Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен йышӗ 600 пинрен иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 13.11.2020 19:33 | 1463 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ӗҫӗ пирки эпир сире уйӑхсеренех пӗлтерсе тӑратпӑр. Акӑ тепӗр пӗлтерӗшлӗ самант та ҫитрӗ — чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен йышне 600 пинрен ирттернӗ! Апла-тӑк, ӗҫ малалла шӑвать!

Паллах, 600 пин тени ҫак ӗҫ вӗҫленсе пынине пӗлтермест — миллион мӑшӑр тӑвиччен тата нумай вӑй хумалла-ха! Анчах кашни ҫакнашкал утӑм вӑл пире эпир палӑртнӑ тӗллев патне ҫитерсе пырать.

Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине тултарас енӗпе ӗҫлекен хастарсен йышӗ хальхи вӑхӑтра ҫак хайлавсемпе ӗҫлет: Илпек Микулайӑн «Хура ҫӑкӑрӗ», Владимир Арсеньевӑн Инҫет Хӗвелтухӑҫри ҫутҫанталӑка сӑнласа паракан «Тайгари тӗлпулусем» калавсен пуххи, Евгений Герасимовӑн «Щорс» повеҫӗ тата ыттисем. Ҫавӑн пекех ку вӑхӑтра эпир Валентина Осеевӑн «Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем» повеҫӗн иккӗмӗш кӗнекипе тата Леонид Жариковӑн «Хастар тусӑм ҫинчен» хайлавӗпе ӗҫлеме тытӑнса.

Чипер сывӑ пулсан ҫулталӑк вӗҫӗччен мӑшӑрсен йышне 640 пине ҫитерме планлатпӑр. Ытти пирки вара куҫ курӗ унта.

Сӑмах май, пирӗн ӗҫе хӑвӑртлатас кӑмӑл пур пулсан, 4276750027671261 карточка ҫине (Сбербанк) укҫа-тенкӗ куҫарма пултаратӑр.

#ҫитӗнӳсем, #сайтсем, #чӑваш чӗлхи, #аталану, #ЧЧЛ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://corpus.chv.su/a/statistic
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2035.80.9538
2020.11.14 12:19
Agabazar
-ăш тата -ĕш аффикс япала ячĕ çумне çыпçăнса урăх япала ячĕ пулнă тĕслĕхсем пур-и?

Вăт çыпăçтарса пăхăр çак аффикса хуть те мĕнле япала ячĕ çумне.

Калăпăр, вулав > вулавăш.

Вулав вăл — вулани. Вулавăш — вуламалли вырăн шутланать.

Çак модельпех пуплев > пуплевĕш тусан???

Пуплевĕш пуплемелли вырăн пек пулса тухать.

Кунта вара ăна пуплевĕн пĕрчи пек курасшăн. Ун пек тĕлли-паллисĕр хăтланни вырăнлах мар пуль.

КУНТА СИСТЕМА ТЕКЕННИ ПУЛМАЛЛЛА.

Курав > куравăш. Анчах та куравăш — курнин пĕрчи мар. Курмалли вырăн.
Agabazar // 2035.80.9538
2020.11.14 12:27
Agabazar
Пуплевĕш тени «беседка» евĕрлĕ япалана çеç пĕлтерме пултарать.

Беседка!

Аçтахар тахçан пахчинче çав «беседка» текеннине хăйĕн çĕрĕ çинче туса лартассишĕн ăшталанса çÿренине астăватăп.

Анчах та вăл япала беседка мар. Вăл япала — пуплевĕш!
Agabazar // 2035.80.9538
2020.11.14 12:36
Agabazar
Е тата управăш тенине илер.

Мĕн вăл управăш?

«Единица хранения» текенни-им?. Паллах, апла мар.

Управăш — упрамалли вырăн. «Хранилище»

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем