Чӑваш Енре кивӗ ҫурт-йӗрте пурӑнакансене хатӗр хваттерсене куҫарас шухӑшлӑ. Кун пирки Михаил Игнатьев Элтепер раштавӑн 3-мӗшӗнче правительство ларӑвӗнче асӑнса хӑварнӑ.
Михаил Игнатьев пӗлтернӗ тӑрӑх, кивӗ тата ишӗлекен ҫуртсенче пурӑнакансене 2017 ҫулхи кӗркунне тӗлне куҫарса пӗтермелле. Программӑна вӗҫлеме Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха реформӑлакан фондран Чӑваш Ене 323 миллион тенкӗ куҫармалла. «Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Хушӑва пирӗн пурнӑҫламалла тата ӑна пурнӑҫлани ҫинчен пӗлтермелле», — палӑртнӑ Михаил Игнатьев.
Элтепер Мускав облаҫӗнчи опытпа усӑ курас шухӑшлине пӗлтернӗ. Унта ҫӗнӗ ҫурт-йӗр хӑпартнипе пӗрлех иккӗмӗшле фонд шутланаканнинче те хваттер туянаҫҫӗ иккен. Капла туни укҫа-тенке те перекетлеме май парать-мӗн.
Чӑваш Енре ҫитес ҫулталӑкӑн утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу хакӗ вӑтамран 4,4 процент хӑпарӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хаксем пирки хушӑва ӗнер алӑ пуснӑ. Маларах эпир ҫитес ҫул пирӗн республикӑра хак 3,9 процент хӑпарма пултарассине пӗлтернӗччӗ-ха.
Кӗсьене пуринчен ытла Шупашкарта ҫӳхетме тивӗ: унта хак хальхинчен чӗрӗк пай таран хӑпарма пултарать. Ҫакӑ ӑшӑ энергийӗпе хутнин хакӗ 24,8-шар процент хакланнипе ҫыхӑннӑ. Канашра хак 10%, Ҫӗнӗ Шупашкарта 12%, Ҫӗмӗрлере 7% ӳсмелле. Яллӑ районсенче хак хӑпараслӑх 4,4 процентран иртмелле мар. Ҫапах та хӑш-пӗр ял тӑрӑхӗсенче ку цифрӑран пысӑкрах пулӗ: Элӗкре — 5,7%, Патӑрьелте — 6%, Вӑрнарта — 4,7%, Йӗпреҫре —12%, Комсомольскинче — 4,9%, Красноармейскинче — 12%, Хӗрлӗ Чутайӗнче — 5,7%, Тӑвайӗнче — 8%, Ҫӗрпӳре — 10%, Етӗрнере — 12%, Куславккара — 12%, Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркассинче — 12%, Вӑрман-Ҫӗктерте — 10%, Ишлейре — 7,5%, Кӳкеҫре — 7%, Ҫӗньялта — 10%.
«Сувар-отель» пулмалли хӑна ҫурчӗ «Авито» сайт ҫине ҫитнӗ. Унӑн хакне 150 миллион тесе палӑртнӑ. Сутакан кӑларса лартнӑ пӗлтерӳре ӑна нумай хваттерлӗ ҫурт пек кӑтартнӑ. Пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 18,4 пин тӑваткал метрпа танлашнине пӗлтернӗ.
Пӗлтерӗве лартаканни — Эстейт-банк. Вӑл «Бинбанкӑн» салукри пурлӑха сутакан пай пулать.
Аса илтеретпӗр, тӗп хуламӑра капӑрлатас шухӑшпа тӑвас тенӗ хӑна ҫуртне Николай Фёдоров вӑхӑтӗнчех хӑпартма пуҫланӑ. Шел те, «Сувар-отель» ят илмелли хӑна ҫуртне вӗҫне ҫити ниепле те туса ҫитерме май килмен. Шупашкарӑн сӑнне вӑл темиҫе ҫул ӗнтӗ пӑсса тӑрать. Мӗнле кӑна унӑн ыйтӑвне татса парас темерӗҫ пулӗ, халӗ те ҫуртӑн кӑшкарӗ кӑна курӑнать.
Нумаях пулмасть Шупашкарти Граждан урамӗнче ҫурт йӑтӑнса аннӑччӗ. Унта никам та пурӑнман, кафе пулнӑ.
Ку кафе хуҫине самаях шар кӑтартнӑ. Унтан япаласем ҫухалнӑ-мӗн. Мародерсем ҫывӑрман: чӳречене ҫӗмӗрсе кӗнӗ, холодильникрен сӑрана йӑкӑртнӑ. Ҫӳлӗксем ҫинче эрех-сӑра пачах юлман. Хуралҫӑсем ҫакӑ мӗнле пулса тухнине ӑнлантарайман.
Кафе хуҫи полицие заявлени ҫырнӑ. Оперативлӑ ушкӑн вырӑна ҫитнӗ. Унччен ҫурт ҫывӑхӗнче патрульпе пост службин ӗҫченӗсем сыхланӑ. Кайран хурала вара ҫурт хуҫин йӗркелемелле пулнӑ.
Ҫӗршыври 45 регионти пекех пирӗн тӑрӑхра та «Раҫҫей ҫемйи валли ҫурт-йӗр» программа пурнӑҫа кӗрессине 2014 ҫулта калаҫма пуҫларӗҫ. Аса илтеретпӗр, эконом-класс шутланакан ҫурт-йӗре (хваттер хакӗн пӗр тӑваткал метрӗ 30 пинтен иртмелле марччӗ) 2017 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗччен 210 пин тӑваткал метр хӑпартмаллаччӗ.
Йӳнӗ ҫурт-йӗре ӑҫта тата хӑш строительство организацийӗ хӑпартассине ҫав ҫулхи чӳк уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Шупашкарти «Соляное» микрорайонта «Алза» пӗр тӑваткал метра 30 пин тенкӗпе хӑпартмаллаччӗ. Ҫӗрпӳри «Южный-2» микрорайонта «ПМК-8» пӗр тӑваткал метрне 27,8896 пин тенкӗпе тума шантарнӑччӗ. Шупашкар районӗнчи Кайри Ункӑпуҫ ялӗнчи сахал хутлӑ ҫурт-йӗре пӗр тӑваткал метрне «Тус» общество 30 пин тенкӗпе ҫӗклесе лартмаллаччӗ. Шупашкарти «Гремячево» микрорайонти хваттерсене 30 пин тенкӗпе «Устра» общество ҫӗклемеллеччӗ.
Паянхи куна «Соляное» микрорайонта ӗҫ тӑрать. Малтанласа ҫурта пӗлтӗрхи раштавӑн 31-мӗшӗнче туса пӗтерме шантарнине, анчах ӗҫне вӗҫлеменнине кура сисчӗвленнӗ ҫынсем тӗрлӗ инстанцие ҫырса пуҫланӑ. Ӗҫ кал-кал пыманнине строительсем кашнинче тӗрлӗ сӑлтавпа ҫыхӑнтараҫҫӗ иккен.
Ҫурт-йӗре тытса тӑнишӗн тата коммуналлӑ пулӑшушӑн хаксем ҫулсеренех ӳснине хӑнӑхса ҫитрӗмӗр темелле. Ҫитес ҫул пирӗн республикӑра хак 3,9 процент хӑпарма пултарать. Раҫҫей Правительстви ҫӗршыв шайӗнчи документа ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ. Регионсен тарифа федералсем ҫав документра палӑртнӑ индексран пысӑкрах ҫирӗплетме ирӗк ҫук.
Тариф килес ҫул пуринчен ытла Мускавра хӑпармалла. Унта пурӑнакансен хваттер укҫине хальхинчен 7 процент ытларах тӳлеме тивӗ. Питӗрте, Якутск тата Камчатка тӑрӑхӗсенче 6 процент хаклӑрах пулӗ, Кемӗр облаҫӗнчисен кӗсйи хальхинчен 5,9; Пушкӑртстанрисен 5,8 процент ытларах ҫӳхелӗ. Ҫурҫӗр Осети—Аланире пурӑнакансем тариф енчен чи телейлисем: унта 2,5 процент кӑна хӑпарӗ. Алтай крайӗнче те аптӑрамаллах мар — хваттер укҫи 3,2 процент ҫеҫ ӳсет. Дагестанпа Кабардин-Балкар Республикинче пурӑнакансен хальхинчен 3,3 процент нумайрах тӑкакланма тивӗ.
РФ Патшалӑх Думине Ӗҫ кодексне улшӑну кӗртме сӗннӗ саккун проекчӗ ҫитсе выртнӑ. Ҫӗнӗлӗх ипотекӑллӑ ҫынсене ӗҫрен хӑтарма юраманнине палӑртать.
«Халӑх тарҫисем» саккуна улшӑнусем кӗртме йышӑнсан хваттер е ҫурт туянма е тума кредит учрежденийӗсенчен кивҫен илнисене ӗҫрен йӑпӑр-япӑр кӑларса яраймӑн. Штата чакарма тивсен те, лешсем аттестаци тухаймасан та, квалификацийӗ тивӗҫтереймесен те ипотекӑллисене ӗҫре тытма тивӗ.
Саккун проекчӗн авторӗсем — РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем Виталий Пашин тата Данил Шилков, иккӗшӗ те — либерал-демократсен фракцийӗн пайташӗсем. Ҫавсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ипотекӑллисенчен самайӑшӗ — пӗчӗк ачаллӑ ҫамрӑк ҫемьесем, экономикӑри кӑткӑс лару-тӑрура вӗсене мӗн тесен те хӳтлӗх кирлӗ.
«СОУР» тулли мар яваплӑ обществӑн тӗп директорӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫланӑ. Следстви шухӑшӗпе, Владимир Ермолаев 2014 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗрхи раштавччен ҫынсен тупӑшӗн налукне куҫарса паман. Пӗтӗмпе — 139 миллион тенкӗ.
Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫлӑх налука вӑхӑтра тӳлемен. Куншӑн 200–500 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме, 5 ҫул ӗҫлеттерме (кунсӑр пуҫне хӑш-пӗр должноҫе 3 ҫул йышӑнма юрамӗ) е ирӗкрен 6 ҫуллӑха хӑтарма пултараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫурт йӑтӑнса аннӑ. Граждан урамӗнче вырнаҫнӑскерӗн пӗр пайӗ ишӗлнӗ. Унта никам та пурӑнман.
Ку паян 11 сехетре пулнӑ. Ҫуртӑн сулахай енӗ мӗншӗн йӑтӑнса аннине тӳрех палӑртайман. Унта ҫынсем пурӑнман, анчах унта кӗрсе ҫырткаламалли кафе пулнӑ.
Вырӑна специалистсем ҫийӗнчех ҫитнӗ. Икӗ хутлӑ ҫурт мӗншӗн ишӗлнине палӑртнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, унта никӗсе ҫирӗплетес тесе ӗҫсем ирттернӗ. Ҫавна пула ҫӗр куҫнӑ, унтан сулахай кӗтес ишӗлнӗ. Телее, никам та шар курман. Шалта пулнисем ҫурт ишӗлсе аниччен урама чупса тухма ӗлкӗрнӗ.
Хӑлха илтменнисен обществи унта тӗлпулусем ирттернӗ. Вӗсен пӳлӗмӗ – сылтӑм енче. Галина, обществӑра ӗҫлекенскер, каланӑ тӑрӑх, вӗсем сасӑ илтсенех урама чупса тухнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта хӑтлӑ ҫурта 20 пин тенкӗ пама палӑртнӑ. Укҫана тивӗҫес текенсен хушшинче халӗ конкурс пырать. Уҫӑ сасӑлава нумай хваттерлӗ 18 ҫуртпа 45 организаци хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
Ҫулсерен ирттерекен ӑмӑртӑва икӗ номинаципе йӗркеленӗ: «Лучший цветник-клумба, газон на территории муниципальных учреждений, организаций/предприятий всех форм собственности» (чӑв. Муниципалитет учрежденийӗсен, мӗнпур харпӑрлӑх формиллӗ организаци/предприятисен лаптӑкӗнчи чи лайӑх чечек вырӑнӗ-клумба) тата «Лучший цветник-клумба, газон на придомовой территории многоквартирных домов» (чӑв. Нумай хваттерлӗ ҫуртсен ҫумӗнчи территори чи лайӑх чечек вырӑнӗ-клумба).
Сасӑлав чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗччен пырать, 18-мӗшӗнче конкурса пӗтӗмлетӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Львов Пётр Константинович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи,вӗрентӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Праски Витти, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ | ||
| Андреева Евдокия Александровна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |