Ҫӗртмен 15-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, тыл ӗҫченӗ Агриппина Тимофеева 100 ҫулхи юбилейне уявланӑ.
Агриппина Тимофеевна Элӗк районӗнчи Иштерек ялӗнче ҫуралнӑ. Пурнӑҫӗ йывӑр килнӗ. 7 ҫулта ашшӗ-амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ. Унӑн шкула ҫӳреме те май пулман. Агриппина Тимофеева ӗне кӗтӗвне пӑхнӑ, куншӑн ӑна апат ҫитернӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл Етӗрне хули ҫывӑхӗнче окоп чавнӑ. Унтан Ҫӗмӗрле хулинче вӑрман каснӑ. Кун хыҫҫӑн Ҫӗрпӳре ҫул хывнӑ ҫӗрте ӗҫленӗ.
Агриппина йывӑр ҫулсене халӗ те аса илет. Вӗсем халӗ те ӑна тӗлӗкре курӑнаҫҫӗ-мӗн. Хӑй каланӑ тӑрӑх, пурнӑҫӗнче вӑл темӗн те курнӑ, анчах йывӑр ҫулсем унӑн асӗнчен халӗ те тухмаҫҫӗ.
100 ҫулти кинемей ҫулсене кура мар йӑрӑ. Вӑл ӗҫлеме юратать, хускалмасӑр лараймасть.
Агриппина Тимофеевна халӗ 7 мӑнукӗпе, 8 мӑнук ачипе тата вӗсен 1 ачипе киленет. Кинемей хӗрӗпе пурӑнать.
Ятарлӑ автомобильсем кӑларакан Ҫӗмӗрлери савут нумаях пулмасть 85 ҫулхине паллӑ тунӑ. Паллӑ кунпа предприятие Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ.
Ҫӗмӗрлери ҫав предприяти хула хыснине укҫа-тенкӗ илсе килекен тӗп организаци шутланать. Ҫӗмӗрлен социаллӑ пурнӑҫӗнче те вӑл тӗп вырӑн йышӑнать.
Савутра хӳтӗлев тата граждан тӗллевӗллӗ, медицинӑра тата ытти отрасльте кирлӗ техникӑна юсамалли пайсем, тӗрлӗ тӗллевлӗ модульсемпе контейнерсем кӑлараҫҫӗ. Ун продукцине ытларах чух Раҫҫейӗн Хӳтӗлев, Шалти ӗҫсен тата Инкеклӗ ӗҫсен министерствисем усӑ кураҫҫӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ савута юбилейпа саламланӑ май 2011 ҫулхинчен продукци кӑларасси 2 хут ӳстернине палӑртнӑ.
Кирек епле уяври пекех унта ӗҫлекенсене те тӗрлӗ шайри Хисеп гармотисемпе тата ытти наградӑпа чысланӑ.
Муркаш районӗнчи Юнкӑ ял тӑрӑхӗнче авиамодель спорчӗн «Сывлӑшри ҫапӑҫу» класӗ енӗпе Чӑваш Республикинчи шкул ачисен хушшинче спартакиада иртнӗ.
Тупӑшӑва 5 ушкӑн хутшӑннӑ: Патӑрьелтен, Ҫӗмӗрлерен, Шупашкартан, Ҫӗнӗ Шупашкартан тата Муркаш районӗнчен. Муркаш районӗн чысне Юнкӑри «Авиамоделировани» спорт кружокӗн членӗсем хӳтӗленӗ. Ертӳҫи — Юрий Самушков.
Ӑмӑрту аслӑ тата кӗҫӗн ӳсӗмрисен хушшинче иртнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар команди пӗрремӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Юнкӑ команди 2-мӗш пулнӑ. Кунсӑр пуҫне Юнкӑ тӑрӑхӗнчи Алексей Тепеев 2-мӗш, Станислав Яргунькин 3-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ.
Сӑнсем (8)
Швецире «Putins Folk» (Путин халӑхӗ) кӗнеке кун ҫути курнӑ. Ӑна Раҫҫей Президентне ырлакансене халалланӑ. Кӗнекере ҫуррине яхӑн Чӑваш Республикинче пурӑнакансемпе хатӗрленӗ интервью кӗнӗ.
Кӗнеке авторӗ — финн юнӗллӗ Швед журналисчӗ Калле Книивиля. Вӑл Раҫҫей тематикипе унччен те ҫырнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑмра автор Путин майлисене тӗпчев лартнӑ.
«Ку кӗнеке Владимир Путин ҫинчен мар. Ун пирки малтан та сахал мар кӗнеке кӑларнӑ», — тенӗ вӑл кӗнеке аннотацийӗнче. Ҫапла автор «Путина ӑнланас, ахаль Раҫҫей ҫыннисене унра мӗн килӗшнине пӗлес» тенӗ имӗш.
Калле Книивиля 2013 ҫулти авӑн уйӑхӗнче пулнӑ Раҫҫейри пилӗк хула хушшинче Шупашкарпа Ҫӗмӗрле иккен. Вӑл ҫав ҫулҫӳрев унра иккӗлле кӑмӑл-туйӑм хӑварнине пӗлтернӗ. Пӗр енчен, СССР арканнӑ хыҫҫӑн ҫынсене пурнӑҫ шайне лайӑхлатма тата чикӗ леш енне кайма пултарни имӗш. Япӑх кӑмӑл-туйӑм ҫуратасси демократи сӑмах ҫынсенчен чылайӑшӗшӗн пӗлтерӗше ҫухатни-мӗн.
Хайхи журналист ҫынсенчен пӗр пайӗ ӗҫ укҫи вӑхӑтра тӳлесен тата вӗсене тӗкӗнмесен те ҫырлахнине асӑрханӑ пулать.
Чӑваш Енре республика шайӗнче иртнӗ пилӗк конкурса — «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ», «Ҫулталӑк воспитателӗ», «Чи лайӑх класс ертӳҫи», «Ҫулталӑк психологӗ», «Социаллӑ педагог» — пӗтӗмлетнӗ.
Кӑҫал «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ» ята Ҫӗнӗ Шупашкарти 5-мӗш шкулта ют чӗлхе вӗрентекен Екатерина Владимирова тивӗҫнӗ. Ӑна ЧР Элтеперӗн 150 пинлӗх премине панӑ.
«Ҫулталӑк воспитателӗ — 2014» — Ҫӗмӗрлери 19-мӗш ача пахчинче ӗҫлекен Татьяна Тетерова. Вӑл 100 пин тенке тивӗҫнӗ.
«Чи лайӑх класс ертӳҫи» ята кӑҫал Комсомольски районӗнчи Тукай шкулӗнче ачасене ют чӗлхе предметне вӗрентекен Гузель Хайртдинова тивӗҫнӗ.
«Социаллӑ педагог — 2014» ята Улатӑрти 9-мӗш шкулта ӗҫлекен Наталия Нажалкина илнӗ.
«Ҫулталӑк психологӗ» ята кӑҫал Психологипе педагогика реабилитаци тата тӳрленӳ центрӗн ӗҫченӗ Сергей Педюсев пулнӑ.
«Чи лайӑх класс ертӳҫи», «Социаллӑ педагог», «Ҫулталӑк психологӗ» ята тивӗҫнисем 50 пинлӗх премие тивӗҫнӗ.
Ҫӗмӗрлери хӗрарӑмсен канашӗ Ҫара каякансен аллейине йӗркелеме шут тытнӑ. Асӑннӑ канаш хастарӗсем унччен те тӗрлӗ сӗнӳпе тухса ырӑ ӗҫе вӗҫне ҫитернӗ-мӗн-ха. Аллея йӗркелени те пулнӑ. Анчах хальхинче хӗрарӑмсем ҫар ҫыннисемпе пӗр шухӑшлӑ пулса ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫара каякансен аллейине кедр йывӑҫҫинчен йӗркелес тенӗ. Ҫак йывӑҫа хӗрарӑмсем ахальтен суйламан. Ҫӗршыв шайӗнче вӑл пуянлӑх та ҫирӗплӗх палли теҫҫӗ. Унӑн лӑсси те, хуппи те усӑллӑ та сиплӗ. Хунавне вырӑнти вӑрман хуҫалӑхӗ панӑ. Йывӑҫсене хулари шкул ачисем — саккӑрмӗш тата вунпӗрмӗш классенче вӗренекенсем лартнӑ.
Кӗҫех Чӑваш чӗлхи кунӗ ҫитӗ. Ҫавна май республикӑри районсемпе хуласенче тӗрлӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи вулавӑшсенче Чӑваш чӗлхи кунӗ Культура ҫулталӑкӗпе, «Вулав валли — 12 уйӑх» проектпа килӗшӳллӗн иртӗ. Ака уйӑхӗн 16–25-мӗшӗсенче районти библиотекӑсенче чӑваш чӗлхин «Янра, чӑваш чӗлхи» вункунлӑхӗ иртӗ. Тӗллевӗ — ӳсекен ӑрӑва чӗлхепе, тӑван ен культурипе кӑсӑклантарасси.
Вулакансем валли кӗнеке куравӗсем, тематика ҫӳлӗкӗсем йӗркелӗҫ. Вӗсенче Иван Яковлевӑн пурнӑҫӗпе пулатрулӑхне, наци символикине, чӑваш халӑхӗн историне, йӑли-йӗркине, культурине ҫутатӗҫ.
Вунӑ кунра таврапӗлӳ тата фольклор сехечӗсем, Яковлев вулавӗсем йӗркелӗҫ, чӑвашла вулассипе конкурссем, викторинӑсем, электрон хӑтлавсем, чӑваш литературин тишкерӗвне тӑвӗҫ.
Акӑ Ҫӗмӗрлери вулавӑшра «Чӑваш чӗлхи — тӑван чӗлхе» кӗнеке куравӗ пулӗ, Юманайри библиотекӑра «Чӑваш чӗлхи — ӑс-тӑн чечекӗ» литература каҫӗ иртӗ. Турханта ачасем валли «Чӑваш Улӑпӗ» мультимеди сехечӗ иртӗ.
Шкул ачисен Пӗтӗм Раҫҫей олимпиадин юлашки тапхӑрӗ пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Кӑҫал унта Чӑваш Енрне регион шайӗнче нумай балл пухнӑ 110 ача хутшӑннӑ.
ЧР Вӗренӳ министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть хӑш-пӗр предметпа (нимӗҫ чӗлхи, ӳнер, хрантсус чӗлхи, истори, экологи) олимпиада вӗҫленнӗ. Чӑваш ачисем лайӑххисен йышне кӗме пултарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире вӗренекен Ульяна Василькова, Шупашкарти 59-мӗш шкулти Анна Маскина, Ҫӗмӗрлери 3-мӗш шкулта ӑс пухакан Олеся Моложина ӳнер предмечӗпе маттур пулнӑ. Шупашкарти 4-мӗш гимназири Анастасия Смирнова хрантсус чӗлхипе палӑрнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейре ӑс пухакан Софья Окилова экологи предмечӗпе маттур пулнӑ. Тӑвайри вӑтам шкулта вӗренекен Елена Нефитова вара экологи предмечӗпе ҫӗнтернӗ.
Ҫӗмӗрле хулинчи 2-мӗш вӑтам шкулти ҫамрӑк тӗпчевҫӗсем «Эп — тӗпчевҫӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн регионти тапхӑрне хутшӑннӑ. Ӑна шкул ҫулне ҫитменнисем тата кӗҫӗн классенче вӗренекенсем куҫӑнсӑр тура 638 тӗпчев ӗҫӗ тӑратнӑ.
Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче куҫӑн тур иртнӗ. Унта Чӑваш Енри 15 районпа 5 хуларан 165 ача хӑйӗн ӗҫӗпе тупӑшӑва тухнӑ. Куҫӑн тур икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Пӗрремӗшӗнче ачасем тӳресене хӑйсен ӗҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ, иккӗмӗшӗнче ӗҫсене хӳтӗленӗ.
Ҫӗмӗрлери 2-мӗш вӑтам шкулта вӗренекенсем «Физика» тата «Естествознани» секцисемпе хутшӑннӑ. Андрей Чебутов шыв хӑҫан тӑвалла юхни пирки ӑнлантарса панӑ, Матвей Ефимов вӗлле хурчӗ ӳрӗккипе кахаллине тишкернӗ. Вӗсен иккӗшӗн те ӗҫӗсем иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Кӑҫал пирӗн ҫӗршывра Культура ҫулталӑкӗ иртни пирки пӗлмен ҫын ҫук пулӗ. Раҫҫей шайӗнче ӑна уҫнӑ ҫӗре ӗнер Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов ертсе пыракан делегаци Мускава тухса кайнӑ.
Йыша Куславккари Н.И. Лобачевский ячӗллӗ историпе таврапӗлӳ музейӗн ертӳҫи Надежда Егорушкина, Чӑваш Республикин Композиторсен союзӗн ертӳҫи Николай Казаков, Ҫӗмӗрлери «Хӗвелтухӑҫ» культура ҫурчӗн «Экситон» ташӑпа спорт халӑх клубӗн ертӳҫи Ирина Лиховид, Культура программисен республикӑри дирекцийӗн арт-менеджерӗ Максим Матросов, К. Иванов Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ — Чӑваш Республикинчи театр ӗҫченӗсен союзӗн ертӳҫи Геннадий Медведев кӗнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |