
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова ҫуртсене тата социаллӑ учрежденисене кӑҫал ӑшша маларах панӑшӑн правительствӑн ӗнерхи ларӑвӗнче Михаил Игнатьев Элтепере тав тунӑ. Министр ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫавна пула гриппа чирлекенсен тата респираторлӑ вирус инфекцийӗсемпе асапланакансен йышӗ чакнӑ.
Михаил Игнатьев вара нумай хваттерлӗ ҫуртсене уйрӑмшар ӑшӑтмалли тытӑм ҫине куҫассипе малалла та ӗҫлемеллине палӑртса хӑварнӑ. Кунта тӳрех икӗ лайӑх ене палӑртмалла: пӗрремӗшӗнчен, хӑҫан кирлӗ, ҫавӑн чухне хваттере ӑшӑтма май пур; иккӗмӗшӗнчен, кам вӑхӑтра тӳлемест, ҫавсене ӑшӑ парассине уйрӑммӑн чарса лартма пулать.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсене уйрӑммӑн ӑшӑтмалли тытӑм ҫине кӗске вӑхӑтра самай куҫарнисенчен ырӑ тӗслӗх евӗр Михаил Игнатьев тӑвайсене асӑнса хӑварнӑ.

Тӗплӗ юсав тытӑмӗнче коррупци ан пултӑр тесен мӗн тумалла? Ку ыйтӑвӑн хуравне Правительство ҫуртӗнче шыранӑ.
Программа хута кайнӑранпа республикӑра 294 ҫурта тӗпрен юсанӑ. Чылай ӗҫе Республикӑри тӗплӗ юсав фончӗ йӗркелесе пырать. Пухнӑ укҫана вӑл икӗ енпе пайлать: пӗчӗк пайне хӑйӗн валли хӑварать, ыттине юсав ӗҫӗсем ирттермешкӗн ярать.
ЧР Строительство министерстви тата тӗрӗслев органӗсем фонд тата подрядчиксем мӗнле ӗҫленине темиҫе хутчен те пӑхса тухнӑ. Коррупци «шӑршине» туйман вӗсем. Юсав ӗҫӗн пахалӑхӗ ҫеҫ кӑштах сисчӗвлентернӗ.
Малашне тӳрӗ мар чунлӑ компанисене юсав ӗҫӗ тумашкӑн саккас илме йывӑртарах пулӗ. Подрядчиксене ҫӗнӗ схемӑпа шырӗҫ. Вӑл электрон лапамра иртӗ. Ку — ҫӗнӗлӗх. Чи малтанах РФ правительстви тӳрӗ чунлӑ подрядчиксен реестрне хатӗрлӗ. Унтан компанисен хушшинче аукционсем иртӗҫ. Ҫӗнӗ схемӑпа юпа уйӑхӗн варринче усӑ курма тытӑнасшӑн.

Чӑваш Енӗн экс-сенаторне шырани пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Вӑл ют ҫӗршыва тухса кайнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следовательсем экс-сенаторӑн темиҫе миллиард тенкӗлӗх пурлӑх пуррине тӗпчесе пӗлнӗ.
Аса илтерер: Леонид Лебедев тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл 220 миллион доллара хӑйӗн кӗсйине чикнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Паянхи кунта ӑна федераци шайӗнче шыраҫҫӗ.
Пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑран экс-сенатор килӗнче шырав ирттернӗ. Унӑн 5 миллиард тенкӗлӗх пурлӑх пур-мӗн. Ҫав шута Мускаври, ун ҫывӑхӗнчи 13 элитлӑ хваттер, 10 ҫӗр лаптӑкӗ кӗреҫҫӗ. Следовательсем шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл ӑна афера укҫипе туяннӑ.
Тӗслӗхрен, унӑн Таса тӑкӑрлӑкра нумай сийлӗ, 15 пӳлӗмлӗ хваттер пур. Пӗтӗмпе — 760 тӑваткал метр. Унта вӑл пӗр подъезда туяннӑ та хваттерсене пӗрлештернӗ.
Лебедевӑн адвокачӗ шухӑшӗпе, шырава саккуна пӑсса ирттернӗ, вӑл нимӗнле документ те курман. Тата вӑл Лебедев ют ҫӗршыва тӗпчев пуҫланичченех кайнине ӗнентерет.

Россельхозбанкӑн Чӑваш Енри филиалӗнче «Ипотека с господдержкой» (чӑв. Патшалӑх пулӑшӑвӗпе паракан ипотека) программа пурнӑҫа кӗрет. Унпа килӗшӳллӗн илекен ипотека кредичӗпе ҫӗршывӑн кирек хӑш регионӗнче те хваттер туянма пулать.
Хваттер валли кивҫен илекен хӑйӗн пурнӑҫне тата ипотекӑпа туяннӑ хваттере страхласан ҫулталӑкри процент ставки 11,3 процентпа танлашать.
Чӑваш Енпе ытти регионта хваттер туянас текенсене кредита 3 миллион тенкӗ таран параҫҫӗ. Мускавра, Питӗрте, Мускав тата Ленинград облаҫӗсенче хваттерлӗ пулас шухӑшлисене 8 миллион тенкӗ таранах уйӑраҫҫӗ.
Асӑннӑ программӑпа банкран ипотека илес тесен хваттер хакӗн 20 процентӗнчен кая мар тӳлемелле. Кредита 30 ҫул таран тӳлесе пыма юрать.

Нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре тӗплӗ юсамашкӑн тесе пухакан укҫана банксенчи ятарлӑ депозит ҫинче пухмалла тӑвасшӑн. Ун пек вклада уҫма кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче май туса панӑ. Раҫҫейӗн Тӗп банкӗ сӑнанӑ тӑрӑх, кредит организацийӗсем ку тӗлӗшпе ҫине тӑраҫҫӗ. Перекет банкӗнче, акӑ, депозит счетне хальех уҫма пулать. Ҫывӑх вӑхӑтра ытти банк та ун пеккине йӗркелӗ.
Ятарлӑ депозит уҫма банксен устав капиталӗ 20 миллиард тенкӗ пулмалла — ҫакна РФ Ҫурт-йӗр кодексӗнче пӑхса хӑварнӑ. РФ Тӗп банкӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавӑн пек укҫаллӑ кредит учрежденийӗсем паян пирӗн ҫӗршывра 53-ӗн.
Аса илтеретпӗр, ҫурт-йӗре юсама тесе пухакан укҫапа чылай чухне паян-ыранах усӑ кураймӑн: юсав черечӗ 5, 10, 15 тата ытларах ҫултан кӑна ҫитет.

Шупашкарти Николаев урамӗнче такамсем хваттерсен кантӑкне пневматика пӑшалӗнчен персе ҫӳреҫҫӗ. Юлашки 5 уйӑхра кунашкалли иккӗмӗш хут пулнӑ.
Наталья «Про Город» хаҫата ҫапларах каласа кӑтартнӑ: авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче унӑн амӑшӗ кантӑк ҫинче пуля йӗрне курнӑ. Вӗсем тӳрех полицие шӑнкӑравланӑ, анчах оперативниксем пульӑна тупайман, вӑл курӑк ӑшне ӳкме пултарнӑ.
Вӗсене кантӑкне пӗрре мар пенӗ. Ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче Натальйӑн амӑшӗ темӗнле сасӑ илтнӗ. Анчах мӗн пулнине вӑл ӑнланман. Ирхине вара кантӑк ҫинче шӑтӑк асӑрханӑ. Ун чухне те вӗсем полицие шӑнкӑравланӑ. Пульӑна тупнӑ, вӑл пневматика пӑшалӗнчен пени пулнӑ.
Халӗ оперативлӑ шырав мероприятийӗсем иртеҫҫӗ. Ҫемье кунашкалли тепре пуласран шикленет. Чӳречене улӑштармалли пирки те иккӗленеҫҫӗ вӗсем.

Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Вӑрнар поселокӗнче ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасене ҫӗнӗ ҫурт уҫҫине панӑ.
Мичурин урамӗнчи 35-мӗш ҫуртра Дмитрий Устюжанинпа Александр Егоров ҫемйисем пурӑнма пуҫлӗҫ. Уҫӑсене Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев панӑ. Вӑл ҫамрӑксене ҫӗнӗ ҫуртра телей курма суннӑ. Лешсем вара патшалӑх вӗсене пулӑшнӑшӑн тав тунӑ. Кил-ҫурта тасалӑхра тытма, ун таврашӗнчи лаптӑка хӑтлӑх кӗртме шантарнӑ.
Маринӑпа Дмитрий Устюжанинсем икӗ ача ӳстереҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен ҫурчӗ пирки тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Александр Егоров ҫемье ҫавӑрман-ха. Ҫартан таврӑнсан вӑл усламҫӑ патне ӗҫе вырнаҫнӑ. Вӑл ҫитес вӑхӑтра ҫӗнӗ ҫурта куҫӗ.

Экспертсем Чӑваш Енре пурӑнакан вӑтам статистикӑллӑ ҫыннӑн пӗр пӳлӗмлӗ хваттер туянас тесен мӗн чухлӗ вӑхӑт укҫа пухма тивнине шутланӑ. Тӳрех палӑртмалла: пирӗн республика ку енӗпе аутсайдерсен йышне лекнӗ.
Танлаштарӑма SRG аналитика центрӗн эксперчӗсем хатӗрленӗ. Вӗсем иккӗмӗш рынокри ҫурт-йӗре тишкернӗ.
Танлаштарӑмра Чӑваш Ен ҫӗршыври 83 регион йышӗнче 77-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Экспертсем шутланӑ тӑрӑх, республикӑра пурӑнакан ҫыннӑн 1 тӑваткал метршӑн 10,43 уйӑх ӗҫлемелле.
Ҫурла уйӑхӗнче 1 тӑваткал метр 40 пин тенкӗ тӑнӑ. Ҫынсем вӑтамран 16410 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ.
Танлаштарӑмра Ненецк автономи округӗ пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӗсен хваттер туянас тесен 2 уйӑх ытларах ҫеҫ ӗҫлемелле. Унтан Крымпа Севастополь списока тӑснӑ.

Шупашкарта пурӑнакан темиҫе ҫемье унччен тӗпленнӗ вырӑнтан куҫас килменнипе суд тӑрах ҫӳрет. Кивӗ хваттертех шик шӑхӑрса пурӑнма май килнишӗн мар, ҫӗнӗ ҫӗрти пурнӑҫ условийӗ тивӗҫтерментен ҫапла кутӑнлашаҫҫӗ хӑшӗсем.
Сӑмах май каласан, тӗп хулари Дементьев урамӗнчи 2-мӗш ҫурта кивӗ ҫӗртен куҫарнӑ ҫынсене малтанхи кунсенченех кӑлтӑк ҫине кӑлтӑк канӑҫсӑрлантарма тытӑннине эпир ҫуркунне пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, подъезчӗсенчен пӗри ҫынсем пурӑнма куҫнӑ-куҫман ишӗлме тытӑннӑ, путвалта шыв кӳлленме пуҫланӑ. Кунсӑр пуҫне вентиляци тата лифтсем ӗҫлемен. Халӑха калаҫтаракан ҫак ҫуртпа ун чухне Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ те кӑсӑкланма тытӑннӑччӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков эрнесерен ирттерекен черетлӗ планеркӑра куҫма килӗшмен ҫынсене вӑхӑтлӑх вырӑна куҫарма май пуррине палӑртнӑ. Ишӗлекен тесе йышӑннӑ май унтан ҫынсене куҫарма йышӑннӑ ҫуртсене ӑшӑ памасси пирки пӗлтернӗ.

Ҫак кунсенче манӑн Шупашкарти Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ микрорайонӗнчи пурӑнакан хваттер ҫумӗнчи тамбурӗнче малярсен бригада — хастар та ырӑ кӑмӑллӑ чӑваш хӗрарӑмсем юсавлӑ ӗҫӗсем турӗҫ. Маччана шуратрӗҫ, стенасене сӑрларӗҫ. Питӗ лайӑх та виҫеллӗ ӗҫлерӗҫ.
6 сул каялла кӳршӗсен хваттерти квартирантсем пӗр Интернет компание проводкӑна тума чӗнчӗҫ. Лешсем вара тӗрӗс мар электрокабель ҫине хӑйӗн прибор лартрӗҫ. Ҫакӑншӑн кайран пушар тухрӗ. Пожарниксем, тав Турра, сӳнтерчӗҫ. Пушар хыҫҫӑн маччапа стенасем хуралчӗҫ. Халь юсав хыҫҫӑн питӗ кӑмӑллӑ пӑхма.
Эпӗ малярсене кӑшт пулӑшрӑм. Вӗсемпе тӑван чӗлхепе кӑмӑллӑ калаҫса хутшӑнтӑм. Вӗсем Шупашкарти "Верикаль" Управляющая компания ҫумӗнчи "Дом Сервис" ОООра ӗслеҫҫӗ. Светлана Александрова звеньевая, тата икӗ маляр - Зинаида Григорьевӑпа Надежда Степанова. Шел, вӗсем хӑш районӗнче ҫуралнӑ ыйтман. Вӗсен лайӑх ӗҫӗсем тунӑ тесе "Вертикаль" ООО директор патне электронлӑ ҫыру ятӑм. Малярсене преми пама сӗнтӗм.
Перестройка вӑхӑтӗнче (1980-мӗш ҫулсем вӗҫӗнче) эпӗ, 6-ран Шупашкарта ӳснӗ чӑваш ачи, тӑван чӗлхепе иккӗмӗш хут майӗпен вӗрентӗм.
