Прокуратура тытӑмӗнче кадр улшӑнӑвӗсем пулса иртни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Ун пекки ҫак кунсенче РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче те пулса иртнӗ. Управленинче хӑйӗнче мар. Унӑн районсенчи пайӗсенче.
Ҫӗмӗрлери районсем хушшинчи пая (кунта Улатӑрпа Ҫӗмӗрле хулисем, Улатӑр, Вӑрнар, Пӑрачкав, Ҫӗмӗрле районӗсем кӗреҫҫӗ) малашне юстици подполковникӗ Александр Гаврилов ертсе пырӗ. Пуҫлӑх пуканне шанса париччен вӑл Етӗрне районӗнчи пайра пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.
Етӗрне районӗнчи пай (кунта Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш тата Етӗрне районӗсем кӗреҫҫӗ) пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулма Сергей Васильев юстици подполковникне лартнӑ. Унччен вӑл Следстви управленийӗнче уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене тӗпчекен иккӗмӗш пайӑн аслӑ тӗпчевҫи пулнӑ.