Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупуҫ

Республикӑра
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ

Республикӑра чи лайӑх старостӑна суйланӑ. Ҫак ята Красноармейски округӗнчи Андрей Кондратьев тивӗҫнӗ.

Виҫӗ ҫул каялла ӑна халӑх тӳрех 3 ял старости пулма суйланӑ: Шупуҫ, Вӑрманкас тата Туканаш. Ҫак ялсем пысӑках мар, хӗл каҫакан сахал. Ҫулла вара дачниксем самай килеҫҫӗ. Ҫынни нумай мар пулсан та татса памалли ыйтусем тупӑнсах тӑраҫҫӗ: ҫул тасатасси, ҫӳп-ҫап илсе тухасси, урамсенче ҫутӑ тӑвасси... Андрей Кондратьев пур ҫӗре те ӗлкӗрме, хастар пулма тӑрӑшать.

Палӑртмалла: конкурса республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 30 ытла староста хутшӑннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Муркаш районӗнчи Шупуҫӗнче пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пӗр водитель хӑйӗн машинипе курнӑҫланас тенӗ.

Ӳсӗр водитель, унччен судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑскер, ҫурҫӗр тӗлӗнче тусӗсене« ВАЗ-21124» автомобиле лартса ҫурҫӗр тӗлӗнче ял тӑрӑх вӗҫтерсе пынӑ. Машинӑна вӑл сехетре 140 километр хӑвӑртлӑхпа хӑваланӑ. Автомобильпе кӗсех малтан йывӑс ҫине пырса тӑрӑннӑ, унтан — газ пӑрӑхӗн юпи ҫине. Салонти пӗр пассажир вырӑнтах вилсе выртнӑ, тепри йывӑр суранланнӑ.

Суд водителе 7 ҫуллӑха колони-поселение ӑсатма йышӑннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

ВАЗ-2112 машина водителӗ руле итлеттереймесӗр канализаци люкӗ ҫине кӗрсе кайнӑ, унтан газ пӑрӑхӗ ҫине пырса тӑрӑнса ЛЭП линине йӑтса антарнӑ. Ку авари ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 23 сехет те 50 минутра Муркаш районӗнчи Шупуҫ ялӗнче пулнӑ.

ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире ҫӑмӑл машина пассажирӗ вилнӗ. Тепӗр пассажира тата водителе пульницӑна илсе кайнӑ. Вӗсем йывӑр аманнӑ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть чӑваш блоегерӗн Константин Доброхотовӑн ҫемйи аварие лекни пирки пӗлтернӗччӗ. Вӗсем Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, ачисене, мӑшӑрне киле янӑ. Костьӑпа амӑшӗ хальлӗхе пульницӑра.

 

Республикӑра

Чӑваш Енри 15 ялта африка чумине пула мӗнпур сыснана вӗлереҫҫӗ. Республика Элтеперӗн йышӑнӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак ӗҫе ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Сыснасене вӗлерсе, унсӑр пуҫне сысна ашне те ҫунтарса яраҫҫӗ. Карантин зонине Муркаш тата Элӗк районӗсенчи 15 ял лекнӗ. Унта хир сыснисем африка чумипе чирлине тупса палӑртнӑ.

Сысна пӗтермелли ялсен шутне Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхӗнчи Мӑн Шӗвӗш; Муркаш районӗнчи Ҫатракасси ял тӑрӑхӗнчи Ҫатракасси, Очӑкасси, Ҫӗньял Хуракасси, Торинкасси, Шупуҫ, Ятман, Ҫӗньял Очӑкасси; Шетмӗпуҫ ял тӑрӑхӗнчи Катӑкуй, Шетмӗпуҫ; Йӳҫкасси ял тӑрӑхӗнчи Тури Панкли, Вӑрманкас, Анатри Панкли, Нӳрет, Хурӑнкасси ялӗсем лекнӗ.

1 килограмм сыснашӑн хыснаран 119 тенкӗ те 82 пус тӳлӗҫ, 1 килограмм сысна ашӗшӗн — 265 тенкӗ те 47 пус, 1 килограмм шӑмӑсӑр сысна ашшӗшӗн — 335 тенкӗ те 88 пус.

 

Пӑтӑрмахсем
Ҫӑлавпа шырав службин архивӗнчи сӑн
Ҫӑлавпа шырав службин архивӗнчи сӑн

Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Муркаш районӗнче арҫын путса вилнӗ. Кун пирки ҫӑлавпа шырав служби пӗлтерет.

Инкек Шупуҫ ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере пулнӑ. Арҫын виллине водолаз шыранӑ, шыв тӗпӗнчен туртса кӑларсан вилене тӑванӗсене панӑ.

Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑ май республикӑра юлашки вӑхӑтра ҫынсем путнӑ тӗслӗх ҫине-ҫинех пулчӗ. Атӑлта 12 ҫулти хӗрача путнӑччӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви асӑрхануллӑрах пулма ыйтать.

 

Ял пурнӑҫӗ

Кӑҫал Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ пулнӑ май, республикӑра Константин Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнӗ май Муркаш районӗнчи Очӑкасси ялӗнчи вулаваш вӗсене паллӑ тума хатӗрленет. Вулавӑш ӗҫченӗсем ҫулталӑкри плана хатӗрленӗ ӗнтӗ, мӗнле мероприятисем ирттермеллине палӑртнӑ.

Вулавӑша ҫӳрекенсемпе массӑллӑ мероприятисем ирттереҫҫӗ. Ҫапла майпа вӗсем ҫынсене кӗнекепе туслаштарасшӑн, авторсен пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе кӑсӑклантарасшӑн.

Вулавӑша тӑтӑшах ҫӳрекенсем унӑн фончӗ еплерех пулнине лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вулавӑш май килнӗ таран хӑй те кӗнекесем туянма тӑрӑшать. Ҫӗнӗ кӗнекесемпе ытти вулакансене те паллаштараҫҫӗ.

Тӗнче ырӑ ҫынсемсӗр мар теҫҫӗ те — вулавӑша ырӑ тӑвакансем тупӑнаҫҫӗх. Акӑ нумаях пулмасть Торинкасси ялӗнче пурӑнакан Анатолий Федоров тата Шупуҫри Глафира Афанасьева вулавӑша кӗнекесем парнеленӗ. Унӑн фончӗ 57 кӗнекепе пуянланнӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укçа-тенкĕ енчен ку эрнере хавшакрах. Укçана перекетлĕр. Харпăр тата професси хутшăнăвĕсенче йывăрлăхсем пур. Тен, юратнă япала çухалĕ. Эрне вĕçнелле йăлтах йĕркеленĕ. Ырă çынсем пулăшнипе çухалнă япалана тупаятăр. Юратнă çынпа хутшăну лайăхланĕ. Эсир ăна пуринчен ытла шанатăр. Юратнă çын çакна тивĕçлĕ пулинех.

Ака, 19

1936
88
Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
67
Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи