Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, 2020 ҫул ытти чухнехичнен ӑшӑрах килнӗ. 2021 ҫул вара пӗлтӗрхинчен 1 градус сивӗрех пулмалла.
Ку малтанах сивӗ хӗлпе ҫыхӑннӑ. Кӑрлач уйӑхӗнче термометр 30 градусран аяларах анӗ. Кун пекуки юлашки 4 ҫулта пулман. Иртнӗ ҫуллана пӑхас тӑк, ку уйӑхра 35 градус та сивӗ пулас хӑрушлӑх пур. Кӑҫалхи ҫулла утӑ уйӑхӗ чи шӑрӑххи пулӗ.
Ака тата ҫурла уйӑхӗсенче нӳрӗк сахал пуласса пӗлтереҫҫӗ. Пӗлтӗр вара шӑпах ҫак уйӑхсенче ҫумӑр нумай ҫунӑ. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов каланӑ тӑрӑх, кӑҫал 2009 ҫулти пек пулма пултарӗ – ун чухне типӗ ҫанталӑк тӑнӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче чирлӗ хир сысни тупӑннӑ. Кун пирки Республикӑн патшалӑх ветеринари служби паян пӗлтернӗ.
Хир сыснине «Балхаш» сунар ҫӗрӗ ҫинче асӑрханӑ. Асӑннӑ ҫӗр лаптӑкӗ «Резон» хупӑ акционер обществин шутланать.
Анализ тума Улатимӗрти ветеринари лабораторине ярса панӑ. Унти специалистсем тискер чӗрчун Африка мурӗпе чирлине палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн патшалӑх ветеринари службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чире сарӑлма парас мар тесе специалистсем халӗ тӗрлӗ ӗҫ туса ирттереҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнче ҫӳп-ҫап полигонӗ хыпса илнӗ. Ку хыпара Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗ паян кӑнтӑрла иртсен пӗлтернӗ.
Унта хыпарланӑ тӑрӑх, полигон ҫунма пуҫлани ҫинчен Ҫӗрпӳ районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер пӗлтернӗ хыҫҫӑн вырӑна яваплӑ специалистсем тухса кайнӑ. Лару-тӑру пирки республика Элтеперне Олег Николаева та систернӗ-мӗн.
Полигона сӳнтерес ӗҫе ыран пуҫӑнӗҫ. Ун валли 6 самосвал, 2 экскаватор тата 2 бульдозер уйӑрӗҫ.
Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитетӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх, полигон ҫунни ҫутҫанталӑкшӑн тата ҫынсемшӗн хӑрушӑ мар.
Ҫӗнӗ ҫула мӗнле ҫанталӑкпа кӗтсе илӗпӗр? Синоптиксем мӗн каланине тишкерер.
Кӑнтӑр енчен вӗрекен ҫил вӑйланӗ, хушӑран ҫеккунтра 16 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Паян ҫӗрле юр ҫума тытӑнӗ. Ыран ирхине вӑйлах хӳсе лартӗ. Ҫӗрле те ҫума чарӑнмӗ. Республикӑра икӗ талӑкра 5-10 сантиметр хулӑнӑш юр ҫума пултарать. Канмалли кунсенче сывлӑш температури 3-8 градус тӑрӗ.
Тунтикун 12-17 градус таран сивӗтӗ. Ҫӗрле вырӑнӑн-вырӑнӑн 25 градус таран пулӗ. Ҫил лӑпланса хӗвел тухӗ.
Раштав вӗҫӗнче, кӑрлач пуҫламӑшӗнче ҫанталӑк ӑшӑтӗ, юр ҫӑвӗ.
Синоптиксем мӗн пӗлтереҫҫӗ? Паян ав республикӑра юр ҫума пуҫларӗ. Малашне мӗнле ҫанталӑк пулӗ?
Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес 10 кунра сывлӑш температури питех улшӑнмӗ. Юр вара нумайрах ҫӑвӗ. Раштав вӗҫӗччен юр хулӑнӑшӗ 10-12 сантиметра ҫитӗ. Ку талӑкра пӑрлак пулас хӑрушлӑх пур.
Раштавӑн 23-25-мӗшӗсенче сивӗтӗ, юр ҫумӗ. Канмалли кунсенче юр самай ӳкӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Сывлӑш температури 3-8 градус тӑрӗ.
Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк хӗвеллӗ те сивӗ ҫанталӑкпа вӗҫленӗ. Ҫӗнӗ ҫул каҫхине те шартлама сивӗ тӑма пултарӗ.
Ҫанталӑк сивӗ тӑчӗ те юр ҫума пуҫларӗ. Юлашки икӗ кунра Шупашкарта 7 сантиметр юр ҫуса лартнӑ. Паян Чӑваш Ен циклон тыткӑнӗнче-ха – атмосфера пусӑмӗ ӳсет, термометр кӑтартӑвӗ те анма пуҫлать. Халӗ сывлӑш температури 8-13 градус сивӗ патнелле ҫывхарать.
Ыран ирхине вара пушшех те сивӗтӗ. Термометр тӑрук 19-24 градус кӑтартӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн тата сивӗрех. Ыран ҫӗрле те шартлама сивӗ тӑрӗ.
Ҫитес эрнере те кунашкал ҫанталӑк хуҫаланӗ. Кӑнтӑрла 10-15 градус тӑрӗ. Ҫитес канмалли кунсем валли ҫеҫ ӑшӑтӗ. Раштавӑн 26-27-мӗшӗсенче юр нумай ҫума пултарӗ.
Паян тата ыран пирӗн республикӑра «Симӗс Чӑваш Ен» экологи форумӗ онлайн-мелпе иртет.
Унта тухса калаҫакансенчен пӗри — «Ту!» волонтер-экологсен пӗтӗм Раҫҫейри общество организацийӗн ертӳҫи Андрей Руднев. Вӑл ҫӗршывра экологи волонтерӗсем епле ӗҫленипе паллаштанӑ.
Мероприяти ыран та малалла тӑсӑлӗ.
Сӑмах май каласан, кӑҫал пирӗн республикӑра вӑрман ӗрчетес ӗҫе 1059,2 гектар ҫинче пурнӑҫламалла пулнӑ. Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, палӑртнине планпа пӑхнинчен 1 процент ирттернӗ.
Чӑваш Енре шартлама сивӗ ҫанталӑк тӑрать-ха. Иртнӗ шӑматкун термометр 20 градус сивӗ кӑтартнӑ. Паян ирхине те ҫавӑн пекрех кӑтарту пулнӑ.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫех ҫанталӑк кӑштах ӑшӑтӗ. Кӗҫнерникун-эрнекун самаях ӑшӑтӗ. Ҫак кунсенче юр та ҫӑвӗ. 0-5 градусран ӑшӑрах ҫанталӑк пулмасси пирки пӗлтереҫҫӗ.
Анчах эрне вӗҫне каллех сивӗтӗ. Шӑматкун 15-20 градус кӑтартӗ, ҫӗрле – 26 градус. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал ҫанталӑк ҫитес эрне варричченех тӑрӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем хулара темӗнле химикат шӑрши кӗрет тесе Чӑваш Ен Элтеперне Олег Николаева евитленине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ку ыйтӑва республика ертӳҫи тӗрӗслесе тӑма шантарнӑччӗ.
Ҫынсен ҫӑхавне тӗрӗслеме лаборатори специалисчӗсем Ҫӗнӗ Шупашкар сывлӑша тӗрӗсленӗ. Женя Крутова урамӗнчи сывлӑшра хлор тата гидрохлорид палӑртнӑ виҫерен пысӑкраххи палӑрнӑ. Чӑваш Енӗн Гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру комитечӗн ертӳҫи Николай Иванов, ҫав виҫе хулара пурӑнакансемшӗн сиенлӗ мар тесе ӗнентернӗ.
Хулари Силикат урамӗнче ҫунтарнӑ пластмасса шӑрши сарӑлнине пӗлтерекен те тупӑннӑ.
Специалистсем сывлӑша тӗрӗслесех тӑма шантараҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем хулара темӗнле химикат шӑрши кӗрет тесе Чӑваш Ен Элтеперне Олег Николаева евитленӗ. Ӗнер республика ертӳҫи вӗсен тата ыттисен хӑш-пӗр ыйтӑвне хуравланӑ. Сӑмах май каласан, тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче хӑйӗн патне ыйтса ҫырнисене Элтепер пӗрмаях уҫӑмлатать.
Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкарти лару-тӑру пирки ӑна ҫийӗнчех систернӗ, вӑл лару-тӑрӑва тӗрӗслесе тӑнине пӗлтернӗ.
«Ҫӗнӗ Шупашкарта сывлӑша тӗрӗслеме талӑкне икӗ хутчен анализ илеҫҫӗ. Кӑлтӑк тупса палӑртсан материалсене прокуратурӑна парӑпӑр», — хуравланӑ Элтепер.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.06.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |