Улатӑр хулинче пурӑнакан 17 ҫулти ҫамрӑк айфон туянас тесе ултавҫӑ капкӑнне ҫакланнӑ.
Колледжра вӗренекенскер телефона пӗлтӗрхи кӗркунне илме шухӑш тытнӑ, ҫавна май тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳсем вуланӑ. Ҫу каҫипе ӗҫленӗ укҫана перекетлӗ пухса пынӑскер хӑйне килӗшекен пӗр пӗлтерӗве асӑрханӑ. Телефона сутаканни Улатӑр ҫамрӑкӗпе часах ҫыхӑннӑ. Ҫав ҫын каччӑна телефон номерӗпе 10 пин тенкӗ куҫарса пама ыйтнӑ. Укҫана куҫарса панӑ хыҫҫӑн телефон сутакан йӗп пек этем ҫухалнӑ.
Пуҫиле шырав ӗҫченӗсем ултавҫа тупса палӑртнӑ. Вӑл Липецк облаҫӗнчен иккен, Мускавра пурӑнать. 25 ҫулхи качча тытса чарнӑ.
Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ нумай нациллӗ ҫамрӑксен регионсем хушшинчи форумне ирттерет.
Культурӑпа вӗренӳ слётне ҫӗртме уйӑхӗн 4-8-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи «Ясна» этноэкологи комплексӗнче пуҫтарӑнӗҫ. Унта пултарулӑх, сывлӑха сиплес тата туризм мероприятийӗсем йӗркелӗҫ. Вӗсене йӑлана кӗнӗ культурӑна сарас тӗллевпе ирттерӗҫ.
Форума институт Федерацин национальноҫсен ӗҫӗн агентстви тата Чӑваш Енӗн Культура министерстви пулӑшнипе ирттерет.
Улатӑр хулинче виҫӗ каччӑ пушарта ҫынна пулӑшнӑ. Вӗсене вырӑнти администраци тав тунӑ.
Шӑматкун ҫӗрле виҫӗ каччӑ киле кайнӑ чухне Ҫӗнӗ урамри ҫуртра пушар тухнине асӑрханӑ. Вӗсем ҫухалса кайман, кӳршӗсене вӑратнӑ. Телее, пӗр кӳрши Светлана Тишенкова - тухтӑр. Вӑл тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ, медиксем ҫитиччен пушарта шар курнӑ ҫынна пулӑшнӑ.
Каччӑсем - Максим Туркин, Александр Бечин тата Дмитрий Миронов аманнӑскере тепӗр ҫурта куҫарма пулӑшнӑ.
Шупашкар хулин администрацийӗнче 26 ҫулти специалиста пай пуҫлӑхне лартнӑ. Анна Страхова ҫамрӑксен пайне ертсе пырӗ.
Унчен ҫав должноҫа Станислав Трофимов йышӑннӑ. Вӑл ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн пукан виҫӗ уйӑх пушӑ ларнӑ. Ҫӗнӗ яваплӑха Анна Андреевна паянтан пурнӑҫлама тытӑннӑ. Унччен вӑл хула администрацийӗн Мускав районӗнчи администрацийӗнче общество пӗрлешӗвӗсемпе тата организацийӗсемпе ӗҫлекен пайра ҫамрӑксемпе ӗҫлекен тӗп специалистра 2018 ҫултанпа тӑрӑшнӑ.
Шупашкар хулинче 16 тата 17 ҫулсенчи ҫамрӑксем пирки пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Вӗсене ҫынна малтанласа калаҫса татӑлса, хӗҫпӑшал евӗр япалапа усӑ курса ҫаратнӑшӑн явап тыттарӗҫ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрин подъездӗнчи 4-мӗш хутра пулса иртнӗ.
Ӳсӗр икӗ ҫамрӑк хӑйсем унччен палламан 37 ҫулти хӗрарӑма тапӑннӑ. Пӗри ӑна водка кӗленчипе пуҫӗнчен ҫапнӑ, тепри хӗрарӑмӑн карас телефонне туртса илнӗ. Хӗрарӑма ҫапла майпа 10 пин тенкӗ ытлалӑх шар кӑтартнӑ.
Яшсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчевҫесем суда ярса панӑ.
Чӑваш Енре ҫуралнӑ ӳнерҫӗне «Forbes» финанспа экономика журналӗ малашлӑ тесе хакланӑ.
23 ҫулти Полина Осипова «Ӳнер» ярӑмра малашлӑхлӑ 10 ӑста шутне лекнӗ.
«Forbes» «З0 до 30» лонг-лист хатӗрленӗ. Унта 30 ҫула ҫитмен пултаруллӑ ҫамрӑксене суйласа илнӗ. Вӗсем — професси енӗпе палӑрнисем тата ят-сум ҫӗнсе илме ӗлкӗрнисем.
Шупашкарта ҫуралнӑ Полина Осипова хальхи вӑхӑтра Питӗр хулинче ӗҫлесе пурӑнать.
Чӑваш каччи 1941. «Крылья над Берлином» ҫар драминче ӳкерӗннӗ. Фильм режиссёрӗ – Константин Буслов.
Ҫав ӗҫри летчиксенчен пӗрин сӑнарне Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа каччи Владимир Тяптушкин калӑпланӑ.
Владимир Тяптушкин Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Халӗ вӑл Мускаври Пӗчӗк театрта ӗҫлет. Чӑваш каччи спектакльсенче вылять, кинора ӳкерӗнет.
«1941. Крылья над Берлином» фильма, сӑмах май каласан, кинотеатрсенче ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче кӑтартма тытӑнӗҫ.
Шупашкарта пӗр хӗр кӗпер ҫинчен сикнӗ. Пӑтӑрмах ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче каҫхи 22 сехетре пулса иртнӗ.
Инкек вӑхӑтӗнче пӗр ҫын кӳлмекри ҫынсем ҫӳремелли кӗпер урлӑ каҫнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл темле сасӑ илтнӗ. Лайӑхрах пӑхсан шывра ҫын пуррине асӑрханӑ.
Иртсе ҫӳрекен ҫын кӗперӗн техника ярусне анса хӗре тарӑн мар вырӑна тухма ыйтнӑ. Хӑй вара ҫӑлавҫӑсене чӗнсе илнӗ.
Ҫӑлавҫӑсем альпинист снаряженийӗпе анса хӗре шывран туртса кӑларнӑ та васкавлӑ пулӑшу машинипе пульницӑна лартса янӑ.
Сӑмах май, хӗр кӗпер ҫинчен сикнӗ вырӑнта шыв 1,5 метр тарӑнӑш ҫеҫ иккен, ҫавӑнпа та вӑл унта путма пултарайман. Анчах сивӗ шывра шӑнса хытма пултарнӑ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи «Шупашкар Арена» пӑр керменӗнче «Легенды спорта Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн спорт легендисем) музей ӗҫлеме тытӑннӑ. Ӑна Пӑр керменӗн фойинче вырнаҫтарнӑ.
Музейри экспозицисемпе Шупашкарти 14-мӗш кадет шкулӗнчи 10-мӗш класра вӗренекен ҫамрӑксем паллашнӑ. Экскурсовод пулса экспонатсемпе ҫӑмӑл атлетика енӗпе СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче тата Европа чемпионки, Шупашкарта вырнаҫнӑ Республикӑн олимп резервӗллӗ 8-мӗш спорт шкулӗн директорӗ Алина Иванова паллаштарнӑ.
«Сӑнӳкерчӗксем, тренировкӑсен планне алӑпа ҫырса хунисем, чемпионсен майкисем, сумлӑ ӑмӑртусенчи кубоксемпе медальсем чӑваш спортсменӗсен ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштараҫҫӗ, истори эткерлӗхӗпе мӑнаҫланма пулӑшаҫҫӗ», — тенӗ ӗнерхи сумлӑ спортсменка.
«Ютуб» видеохостингра «питӗ кӑсӑклӑ чӑвашла видеосен пуххипе» акӑлчанала паллаштарнӑ.
Рубрикӑна, ҫак йӗркесен авторӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, Муркаш районӗнче ҫуралнӑ Виктор Бычков чӑваш каччи йӗркеленӗ. Темиҫе ют чӗлхе пӗлекен маттур ҫамрӑк темиҫе ҫул каялла Турцине тухса кайнӑччӗ.
Топ-листа «Ютубра» чи пӑхакан чӑвашла видеосене кура хатӗрленӗ. Анонсра чӑваш чӗлхи тӗрӗк чӗлхи пулнине те палӑртса хӑварнӑ.
Тишкерӗве 2021 ҫулта вырнаҫтарнӑ видеосене кӗртнӗ. Вӑл материалсене вара 2019-2021 ҫулсенче ӳкерсе илнӗ.
Тишкерӗве вырӑсла тата акӑлчанла комментарисемпе пуянлатнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |