Чӑваш Республики тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн официаллӑ страницинче «Регион сӑнӗсем» рубрика тытса пырассине унчченех йӑлана кӗртсе янӑччӗ. Ӗнер унта Михаил Александровпа паллаштарнӑ.
Михаил Александров – Г.С. Титов ячӗллӗ Тӗп тӗпчев космос центрӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ. Вӑл 30 ҫулта. Йӗпреҫ районӗнче ҫуралса ӳснӗ. Раҫҫейӗн Хӗҫпӑшаллӑ ҫарӗнче 13 ҫул службӑра тӑрать.
Офицер хӑйӗн пурнӑҫне космоспа ҫыхӑнтарма ачаранах ӗмӗтленнӗ. Ҫавӑнпах вӑл шкул хыҫҫӑн Ҫарпа космос академине вӗренме кӗнӗ. Асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗнче космос отраслӗн инженерӗсене хатӗрлеҫҫӗ.
«Тӑван ҫӗршывӑн ывӑлӗсем» оществӑра ҫамрӑк офицера ырлаҫҫӗ. Михаил мӑшӑрӗпе хӗрпе ывӑл ӳстереҫҫӗ. Пушӑ вӑхӑтра офицер чӑваш литературине вулама, Чӑваш Енӗн паллӑ ҫыннисем ҫинчен материалсем пухма кӑмаллать.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ «Книги моей жизни: библиотеки ярких людей» тӗлпулусене малалла ирттерет. Ӑна вӑл вулавӑшӑн 150 ҫулхине халалланӑ.
Паян вулавӑш тӗпелӗнче Елена Михайловӑпа (Енькка) калаҫу ирттернӗ. Мероприятин модераторӗсем пулас журналистсем, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗн факультечӗн студенчӗсем Татьяна Андреева тата Ираида Иванова пулнӑ.
Елена Енькка – «Культура родного края» курсӑн авторӗ, ҫыравҫӑ, художник, тӗрлӗ кӗнеке авторӗ.
Елена Еньккапа ирттернӗ диалога вулавӑшӑн Ютубри страницнче итлеме май килӗ.
Чӑваш Енри ҫамрӑксене 2020 ҫулшӑн патшалӑх премине пама йышӑннӑ.
Асӑннӑ укҫана наукӑра, техникӑра тата производствӑра; вӗрентӳре, воспитани парас ӗҫре тата ҫамрӑксен политики енӗпе, ҫавӑн пекех физкультурӑпа спортра тӑрӑшакансене; нимеҫӗсене; ҫынсенче патриотизм туйӑмӗ вӑратас енӗпе тимлекенсене; ҫамрӑксен юхӑмне аталантарассипе ӗҫлекенсене панӑ.
Литература, культура тата ӳнер енӗпе тӑрӑшакансенчен Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн аслӑ инженер-программисчӗ Антон Назаров, асӑннӑ учрежденин гуманитари ӑслӑлӑхсен литературин заведующийӗ Виктория Николаева, Гелюся Степанова библиотекарь «Чувашская Республика: летопись столетия» проектпа палӑрнӑ.
Журналистика енӗпе И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем Дмитрий Заграничный, Виктория Кислова, Вячеслав Краснов, Роман Куракин, Николай Филиппов «Студенческое онлайн ток-шоу «Среди крыш» (чӑв. «») проектшӑн патшалӑх премине тивӗҫнӗ
Муркаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан икӗ арҫынна хӗре пусмӑрланӑшӑн явап тыттарма пултараҫҫӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем 39 тата 40 ҫулсенчи икӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ та ӗнтӗ.
Пӑтӑрмах ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫав кун пӗр хӗр маларах эпир асӑннӑ арҫынсенчен пӗрне, 40 ҫулти вӑйпиттие, ӗҫлесе пулӑшнӑ. Кайран хайхи тата унпа пӗрле пулнӑ тепӗр арҫын хӗре хӗненӗ тата пусмӑрланӑ.
Ҫынна ушкӑнпа пусмӑрланӑ тесе арҫынсене хупса хунӑ. Тӗпчев малалла пырать.
Республикӑра хӑш-пӗр вырӑнта ҫумӑр вӑйлӑ ҫунӑ. Атӑл леш енче вара «Ҫамрӑксен хули» форум иртет. Ҫумӑра пула унти 150 ҫынна эвакуацилеме тивнӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ.
Атӑл леш енче ҫумӑр, пӑр ҫунӑ. Ҫавна май ҫамрӑксене Шупашкара тата Сосновкӑна эвакуациленӗ. Иккӗмӗш сменӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура каярахпа уҫӗҫ.
Ҫав вӑхӑтра ҫумӑр хыҫҫӑн «Буревестник» кану базинче ӳкнӗ йывӑҫсене тасатнӑ.
Шупашкар районӗнчи Варпуҫ ялӗнче пурӑнакан 24 ҫулти Вастеев Александр Андреевич ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман.
Тӑванӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ кирек ӑҫталла та кайма пултарнӑ. «Вӑл асламӑшӗнчен таса кроссовка ыйтнӑ, паспорта илнӗ те тухса кайнӑ. Эпир шутланӑ тӑрӑх, вӑл ҫуран кайнӑ. Вӑл лӑпкӑ, ытлах калаҫман ҫын. Унӑн пӗр тус пур, анчах вӑл та ӑҫта иккенне пӗлмест», - тенӗ тӑванӗсем.
Каччӑ хура шорты, хура футболка тӑхӑннӑ, кутамкка ҫакнӑ. Уйрӑм паллӑ пур: мӑйӗ ҫинче ҫӗвӗ йӗрӗ пур.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш Енре ҫуралнӑ, «Forbes» журнал малашлӑхлӑ тесе шухӑшлакан Георгий Соловьевпа тӗл пулнӑ.
Георгий Skyeng онлайн-шкул йӗркелесе янӑ. Проекта тӑван кӗтесре пурнӑҫа кӗртме каччӑна Шупашкарти 3-мӗш лицейре физика учителӗ пулса ӗҫленӗ Валерий Горбенко хавхалантарнӑ.
«Валерий Викторович мана нумай вӗрентнӗ. Ӑна пула эпӗ физика енӗпе пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑра ҫӗнтертӗм. Хӑй вилес умӗн вӑл мана кунта та физика вӗрентекен кирлӗ тесе каланӑччӗ, килсе пулӑшма ыйтнӑччӗ. Ҫавна май эпӗ Шупашкарти 3-мӗш лицейра ачасемпе преподавательсем валли курс йӗркелес шухӑш тытрӑм», — каласа кӑтартнӑ ҫамрӑк.
Георгий Соловьев Шупашкарти 3-мӗш лицейре вӗреннӗ. 2007 ҫулта Мускаври физикӑпа техника институтне вӗренме кӗнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл программист пулса ӗҫлеме тытӑннӑ.
Чулхулара ҫӗртме уйӑхӗн 1-4-мӗшӗсенче халӑхсем хушшинчи музыка олимпиади иртнӗ. Унта хутшӑннисем хӑйсен пултарулӑхне музыкӑпа инструмент ӳнерӗ: фортепиано, вӗрсе каламалли инструментсем (флейта, гобой, кларнет, фагот, саксофон), халӑх инструменчӗсем (баян, аккордеон, гитара) енӗпе кӑтартса панӑ. Олимпиадӑна Чулхулари М.И. Глинка ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗ йӗркеленӗ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Раҫҫейри тата Китайри музыка училищисенче, ӳнер колледжӗсенче тата консерваторисенче вӗренекенсем хутшӑннӑ.
Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вӗренекен виҫҫӗмӗш курс студенчӗ Михаил Прокопьев (вӑл гобой калать) олимпиадӑра ҫӗнтернӗ.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче 14 ҫулти яш Атӑлта путнӑ.
РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек кӑнтӑрла иртсен пулса иртнӗ.
Ҫамрӑкскер Атӑл ҫыранӗнчен инҫех мар вырӑнта путнӑ. Унта яш тусӗсемпе шыва кӗнӗ.
Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, каччӑ шывпа чыхланса кайнӑ. Инкек ҫыран хӗрринчен темиҫе метрта сиксе тухнӑ. Ача виллине темиҫе сехетрен тупнӑ.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн тӗпчевҫӗсем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Вӗсем инкек сӑлтавне палӑртӗҫ. Специалистсем судпа медицина экспертизи те ирттерӗҫ.
Инкек ҫири кӗперен ҫывӑх теҫҫӗ, ҫавӑнпа сыхлӑхпа асӑрханулӑх пирки пӗр самантлӑха та манмалла мар.
Президент пепкелӗх центрӗнче ҫамрӑк мӑшӑрсем хӑйсен сывлӑхне тӗрӗслеттерме пултараҫҫӗ.
«Ҫамрӑк мӑшӑрсен сертификачӗн тӗллевӗ — сывлӑха вӑхӑтра ҫирӗплетсе телейлӗ ашшӗ-амӑшӗ пулса тӑма пулӑшасси. Ҫак программӑна пула ҫамрӑк мӑшӑрсем паха медицина пулӑшӑвне вӑхӑтра илеҫҫӗ», – палӑртнӑ Президент пепкелӗх центрӗн тӗп врачӗ Ольга Рябухина.
Пациентсене пысӑк квалификациллӗ акушер-гинекологсем, урологсем йышӑнаҫҫӗ. Тухтӑрсем патне кайиччен малтан ҫырӑнмалла.
Ҫумра ҫамрӑк мӑшӑрсен сертификачӗ (оригинал тата копи), паспорт, страхлакан полис, СНИЛС пулмалла. Сертификатпа мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн ҫулталӑк хушшинче усӑ курмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |