Ӗнер, юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, кӑнтӑрла Шупашкарта «Контур» савут» чарӑну патӗнче машина ҫынсем ҫине пырса кӗнӗ. Юрать-ха, вилмеллех таптаман.
Ҫынсем ятарлӑ вырӑнтан ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Вӗсем ҫине машина пырса кӗнӗ. Руль умӗнче 35 ҫулти водитель ларнӑ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ӑна янкӑр хӗвел ҫынсене асӑрхама чӑрмантарнӑ.
22ҫулти хӗре тухтӑрсем тӗрӗсленӗ. Тепӗр ҫын хӑйне лайӑх туйнӑран тухтӑрсен пулӑшӑвне илме хирӗҫленӗ.
Шупашкар хулинче троллейбус водительне ҫул-йӗр правилине пӑснӑшӑн явап тыттарнӑ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи ҫуркунне, ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, кӑнтӑрла пулса иртнӗ. Пассажирсене 1-мӗш маршрутпа турттаракан троллейбус «Ҫурҫӗр клиники» чарӑнуран хускалса кайнӑ чухне пӗри алӑкран тухса пӗтейменнине асӑрхаман. 83 ҫулти кинемей ҫапла вара алӑк хушшине хӗсӗнсе ларнӑ. Унтан троллейбус чарӑнса алӑка уҫсан ватӑ ҫын урама тухса ӳкнӗ. Вӑл аллине хытах амантнӑ.
Троллейбус рульне тытса пынӑ хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне пӗртте тунса тӑман. Ӑна суд тӗрмене хупса хумасӑр ҫулталӑклӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнчи 2,5 ҫухрӑм ҫула ҫӗнӗ асфальт сарнӑ. Ку ӗҫе 145 миллион тенкӗпе пурнӑҫланӑ.
Ӗҫе "Дорстар" подрядчик пурнӑҫланӑ.
Подрядчик ӗҫе чылай маларах вӗҫленӗ. Ҫула 3 уйӑхрах сарса пӗтернӗ.
Шӑнкӑртамсем "Ял территорийӗсен комплекслӑ аталанӑвӗ" программӑпа килӗшӳллӗн ҫӗнӗ асфальтлӑ пулнӑ.
Етӗрне ҫулӗ ҫинче ӗнер машинӑсем «пӑкка» лекнӗ. Каҫхине унта «пӑкӑ» 10 километр тӑршшӗ пуҫтарӑнса кайнӑ.
Транспорт Хыркасси патӗнчен «Контур» завод патне ҫитиччен тӑрса тухнӑ. «М-7» ҫул ҫинче те машинӑсем чарӑнса ларнӑ.
Пӗр енчен, пурнӑҫ шайӗ ӗлӗкхинчен самай лайӑх та халӗ, килсерен тенӗ пек машинӑсем пур. Хӑш-пӗр килте — ишкер-виҫшер те. Ҫапах та тепӗр чухне субъективлӑ текен сӑлтав та сиксе тухать.
«Руль умӗнче» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, «Контур» патӗнчи светофора юлашки вӑхӑтра урӑхларах ӗҫлеттерме тытӑннӑ. Сулахаялла, Университет урамӗ еннелле, пӑрӑнакан машинӑсене пӑрӑнмалли вӑхӑта сахаллатнӑ иккен.
Ҫулта-йӗрте питех те асӑрхануллӑ пулмалли каламасӑрах паллӑ пек те, анчах теприсем пӗрех тимсӗр. Ҫӗнӗ Шупашкарта, ав, пӗр хӗрарӑм-водитель кӑнтӑр кунӗнчех ачана ҫапса хӑварнӑ. Инкек Винокуров урамӗнче пулнӑ.
Ҫуран ҫӳрекенсене каҫса ҫӳреме ятарласа палӑртса хӑварнӑ вырӑнта 12 ҫулти арҫын ача каҫнӑ. Машина ун ҫине пырса кӗнӗ. Суранланнӑ ачана больницӑна ӑсатнӑ.
Шупашкарти Ленин урамӗнче вара «Опель Астра» автомобиль водителӗ хӑй умӗнче пыракан «Хендай Солярис» машинӑпа пырса ҫапӑннӑ. «Хендай» водителӗ ҫурӑм шӑммине амантнӑ. «Опель Астра» автомашина рульне тытса пынӑ этем медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма килӗшмен.
Ҫитес ҫул пуҫламӑшӗнче Лапсар тӑкӑрлӑкӗнчи ҫула юсама пуҫлӗҫ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтерет.
Унти ҫул – 4 ҫухрӑм. Ӑна виҫӗ тапхӑрпа юсӗҫ. Ку ӗҫ хакӗ пысӑк пулнипе ҫыхӑннӑ. Проектпа документаци хатӗр, вӑл патшалӑх экспертизи витӗр тухнӑ. Ҫула 1,5 миллиард тенкӗпе юсӗҫ.
Пӗрремӗш тапхӑрӗнче 623,9 млн тенкӗ кирлӗ пулӗ, иккӗмӗшӗнче – 340,7 млн тенкӗ, виҫҫӗмӗшӗнче – 548,8 млн тенкӗ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен ку ӗҫе тӑвакан подрядчике палӑртӗҫ. Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн вӑл ӗҫе пуҫӑнӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 19 сехет ҫурӑра Ҫӗмӗрле районӗнче ҫул ҫинче икӗ ҫынна ҫапса хӑварнӑ. Пӗри вилмеллех аманнӑ. Вӑл — 11 ҫулти хӗрача.
Водитель вырӑнтан тарнӑ. Йӗрке хуралҫисем ӑна шырама пуҫланӑ. Ку инкек пирки мӗн те пулин пӗлекенсене @antidiler21bot бота пӗлтерме ыйтнӑ.
Паян «Ҫыхӑнура» форумра ҫыракансем авари Вӑрманкас ялӗ патӗнче пулнине, водителе тытса чарнине пӗлтернӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫав 64 ҫулти арҫын руль умӗнче ӳсӗр пулнӑ, вилнӗ хӗрачан 1 ҫулти шӑллӗ кӳмере ларнӑ, вӑл халӗ пульницӑра.
Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакансем "Йӗпреҫ - Березовка" ҫула пӳлсе лартнӑ. Мӗншӗн тесен халӑх чӑтса ывӑннӑ: М-12 трассӑна тунӑ ҫӗрте ӗҫлекен йывӑр тиевлӗ машинӑсем ӑна пӑсса пӗтернӗ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, кӗҫех ҫӑмӑл машинӑсем кӗрсе ҫӳрейми пулӗҫ.
Унччен ку ҫула юпа уйӑхӗн варриччен юсаса пама шантарнӑ. Анчах халӗ ҫулталӑк вӗҫӗччен ҫеҫ теҫҫӗ.
Халӑх ҫула пӳлнӗ хыҫҫӑн подрядчике предписани панӑ, унта гейдер илсе килнӗ. Подрядчикӑн халӗ ҫул ҫине вӗтӗ чул сармалла. Ҫак участока М-12 трассӑна туса пӗтерсен тин тӗплӗ юсӗҫ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Шупашкарти Айзман урамӗнче мопедпа пыракан ҫын инкеке лекнӗ.
17 сехет те 45 минутра вӑл, Алькешра вырнаҫнӑ «Георгий» кафе енне пынӑ чухне, малта пыракан «VW Polo» автомобиль ҫине пырса кӗнӗ те персе аннӑ.
Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн иснпекцийӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, мопедист пуҫне шлем та тӑхӑнман. Инкекре арҫын вилмеллех аманнӑ.
Шупашкар районӗнчи Хыркасси патӗнчи развязкӑна юпа уйӑхӗнче, Ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсен кунӗнче, уҫма палӑртни пирки пӗлтернӗччӗ. Ӑна маларах уҫнӑ - водительсем ҫак ҫулпа ҫӳреҫҫӗ ӗнтӗ.
М-7 федераци трасси ҫинчен Етӗрне ҫулӗ ҫине пӑрӑнмалли вырӑна хупнӑ. Машинӑсем пурте развязка урлӑ каяҫҫӗ. Халӗ Явӑш еннелле те пӑрӑнма меллӗ.
Ҫӗнӗ ҫула уҫнӑ пулин те трассӑн ытти пайӗнче ӗҫсем вӗҫленмен-ха.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |