Чӑваш Енри общество транспорчӗ ҫитес эрнере канмалли кун графикӗ ҫине куҫӗ. Кун пирки республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче пӗлтернӗ.
Ведомствӑра ҫак йышӑнӑва туни ытахальтен мар. Республикӑра эпидемие хирӗҫ тӑрӑм йышӑннӑ, ҫӗршыв Президенчӗ ҫитес эрнере канмалли кунсем пулӗҫ тесе пӗлтерчӗ.
Чылай организаци-учреждени каннине кура ҫитес эрнере ҫул ҫинче халӑх сахалтарах ҫӳрӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хулара та, муниципалитетсем хушшинче те. Ҫавна май пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 5-мӗшӗччен транспорт ҫӗнӗ режимпа ӗҫлӗ.
Чӑваш Ен Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче транспорта пӗрмай дезинфекцилемеллине аса илтереҫҫӗ. Ҫакна Роспотребнадзор сӗнӗвне тӗпе хурса пурнӑҫламалла.
Nordwind Airlines (ку компани «Северный ветер» тулли мар яваплӑ общество ятпа регистрациленнӗ) Шупашкара вӗҫме пӑрахӗ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинчен килекен юлашки авиарейса вӑл пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пурнӑҫлӗ. Ҫапла вара Шупашкартан Мускава, Мускавран Шупашкара «Победа» лоукостер ҫеҫ ҫӳрӗ.
Маларах асӑннӑ авиакомпани пирӗн республикӑна кӑрлач уйӑхӗнчех вӗҫме чарӑнасшӑн пулнӑ. Шупашкарти аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, авиакомпани халӑх сахал ҫӳренипе сӑлтавланӑ. Ун чухне расписание ылмаштарса пӑхма йышӑннӑ. Анчах расписание ылмаштарни те нимех те улӑштарайман. Халӗ тата ансат мар эпидеми лару-тӑрӑвӗ те витӗм кӳнӗ.
Шупашкарти аэропорт авиакомпани хӑҫан та пулсан Шупашкара каллех вӗҫме пуҫласса шаннине палӑртнӑ.
Шупашкар хулинче Росгварди ӗҫченӗсем ҫынна ҫапса кайнӑ водителе тытса чарнӑ.
Усал хыпар пирки вӗсене, патруле тухнӑскерсене, шӑнкӑравласа систернӗ. Водитель Шупашкарти Кадыков урамӗнче ҫынна ҫапса хӑварнӑ, инкек вырӑнӗнчен хӑй тапса сикнӗ. Ҫапларах пӗлтернӗ вӗсене.
Росгвардин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Перехват» (чӑв. Тытса чарни) план палӑртса хунӑ. Ҫакӑ пуҫтах водителе шыраса тупма тата ӑна тытса чарма кирлӗ пулнӑ.
Ведомствӑн мар хурал пайӗн ӗҫченӗсем машинӑна кӗҫех Федоров академик урамӗнче асӑрхаҫҫӗ.
Водителе тытса чарса ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн ӗҫченӗсене пӗлтернӗ. Ҫул ҫинчи инкеке лексе вырӑнтан тарнӑ ҫынпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмаха яваплисем тӗпчеҫҫӗ, вӗсемех тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ.
Елчӗк районӗнчи Курнавӑш ял тӑрӑхӗн депутачӗ ачана амантнӑ. Ҫавӑншӑн ӑна суд явап тыттарма йышӑннӑ.
Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Тӑрӑм ялӗпе хӑйӗн машинипе вӗҫтерсе пыраканскер 13-ри ачаран иртес тенӗ. Лешӗ велосипедпа ярӑннӑ. Велосипедистран иртсе кайнӑ чух водитель хӑвӑртлӑха чакарман. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтереҫҫӗ.
Машина ҫапса кайнӑ ачан сывлӑхне хытах амантнӑ.
Суд депутат тӗлӗшпе ирӗклӗхе 1 ҫуллӑха чакарма йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра арҫыннӑн ҫуран ҫӳреме тивӗ, мӗншӗн тесен транспорт рулӗ умне ларма юрамасть тесе йышӑннӑ. Следстви управленийӗн пресс-службинче хыпарланӑ тӑрӑх, приговор саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха.
Шупашкар районӗнчи Котеркассинче пурӑнакансем ҫуркуннепе кӗркунне ҫул ҫуккипе нушаланаҫҫӗ. Кӑҫал кӑна мар ӗнтӗ. Ҫуркунне, юр ирӗлсен, уйрӑмах йывӑр. Котеркассисен уй урлӑ каҫма тивет-мӗн. Хӗлле, ҫил-тӑман вӗҫтернӗ чух та, Котеркасси ял ҫыннисене чарӑнӑва ҫитме йывӑррине, вӗсен упаленсе тенӗ пек ҫӳреме тивнине пӗлтернӗ. Вырӑнтисем ҫавӑ пӗртен-пӗр ҫул тесе ӗнентереҫҫӗ.
«Эпӗ — нумай ачаллӑ амӑшӗ. Манӑн та, ялти ытти ҫыннӑн та чарӑнӑва уй урлӑ тухма тивет. Урӑх ҫул ҫук пирӗн», — кӑмӑлсӑрланса пӗлтернӗ Котеркассинчи ҫамрӑк хӗрарӑм республикӑри МИХсенчен пӗрине.
Хаҫата ҫӑхавличчен вӑл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ патне ҫитнӗ-мӗн. Анчах лешӗ нимӗн те тумасть иккен. Вӑл ҫул сарма мар, хуравлама та ӳркеннӗ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ витӗр иртекен М-7 «Атӑл» федераци трасси ҫинчи ҫӗр айӗпе каҫмалли ҫула юсани пирки «Волго-Вятскоупрдор» предприятин пресс-службинче кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ. Хӑтсӑр ҫав каҫӑ пӗлтӗр, чӑн та, илемленсе йӗркене кӗчӗ.
Тӗплӗн юсанӑ вӑхӑтра урайне тата стенана плитка сарчӗҫ, картлашкасене йӗркене кӗртнӗччӗ. Урапапа ҫӳрекенсем валли ятарлӑ хатӗр вырнаҫтарчӗҫ.
Ҫӗр айӗпе каҫмалли ҫӗнетнӗ каҫӑ илемленсе хӑтлӑланчӗ. Анчах... унтс ҫурхи шыв тулать. Ҫакӑн пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Унта ҫавна ҫирӗплетекен видео вырнаҫтарнӑ. Ӑна пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче каҫ енне ӳкернӗ иккен. Картлашка тӑрӑх шыв, чӑн та, шарлаттарса юхать.
Йӗрке хуралҫи Шупашкарта ҫул ҫинче инкек туса хунӑ. Вӑл руль умне ӳсӗрле ларнӑ-мӗн. Куншӑн ӑна полицирен кӑларса ярӗҫ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.
Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫӗрле «Волга» водителӗ Ленин Комсомолӗн урамӗнчи 46-мӗш ҫурт умӗнче ҫул ҫине тухнӑ чухне «Лада Грантӑна» ирттерсе яман, пырса ҫапӑннӑ. Унтан вӑл авари вырӑнӗнчен тарса ҫухалнӑ.
Арҫынна килӗ умӗнче, Мир проспектӗнче, тытса чарнӑ. Вӑл ӳсӗр пулни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Руль умӗнче РФ ШӖМӗн Шупашкарти управленийӗн 2-мӗш полици уйрӑмӗн ӗҫченӗ ларнӑ пулнӑ. Ӑна ӗҫрен кӑларӗҫ, пуҫлӑхне дисциплинарлӑ майпа явап тыттарӗҫ.
Сӑр юханшывӗ урлӑ хывнӑ пӑр ҫула паянтан хупнӑ. Кун пирки Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче хыпарланӑ.
Аса илтерер: пӑр ҫул Ҫӗмӗрле хулипе Чулхула облаҫӗнчи Пильна районӗнчи Наваты ялне ҫыхӑнтарать. Ун урлӑ 3 пин тоннӑран ҫӑмӑлтарах машинӑсен каҫса ҫӳреме юранӑ. Пӑр ҫула пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче уҫнӑччӗ.
Пӑр ҫӳхелнӗ май юханшыв урлӑ ҫӳреме хӑрушӑ — машинӑсем шыва путма пултараҫҫӗ. Вӑхӑтлӑх каҫӑпа ҫӳреме юраманнине асӑрхаттаракан паллӑсем вырнаҫтарнӑ. Яваплисем вӑхӑтлӑх каҫҫа сӳтме тытӑннӑ.
Ҫулла унта каллех кӗпер тӑвӗҫ. Ӑна ҫу уйӑхӗнче уҫма палӑртаҫҫӗ. Хальлӗхе машинӑсен тавра ҫулпа ҫаврӑнса ҫӳреме тивӗ. Ку вӑл хӑйсемшӗнех паха. Васкакан вакка сикнӗ тесе ахальтен каламан вӗт.
Паян ҫур ҫӗр иртни 3 сехет те 22 минутра Владимир облаҫӗнчи Гороховец хулинчи Мускав урамӗнче авари пулнӑ – Чӑваш Енри микроавтобус пӑтӑрмаха ҫакланнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Мерседес» микроавтобусӑн рулӗ умӗнче ларнӑ арҫын (вӑл Чӑваш Енрен) светофор умӗнче тӑракан «Мерседес» грузовик ҫине пырса тӑрӑннӑ. Авари вӑхӑтӗнче салонра 16 ҫын пулнӑ. Вӗсем Мускаври стройкӑран Чулхулана килме тухнӑ.
Аварире 14 ҫын суранланнӑ, 1 ҫын вилнӗ. Аманнисене Гороховецри пульницӑна ӑсатнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.
«Вятка» ҫулӑн Кӳкеҫрен Ҫӗнӗ Шупашкара каякан пайӗ ванса пӗтнӗ. Кун пирки «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Кугеси/ Общественный совет пос. Кугеси» (чӑв. Кӳкеҫ/Халӑх канашӗ) ушкӑнра пӗлтернӗ.
«Автомашинӑна юратакан юлташсем, ҫулсем халӗ питӗ начар. Ҫӗнӗ Шупашкара «Вяткӑпа» кайнӑ чухне Ирбис заправка патӗнче асӑрханӑр. Ун патне ҫитиччен пысӑк кӳлленчӗк (ҫул варринче таран шӑтӑк) пур. Кайран кӗпер хыҫҫӑн каллех тарӑн шӑтӑк, ҫул варринче те ҫавӑн пек путӑк. Ҫӗнӗ Шупашкара кӗрес умӗн, «Ҫӗнӗ Шупашкар» текен паллӑ тӗлӗнчерехре, ҫулӑн сылтӑм тата варринчи пайӗнче тата тепӗр шӑтӑк», — асӑрхаттарнӑ Дмитрий Чекленеров ятлӑ ҫын.
Ку поста вуланисенчен пӗри Кӳкеҫри Совет урамне хурланӑ. Александр Анисимов ҫырнӑ тӑрӑх, район центрӗнчи ҫав ҫула юсанӑранпа ҫулталӑк ҫурӑ ҫеҫ, анчах асфальт ҫурхи шывпа юхать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |