Шупашкарта пурӑнакан Мария Яковлевӑна таракансем мӑй таран йӑлӑхтарса ҫитернӗ пулмалла. Юлашкинчен вӑл вӗсене пухса управляющи компанине илсе кайма шухӑшланӑ.
Кун пирки Мария Яковлева «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ. Пӗр ҫуртра пурӑнакансем таракансенчен ывӑнса ҫитнӗ. Вӗсем кун пирки управляющи компанине пӗрре мар ҫӑхавланӑ. Анчах таракансем пӗтмен.
Подъездра ҫӳп-ҫап пемелли провод пур. Ҫынсен шухӑшӗпе, таракансем ҫавӑнпа пӗтмеҫҫӗ. Мария Яковлева таракансене ятарласа тытма пуҫланӑ. Вӗсене курупкана пуҫтарнӑ. Хӗрарӑм ӑна управяющи компанине йӑтса каясшӑн, унти ӗҫченсене кӑтартасшӑн.
Управляющи компанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх вара, ҫав ҫуртра пурӑнакансем таракансем пирки ҫӑхав ҫырман.
Канаш районӗнчи Уҫырмара пурӑнакан 17 ҫемье нумаях пулмасть ҫӗнӗ хваттере пурӑнма куҫнӑ. Унччен вӗсем пурте кивӗ те ишӗлекен ҫуртра хӗсӗнсе пурӑннӑ. Халӗ ҫавсене Ҫурҫӗр урамри 24 хваттерлӗ ҫуртра хваттер уҫҫи панӑ.
Ҫурта иртнӗ ҫулхи ҫу уйӑхӗнче «Канашская» ПМК хӑпартма пуҫланӑ. Ӑна тума 21,2 миллион тенкӗ ытла тухса кайнӑ. Хваттерсене Уҫырмари кивӗ ҫичӗ ҫуртра пурӑнакан ҫичӗ ҫемье валли тунӑ. Унсӑр пуҫне виҫӗ тӑлӑха та ҫавӑнта хваттер панӑ.
Хваттер уҫҫисене вӗсен хуҫисене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валентина Алантьева ӑшӑ сӑмах каласа тыттарнӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр Канаш районӗнчи 138 ҫемьене ҫӗнӗ хваттер уҫҫи панӑ. Вӗсем пурте — унччен кивӗ ҫуртра пурӑннӑ ҫынсем.
Красноармейски районӗнчи нумай ачаллӑ тата тепӗр 10 ҫемье ҫӗр лаптӑкӗллӗ пулса тӑнӑ. Пӗтӗмпе вара кӑҫал вӑл тӑрӑхри 26 ҫемье ӑна тӳлевсӗр илнӗ.
Хальхи вуннӑшне ҫӗр лаптӑкӗ хуҫи пулма ирӗк паракан хутсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура паян тыттарнӑ. Нумай ачаллисене район администрацийӗн ларусен залне пухнӑ. Ҫӗр парасси ҫинчен калакан хута район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Молотков тыттарнӑ. Сергей Львович ҫӗрӗ Красноармейскинчи ҫӗнӗ микрорайонта уйӑрнӑ. Халӗ вӑл вырӑна ҫутӑ, газ тата шыв кӗртме проект тӑвассипе ӗҫленине пӗлтернӗ.
Ӗнер, раштавӑн 29-мӗшӗнче, Мӑн Шетмӗ тӑрӑхӗнчи нумай ачаллӑ виҫӗ ҫемьене ҫӗр хучӗ тыттарнӑ.
Ҫӗр лаптӑкӗ тӑма черетре тӑракан нумай ачаллӑ 149 ҫемьерен 134-шӗ участоклӑ пулнӑ. Ҫав йышран 56-шӗ хушма хуҫалӑха аталантарма ҫӗр илнӗ, уйрӑм ҫурт хӑпартма – 78-шӗ.
Тӑвай районӗнче пурӑнакан тӑлӑха хваттер пама суд йышӑну кӑларнӑ. Унтисен ӗҫне Вӑрмар районӗнче пӑхса тухаҫҫӗ те, суд нумаях пулмасть иртнӗ.
Суда тавӑҫпа Тӑвай район прокурорӗ Оксана Ястребова тухнӑ. Хутпа суд тӑрӑх ҫӳреме маларах ирттернӗ тӗрӗслев хистенӗ. Ашшӗ те, амӑшӗ те ҫук хӗр 2011 ҫултанпа ҫурт-йӗр черетӗнче тӑнӑ. 2012 ҫул вӗҫӗнчен унӑн хӑйӗн кӗтесне кӗме ирӗк ҫитнӗ пулин те район администрацийӗ унӑн ыйтӑвне тивӗҫтермен.
Прокурор тӑлӑха хӗрхенсе те хӳтӗлесе тата, паллах, саккуна пӑхӑнма хистесе ҫырнӑ тавӑҫне районти суд тивӗҫтернӗ. Тӑлӑха вырӑнти тӳре-шаран икӗ уйӑхра ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермелле. Суд раштавӑн 12-мӗшӗнче иртнӗ. Район администрацийӗ аппеляци ҫӑхавӗ ҫырса аппаланмасан хваттер уҫҫине кӗтсе илесси тӑлӑхӑн инҫех мар.
Ку ыйтупа ҫулталӑк калаҫманччӗ. Халӗ каллех ҫӗкленӗ. Сӑмах — Шупашкарти Ехрем купса бульварӗнче вырнаҫнӑ ҫурт пирки.
Ку ыйтупа хула администрацийӗн эрнекун иртнӗ канашлура калаҫнӑ. Унта ҫурта ҫӗнетмеллине палӑртнӑ, 3 проект эскизӗ сӗннӗ. Проектра кӑтартнӑ тӑрӑх, объект калӑпӑшӗ пысӑкланмалла.
Анчах хула администрацийӗ нихӑш проектне те йышӑнман, мӗншӗн тесен ӑна пурнӑҫа кӗртмешкӗн машинсем чарӑнмалли вырӑн ҫитмест. Ҫитменнине, ҫурт ҫӳллӗ пулни хулан истори пайӗпе килӗшсе тӑмасть.
Алексей Ладыков ҫитес эрне вӗҫӗччен проект паспортне кӑтартма ыйтнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнетнӗ ҫуртра Шупашкар хулин музейӗ вырнаҫӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӑкалӑх ялӗнчи 1963 ҫулта хута янӑ икӗ хутлӑ баракра куҫӗ япӑх куракан ашшӗпе унӑн 39 ҫулти сусӑр хӗрӗ пурӑнаҫҫӗ. Вӗсен нушаллӑ пурнӑҫне «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» Алина Изман журналист ҫырса кӑтартнӑ.
«Ҫурт тӑрринчен шыв аннине пула подъезд стенисем ҫав тери тӗссӗр, йывӑҫ картлашкасемпе утма хӑрамалла, йӑлтах ҫӗрнӗ, юхӑннӑ. Пуҫ ҫине мӗн те пулин йӑтӑнса анасран чун юлмарӗ», — тесе пуҫланӑ Журавлевсем патне епле пырса кӗнине. Журавлевсене пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтерес тӗлӗшпе 2012 ҫултах суд пуҫланнӑ. «Эпир нумая хапсӑнмастпӑр: сӗтелпе кравать вырнаҫмалӑх пӳлӗм, туалетпа ванна ҫеҫ пултӑрччӗ», — тенӗ те ҫамрӑк хӗрарӑм судья умӗнчех йӗрсе янӑ. Анчах ыйтӑва паянта та тивӗҫтермен.
«Ирҫе Ҫармӑсра, Ҫӑкалӑхра общежити пур. Сӗнтӗмӗр — хирӗҫлерӗҫ. Условисем тивӗҫтермеҫҫӗ тӗк Хурамалти ватӑсен ҫурчӗ те вӗсене йышӑнма хатӗр, анчах хӑйсем ниҫта та каясшӑн мар», — ӑнлантарнӑ Ирҫе Ҫармӑс ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Леонид Кураков.
Шупашкарта пурӑнакансем хӑйсем мӗн тери лайӑх пурӑннине, уйӑхсерен 28 пине яхӑн шалу илнине хула администрацийӗн пуҫлӑхӗпе тӗл пулсан пӗлнӗ. Ырӑ хыпаршӑн хавасланас вырӑнне ҫынсем кӑмӑлсӑрланнӑ, ыйту ҫине ыйту панӑ.
Халӑха тем те пӗр кӑсӑклантарнӑ: вӑтам ӗҫ укҫин виҫине илтни тӗлӗнтернипе пӗрлех вӗсем эрех ярса сутакансем пирки те тарӑхса калаҫнӑ, ҫурт-йӗр строительствипе ҫыхӑннӑ самантсене хускатнӑ, хулана хӑтлӑх кӗртесси пирки те чуна ыраттарнӑ. Шупашкарсем мӗншӗн пӑшӑрханни пирки REGNUM информаци агентстви хыпарлать.
Хулара пурӑнакансемпе Алексей Ладыков сити-менеджер раштавӑн 8-мӗшӗнче Агрегат савучӗн Культура ҫуртӗнче курнӑҫнӑ. «Открытый город» (чӑв. Уҫӑ хула) проекта пурнӑҫа кӗртнӗ майӑн йӗркелекен тӗлпулӑва халӑх лӑк тулли пуҫтарӑннӑ, балкон ҫинче те пушӑ вырӑн пулман. Холлта полици хурал тӑнӑ.
Сити-менеджер Шупашкарти вӑтам шалу 27,5 пин тенкӗпе танлашать тесен халӑх шавласа кайнине кура доклада самантлӑха чарма тивнӗ. Хысна тытӑмӗнчисен шалӑвӗ пирки сӑмах пуҫарсан та халӑх кӗр! кӗрлесе кайнӑ. Алексей Ладыков пур ыйтӑва та тивӗҫлипе хуравлама тӑрӑшнӑ май хӑй кӑна яваплӑ мар ыйтусене те урӑххисем ҫине сирмен.
Шупашкарти Октябрьски поселокра ӗҫмелли шыв хатӗрлекен ҫӗнӗ тытӑм хута янӑ. Ӑна «Водоканал» акционерсен обществи 2014–2017 ҫулсенчи инвестици программине пурнӑҫа кӗртнӗ май пурнӑҫланӑ. Ҫапла вара Октябрьски поселокра ӗҫмелли шыва сехетре 7,2 кубла метр хатӗрлекен тытӑм ӗҫлеме тытӑннӑ.
Ҫӗнӗлӗх артезиан шывне ӗҫмелли пахалӑха лартма май парать. Шывӑн та санитарипе эпидемиологи нормисене тивӗҫтермелле-ҫке. Тытӑм шыва автоматизациленӗ майпа тасатать. Ҫав самантра ятарлӑ ҫын пӑхса тӑмасан та ӗҫ пахалӑхӗ пысӑк шайра. Тата ҫакна та палӑртмалла: шыва пахалама «Водоканал» ӗҫченӗсем вӗҫӗмех илсе тӑраҫҫӗ, тӗрӗслеме яраҫҫӗ.
Хальтерех хута янӑ тытӑм тасатакан шывпа Октябрьски поселокри мӗнпур ҫынна тивӗҫтернӗ.
«Ҫыхӑнура» (на-связи.ru) форум Чӑваш Енӗн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш ҫумӗпе Максим Ивановпа «Тӳрӗ лини» ирттерме палӑртнӑ. Асӑннӑ порталӑн форумӗнчи онлайн-консультаци раштавӑн 15-мӗшӗнче 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен пырӗ.
Тӳре-шарана ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхпа тата тӗплӗ юсавпа ҫыхӑннӑ ыйтусене памаллине пӗлтернӗ. Порталта ҫырнӑ тӑрӑх, ыйтусене халех хатӗрлеме юрать. Чӑн та, хӑшӗсем ыйтма пуҫланӑ та ӗнтӗ. Канашри Йӗпреҫ шосси ҫинчи 5-мӗш ҫуртӑн путвалӗнче каяша хӑҫан тасатӗҫ, вырӑнти управляющи компани шарламасть тесе ҫырнӑ пӗри. Тепри вара министерство икӗ уйӑх ӗнтӗ хуравламасть тесе ӗнентернӗ май ведомствӑна саккуна шӗкӗлчеме сӗнет.
Мачча пӑнтӑхнӑ, стенасем ҫурӑлнӑ… Вӑрмар поселокӗнчи пӗр ҫурт ҫакнашкал лару-тӑрура. Ҫынсен ҫавӑнтах пурӑнма тивет. Вырӑнти влаҫ вара ҫурта авариллисен йышне кӗртесшӗн мар.
Порфирьев урамӗнчи ҫуртра 26 ҫемье пурӑнать. Ӑна 1972 ҫулта хӑпартнӑ. Любовь Ефремова ҫавӑнтанпах пурӑнать унта. Анчах юлашки ҫулсенче унта кун кунлама питӗ йывӑр. Ҫурт куҫ умӗнчех ишӗлет.
Ҫынсем «Актив» компание ҫурта хаклама чӗннӗ. Вӑл пӳртӗн 71 проценчӗ юрӑхсӑр тесе йышӑннӑ. Анчах администраци ҫакна йышӑнмасть. Вӗсем хӑйсем экспертиза ирттернӗ. Ҫурт япӑххине йышӑнаҫҫӗ-ха вӗсем, анчах куншӑн ҫынсем хӑйсемех айӑплӑ-мӗн. Хваттерсенче душ, туалет тӑваҫҫӗ те ҫавна пула ҫурт ишӗлет.
Администраци ҫурт пурӑнма юрӑхлӑ тесе ура тапса ӗнентерет. Вӑрмарта унран хӑрушӑраххисем пур имӗш. Ку историре ведомствӑсен хушшинчи комисси пӑнчӑ лартӗ. Ҫурт авариллӗ е ҫук – вӑл палӑртӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |