлашки каҫ» калавне вулӗҫ.
«Васкамасӑр вулатпӑр» мероприятие Чӑваш Республикин халӑх артисткине Наталия Сергеевӑна чӗннӗ.
Калава васкамасӑр вуланӑ май ҫийӗнчех тишкерсе пырӗҫ.
Вулавӑшра пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие ҫамрӑксене кӗнеке вулаттарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
Ираида Петрова (Нарс) ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 14 сехетре, «Юрӑ пулса юласчӗ» литература каҫӗ иртӗ тата курав уҫӑлӗ.
Ираида Петрова 1913 ҫулхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Пушкӑртстанра ҫуралнӑ. Хусанти Чӑваш педтехникумӗнче, Чӑваш академи драма театрӗн театр-студийӗнче, Мускаври Театр ӳнерӗн тӗп техникумӗнче, Ленинградри музыка училищинче вӗреннӗ.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Ленинградри госпитальсенче медсестрара, Ӗренпурти заводра юрӑпа ташӑ ансамблӗн ертӳҫинче, Мускав облаҫӗнчи «Путь к победе» хаҫат редакцийӗнче штатра тӑман ӗҫчен пулса тӑрӑшнӑ.
Ираида Петрован хайлавӗсене иртнӗ ӗмӗрӗн 50-ҫулӗсенче пичетлеме пуҫланӑ.
1976 ҫулта унӑн хайлавӗ тӑрӑх Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Телейпе Илем» спектакль лартнӑ.
Трубина Мархви ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитнӗ май «Асӑнмалӑх, савӑнмалӑх» викторина иртӗ.
Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ, РСФСР шайӗнче Ленин орденне тивӗҫнӗ учителӗн тата чӑвашла ҫыракан малтанхи хӗрарӑм писательницӑсенчен пӗрин «Мучар», «Асӑнмалӑх, савӑнмалӑх», «Ача чухнехи» ятлӑ хайлавӗсем уйрӑмах паллӑ. Ҫыравҫӑ 1888 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Куснар ялӗнче ҫуралнӑ. Вырӑнти 7 класлӑ шкулта ачасене вырӑс чӗлхипе литературине 30 ҫула яхӑн вӗрентнӗ.
Пуштуйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен вӑл «Асӑнмалӑх, савӑнмалӑх» регионсем хушшинчи викторина иртӗ.
Ӑна Трубина Мархви ячӗллӗ ҫемье вулавӗн центрӗпе Чӑваш чӗлхипе литературин учителӗсен ассоциацийӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ тата
«Тантӑш» хаҫат ирттереҫҫӗ.
Герасим Харлампьев (Пилеш) писатель-драматург, скульптор, ӳнерҫӗ-график, СССР Писательсен союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑранпа нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 110 ҫул ҫитет. Ҫавна май нумаях пулмасть Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫри вӑтам шкулти 6-мӗш класс ачисем валли литература сехечӗ ирттернӗ.
Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Валентина Малышева ачасене ҫыравҫӑ кун-ҫулӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. «Герасим Харлампьев 1913 ҫулта Элӗк районӗнчи Мӑн Тукташ ялӗнче ҫуралнӑ. 1926 ҫулта пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухсан вӑл Хутарти ултӑ ҫул вӗренмелли шкула кайса кӗнӗ. Килтен пулӑшакан пулман пирки унтан вӗренсе тухмасӑрах Нурӑсри профшкула кайса кӗнӗ, икӗ ҫул хушши столяр ӗҫне вӗреннӗ. Ун хыҫҫӑн Красноармейски районӗнчи Упири ултӑ ҫул вӗренмелли шкулта ӗҫ учителӗ пулнӑ. Малалла вӗренес ӗмӗтпе Горький хулине тухса кайнӑ. Техникумран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 1934 ҫулта пӗр хушӑ Загорск хулинче теттесем тӑвакан заводра ӗҫленӗ, унтан Чӑваш кӗнеке издательствинче илемлӗ ӳкерчӗксен редакторӗнче вӑй хунӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче писатель чылай вӑхӑт хушши Чӑваш кӗнеке издательствинче, «Ҫамрӑк коммунист» хаҫат редакцийӗнче ӗҫленӗ, Чӑваш АССР художникӗсен Союзӗн правлени председателӗ, Чӑвашсен художество галерейин директорӗ пулса та ӗҫленӗ», — каласа кӑтартнӑ вӗрентекен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |