Паян 12 сехетре Канаш районӗнче пулнӑ аварире ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Водитель 34 ҫулта пулнӑ.
А-151 автоҫулӑн 29-мӗш ҫухрӑмӗнче ҫӑмӑл машина водителӗ руле итлеттереймен те транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл КамАЗпа ҫапӑннӑ.
Ҫӑмӑл машина водителӗ авари вырӑнӗнче вилнӗ.
Паян ирхи 9 сехетре Куславкка районӗнче М-7 ҫул ҫинче авари пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Удмурт Республикинчи 45 ҫулти арҫын «Тойота камри» машина рулӗ умӗнче ларнӑ арҫын транспорта итлеттереймен, хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса фурӑпа ҫапӑннӑ.
Ҫӑмӑл машинӑри пассажир, 38 ҫулти хӗрарӑм, вилнӗ. Унӑн паян ҫуралнӑ кунӗ пулнӑ. 4 ҫулти ачана вара, суранланнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Халӗ йӗрке хуралҫисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарти Ишлей проездне юсаса ҫӗнетме прокуратура хистенӗ.
Асӑннӑ проезд Лапсар проезчӗн малалли пайӗ шутланать. Ҫул ванса пӗтнӗ, шӑтӑк-путӑклӑ.
Ҫавна кура хулари Ленин районӗнчи прокуратура Ленин районӗнчи суда тавӑҫпа тухнӑ. Унта вӑл Ленин районӗн администрацине ҫула юсама хистеме ыйтса ҫырнӑ.
Надзор органӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, суд прокуратура ыйтнине тивӗҫтернӗ. Халӗ хулари тӳре-шаран суд йышӑнӑвне пурнӑҫа кӗртесси юлать.
Вӑрмар районӗнчи прокуратура вырӑнти ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсемпе пӗрле районти автоҫулсене тӗрӗслеме тухнӑ.
Регион пӗлтерӗшлӗ «Аниш», район пӗлтерӗшлӗ «Вӑрмар-Арапуҫ-Кӗтеснер» тата «Вӑрмар-Тикеш-Большие Кайбицы» ҫулсене тивӗҫлипе тытса тӑманнине асӑрханӑ. Хӑш-пӗр вырӑнта ҫул ҫине хӑйӑрпа тӑвар хутӑшӗ сапман. Ҫул-йӗр пӑрлакланса ларсан автомашинӑсем ним мар инкеке лекме пултараҫҫӗ.
Ҫул-йӗре тытса тӑракан «ДорТех» тата «Инвест-строй» подряд организацийӗсен тӗлӗшпе асӑрхаттару хучӗ ҫырнӑ. Вӗсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ административлӑ ӗҫсене суда ярса панӑ.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, республикӑра пассажирсене саккуна пӑсса турттаракансене тупса палӑртассипе ӗҫлесси малалла пырать.
Раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче черетлӗ рейд ирттернӗ. Унта ведомствӑн специалисчӗсемпе пӗрлех патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем тухнӑ.
Пассажирсене йӗркене пӑсса турттарнине Шупашкар тата Етӗрне районӗсенче 2 тӗслӗх тупса палӑртнӑ. «Шупашкар-Мускав» маршрутпа ҫула тухнисем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем водительсемпе «бла-бла-кар» урлӑ калаҫса татӑлнӑ-мӗн.
Ятарлӑ ирӗк илмесӗр ӗҫлекен водительсем тӗлӗшпе адмирнистративлӑ протоколсем ҫырнӑ.
Ҫӗнӗ ҫултан республикӑри хуласем хушшинче хутлакан пуйӑссем кунсерен ҫӳреме тытӑнӗҫ. Кунта сӑмах «Канаш – Ҫӗмӗрле – Канаш» маршрутпа хутлакан пуйӑс пирки пырать.
Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 6191, 6192, 6193, 6194 номерлӗ пуйӑссем ҫула кунсерен тухӗҫ.
Пуйӑспа ҫул ҫӳреме юратакансене ку ырӑ хыпар савӑнтаратех пулӗ.
Маршрутпа ҫыхӑннӑ ыйту сиксе тухсан 8 (800) 550-53-93 телефон номерӗпе уҫӑмлатма май пур. Шӑнкӑравсене вӑл номерпе талӑкӗпех йышӑнаҫҫӗ.
Ӗнер, раштавӑн 22-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кӗчкей ялӗ патӗнче рейс автобусӗ кювета чӑмнӑ. Юрать-ха, никам та шар курман.
Кӗчкей ҫывӑхӗнчи ҫул питӗ пӑрлак. Тӳре-шара вара унта тӑвар сапнине ӗнентерет. Анчах ҫынсем ӳкернӗ видеора тӑвар сапнин палли те ҫук, йӑлтах каток пек пӑр.
Республика прокурорӗ хушнипе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Ҫула мӗнле пӑхса тӑнине, тӳре-шара тӑвар пирки тӗрӗс каланипе каламаннине тишкерӗҫ. Ҫынсем ӳкернӗ видеона шута илӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫул вӑхӑтӗнче Горький чукун ҫулӗ хушма пуйӑссем ҫӳреттерессине пӗлтернӗ. «Шупашкар-Мускав» маршрутпа ҫав вӑхӑтра хушма 16 пуйӑс пулӗ. Вӗсене раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен тытӑнса кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗччен ҫӳретӗҫ.
Билетсене кассӑсенче те, Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсен сайчӗпе ятарлӑ приложенийӗнче те туянма пулать.
Расписани пирки пӗлес тесен 8-800-775-00-00 тӳлевсӗр телефон номерӗпе шӑнкӑравлама май пур.
Шупашкарта пӗр-пӗр вокзал патне утса пынӑ чухне машинӑпа республикӑн тӗрлӗ кӗтесне (уйрӑмах Канаш, Патӑрьел тата Елчӗк районӗсене) илсе каяс кӑмӑллисем яланах йышлӑ. Вӗсем — ятарласа регистрациленмен, вӑрттӑн ӗҫлекен усламҫӑсем.
Ҫавсене тупса палӑртас тӗллевпе кӑҫал Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви патшалӑхӑн ҫул-йӗр автоинспекцийӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле 7 тӗрӗслев ирттернӗ, ҫав вӑхӑтра 6 водителе административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Пассажирсене вӑрттӑн турттаракансем ҫинчен ӗнер республикӑн Правительствинче иртнӗ ведомствӑсем хушшинчи ларура сӳтсе явнӑ, тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнасси пирки сӑмах хускатнӑ.
Паян 17 сехетре Красноармейски тата Элӗк районӗсен чиккинче, "Сӑр - Шупашкар" ҫул ҫинче, авари пулнӑ: ҫӑмӑл машина васкавлӑ медпулӑшу машинипе ҫапӑннӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, "Шкодӑпа" пынӑ хӗрарӑм руле итлеттереймен - хирӗҫ килекен васкавлӑ медпулӑшу машинипе ҫапӑннӑ. Медпулӑшу машини аяккӑн ҫаврӑнса ӳкнӗ. Икӗ медик суранланнӑ, вӗсене пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Иномарка водитель вилнӗ. Ҫак хӗрарӑм кам пулнине хальлӗхе палӑртман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |