«Чӑваш Ен» ГТРКан журналисчӗ Марина Карягинӑн фильмӗ Ӗпхӳре иртнӗ «Еврази сасси» иккӗмӗш пӗтӗм Раҫҫейри наци вещанин фестивалӗнче гран-при ҫӗнсе илнӗ. Кун ҫинчен телекомпанийӗн сайчӗ хыпарланӑ.
Карягинӑн «Ҫӗр ҫул иртсен. Терентий Дверенин» документлӑ лентине «Телевидени» номинацире чи лайӑххи тесе палӑртнӑ. Ӳкернӗ фильм пӗчӗк пуканесенчен этнографи композицине йӗркелекен чӑваш халӑх ӑсти Терентий Дверенин ҫинчен каласа парать. Лентӑна ӳкернӗ чухне Дверенин 94 ҫулта пулнӑ иккен.
— Мана чи малтанах унӑн ӗҫӗсем мар, вӑл хӑй мӗнлерех ҫын пулни кӑсӑклантарса ячӗ. Мӗнле майпа, мӗне асамлӑхпа вӑл ҫапла авалхи ҫын пек упранса юлнӑ? Вӑл урӑх ӗмӗртен, иртнӗ ӗмӗртен килнӗн туйӑнатччӗ, — каласа парать Марина Карягина.
Кӑҫал «Еврази сассине» Раҫҫейри 70 телерадиокомпанийӗ пуҫтарӑннӑ. Ӑмӑртура этнокультура темипе 300 яхӑн программа хутшӑннӑ пулнӑ. Экспертлӑ жюри виҫӗ кун хушши чи лайӑх фильмсемпе передачӑсене суйланӑ. Фестивалӗн тӗп награди вара Тутарстана кайнӑ, унта ӗнтӗ ҫичӗ наци республики хутшӑнӑвӗпе 55 ҫул хушши эфира «Атӑлпа Урал хушшинче» программа тухса тӑрать.
Шупашкарти Максимов ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗн вӗренекенӗ Тимур Джафаров (флейта ӑсталӑхне туптама ӑна Раҫҫей тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Анжелика Сидорова хӑнӑхтарать) Вьетнамра концертпа пулнӑ.
Тимурсӑр пуҫне инҫе ҫула Омск, Сарӑту хулисенчи, Ростов облаҫӗнчи ҫамрӑк ӑстасем тухса кайнӑ. Вӗсемпе пӗрле Мускаври Гнесин ячӗллӗ ятарлӑ музыка шкулӗнче пианинӑпа ӑсталӑха туптакан икӗ хӗрача — Чан Зиеу Ан тата Чан Зиеу Линь — тӑван ҫӗршывне ҫул тытнӑ.
Спиваков фончӗ йӗркелекен концертсемпе ҫулҫӳревсене Шупашкар ачи унччен те пӗрре кӑна мар хутшӑннӑ иккен.
Ҫак куненче Кисан облаҫӗнчи Скопин хулине тӗнче шайӗнчи тӑм савӑт ӑстисен фестивалӗ иртнӗ. Мероприятие ҫӗршывӑн 20 тӑрӑхӗнчен пурӗ 250 яхӑн хутшӑнакан килнӗ. Республика чысне фестивальте Раҫҫей художникӗсен союзӗн пайташӗсем Михаилпа Ольга Садовниковсем тата Шупашкар ӳнер училищин студенчӗсем хӳтӗленӗ.
Фестиваль пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх пирӗн ентеш Михаил Садовников «Маэстро» номинацие илме пултарнӑ. Унсӑр пуҫне Садовниковсен ҫемьи «Пултаруллӑ мӑшӑрлӑ ӗҫ» номинацире ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Вӗсем фестивале «Форма и Декор» инсталяци варианчӗсене илсе килнӗ тата «Круговорот» ятпа тӑм савӑт тӑвассипе шоу кӑтартнӑ. Вӗсен пултаруллӑхӗ ытти хутшӑнакансене ҫеҫ мар, ӑмӑртӑва хаклакансене те тыткӑнланӑ.
ШӲУ 3-мӗш курс студенчӗсем Роман Нестеровпа Анастасия Чумышева «Раҫҫей ҫамрӑк таланчӗсем» номинацире ҫӗнтернӗ, вӗсене вара тӑм савӑт тӑвас ӗҫре кирлӗ материалсене туянмалли сертификатпа чысланӑ. Наталья Васильевӑн ӗҫӗсене тивӗҫлӗ хакланӑ — вӗсем Скопи хулинчи тӑм савӑт ӑстисен музейӗн коллекцине пуянлатӗҫ.
«Хӗрарӑма чӑтма тунӑ», — тенине эпӗ пӗрре ҫеҫ мар илтнӗччӗ. Чӑнах та паянхи вӑхӑтра хӗрарӑмсем хӑйсен черчен хулпуҫҫи ҫине пур ӗҫе те тийӗҫҫӗ: ачисене те ашшӗсемсӗр ура ҫине тӑратаҫҫӗ, йывӑр ӗҫсенче те арҫынсемпе пӗр тан тӑрса ӗҫлеҫҫӗ тата ытти те.
Ҫапах та хӗрарӑм чӑтӑмлӑхне пурнӑҫри йывӑр пулӑмсене мӗнлерех тӳссе ирттернинче кӑна мар курма пулать. Тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗсенче те хӗрарӑмсен йышӗ хӑйсен ҫирӗп чун хавалӗпе, чӑтӑмлӑхӗпе палӑраҫҫӗ.
Нумаях пулмасть пирӗн ентеш Татьяна Александрова Берингов проливӗ урлӑ ишсе каҫассипе халӑхсем хушшинчи эстафетӑна хутшӑннӑ. 15 патшалӑхран килнӗ 60 хутшӑнакан сахалтан та 134 ҫухрӑм ишсе тухнӑ.
Ӑмӑрту йывӑр пулнӑ, шывӗ те 11 градус таранах сивӗ тӑнӑ, ҫил кӑларакан 6 метрлӑ хумсем те ишме чӑрмантарнӑ. Ҫапах та Татьяна Александрова лартнӑ тӗллеврен пӑрӑнман, вӗҫне ҫитиченех ишсе тухса хӑйӗн пӗчӗк рекордне лартнӑ. Татьяна ҫак ӑмӑртура пирӗн республика чысне хӳтелекен пӗртен-пӗр спортсменка пулнӑ. Хӑйӗн тӗслӗхӗпе вӑл тепӗр хут чӑваш хӗрарӑмӗсем чӑтӑмлӑ, хастар, тӗллевлӗ пулнине ҫирӗплетме панӑ.
«Сывлӑх енчен хавшани — пурнӑҫ вӗҫӗ», — каларӑш тӗресех маррине республика спортсменӗсем хӑйсен тӗслӗхӗпе яланах ҫирӗплетме хатӗр. Ӗнер те, ҫурлан 6-мӗшӗнче сусӑрсем ҫӑмӑл атлетикӑпа тата шывра ишессипе Раҫҫейӗн юниорла пӗрлешӳллӗ ушкӑнӗн йышӗнче колясочниксен тата чӑлахсен халӑхсем хушшинчи спорт федерацийийӗн пӗтӗм тӗнчери юниорла вӑййисене (IWAS) хутшӑнма Пуэрто-Рико ҫӗршывне ҫул тытнӑ.
Ҫӑмӑл атлетикӑпа Раҫҫейӗн пӗрлешӳллӗ ушкӑнне пирӗн ентеш те — Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен 2-мӗш спорт шкулӗн вӗренекенӗ Константин Репин (тренерӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ Андрей Михалов) та кӗнӗ.
Константин ахаль лекмен ҫак ушкӑна. Шупашкарта ҫӗртме уйӑхӗнче чӑлахсем хушшинче ҫӑмӑл атлетикӑпа чемпионат тата Раҫҫей первенстви иртнӗ. Ҫак ӑмӑртун пӗтӗмлетӗвсем тӑрӑх ӗнтӗ Константин Репин Тӗнче первинствине кайма тивӗҫнӗ. Пӗлме: ҫамрӑк спортсмен яшсем хушшинчи 100 тата 200 метр чупура ҫӗнтернӗ кӑна мар, унсӑр пуҫне унӑн кӑтартӑвӗ ҫӗршыв чемпионатӗнче Т-38 ушкӑнлӑ спортсменсем валли чи лайӑххи пулнӑ.
Пуэрто-Рикори пӗтӗм тӗнчери вӑйӑсем ҫурлан 16-мӗшччен пырӗҫ.
Паянхи кунсенче Пенза хулинче Раҫҫейри вӗренекенсен VI ҫуллахи спартакиадин финалӗ пырать. Нумай пулмасть унта «Чистые пруды» кану базинче триатлонпа ӑмӑртусем вӗҫленнӗ. Ӑмӑртӑва ҫӗршыври 16 тӗрлӗ тӑрӑхри 90 спортсмен хутшӑннӑ, вӗсен шутӗнче пирӗн 7 ентеш.
Спартакиада историнче пӗрремӗш хут яшсем хушшинче пирӗн ентеш, Шӑмӑршӑ районӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти УОР тата Чӑваш Ен Минспорчӗн СДЮШОР №3 вӗренекенӗ Дмитрий Ефимов ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Дистанцийӗ — 300 м шывра ишесси, велочупу — 10 ҫх тата 2 ҫх чупу. Ӑна пӗтӗмешле вӗҫлеме Дмитрие 27 минут 16,07 секунд ҫеҫ кирлӗ пулнӑ.
Дмитрий Ефимов «ылтӑн» тивӗҫнӗшӗн ӑна эпир саламлатпӑр, унӑн ҫитӗнӗвӗпе мухтанатпӑр.
Хӗпӗртет-ҫке чун ентешсен кулленхи спортри ҫитӗнӗвӗсене сӑнаса пынӑ май. Сывлӑх енчен кӑшт хавшанисем те старта хастаррӑн тухаҫҫӗ. Тухаҫҫӗ кӑна мар, ҫӗнтерӳҫӗ ятне те тивӗҫеҫҫӗ.
Болгари ҫӗршывӗн София хулинче XXII ҫуллахи Сурдлимп вӑййисенче Раҫҫейӗн пӗрлешӳллӗ ушкӑнне кӗнӗ пирӗн ентешсем паян та спорт аренинче ӑмӑртаҫҫӗ. Ӗнер, утӑн 3-мӗшӗнче, тӑршшӗне сикессипе юлашки тапхӑр ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта вара пьедисталӑн икӗ ҫӳллӗ картлашки ҫине хӑпарма Раҫҫей чысне хӳтӗлекен икӗ спортсмен тивӗҫнӗ. «Ылтӑна» 7 метр 55 миллиметр кӑтартупа Сергей Тимонин, кӗмӗл медалӗ вара пирӗн ентеш, республикӑри ҫӑмӑл атлетика шкулӗн вӗренекенӗ Иван Пакин (тренерӗ — Светлана Морозова) ҫӗнсе илнӗ, ун кӑтартӑвӗ — 7 м 35 см. Иван Пакиншӑн ку пӗрремӗш сурдлимп медалӗ. Кӑнтӑрла вӑлах виҫҫӗлле сикессипе тӑваттӑмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Ҫитес кунсенче пирӗн ентешӗн арҫынсен эстафета ушкӑнӗнче 4х100 метр дистанцине чупса тухмалла пулать.
Иван Пакина «кӗмӗл» ҫӗнсе илнӗ ятпа саламлатпӑр, малашлӑхра та ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу, чӑтӑмлӑх, вӑй-хал сунатпӑр.
Кӗркуннехи евӗр ҫанталӑка пӑхмасӑр пирӗн ентешсем куллен тенӗ пек ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенче иртекен ӑмӑртусене хутшӑнаҫҫӗ. Япӑх илтекен спортменсем те республика чысне хӳтелеме старта тухма васкаҫҫӗ.
Утӑн 24-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 4-мӗшччен Болгари ҫӗршывӗн София хулинче XXII ҫуллахи Сурдлимп вӑййисем иртеҫҫӗ. Ӗнер, утӑн 31-мӗшӗнче пирӗн ентеш — тава тивӗҫлӗ мастер спорчӗ, 2008 ҫулта 800 метр дистанцире Сурдлимп вӑййисен кӗмӗл призёрӗ, 2012 ҫулхи 800 метр дистанцире Тӗнче Чемпионатӑн призёрӗ Андрей Андреев 1 500 метр дистанцире (3:58.0) юлашки чупура пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Пьедисталӑн пӗрремӗшпе иккемӗш картлашкине вара Кени спортсменкисем йышӑннӑ.
Пӗлме: XXII ҫуллахи Сурдлимп вӑййинче Раҫҫей чысне 321 спортмен хӳтелет, пӗтемӗшлӗ ӑмӑртусенче 3 000 яхӑн ҫын хутшӑнать.
Пенза хулинче иртекен Раҫҫейри вӗренекенсен VI ҫуллахи спартакиади ҫинчен эпир маларах хыпарланӑччӗ. Спартакиадӑн юлашки тапхӑрӗнче вара пирӗн ҫӑмӑл атлетика спортсменӗсем пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ.
Марина Сизова (тренерӗ — С.В. Смирнова) 100 метр тӑршӗ чупура — 11.98 секунд кӑтартупа ылтӑн медаль ҫӗнсе илнисӗр пуҫне, хӑйӗн ӑмӑртури кӑтартупа республикӑра ҫӗнӗ рекорд лартнӑ.
Пысӑк кӑтартусене 200 метр тӑршшӗ чупура Кристина Перова (тренерӗ — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ А.Т. Егорова) та тунӑ. Вӑл дистанцийӗ 24.80 секунд кӑтартупа вӗҫлесе виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. 1 500 метр дистанцире япӑх мар кӑтартусене Алевтина Арбузова (тренерӗ — И.И. Углев) тунӑ, ун кӑтартӑвӗ — 4:31.89 — кӗмӗл медаль ҫӗнсе илме май панӑ. Тата тепӗр пирӗн ентеш Клавдия Афанасьева (тренерӗсем — Н.А. Захаровпа Г.И. Архипова) «кӗмӗле» тивӗҫнӗ.
Ентешсен спортри ҫитӗнӗвесене сӑнаса пынӑ майӑн чун чӑнах та хӗпертет. Пирӗн спортсменкӑсене малашлӑхра та ҫӗнтерӳ картлашкинче яланах тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнса тӑма сунас килет.
Спорт ҫулӗ-йӗренче пирӗн ентешсем куллен тенӗ пекех ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ ригионӗсене ҫитсе ӑмӑртусенче Республика чысне тивӗҫлипех хӳтӗлеҫҫӗ.
Питӗр хулипе ҫуммӑн вырнаҫнӑ Юкки ялӗнче утӑн 17-22-мӗшсенче велочупу-маунтинбайкпа чемпионат, Раҫҫей первенстви тата Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусем иртнӗ. Ҫак ӑмӑртусенче пирӗн ентешсем тунӑ ҫитенӳсем ҫинчен эпир пӗрре мар хыпарланӑччӗ.
1995-1996 ҫулсенче ҫуралнӑ юниорсем хушшинче Муркаш районӗнчи В. Егоров ячӗллӗ АҪСШӗн вӗренекенӗ, Раҫҫейӗн спорт мастер кандидачӗ, Семенова Марина «кросс-кантри» дисциплинӑра кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Ҫак ӑмӑртура ҫӗнтерӳҫӗ ятне вара Чӑваш Республикин чысне хӳтӗлекен тата тепӗр спортсменка Кристина Кириллова тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |