Мачча пӑнтӑхнӑ, стенасем ҫурӑлнӑ… Вӑрмар поселокӗнчи пӗр ҫурт ҫакнашкал лару-тӑрура. Ҫынсен ҫавӑнтах пурӑнма тивет. Вырӑнти влаҫ вара ҫурта авариллисен йышне кӗртесшӗн мар.
Порфирьев урамӗнчи ҫуртра 26 ҫемье пурӑнать. Ӑна 1972 ҫулта хӑпартнӑ. Любовь Ефремова ҫавӑнтанпах пурӑнать унта. Анчах юлашки ҫулсенче унта кун кунлама питӗ йывӑр. Ҫурт куҫ умӗнчех ишӗлет.
Ҫынсем «Актив» компание ҫурта хаклама чӗннӗ. Вӑл пӳртӗн 71 проценчӗ юрӑхсӑр тесе йышӑннӑ. Анчах администраци ҫакна йышӑнмасть. Вӗсем хӑйсем экспертиза ирттернӗ. Ҫурт япӑххине йышӑнаҫҫӗ-ха вӗсем, анчах куншӑн ҫынсем хӑйсемех айӑплӑ-мӗн. Хваттерсенче душ, туалет тӑваҫҫӗ те ҫавна пула ҫурт ишӗлет.
Администраци ҫурт пурӑнма юрӑхлӑ тесе ура тапса ӗнентерет. Вӑрмарта унран хӑрушӑраххисем пур имӗш. Ку историре ведомствӑсен хушшинчи комисси пӑнчӑ лартӗ. Ҫурт авариллӗ е ҫук – вӑл палӑртӗ.