СССР халӑх артисчӗ Максим Дормидонтович Михайлов ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалласа унӑн ячӗпе хисепленекен Шупашкарти 1-мӗш музыка шкулӗнче республикӑри олимпиада ирттернӗ. Ҫав инҫет конкурс кӑҫал иккӗмӗш хут иртнӗ, хальхинче ӑна кама халалланине каларӑмӑр.
Гран-прие Тӑвайри ӳнер шкулӗнче вӗренекен Анастасия Григорьева тивӗҫнӗ. Пӗрремӗш вырӑнта Шупашкарти тӗрлӗ шкулта вӗренекенсем: Наталья Гаранина (5-мӗш музыка шкулӗ), Елена Полутова (2-мӗш ӳнер шкулӗ), Софья Падиарова (1-мӗш ӳнер шкулӗ), Ирина Ухтиярова Ирина (2-мӗш ӳнер шкулӗ) тата Татьяна Каратаева (Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимнази).
Кунсӑр пуҫне иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑна тухнисене те дипломсемпе чысланӑ.
Ҫӳп-ҫапа кӳрсе каясси пирки Ҫӗмӗрле влаҫӗсем уйрӑм ҫынсене йӑлари хытӑ каяша турттаракан организацисемпе килӗшӳ тума чӗнсе калаҫҫӗ.
Уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансем ҫапла килӗшӗве алӑ пусма килӗшмеҫҫӗ, каяшне ара ҫӳп-ҫап контейнерне тухса переҫҫӗ. Урӑхла май ҫук та — кил картинче купаласа усраймӑн-ҫке. Е ҫунаканнине ҫунтараҫҫӗ. Ҫӳп-ҫап контейнерӗ патне строительство юлашкине пырса тӑкаҫҫӗ те чӗртсе яраҫҫӗ. Апла хӑтланма юрамасть, саккуна пӑхӑнса пурӑнмалла теҫҫӗ тӳресем. Саккунӗ пирки те асилтереҫҫӗ. Вырӑнти депутатсем хулана хӑтлӑх кӳрессин йӗркисене хӑйсен ларӑвӗнчех ҫирӗплетнӗ. Явап тытас (штраф тӳлес) килмесен йӑлари каяша турттаракан организаципе килӗшӳ тумаллах.
«Вӑрӑ хӑйӗн хыҫҫӑн мӗн те пулин хӑварать, пушар хыҫҫӑн вара нимӗн те юлмасть», — теҫҫӗ халӑхра. Республикӑра унта та кунта «хӗрлӗ автан» ташланине, шел те, час-часах илтме тӳр килет. Нумаях пулмасть Патӑрьел районӗнчи Хурама Тӑвар ялӗнче икӗ пӗчӗк хӗрача ҫунса вилчӗҫ. Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче вара Ҫӗмӗрле хулинче пушар тухнӑ.
Пушар Урицкий урамӗнчи 3-мӗш ҫуртра алхаснӑ. Телее, ку тӗслӗхре ҫын пурнӑҫӗ татӑлман. РФ ИӖМӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑмран 8 ҫынна кӑларнӑ: вӗсен йышӗнче — 14 ҫул тултарман икӗ ача.
Пушар тухни пирки пушарнӑйсене 77 ҫулти карчӑк пӗлтернӗ. ИӖМ ӗҫченӗсем шӑнкӑрава 3.48 сехетре йышӑннӑ, тепӗр виҫӗ минутран вырӑна ҫитнӗ. Пӗрремӗш хутри икӗ пӳлӗмлӗ хваттертен ҫӑра тӗтӗм йӑсӑрланнӑ, ҫавна май ҫуртра пурӑнакансене эвакуациленӗ. Пусма тӑрӑх 19 ҫын ҫуртран тухнӑ.
Ҫынсене эвакуациленӗ вӑхӑтра ытти пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтернӗ. «Хӗрлӗ автан» ирхи 4.30 сехетре ташлама чарӑннӑ.
Пушара пула сӗтел-пукан, хваттерӗн шал енӗ, подъездри хӳме сиенленнӗ. Халӗ пушар тухнин сӑлтавне уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Турханта Афганистан вӑрҫине хутшӑннисен обществӑлла организацийӗн отчетпа суйлав пухӑвӗ иртнӗ.
Официаллӑ цифрӑсем вӑл вӑрҫӑра 15 051 совет салтакӗ вилнине пӗлтереҫҫӗ. 417 хыпарсӑр ҫухалнӑ е тыткӑна лекнӗ. Ҫӗмӗрле ҫар ӗҫ комиссариачӗ урлӑ Афган вӑрҫине лекнисенчен Иван Кириллов, Григорий Антонов, Владимир Маскин, Анатолий Максимов вилнӗ. Евгений Сергеев хыпарсӑр ҫухалнӑ.
Ҫӗмӗрлери уйрӑм — республикӑра йӗркеленнӗ 17 уйрӑмран пӗри иккен. Ӑна 2005 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче пуҫарса янӑ. Ертӳҫӗ пулма малтанласа Ю.В. Кузьмин афганеца шаннӑ. Каярах ертӳҫӗ тивӗҫне С.Л. Калашников, Г.Л. Альцев, В.Г. Ефимов пурнӑҫланӑ. Хальхи вӑхӑтра ушкӑн 30 ытла ҫынна пӗтӗҫтерет.
Шӑматкунхи отчетпа суйлав вӑхӑтӗнче Александр Горбунов кандидатурине пӗр саслӑн ырланӑ.
Ӗнер Ҫӗмӗрлери вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсем иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал туса ирттермелли тӗллевсене палӑртнӑ. Унта Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министрӗ Иван Исаев хутшӑннӑ.
Вӑрман хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Глухов иртнӗ ҫул 57,2 гектар ҫинче йывӑҫсене чӗртсе тӑратнине пӗлтернӗ. Ҫӗнӗрен лартнисӗр пуҫне йывӑҫ-тӗме пӑхса тӑраҫҫӗ. Ҫаксене цифрӑсемпех каланӑ-ха вӑл, анчах вӗсем ахаль ҫыншӑн нимех те пӗлтерменнине кура асӑнар мар.
Хунав та ӳстереҫҫӗ вӑрманҫӑсем. Ҫак ӗҫ калӑпӑшне планпа унччен пӑхнинчен виҫ хут пысӑклатнӑ-мӗн: 1,2 миллион вырӑнне 3,9 миллион ӳстернӗ.
Ҫук, икӗ енӗн хутшӑнӑвӗсем сивӗнни пирки мар. Сӑмахӑмӑр — Сӑр юханшывӗ урлӑ Ҫӗмӗрлепе Нават (выр. Наваты) текен пӑр ҫулӗ уҫӑлни ҫинчен.
Пӑр ҫулпа ҫуран ҫӳрекенсем те, машинӑсемпе те каҫма пулать. Анчах автомобильсене кӑнтӑрла кӑна ҫӳреме ирӗк панӑ. Тата ҫил ытлашши хӑвалама юрамасть — хӑвӑртлӑх сехетре 10 километртан пысӑк пулмалла мар. 3 тоннӑран йывӑр машинӑсене те пӑрпа каҫма хушмаҫҫӗ.
Инкеклӗ ӗҫсен министерстви хӑрушсӑрлӑхӑн ытти правилисем пирки те систерет. Тепӗр тесен, сыхланакана Турӑ сыхлать тенине асра тытмалла кӑна-тӑр.
Ҫӗмӗрле иртнӗ уйӑхӑн пӗр кунӗнче полицире арҫын ҫакӑннӑ. Йӗрке хуралҫисем ӑна хулиганла пӗчӗк ӗҫ тунӑ тесе ШӖМӗн районти пайне илсе пынӑ. Те тӗрмене хупса хурасран хӑранӑ ӗнтӗ 41-ри хӗрӗнкӗ (вӑл урах пулман тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн) арҫын — ботинка шнурокӗпе камерӑра ҫакӑнса вилнӗ теҫҫӗ.
Халӗ ку факт пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки хыпарлаҫҫӗ. Камерӑна хупнӑ чухне арҫыннӑн шнурокне кӑларса илмен тесе халӗ полицейскисене айӑплама пултараҫҫӗ.
Сӑмах май, полицире ҫын хӑй ҫине алӑ хуни виҫӗм ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Шупашкарта пулнӑ. Ун чухне 29-ти арҫын шнурокпа ҫакӑнса вилнӗ. Ҫав каҫ дежурствӑра пулнӑ полицейские суд условлӑ майпа айӑпланӑччӗ. Хӑй ҫине алӑ хунӑ ҫамрӑк арҫыннӑн ашшӗ-амӑшне кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн тесе 400 пин тенкӗ тӳлеттермелле тунӑччӗ.
Чӑваш Енӗн Ҫурт-йӗр инспекцийӗ иртнӗ ҫул вӗҫӗнче ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе «хӗрӳ лини» ирттернӗ. Ҫак мелпе 37 ҫын усӑ курнӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ, 29 ҫын, Шупашкартан шӑнкӑравланӑ. Ытти хулапа района илсен, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенче, Вӑрнарпа Шупашкар районӗсенче пурӑнакансем шӑнкӑравланӑ.
Ҫынсем пурӗ 44 ыйту панӑ. Халӑха ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшушӑн тӳлес ыйту ытларах кӑсӑклантарать иккен. Шӑнкӑравсем тӑрӑх инспекторсем халӑха ҫурт-йӗр фончӗн тӑрӑмне техника тӗлӗшӗнчен тӗрӗслесе тата нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре тытса тӑрасси канӑҫсӑрлантарнине те асӑрханӑ.
Ҫынсене калаҫтаракан ыйтусен шутне управляющи компанисем ӑшӑ энергийӗ пирки информацие, кабель телекуравӗ вырнаҫтарни саккунлипе саккунсӑрри пирки пӗлтерменнине те, вӗри шыв вӗри маррине тата ытти хӑш-пӗр ыйтӑва кӗртмелле.
«Ҫуртне-йӗрне хӑпартни пирки вӗҫӗмех пӗлтереҫҫӗ. Камсем тӑваҫҫӗ-туянаҫҫӗ-ши ӑна?» — тет те пӗр пӗлӗшӗм, вӑй-хал ҫитерекенсем пурах ҫав ӗнтӗ. Пӳрт купалакансем те, хваттер туянакансем те ҫук мар.
Чӑвашстат пӗлтернине ӗненсен кӑҫалхи кӑрлач–чӳк уйӑхӗсенче республикӑра 660,1 пин тӑваткал метр чухлӗ хӑпартса лартнӑ. Асӑннӑ ведомство пӗлтерни ҫине таянса республикӑн Экономика министерстви хыпарланинче сӑмах уйрӑм ҫурт-йӗр е нумай хутли пирки пынине ӑнланма ҫук, мӗншӗн тесен уйӑрса кӑтартман.
Пӗлтӗрхи вунпӗр уйӑхрипе танлаштарсан, Канаш хулинче — 3 хут; Ҫӗнӗ Шупашкарта 2,2 хут; Шупашкарта икӗ хута яхӑн (91,9 процент) ытларах хута янӑ-мӗн. Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ӳсӗм — 31,9 процент; Пӑрачкавра — 23,8 процент, Патӑрьелӗнче — 23,4%; Комсомольскинче — 22%; Ҫӗмӗрле хулинче — 11,9%. Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Ҫӗпрӳ. Хӗрлӗ Чутай, Элӗк районӗсем те танлаштаруллӑ тапхӑртинчен ирттернӗ.
Раштавӑн 21-мӗшӗнче Шупашкарта Хӗл Мучисемпе Юр пикесем, юмахсенчи ытти сӑнар чупма тухӗҫ. Пӗтӗм ҫӗршывӗпе иртекен акци йӑлана кӗрекенскер теме те юрать. Чӑваш Енрен унта «Ман хыҫҫӑн чуп» ҫамрӑксен юхӑмӗн членӗсем тата ытти ҫамрӑк тухмалла. Тӗп критери — спорта юратни тата 18-тан пуҫласа 35 ҫула ҫитиччен пулни.
Асӑннӑ юхӑм пирки каласан, ӑна Екатерина Устинова ятлӑ хастар ертсе пырать. Юхӑм штабӗсем Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне хулисенче тата Тӑвай районӗнче пур. Массӑлла чупусене шӑпах вӗсем хастар хутшӑнаҫҫӗ те иккен.
Чупӑва хутшӑнакансен Хӗл Мучи е Юр пике тумне, юмахри пӗр-пӗр сӑнар ҫи-пуҫӗ те юрать, тӑхӑнса пымалла. Старта тӑракансене 11 сехет те 30 минутра Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре кӗтеҫҫӗ. Чупу 12 сехетре пуҫӑнмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |