Красноармейски районӗнчи участокри уполномоченнӑйсен тата ҫул ҫитменнисем енӗпе ӗҫлекен уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ ҫул ҫинчи инкекре вилнӗ. Авари кӗҫнерникун каҫхи сехет тӗлӗнче Яманак ялӗ ҫывӑхӗнчи обществӑлла чарӑнуран инҫех мар вырӑнта пулса иртнӗ.
Аварире вилнӗ полицейски машина рулӗ умӗнче хӑй пулнӑ. Унӑн «Renault Logan» машинипе Шупашкар хулинче пурӑнакан 25 ҫулти каччӑ тытса пыракан «Mazda 6» ҫапӑннӑ. Инкекре полицейски вилнӗ, машинӑра ларса пыракансем суранланман. Инкек сӑлтавне палӑртассипе тӗпчевҫӗсем ӗҫлени пирки Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пӗлтерет.
Шупашкар районӗнчи Сарапакасси ял тӑрӑхӗнче пуҫлӑхра тӑрӑшнӑ арҫынтан республикӑн Аслӑ сучӗ пӗр миллион тенкӗ шыраса илмелле тунӑ.
Юрий Ильина 2012 ҫулта Шупашкар район сучӗ улталанӑ тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе айӑпланӑ. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ вӑхӑтра хайхи этем вырӑнти автоҫулсене тытса тӑма тесе 9 килӗшӳ тунӑ. Анчах ӗҫне пурнӑҫламан-мӗн. Ҫапла вара хыснаран уйӑрнӑ 1 миллиона яхӑн укҫа йӗп пек ҫухалнӑ. Тӗрӗсрех, пуҫлӑх кӗсйине кӗрсе ӳкнӗ пулать. Район сучӗ ӑна 180 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Кӑштахран район прокурорӗ хыснана кӳнӗ тӑкака шыраса илме тавӑҫпа суда тухнӑ. Анчах район сучӗ ыйтнине тивӗҫтерме ҫителӗклӗ ӗнентерсе паман тесе тавӑҫа татса паман. Ун хыҫҫӑн район прокуратури республикӑн Аслӑ судне ҫитнӗ. Унта вара маларах асӑннӑ укҫана шыраса илмелле тунӑ.
Юрий Ильина илес пулсан вӑл тӑрӑшнипе Шоркка арманӗсенчен пӗрине юсанине те асӑнса хӑварас пулать.
Ҫул ҫинчи чылай авари ӳсӗр водителе пула сиксе тухать. Кун пирки темен чухлех асӑрхаттараҫҫӗ пулин те хӑшӗ-пӗрин хӑлхине кӗмест. Шупашкарта пулса иртнӗ пӑтӑрмах вара, телее, инкекпе вӗҫленмен.
Ӳсӗр бульдозерҫӑ кабинӑна пӗччен мар, ачапа ларнӑ. Хайхискер Богдан Хмельницкий урамӗпе тротуарпа пынӑ. Бульдозер юпана пырса тӑрӑннӑ, унтан водитель каялла чакса тӗмсем урлӑ ҫул ҫине тухнӑ, кайран каллех тротуар ҫине таврӑннӑ. Ӳсӗр бульдозеритса патруль экипажӗ чарнӑ.
Водительрен эрех шӑрши кӗнӗ. Арҫын малтанах нимӗн те ӗҫменнине ӗнентерме тӑрӑшнӑ. Унтан ирхине 50 грамм эрех ӑша янине пӗлтернӗ. Унӑн мухмӑр пулнӑ-мӗн. Каярахпа кӑнтӑрлахи апатра та эрех ӗҫнине каланӑ. Медицина тӗрӗслевӗ бульдозерист самаях ӳсӗррине палӑртнӑ: 1:4 промилле. Водитель хӑйӗнпе кабинӑра ларакан ача ывӑлӗ пулнине ӑнлантарнӑ.
Улатӑр районӗнчи Сӑр Майдан сали ҫывӑхӗнче автобус ҫунма тытӑннӑ.
РФ ИӖМӗн Чӑваш Енри управленийӗн официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 6:23 вӑхӑтра пулнӑ. Автобус ҫулпа пынӑ вӑхӑтрах ҫунма тытӑннӑ. Пушара сӳнтернӗ ҫӗре виҫӗ техника, 8 ҫын хутшӑннӑ. ИӖМрен вара виҫӗ ҫын тата пӗр пушар машини ҫитнӗ.
Ларасса ларӑн-ха... Билечӗ суя пулмасан. Чӑваш Енре пурӑнакан виҫӗ ҫын вара ултавлӑ авиабилет туяннӑ. Йӳнӗрех хакпа. 7–8 пин тенкӗ таран перекетлесе. Ӑна вӗсем тӗнче тетелӗнчи темӗнле сайт урлӑ илнӗ. Анчах ҫула тухма май килмен — билечӗсем чӑн пулман.
Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, суя билет сутакан сайтсем пирӗн ҫӗршывра темиҫе. Енчен те билетшӑн укҫана карас ҫыхӑнӑвӗн номерне кӑтартса тӳлеттерме ыйтсан ун пек сутуҫӑсем сехӗрлентерме тивӗҫ иккен. Пысӑк транспорт компанийӗсем апла тӳлев меслечӗсемпе пачах та усӑ курмаҫҫӗ-мӗн. Билет йӳнни те ҫынсене сисчӗвлентерме тивӗҫ.
Пурне те мар-ха, ятарлӑ ирӗк илмесӗр халӑха турттаракан ҫӑмӑл машина хуҫисене. Ҫак кунсенче ҫул-йӗр инспекторӗсем черетлӗ рейд ирттернӗ те саккунлӑ мар майпа ӗҫлекен 4 таксиста палӑртнӑ. Вӗсене халӗ административлӑ майпа явап тыттарӗҫ, «шашкисене» туртса илнӗ.
Ҫул-йӗр инспекторӗсем ҫынсене те чӗрӗрех пулма чӗнсе калаҫҫӗ. Таксипе ларса тухсан водительтен пассажирсене тата багажа турттарма ирӗк пурри ҫинчен ӗнентерекен ирӗк паракан хута кӑтартма ыйтмалла теҫҫӗ. Тепӗр тесен, ун йышшисене шыраса ытлашши таҫтах каймалла мар-тӑр: ҫӗнӗ вокзала пырса кӗнӗ ҫӗрте «Такси! Такси!» тесе Канаша, Елчӗке, Патӑрьеле тата ытти ҫӗре кайма чӗнекенсем тем чухлех. Вӗсен пурин те ятарлӑ ирӗк пуррине темшӗн ӗненесех килмест.
Ӗнер, нарӑсӑн 12-мӗшӗнче, 4 сехет ҫӗрле Челепи облаҫӗнчи Златоуст ҫывӑхӗнче кӑмрӑк турттаракан пуйӑс вакунӗсем ӳпӗннӗ — ҫапла май вӑл тӑрӑхри чукун ҫул хупланса ларнӑ имӗш. Инкекре никам та аманман пулин те Челепине ҫул тытакансен хӑйсен марштурне кӑшт улӑштарма тивӗ — Златоуста ҫеҫ ҫитме май пур, унтан вара автобус ҫине лармалла. Ку — вӑхӑтлӑха кӑна, ҫула тасатса-юсаса пӗтернӗ хыҫҫӑн пӗтӗмпех йӗркеленессе шантараҫҫӗ.
Инкек Чӑваш Ене те пырса тивнӗ иккен — кун пирки Канашран пӗлтернӗ. Инҫетри пӑтӑрмаха пула хӑш-пӗр пуйӑса Канаш урлӑ янӑ пулать. Пуйӑссен графикӗ епле улшӑнни сире кӑсӑклантарать пулсан 8-800-775-00-00 инҫесас номерӗпе ыйтса пӗлме пулать (тӳлевсӗр).
Республикӑн Ҫул-йӗр фондӗнчен пӗлтӗр уйӑрнӑ укҫа-тенке пур районта усӑ курса пӗтермен иккен. Ҫакна республикӑн вице-премьерӗ — транспортпа ҫул-йӗр министрӗ Михаил Янковский районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсемпе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян ирттернӗ видеоканашлура палӑртса хӑварнӑ.
Усӑ курмасӑр юлни — 10 миллион тенкӗ. Унпа усӑ курса пӗтермен районсен хушшинче Вӑрнар, Краснормейски, Шупашкар, Ҫӗмӗрле районӗсене асӑннӑ. Ҫавӑн пекех Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле хулисене кӗртнӗ.
Ҫул-йӗре юсама тата тытса тӑма пӗлтӗр тӗрлӗ хыснаран 2,7 миллиард тенкӗ ытларах уйӑрма пӑхса хӑварнӑ. Вырӑнти бюджетсен шучӗпе вара ҫак тупра 2,8 миллиарда яхӑн пулнӑ. Кӑҫал 2 миллиард тенкӗ ытларах уйӑрмалла.
Шупашкарти Иван Яколвев проспектӗнче юсав ӗҫӗсем пынине пӗлмен-асӑрхаман ҫын ҫукпа пӗрех-тӗр. Ҫӗнетме палӑртнӑ ҫул тӑршшӗ 2 километра яхӑн. Ҫул ултӑ ретлӗ пулӗ. Кунсӑр пуҫне унта ункӑсем тума та пӑхса хӑварнӑ. Ҫула юсаса ҫӗнетме 680 миллион тенке яхӑн тухса каять иккен.
Калӑпӑшлӑ ҫак ӗҫе пула ҫул сарӑлнине машинӑпа ҫӳрекенсем сисрӗҫех-тӗр. Ӑна хальлӗхе 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗчнен тытӑнса Хевеш урамне кӗмелли ҫул пӑрӑнчӑкӗ таран сарнӑ та. МТВ-центр патӗчне вара ҫуран ҫӳрекенсем валли ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑн туса хӑварӗҫ. Ҫапла тунине пула светофорсен шутне чакарма май парать, апла тӑк машинӑсем «пӑкӑсенче» лармӗҫ.
Шупашкар хулинчи Ленин район сучӗ республикӑн Аслӑ сучӗн судйи пулнӑ 48 ҫулти арҫынна икӗ ҫуллӑха условлӑ майпа айӑплама тата ҫав вӑхӑтра руль умне ларма чарма йышӑннӑ.
Пысӑк шӑв-шав ҫӗкленӗ ҫак инкек 2011 ҫулхи раштав уйӑхӗнче пулнӑччӗ. «CHERY SUV T11» машинӑна тытса пыракан судья «зебрӑпа» ҫул урлӑ каҫакан 34 ҫулти хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Ҫуран ҫӳрекен инкек пулнӑ вырӑнтах вилсе кайнӑ.
Прокуратура судьяна 3 ҫуллӑха колони-поселение яма ыйтнӑ-мӗн. Суд условлӑ майпа айӑплас тенӗ.
Судья айӑпа йышӑнман-мӗн. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, машинӑна чарма май килмен. Чӑн та, ҫав вӑхӑтра вӑйлӑ ҫумӑр ҫунӑ. Хӗрарӑмӑн тӑванӗсене судья 610 пин тенкӗ укҫа панӑ. Ку вӑл вӗсене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнине саплаштарма ӗнтӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |