РАШ | 09 |
Кӑҫал хӗлле мӗнле пулать? Пӗлтӗр ӑшӑ пулчӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пӗлтӗрхи Антлатика пулмӗ. Эппин, хӗл сивӗ килӗ.
Синоптиксем каланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи пек хӗлле 10 ҫул пулман. Ҫурҫӗртен килекен антициклон Шупашкара тӑватӑ кунлӑха 30 градуслӑ сивӗ илсе килме пултарать. Ун пекки хулара тахҫанах пулман. Ку сивӗ е раштав уйӑхӗнче, е кӑрлачра килӗ.
Юрсӑр юлмӑпӑр. Ҫитес икӗ уйӑхра юр ытти чухнехинчен ытларах та ҫӑвӗ. Темиҫе хутчен те вӑйлӑ юр ҫӑвӗ. Хӗл вӗҫленнӗ тӗле юр хулӑнӑшӗ 45 сантиметра ҫитме пултарӗ. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 20 сантиметр ытларах.
Раштав уйӑхӗнче пире мӗнле ҫанталӑк кӗтет? Урамра ав шартлама сивӗ хуҫаланать. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, эрнен иккӗмӗш ҫурринче татах сивӗтӗ. Раштавӑн пӗрремӗш декадинче 20-25 градус сивӗ пулма пултарӗ.
Ку уйӑхӑн виҫҫӗмӗш декадинче «Атлантика» килет. Каллех сивӗ пулӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫеҫ кӑштах ӑшӑтма тытӑнӗ. Раштавӑн 31-мӗшӗнче тинех ӑшӑ кун пулӗ.
Ҫанталӑк ӑшӑтсанах юр ҫума тытӑнӗ. Раштавӑн юлашки 4 кунӗнче юр хулӑнӑшӗ 7-10 сантиметра ҫитме пултарать. Эппин, Ҫӗнӗ ҫула эпир юрпа кӗтсе илӗпӗр.
Республикӑна шартлама сивӗ ҫанталӑк килет. Ыран ҫӗрле 12 градус таран сивӗтӗ.
Сивӗтет кӑна мар, ҫил те вӑйланать. Юнкун ҫил кӑштах лӑпланӗ. Анчах ҫӗрлесерен сывлӑш самаях сивӗнӗ. Кӗҫнерникун ҫӗрле 20 градус таранах сивӗтме пултарӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта – тата сивӗрех.
Канмалли кунсенче уяр та сивӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Кунашкал ҫанталӑк раштавӑн 10-мӗшӗчченех тӑма пултарӗ. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес 10 кунра нормӑран 4 градус сивӗрех пулӗ.
Юлашки кунсенче ҫанталӑк нормӑран сивӗрех тӑчӗ. Ӗнерпе паян вара ҫил те вӑйланчӗ. Мӗнлерех ҫанталӑк кӗтет пире?
Синоптикесм пӗлтернӗ тӑрӑх, паян ҫӗрле те ҫил вӑйлӑ пулӗ. Канмалли кунсенче ҫил кӑштах лӑпланӗ, ҫапах 10-15 градус сивӗ пек туйӑнӗ. Шӑматкун хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Вырсарникун юр ҫума пуҫлӗ, вӑл ҫитес эрне тӑршшӗпех чарӑнмӗ. Тунтикунпа ытларикун ҫил-тӑман тухӗ. Юнкун тинех ҫил пачах лӑпланӗ.
Ҫитес кунсенче юр хулӑнӑшӗ 10 сантиметр таранах ҫитӗ.
Эстонире пурӑнакан хастар чӑваш, Ираида Захарова, Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енрен аякри ҫӗршывра тӗлӗнмелле самант пулса иртнӗ.
Кӗркуннен юлашки кунӗсем ӑшӑ пулнипе усӑ курса Таллинри Чӑваш культурин музейӗн пуҫарӑвне пурнӑҫлама май килнӗ. Ку пуҫару тӗрлӗ халӑхсен «Лира» пӗрлешӗвӗ тата Нарвӑри чӑвашсен «Нарспи» ушкӑнӗ пӗр шухӑшлӑ пулнӑран пулса иртнӗ. Иртнӗ вырсарникун, чӳк уйӑхӗн 15–мӗшӗнче, «Лира» ҫурчӗн картышӗнче чӑвашсем пуҫтарӑннӑ. Эстони ҫӗрӗ ҫинче Юман тата Ҫӑка ӳсме тытӑннӑ. Ҫав пулӑма халалласа чӑваш апат-ҫимӗҫне хатӗрленӗ, юрӑсем юрланӑ, вайӑри пекех картана тӑрса ташӑсем ташланӑ.
Ку йывӑҫсене лартакансем пӗтӗм чӑвашсен ваттисене, Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе Ен 100 ҫул ҫитнине тата Эстонире пурӑнакан пӗтӗм чӑвашсене халаланӑ.
Республикӑра чӑн-чӑн хӗллехи сивӗ хуҫаланать. Иртнӗ канмалли кунсенче ҫанталӑк ҫӗрле 16 градус таран сивӗтнӗ. Патӑрьелте тата сивӗрех пулнӑ. Паян ҫӗрле тата сивӗрех пулӗ: термометр 18 градус сивӗ кӑтартӗ.
Юнкун антициклон Казахстан енне кайма тытӑнӗ. Ҫавна май 3-8 градус ҫеҫ сивӗ пулӗ. Ҫил вӑйланӗ. Чӳкӗн 19-мӗшӗнче ӑшӑ фронт иртсе кайӗ, пӗлӗтленӗ, ҫапах юр ҫумӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче типӗ те ҫиллӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Анчах ҫил вӑйлӑ пулнӑран 13-18 градус сивӗ пек туйӑнӗ.
Ку уйӑхри юлашки эрне ӑшӑ та юрлӑ пулӗ. Юр хулӑнӑшӗ 15 сантиметр таран ӳсме пултарӗ.
Синоптиксем республикӑра ҫанталӑк сивӗтессине пӗлтереҫҫӗ. Уйрӑмах – ҫӗрлесерен.
Паян ҫӗрле сывлӑш температури 16 градус таран сивӗнӗ. Ыран каҫхине вара 17 градус сивӗ пулӗ. Шупашкарта ҫӗрлесерен 6-8 градус пулӗ, кӑнтӑрла – 3-5 градус сивӗ. Ыран республикӑра кӑнтӑрла 3-8 градус сивӗ пулӗ.
Республикӑри ҫулсем вырӑнӑн-вырӑнӑн пӑрлак, ҫавна май Росгидромет вырсарникунччен хӑрушсӑрлӑх шайӗ хӗрлӗ сарӑ пулнине палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗ тата йӗрке хуралҫисем халӑхран пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Вӗсем чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче кӑнтӑрла Шупашкар районӗнчи Анатри Макаҫ ялӗ патӗнчен иртсе кайнӑ водительсенчен видеорегистратора ҫырӑнса юлнӑ файлсене ыйтаҫҫӗ.
Ӗнер кӑнтӑрла иртни икӗ сехетре паллӑ мар водитель ҫул хӗррине наркӑмӑшлӑ япала, гидрохлорид, тӑкса хӑварнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫул хӗрринче тем пӑсланнине асӑрхакансем ятарлӑ службӑсене шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Вырӑна йӗрке хуралҫисем тата тӗрлӗ служба ӗҫченӗсем васкаса ҫитнӗ. Территорие тасатнӑ, наркӑмӑшлӑ япалана сиенсӗрлетнӗ.
Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре йывӑҫ-тӗм лартма тытӑннӑ. Республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Хӗрлӗ тӳремре ҫӑка, хӑва, шурӑ сирень тата ыттисем ӳсӗҫ. Кӗркунне лартмалли йывӑҫ-тӗмсене халех лартнӑ.
Йывӑҫ лартма Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ. Вӑл тата хулари тӳре-шара юман лартнӑ.
«Юман – республика элемӗ, ӑна герб ҫине ӳкерсе хунӑ. Раҫҫейри чи паллӑ йывӑҫ пирӗн тӑрӑхра ӳсет. Юманпа тӗрлӗ халап ҫыхӑннӑ. Республикӑн Хӗрлӗ тӳремӗнче ӑна лартни ытахальтен мар», – тенӗ Олег Николаев.
Ыран, чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Енре ҫил вӑйланасси пирки пӗлтереҫҫӗ. Вӑл ҫеккунтра 17-19 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ.
Ҫӗрле ҫумӑр ҫумӗ, ыран кӑштах вӗтӗртетӗ. Атмосфера пусӑмӗ пӗчӗкленӗ: 736 миллиметр пулӗ. Термометр ыран 5-7 градус ӑшӑ кӑтартӗ.
Ҫил вӑйлӑ вӗрнӗрен, тӗтре карса илме пултарнӑран Гидрометцентр хӑрушлӑхӑн сарӑ шайне палӑртнӑ.
Паян ҫӗрле 0-5 градус ӑшӑ пулӗ. Сывлӑшри нӳрӗклӗх 88 процентпа танлашӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.06.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |