«Ҫыхӑнура» (на-связи.ru) форум Чӑваш Енӗн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш ҫумӗпе Максим Ивановпа «Тӳрӗ лини» ирттерме палӑртнӑ. Асӑннӑ порталӑн форумӗнчи онлайн-консультаци раштавӑн 15-мӗшӗнче 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен пырӗ.
Тӳре-шарана ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхпа тата тӗплӗ юсавпа ҫыхӑннӑ ыйтусене памаллине пӗлтернӗ. Порталта ҫырнӑ тӑрӑх, ыйтусене халех хатӗрлеме юрать. Чӑн та, хӑшӗсем ыйтма пуҫланӑ та ӗнтӗ. Канашри Йӗпреҫ шосси ҫинчи 5-мӗш ҫуртӑн путвалӗнче каяша хӑҫан тасатӗҫ, вырӑнти управляющи компани шарламасть тесе ҫырнӑ пӗри. Тепри вара министерство икӗ уйӑх ӗнтӗ хуравламасть тесе ӗнентернӗ май ведомствӑна саккуна шӗкӗлчеме сӗнет.