Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ хӑйӗн ҫитӗнӗвӗсен тепӗр чикки урлӑ каҫни пирки пӗлтерет — чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышӗ 700 пин урлӑ каҫнӑ. Кӑҫалхи ҫулталӑка лаборатори 652 пин те 732 мӑшӑрпа пуҫланӑччӗ — ҫапла май вара вӑл вӑхӑтранпа пурӗ 47 пин ытла ҫӗнӗ мӑшӑр хатӗрлеме ӗлкӗрнӗ. Нарӑс уйӑхӗнчех ку вӑхӑт тӗлне 20 пине яхӑн ҫӗнӗ мӑшӑр хутшӑннӑ.
Хальхи вӑхӑтра мӑшӑрсен ытларах пайӗ илемлӗ литературӑран тӑрать. Ҫавах ытти тӗслӗхсем те сахал мар: саккунсем те пур, спектакльтен илнӗ тӗслӗхсем те, хыпарсем те, хаҫат-журналсенче пичетленнӗ статьясем те.
Аса илтеретпӗр, чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрӗсене чӑваш чӗлхи лабораторийӗ 2019 ҫулхи ака уйӑхӗнче тӗплӗн пуҫӑннӑ. Вӑл вӑхӑтра мӑшӑрсен йышӗ 37 пинрен ҫеҫ иртнӗ пулнӑ. Икӗ ҫул хушшинче ҫапла май 700 пине яхӑн мӑшӑр пуҫтарма ӗлкӗрнӗ. Кӑҫалхи план тӑрӑх пӗтӗмӗшле мӑшӑрсен йышне пӗр миллион таран ҫитересшӗн. Малалли планра чӑвашларан вырӑсла куҫарнӑ хайлавсем тӑнӑран (чӑвашлине те вырӑслине те электронлӑ хурмӑна куҫарма тивӗ) ку ӗҫ тӗллеве ҫитерме йывӑртарах пулин те лабораторире тӑрӑшакансем паянхи кун ӑна пурнӑҫлама тӑрӑшаҫҫӗ.
Италири Антхольцра биатлон енӗпе иртнӗ Тӗнче кубокӗн тапхӑрӗнче Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди эстафетӑра паян пӗрремӗш вырӑна тухрӗ.
Ылтӑн медале тивӗҫнӗ тӑватӑ биатлонисткӑран пӗри — Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ Татьяна Акимова. Спортсменка хальхи вӑхӑтра Тӗмен облаҫӗшӗн ӑмӑртать. Вӑл Европа шайӗнчи ӑмӑртура ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ турӗ. Ӑна тӗнче кубокӗн черетлӗ тапхӑрне кӗтмен ҫӗртен чӗнсе илнине тӗрлӗрен йышӑнакан пулчӗ. Анчах пултаруллӑ ентешӗмӗр хӑйне унталла та кунталла турткаланишӗн аптӑраса тӑмарӗ.
Палӑртар: эстафетӑра Раҫҫей командишӗн Евгения Павлова, Татьяна Акимова, Светлана Миронова тата Ульяна Кайшева ӑмӑртрӗҫ. Иккӗмӗш вырӑнта — нимӗҫсем, виҫҫӗмӗшӗнче — хрантсуссем.
Канмалли кунсем пыраҫҫӗ пулин те Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ раштав уйӑхӗнче мӗнле ӗҫлени пирки каласа памасӑр май ҫук. Иртнӗ ҫула пӗтӗмлетме те вӑхӑт.
2020-мӗш ҫулталӑка эпир 239 пин те 155 мӑшӑрпа пуҫланӑччӗ. 2019 ҫулта ака уйӑхӗнче ҫеҫ ӗҫе пуҫӑнтӑмӑр пулин те ҫулталӑк хушшинче ун чухне 200 пин хатӗрлеме май тупнӑччӗ. Паллах, малтан ӗҫе йӗркелесси, чи ӑнӑҫлӑ ҫула шырасси пулчӗ — ҫавна май виҫӗмҫул пухнӑ икҫӗр пин пирӗншӗн вӑл сахал мар. 2020 ҫулта вара пурӗ 410 пин ытла пухма пултартӑмӑр. Иртнӗ ҫулталӑка эпир 652 пин те 732 мӑшӑрпа вӗҫлетпӗр. Чӳк уйӑхӗнчен ку 31 пин те 681 мӑшӑр ытларах. Пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче тунӑ 45 пинех мар ӗнтӗ, анчах 31 пин те самаях (пирӗн текстсем те сахалланса пыраҫҫӗ, йывӑррисен йышӗ те ӳссе пырать...).
Кӑҫалхи плансене илес пулсан эпир тем тесен те миллион мӑшӑр таран ҫитерес шухӑшлӑ. Ун чухлӗ пухсан чӑваш чӗлхине пӗр чӑрмавсӑр Google е ытти куҫаруҫӑсене кӗртме май тупӑнӗ. Ку тӗллеве пурнӑҫлама вара пер енчен нумаях та юлман (350 пинрен те сахал), тепӗр енчен пурнӑҫлама та ҫӑмӑл пулмӗ — малалла пирӗн йывӑртарах текстсемпе ӗҫлеме тӳр килӗ. Енчен те халь, калӑпӑр, эпир чӑвашла текста ҫеҫ сканерлатпӑр пулсан, малашне чӑвашлине те вырӑслине электронлӑ варианта куҫарма тивӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Артемьевсен ҫемйи «Ҫулталӑк ҫемйи – 2020» республикӑри конкурсра ҫӗнтернӗ. Ҫав ята тивӗҫессишӗн мӗнпур районпа хулари 105 мӑшӑр тупӑшнӑ, финала 28-шӗ лекнӗ.
Ҫемье пуҫӗ Юрий Аркадьевич – ҫар ҫынни, Росгвардире ӗҫлет. Ҫурҫӗр Кавказри «хӗрӳ точкӑсенче» темиҫе те пулнӑ. Юрий Аркадьевичӑн арӑмӗ Альбина Олеговна ача пахчинче воспитательте тӑрӑшать.
Мӑшӑрсем пӗрлешнӗренпе — 21 ҫул. Вӗсем виҫӗ ывӑл ӳстереҫҫӗ. Аслӑ ывӑлӗ, Александр, ашшӗн ҫулне суйланӑ. Вӑл Раҫҫейӗн Нацгвардин Пермьри ҫар институтӗнче 3-мӗш курсра вӗренет. Кӗҫӗн Артемьевсем — Андрей тата Артём — Ҫӗнӗ Шупашкарти М.М. Кузнецов ячӗллӗ кадет лицейӗнчеӑс пухаҫҫӗ.
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ӗҫӗнче черетлӗ ҫитӗнӳ — паян эпир кӑҫал палӑртнӑ плана туса ҫитертӗмӗр, унсӑр пуҫне ку ҫул тунӑ мӑшӑрсен йышӗ 400 пин урлӑ каҫрӗ.
2020 ҫула эпир 239 пин те 155 мӑшӑрпа пуҫларӑмӑр. Паян 640 пин урлӑ каҫнӑ май, хӑварах куратӑр — ҫулталӑк тӑршшӗнче 400 пин тума пултартӑмӑр. Миллион чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрӗ таран ҫитме те нумаях юлмарӗ — пурӗ те 360 пин кӑна. Ҫитес ҫул та ҫакнашкалах тӑрӑшса ӗҫлесен вӑл кӑтарту таран эпир ҫитӗпӗрех!
Паллах, плана тултарнӑ тесе эпир ахаль лармӑпӑр — мӑшӑрсене тата та хушса пырӑпӑр. Ку ӗҫре вӗт-ха, мӗн чухлӗ мӑшӑр ытларах, куҫару пахалӑхӗ ҫавӑн чухлӗ чаплӑрах. Машшин куҫарӑвӗн алгоритмӗсем тем тери вӑйлӑ пулсан та даннӑйсем — чӑвашла тат вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсем — пулмасан лайӑх куҫаруҫӑ тума хӗнрех. Ҫавна пула вӑй хуратпӑр та ӗнтӗ.
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ хальхи вӑхӑтра Зоя Воскресеняская хайланӑ Владимир Ленинӑн амӑшӗ пирки ҫырнӑ калавсемпе тата Жюль Вернӑн «Вунпилӗк ҫулхи капитанӗпе» ӗҫлетпӗр. Ҫавӑн пекех Леонид Жариков ҫырнӑ «Хастар тусӑм ҫинчен» повеҫӗн чӑвашла текстне хатӗрлетпӗр. Пурӗ эпир икӗ ҫул хушшинче 110 ытла кӗнекене сканерласа мӑшӑрласа тухрӑмӑр.
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ӗҫӗ пирки эпир сире уйӑхсеренех пӗлтерсе тӑратпӑр. Акӑ тепӗр пӗлтерӗшлӗ самант та ҫитрӗ — чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен йышне 600 пинрен ирттернӗ! Апла-тӑк, ӗҫ малалла шӑвать!
Паллах, 600 пин тени ҫак ӗҫ вӗҫленсе пынине пӗлтермест — миллион мӑшӑр тӑвиччен тата нумай вӑй хумалла-ха! Анчах кашни ҫакнашкал утӑм вӑл пире эпир палӑртнӑ тӗллев патне ҫитерсе пырать.
Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине тултарас енӗпе ӗҫлекен хастарсен йышӗ хальхи вӑхӑтра ҫак хайлавсемпе ӗҫлет: Илпек Микулайӑн «Хура ҫӑкӑрӗ», Владимир Арсеньевӑн Инҫет Хӗвелтухӑҫри ҫутҫанталӑка сӑнласа паракан «Тайгари тӗлпулусем» калавсен пуххи, Евгений Герасимовӑн «Щорс» повеҫӗ тата ыттисем. Ҫавӑн пекех ку вӑхӑтра эпир Валентина Осеевӑн «Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем» повеҫӗн иккӗмӗш кӗнекипе тата Леонид Жариковӑн «Хастар тусӑм ҫинчен» хайлавӗпе ӗҫлеме тытӑнса.
Чипер сывӑ пулсан ҫулталӑк вӗҫӗччен мӑшӑрсен йышне 640 пине ҫитерме планлатпӑр. Ытти пирки вара куҫ курӗ унта.
Сӑмах май, пирӗн ӗҫе хӑвӑртлатас кӑмӑл пур пулсан, 4276750027671261 карточка ҫине (Сбербанк) укҫа-тенкӗ куҫарма пултаратӑр.
Чӑваш Ен спортсменки Александр Козлова йывӑр атлетика енӗпе иртекен Раҫҫей ӑмӑртӑвӗнче абсолютлӑ ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.
Республикӑн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑрту ҫак кунсенче Улатимӗр хулинче иртет. Етӗрне районӗнче ҫуралса ӳснӗ пике юниорсен ӑмӑртӑвӗнче чӑннипех те палӑрнӑ. Тӗнче класлӑ Раҫҫей спорт мастерӗ 59 килограмлӑ виҫере виҫӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Спортсменка Валериан Соклов ячӗллӗ Шупашкарти спорт шкулӗнче Раҫей тава тивӗҫлӗ тренерӗ Геннадий Иванов патӗнче ӑсталӑха туптать.
Иртнӗ уйӑхра Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлерӗ, ҫавна май пӗтӗмпе 45 пин ытла мӑшӑр хатӗрлеме пултарчӗ. Хӗрӳ ӗҫ харама каймарӗ — «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышӗ ҫур миллион урлӑ каҫрӗ. Уйӑха эпир 535 200 мӑшӑрпа вӗҫлерӗмӗр. Ҫапла май пурӗ 45 пин те 146 мӑшӑр тунӑ пулать. Рекорд таран кӑшт кӑна ҫитеймерӗ — кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче эпир 45 595 мӑшӑр тусаччӗ, ҫавах та ун хыҫҫӑн ку иккӗмӗш кӑтарту. Виҫҫӗмӗш вырӑнта халь иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗ тӑрать — ун чухне эпир 44 пин те 371 мӑшӑр хатӗрленӗ.
Кун чухлӗ мӑшӑр тума пире Максим Горкийӗн «Амӑшӗ», Николай Никитинӑн «Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ», Антонина Голубевӑн «Уржум ачи», Галина Николаевӑн «Ӗҫҫинче» хайлавӗсем тата ыттисем пулӑшрӗҫ. Малалла вара эпир Жюль Вернӑн «Ҫӗр варрине анса курни» романпа, Ванда Василевскаян «Асамат кӗперӗ» повеҫпе, Петр Павленкон «Телей» романӗпе, Геннадий Фишӑн «Кимас кӳлли ялӗ парӑнни» повеҫӗпе ӗҫлесшӗн. Паллах, ыттисем те пулӗҫ. Черетре тата темиҫе теҫетке хайлав тӑрать.
Иртнӗ уйӑха пӗтӗмлетнӗ май ҫак кӑтартусене палӑртма пулать: текстсем йышӗ 1 825 (+18), пуплевӗшсен йышӗ 590 474 (+43 651), сӑмахсен йышӗ 6 239 356 (+397 330) калӑпӑшпа танлашрӗ.
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ пӗлтерӗшлӗ виҫе урлӑ каҫрӗ — чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышне 500 пин ытла хатӗрлесе ҫитертӗмӗр. Аса илтеретпӗр, нейронлӑ меслетпе тивӗҫлӗ шайри куҫаруҫӑ тӑвас тесен сахалран те пӗр миллион мӑшӑр кирлӗ тесе палӑртаҫҫӗ. Ку вӑл, паллах, пӗтӗмӗшле палӑртнӑ кӑтарту ҫеҫ пулин те эпир ҫак виҫен ҫурри урлӑ иртрӗмӗр-иртрӗмерех!
Мӑшӑрсем хатӗрлеме ҫӑмӑлах мар. Ҫак ӗҫе тӑваттӑн-пиллӗкӗн кӳленсе эпир уйӑхне 35-40 пин мӑшӑр тӑватпӑр. Вӑтамран пӗр кӗнекерен 5 пин мӑшӑр тухать: эпир кӗнекене сканерлатпӑр, саспаллатпӑр (ӳкерчӗкри саспаллисене Finereader программӑпа палласа илетпӗр), текстри йӑнӑшсене тӳрлететпӗр, ун хыҫҫӑн вара тӗнче тетелӗнче вырӑсла текста шыраса тупса пуплевӗшсене мӑшӑрласа тухатпӑр. Мӑшӑрлассине алӑпа тӑватпӑр — капла пирӗн мӑшӑрсен пахалӑхӗ самай ӳсет. Ҫак ӗҫе автоматизацилеме май паракан программӑсем те пур, анчах вӗсемпе ӗҫлес тесен чӑрмавсем чылай сиксе тухаҫҫӗ: пӗр енчен мӑшӑрлав ӗҫӗнче йӑнӑшсем каяҫҫӗ, тепӗр енчен чӑвашлипе вырӑсла текстсем пӗрешкел марри час-часах тӗл пулкалать. Калӑпӑр, Михаил Бубенновӑн «Шурӑ хурӑнне», Семен Бабаевскийӗн «Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерне» пирӗн тӑлмачсем ҫак хайлавсене улӑштариччен куҫарнӑ пулнӑ.
Ҫурла уйӑхне каҫнӑран Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн иртнӗ уйӑхри ӗҫне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫитӗнӳсене илес пулсан — Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче мӑшӑрсен йышӗ 490 пине ҫитрӗ (+35 009). Тепӗр май каласан, 500 пин мӑшӑрччен нумаях юлмарӗ! Эпир малтанах палӑртса хунӑччӗ: ку кӑтартӑва ҫурмиллиона ҫитернӗ хыҫҫӑн вӗсене Яндекса парӑпӑр, ҫапла май Яндекс.Тӑлмачри куҫару тата та лайӑхланмалла.
Сӑмах май, эпир хамӑрӑн тӑлмача та, http://translate.chv.su адреспа вырнаҫнӑскерне, ҫӗнетрӗмӗр. Халӗ вӑл 400 пин мӑшӑр ҫинче вӗрентнипе ӗҫлет. Маларах чӑвашла-вырӑсла моделе ҫӗнетсеччӗ, икӗ кун каялла вара вырӑсла-чӑвашлине ҫӗнӗлле вӗрентрӗмӗр. Енчен те унччен BLEU кӑтарту 32,54 пулнӑ пулсан, хальхинче ӑна 33,8 таран хӑпартрӑмӑр (малалла ӑна хӑпартма питӗ йывӑр. Калӑпӑр, тепӗр ҫавӑн чухлех ӳстерех тесен, сахалран та пӗр 200 пин мӑшӑр хатӗрлемелле (халь эпир +150К хушрӑмӑр)...).
Иртнӗ уйӑхра эпир Владимир Короленкон «Чӗлхесӗр» калавне, Марк Твенӑн «Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени» повеҫне, Рувим Фраерманӑн «Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен» повеҫне, Михаил Алексеевӑн «Ҫӑкӑртан Асли ҫук» хайлавне тата ыттисене мӑшӑрларӑмӑр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |