Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 49 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫынна вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Следовательсем тӗпчесе пӗлнине ӗненес тӗк, авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче каҫхине ҫак хӗрарӑм ӳсӗр пулнӑ, вӑл ҫӗҫӗ тытнӑ та пӗрле пурӑнакан арҫынна чиксе вӗлернӗ. Арҫын ҫавӑнтах сывлама пӑрахнӑ.
Хӗрарӑма тытса чарнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче ӑна хупса усрасшӑн. Преступлени япалине – ҫӗҫҫе – ун ҫумӗнче тупнӑ.
Ҫӗмӗрле хулинче 7 ҫулти хӗрача пӗрене айне пулса вилнӗ.
Инкек авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ача хӑйсен килӗнчен инҫех мар ҫӗрте выртакан пӗренесем ҫине хӑпарса кайнӑ. Вӑйӑран вӑкӑр тухать теҫҫӗ те, ҫавӑн пекрех пулса иртнӗ те. Пӗренесем куҫса кайнӑ та, хӗрача аяла пулса вилмеллех аманнӑ.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн тӗпчевҫӗсем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Вӗсен инкек мӗншӗн пулса иртнине палӑртма тивӗ. РФ Пуҫиле кодексӗн 109-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ та ӗнтӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнче арҫынпа хӗрарӑм кӑмпана кайсан ҫухалнӑ. Вӗсене полици, ҫӑлавҫӑсем, нимеҫӗсем шыранӑ.
Вӗсем вӑрманта ҫухални пирки ӗнер 23 сехет ҫурӑра пӗлтернӗ. 1979 тата 1982 ҫулта ҫуралнӑ арҫынпа хӗрарӑм Ҫӗмӗрле вӑрманӗнче каялла тухмалли ҫула тупайман.
Ҫур ҫӗр иртни 3 сехетре кӑмпаҫӑсене тупнӑ. Вӗсем Речной поселокӗ ҫывӑхӗнче юхӑннӑ пионер уйлӑхӗ патӗнче тупнӑ. Арҫынпа хӗрарӑм ҫӗр каҫас тесе кӑвайт чӗртнӗ. Вӗсем ҫӑлавҫӑсене курсан питӗ савӑннӑ. Ара, ҫав вӑхӑталла шӑпах ҫумӑр ҫума тытӑннӑ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 65 ҫулти хӗрарӑм халӑх тетелӗнче ют ҫӗршывра пурӑнакан арҫынпа паллашнӑ. Унпа вӑл утӑ уйӑхӗнче ҫырӑнма тытӑннӑ. Лешӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл Америкӑран, ҫар ҫынни.
Хутшӑнсан-хутшӑнсан арҫын пӗр-пӗринпе ҫывӑхрах паллашмашкӑн тӗл пулма сӗннӗ. Анчах малтан вӑл ӗҫлекен вырӑна ӑна отпуска яма ыйтса ҫыру яма каланӑ. Хӗрарӑм патне хурав килнӗ: 900 евро тӳлемелле. Хайхискер кредит илсе ҫав счет ҫине куҫарнӑ. Кайран тепӗр 2500 евро куҫарма ыйтнӑ. Хӗрарӑм пӗр пайне кредит илнӗ, теприне пухнӑ укҫинчен уйӑрнӑ. Юлашкинчен вӑл 1500 евро куҫарса панӑ. Ку ют ҫӗршыв ҫынни самолетпа вӗҫнӗшӗн-мӗн. Ку укҫана вӑл микрозаймра илнӗ.
«Америкӑри савнийӗ» ун патне ҫитсен тӑкака икӗ хут нумайрах саплаштарма шантарнӑ. Анчах 440 пин тенкӗ куҫарса панӑ хӗрарӑм вӑл килессине кӗтсе илеймен, полицие кайса заявлени ҫырнӑ.
Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан арҫын директора ҫӗҫӗпе чикнӗ. Хӑйӗн пуҫлӑхне мар-ха. Управляющи компани ертӳҫине.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче пурӑнакан харпӑрлӑхҫӑсем пухӑва пуҫтарӑннӑ. Унта ҫурта тытса тӑракан управляющи компани директорӗ те хутшӑннӑ. Пухурисенчен пӗри, ҫуртра пурӑнакан арҫын, пӗрмай тем кӑшкӑрса тӑнӑ. Директор ӳсӗр ҫын сӑмахне хӑлхана чикес темен, илтмӗш тунӑ. Арҫынна ҫавӑ тарӑхтарсах янӑ. Вӑл хӑйӗн хваттерне кӗрсе унтан ҫӗҫӗ йӑтса тухнӑ. Ҫавӑнпа директора кӑкӑр тӗлӗнчен чикнӗ.
Тӗпчевҫӗсем тата тухтӑрсем ӳсӗр ҫын директор сывлӑхне ҫӑмӑл сиен кӳнине палӑртнӑ. Апла пулин те пӑтӑрмахшӑн Ҫӗмӗрле арҫыннин явап тытма тивех. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ ӗнтӗ.
Ҫӗмӗрле районӗпе хулине Чулхула облаҫӗпе кӗперпе ҫыхӑнтарнӑ. Кунта сӑмах кӳршӗллӗ ҫав регионти Пильна районӗнчи Карачары ялӗ патӗнчи вырӑн пирки пырать. Кӗпере хальлӗхе вӑхӑтлӑха тунӑ-ха.
Ҫӗнӗ хыпара Ҫӗмӗрле хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Шигашев Фейсбукра пӗлтернӗ.
Асӑннӑ объекта каярах яланлӑх туса лартӗҫ. Ҫав кӗпер Мускава Хусанпа ҫыхӑнтаракан «М-12» автобанӑн пӗр пӗчӗк сыппи пулӗ.
Валерий Шигашев пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗпер тунӑ илемлӗ вырӑнта маларах пулӑҫсем ҫеҫ ларнӑ. Ӳлӗмрен унтан регион тата федераци пӗлтерӗшлӗ ҫул иртӗ. Ҫывӑхри ялсенче пурӑнакансен пурнӑҫӗ тата район экономики епле улшӑнассине, Валерий Шигашев калашле, вӑхӑт кӑна кӑтартса парӗ.
Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ «Т2 Мобайл» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ҫавна май кӑҫал Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк тата Тӑвай районӗсенчи ялсене лайӑх пахалӑхлӑ ҫыхӑну ҫитерӗҫ.
Карас ҫыхӑнӑвӗн операторӗ Чӑваш Енӗн экономика пӗлтерӗшлӗ районӗсенче радиотелефон ҫыхӑнӑвӗн сетьне тӑвас ӗҫе малалла тӑсӗ, LTE/5G ҫыхӑнӑва тӑвас проектсене те хутшӑнӗ.
«Т2 Мобайлпа» килӗштерсе ӗҫлени — ҫыхӑнӑвӑн игфрастурктурине аталантарма май паракан черетлӗ утӑм», – тенӗ республикӑн цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Кристина Майнина.
Чӑваш Енри икӗ хула — Куславккапа Ҫӗмӗрле — Раҫҫейри пӗчӗк хуласене хӑтлӑлатма V конкурсра ҫӗнтернӗ. Вӗсем хӑйсен проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме федераци грантне тивӗҫӗҫ. Икӗ хула валли 120 ытла миллион тенкӗ уйӑрӗҫ!
Куславккара Культурӑпа кану тӗп паркне уҫӗҫ. Вӑл «Геометрика» ятлӑ пулӗ. Паркӑн тӗп шухӑшне Николай Лобачевский ячӗпе ҫыхӑннӑ. Кану вырӑнӗн кашни лапамӗ аслӑ математик кун-ҫулне, унӑн ӗҫ-хӗлне уҫса парӗ.
Ҫӗмӗрлере хулари тӗп парк вырӑнӗнче Пионер организацине йӗркеленӗренпе 50 ҫул ҫитнине халалласа парк тӑвӗҫ. Унта кӳлӗ, фонтан пулӗ, амфитеатр тӑвӗҫ.
Проектсене 2022 ҫулта пурнӑҫа кӗртмелле.
Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлере ҫӳп-ҫап купи ҫунма пуҫлани пирки пӗлтернӗччӗ. Юрать-ха, пушарнӑйсем тата ҫав вырӑнта ӗҫлекенсем ҫулӑма сарӑлма паман, сӳнтернӗ.
Ун чухне вырӑнти тӳре-шара ҫӳп-ҫап купи хӑй тӗллӗн ҫунма тытӑнма пултарни пирки каланӑччӗ. Анчах пӗр эрнерен вӗсен шухӑшӗ улшӑннӑ, пушар урӑх сӑлтава пула тухнине каланӑ.
Ҫӳп-ҫап купине пӑхса тӑракан «Коммунальщик» предприяти директорӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, свалкӑна ятарласа чӗртсе яма пултарнӑ. Специалистсем ҫакна ахальтен палӑртман: ҫулӑм питӗ хӑвӑрт сарӑлнӑ, унччен вара нимӗн те мӑкӑрланман. Коммунальщиксем полицие заявлени ҫырнӑ.
Тӑвай районӗнчи ялта пурӑнакан хӗрарӑм килӗнче 146 тӗм кантӑр ӳстернӗ. ШӖМ ӗҫченӗсем наркотиклӑ ӳсен-тӑрана туртса илнӗ.
Кантӑр 46 ҫулти хӗрарӑмӑн пахчинче ӳснӗ. Экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, кантӑрта наркотик пулнӑ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан, унччен судпа айӑпланнӑ 55 ҫулти арҫын та пахчинче кантӑр ӳстернӗ. Унран 33 тӗм туртса илнӗ.
Ҫӳлерех асӑннӑ икӗ тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |