Ҫӗмӗрле хулипе Чулхула облаҫӗнчи Нават хушшинче кӗпер ӗҫлеме пуҫланӑ. Унта халӗ пӑр ҫийӗн Сӑр урлӑ ҫитме пулать.
Ҫулпа 3 тонна тайман урапасем усӑ курма пултараҫҫӗ. Сехетре 10 ҫухрӑмран ытларах хӑвартлӑхпа кайма юрамасть. Ҫӗмӗрле район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унчченхи ҫулсенче ку пӑр ҫийӗнчи ҫула хӗл ларсан маларах уҫнӑ. Кӑҫал вара ҫанталӑк ӑшӑ тӑнӑран май килмен.
Саккунпа килӗшӳллӗн, пӑр ҫийӗн ҫӳремелли ҫулсене вырӑнти хӑйтытӑмлӑхӑн йӗркелесе пымалла, хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтермелле.
Аса илтерер: 2014 ҫулта кӗркунне Сӑра урапа кӗрсе ӳкнӗ, икӗ ҫын вилнӗ. Ун чухне ҫуллахи кӗпере сӳтнӗ пулнӑ, анчах водительсем ҫакна тӗттӗмре асӑрхаман е кун пирки ҫырса ҫапнӑ хӑма та пулман.
Чӑваш Енре пурӑнакан арҫын ҫулталӑк ҫурӑ принтер урлӑ пичетленӗ водитель правипе ярӑнса ҫӳренӗ. Вӑл ӑна тӗспе пичетленӗ те ним пулман пек урапа рулӗ умне ларнӑ.
Арҫын ку правапа 2013 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа 2015 ҫулхи ака уйӑхӗччен ҫӳренӗ. Чӑн-чӑн права вӑл нихӑҫан та илмен иккен.
Суд ун тӗлӗшпе приговор пӗлтернӗ. Арҫынна айӑплӑ тесе йышӑннӑ та ӑна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Унччен вӑл судпа виҫӗ хутчен айӑпланнӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл 2014 ҫулхи ҫулла тата 2015 ҫулхи ҫуркунне Етӗрне районӗнчи сысна ферминчи пурлӑха вӑрланӑ.
Арҫынпа сӑтӑр ӗҫ тунӑ 18-ти каччӑна вара 2,5 ҫуллӑха айӑпланӑ. 17-ри йӗкӗте вара 15 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче20 сехет те 45 минутра «Атӑл» федераци ҫулӗ ҫинче, Шупашкар районӗнчи Апаш ялӗ ҫывӑхӗнче, авари пулнӑ. Унта иккӗн аманнӑ.
Фура Ҫӗрпӳ еннелле кайнӑ. Шуҫлак ҫул ҫинче водитель руле тытса чарайман — урапа ҫул варринчи карта ҫине тӑрӑннӑ. Вӑйлӑ ҫапӑннӑран кабина фурӑран татӑлса транспорт хирӗҫ килекен ҫул хӗррине вӗҫнӗ. Прицеп вара 180 градус ҫаврӑнса ҫапӑннӑ. Ҫавна май ҫул ҫине нефтепродукт тӑкӑннӑ.
Ӳкнӗ пичкесем ҫине ҫӑмӑл урапа тата Газель пырса тӑрӑннӑ. Телее, нихӑшӗ те ҫунма тытӑнман. Аварире фура водителӗ тата пассажирӗ аманнӑ. Тӗрӗслев водитель урӑ пулманнине кӑтартнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарти Мускав кӗперӗ ҫинче автобус чутах аялалла чӑмман. Шалта пассажирсем пулнӑ.
Автобус юпана пырса тӑрӑннӑран ҫеҫ вӑл ҫырманалла чӑмман ахӑртнех. Пӑтӑрмаха куракансем ҫапла пӗлтернӗ. Пассажирсем каланӑ тӑрӑх, водитель хӑйӗнчен мӗн килнине йӑлтах тунӑ.
Пӑтӑрмах пулсан васкавлӑ медпулӑшу часах килнӗ. Анчах, телее, пассажирсене пулӑшу кирлех пулман — аманман вӗсем.
Мускав кӗперӗ патӗнче пралуксем сиенленнӗрен троллейбуссем ҫӳреймен. Анчах вӑраха тӑсӑлман вӑл, 20 минутран электричество панӑ та транспорт вырӑнтан хускалнӑ.
Киров облаҫӗнче Шупашкартан ҫула тухнӑ автобус пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Ку япӑх ҫанталӑка пула сиксе тухнӑ.
Рейс автобусӗпе кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче «Киров – Советск – Яранск – Лошкари – Мари Эл» автоҫулӑн 31-мӗш ҫухрӑмӗнче пӑтӑрмах пулнӑ. «Шупашкар – Сыктывкар» маршрутпа кайнӑ автобус рулӗ умӗнче 60 ҫулти водитель пулнӑ. Вӑл хӑвӑртлӑха пӑхӑнмасӑр, асӑрханмасӑр пынӑран кювета чӑмнӑ.
Пӑтӑрмахра 1954 тата 1971 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрарӑмсем шар курнӑ. Вӗсене пульницӑна илсе кайман, унтах пулӑшу кӳнӗ. Водителе тӗрӗсленӗ. Вӑл ӳсӗр пулман. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.
Автомобиль рынокӗнчи сӑнавҫӑсем ку енӗпе кӑҫал ним ырринех те шантармаҫҫӗ.
«Автостат» аналитика агентстви шухӑшланӑ тӑрӑх, урапа сутасси кӑҫал 15-25% чакӗ. Юлашки 15 ҫулта капла лару-тӑру пулман та-мӗн.
Премиум-класс шутланакан урапа кӑларакан компанисем кризис мӗнне уйрӑмах туйса илӗҫ. Кунта Mercedes-Benz, BMW, Audi, Porsche тата Lexus автомобильсем кӗреҫҫӗ. Люкс бренчӗллисене те савӑнмаллиех ҫук. Экономкласлӑ урапа кӑларакансем: АвтоВАЗ тата Корейӑри Hyundai-Kia экономикӑри асар-писер саманапа усӑ курса юлайӗ. АвтоВАЗӑн ҫӗнӗ моделӗсем: йӳнӗ вариантлӑ Vesta седанӗ тата X-Ray «паркетник» тата Lada Priora моделе ультрайӳнӗ йышне кӗртни урапа туянакансене илӗртессе шанаҫҫӗ. Корея концерна илсен, Hyundai Solaris тата Kia Rio лайӑх сутӑнасса шанаҫҫӗ.
Хрантсуссен Peugeot тата Citroen моделӗсене сутасси юлашки виҫӗ ҫулта 6–8 хут чакнӑ, кӑҫал та вӗсен ырри пулас ҫук. Ford моделе сутасси пӗлтӗр пӗчӗкленнӗ.
Chrysler, Jeep, SsangYong, Subaru тата Suzuki брендсем ятарлӑ саккаспа ӗҫлесси ҫине куҫма пултарӗҫ. Маларах ун пек утӑма Раҫҫей рынокӗнче сделали в Honda тунӑ. Mazda, Mitsubishi тата Volvo сутасси те кӑштах чакӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Паян Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнче кӑнтӑрла иртни пӗр сехет тӗлӗнче маршрутка тӳнсе кайнӑ. Унӑн рулӗ умӗнче урӑ мар водитель пулнӑ. Анчах вӑл медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма килӗшмен.
«За рулем» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, ГАЗель маршрута тухнӑскер пулман. Маршруткӑн 46 ҫулти водителӗ хӑй ҫапла ӗнентернӗ. Тата вӑл салонта хӑй, тепӗр майлӑ каласан, водитель тата унӑн паллаканӗ, кӑна пулнӑ тесе пӗлтернӗ.
«Питомник» чарӑнуран инҫе мар вырӑнта пулса иртнӗ пӑтӑрмахра, Турра шӗкӗр, никам та суранланман.
162-мӗш маршрутпа (вӑл Шупашкар-Кӳкеҫ маршрута ҫыхӑнтарать) ҫӳрекен ГАЗеле эвакуатор юр ӑшӗнчен туртса кӑларнӑ. Анчах водителӗн киле ҫуранах кайма тивнӗ, мӗншӗн тесе ГАЗеле штрафламалли лапама илсе кайса лартнӑ.
Ӗнер кӑна, кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче, республикӑра темиҫе урапа ҫапӑннӑччӗ, унта икӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Паян та Чӑваш Енре хӑрушӑ авари пулнӑ. Ку «Шупашкар – Сӑр» ҫул ҫинче 11 сехетре пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Приора» урапа транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса ВАЗ-2114 урапапа ҫапӑннӑ. Аварире ҫулталӑкри ача пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл «вунтӑваттӑмӗш» модельлӗ урапара амӑшӗн чӗрҫи ҫинче ларса пынӑ.
Ача кӑҫалхи ака уйӑхӗнче икӗ ҫул тултарӗччӗ. Хӗрарӑма вара, йывӑр суранланнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, республикӑра ҫил-тӑман алхасрӗ. Кунашкалли Чӑваш Енре тахҫанах пулман. Юр нумай вӗҫтернӗрен ҫулсене хӳсе лартнӑ, транспорт япӑх ҫӳренӗ. Шупашкарта та пӑкӑ самай пулнӑ, общество транспорчӗ япӑхрах ҫӳренӗ.
Ӗнер республикӑра ҫул-йӗр ҫинче 106 пӑтӑрмах пулнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнерхи аварисенче икӗ ҫын вилнӗ, 12-ӗн суранланнӑ. Ведомство аварисен йышӗ ҫанталӑк япӑх пулнӑран нумайланнине палӑртнӑ.
Ҫил-тӑман вӗҫтернӗ вӑхӑтра ҫул-йӗр патруль службин ӗҫченӗсем алӑ усса ларман. Йывӑрлӑха сирме хушма нарядсем те панӑ.
Шупашкар районӗнчи Тури Макаҫ патӗнче ҫул-йӗр пӑтӑрмахӗ пулса иртнӗ — иккӗн вилнӗ, саккӑрӑн аманнӑ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх 10 ҫитесси ҫирӗм минутра ВАЗ-21009 урапа водителӗ хӑйӗн машинине тытса чарайманнипе хирӗҫ пыракан КАМАЗ ҫине пырса ҫапӑннӑ. Кӑмрӑкпа тиенӗскерӗ ҫине хыҫалтан вара Ҫӗнӗ Шупашкартан Сӗнтӗрвӑррине ҫула тухнӑ автобус пырса тӑрӑннӑ.
ВАЗ-21009 водителӗпе унпа юнашар ларса пыракан пассажирӗ вырӑнтах вилнӗ, хыҫалта ларса пынӑ хӗре тата автобусри 7 пассажира тӗрлӗ сурансемпе пульница ӑсатнӑ.
Ҫул-йӗр пӑтӑрмахӗ мӗнле сӑлтава пула сиксе тухнине халӗ тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |