Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫамрӑксем

Хулара

Шупашкарта пурӑнакан 18 ҫулти каччӑна нимеҫӗсем, полицейскисем, тӑванӗсем шыраҫҫӗ. Вӑл килтен тухса кайнӑ,унтанпа унран сас-хура ҫук.

"Лиза Алерт" шырав отрячӗ тата ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ килтен кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл таврӑнман, тӑванӗсене те хӑйӗн пирки нимӗн те пӗлтермен.

Ҫамрӑка 4 кун шыранӑ. Телее, ӑна тупнӑ. Вӑл чӗрӗ-сывах. Каччӑна тупни пирки паян пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://m.pg21.ru/news/76790
 

Чӑваш чӗлхи

Рома Алайя ятлӑ ҫамрӑк «Контактра» страницӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, Телеграма чӑвашлатма хӑтланса пӑхакансем пулнӑ, анчах вӗҫне ҫитермен.

«Ҫавӑнпа та эпӗ телегӑн чылай пайне чӑвашла куҫарасшӑн», — тесе ҫырнӑ Рома. Анчах вӑл хӑйӗн чӗлхе пӗлӗвӗ ҫителӗксӗррине тунмасть, ҫавнпа пулӑшма ыйтать.

Рома ҫӗнӗ сӑмахсемпе усӑ курасшӑн, анчах акӑлчан тата вырӑс чӗлхисенчен йышӑннӑ сӑмахсемпе иртӗхесшӗн мар.

Телеграмри чӑваш каҫҫи кунта . Хальхи вӑхӑтра Телеграмри чӑваш версийӗпе android, ios приложенисенче тата компьютер версийӗсенче усӑ курма май пур.

 

Республикӑра
chr.rbc.ru сайтри сӑн
chr.rbc.ru сайтри сӑн

Ҫак ҫамрӑка Чӑваш Енре 2 ҫул шыранӑ. Ӑна халь тин тупнӑ. Вӑл Чӗмпӗрте пулнӑ.

16 ҫулти каччӑ Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗн общежитийӗнчен 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Унтанпа ӑна шыранӑ. Ӑҫта кайса кӗнӗ вӑл? Тӗрлӗ верси пулнӑ. Вӗсенчен пӗри – преступлени витӗмне лекни.

Каччӑна «Лиза Алерт» хастарӗсем те шыранӑ. Вӑрнар районне айӑн-ҫийӗн ҫавӑрттарнӑ. Ахӑртнех, ӑна чӗрӗ тупас шанчӑк та юлман. Канализаци ҫӑлӗсене, путвалсене, чартаксене ухтарнӑ. Кӑлӑхах.

Каччӑ Чӗмпӗр хулинче тӑванӗсенчен ятарласа пытанса пурӑннӑ-мӗн. Халӗ вӑл Чӑваш Енре килте, унпа следовательсем ӗҫлеҫҫӗ.

 

Раҫҫейре
Анастасия Олангинан Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Анастасия Олангинан Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Етӗрне районӗнчи чӑваш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Анастасия Олангина Мускавра, Останкино башнинче, ӗҫлет.

Темиҫе ҫул каялла вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистика факультетӗнчи журналистика уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ. Философи ӑслӑлӑхсен кандидачӗ Эрбина Никитина сӗннипе (кун пирки хӗр Фейсбукра пӗлтернӗ) вӑл Чӑваш Енӗн наци телевиденине ӗҫлеме кайса пӑхма кӑмӑл тунӑ. Унта 4 ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн Мускава тухса кайнӑ.

Анастасия Останкино башнинче 2,5 ҫул ӗнтӗ ӗҫлет. Хальхи вӑхӑтра вӑл продюсер тата маркетолог евӗр тӑрӑшать. МИХсем валли ӳкерессинчен, ҫурт ҫине рекламӑран пуҫласа ятарлӑ пулӑмсем тупса хатӗрлессипе килӗштерсе ӗҫлеме блогерсем шыраса тупасси таранах унӑн яваплӑхӗ шутланать. Хӑйӗн ӗҫне чӑваш хӗрӗ питех те килӗштерет.

 

Культура
Михаил Прокопьев. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Михаил Прокопьев. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти Фёдор Павлов ячӗллӗ музыка училищин Михаил Прокопьев вӗрсе тата ҫапса каламалли инструментсен «Северная рапсодия» Пӗтӗм тӗнчери VI конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.

Плтарулӑх ӑмӑртӑвӗ Череповец хулинче чӳк уйӑхӗн 25-мӗшнчен пуҫласа раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗччен иртнӗ. Унта 14 ҫӗршывран 2 пине яхӑн мусӑкҫӑ хутшӑннӑ. Ҫавсен йышӗнче пулнӑ Чӑваш Енри Михаил Прокопьев — 4-мӗш курс студенчӗ.

Шупашкарти пултаруллӑ яш «Гобой» номинацире II степеньлӗ лауреат ятне тивӗҫнӗ. Мишӑн преподавателӗ — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Э.В. Леонтьева, концертмейстерӗ — Чӑваш Республикин куьтурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Е.Ю. Ананьева.

 

Республикӑра
nsk.bfm.ru сайтри сӑн
nsk.bfm.ru сайтри сӑн

Куславккара 18-19 ҫулсенчи ҫамрӑксем пӗрне шкулта вӗрентнӗ хӗрарӑм патне хӑнана пынӑ. Хайхискерсем ун патӗнче банк картти выртнине асӑрханӑ та укҫа вӑрлама шутланӑ.

Пӗр ҫамрӑкӗ хӗрарӑма тӗпеле калаҫмалла тесе чӗннӗ. Ҫав вӑхӑтра ыттисем хӗрарӑмӑн сим-карттине кӑларнӑ та хӑйсен телефонӗ ҫине вырнаҫтарнӑ, унтан сарӑм урлӑ ун ячӗпе кредит илнӗ, ҫав 40 пин тенке хӑйсен пӗлӗшӗн счечӗ ҫине куҫарнӑ. Ҫапла вӗсем комиссие шута илсе 39 пин ҫурӑ вӑрланӑ.

Следстви вӑхӑтӗнче ҫамрӑксем тӑкака саплаштарнӑ. Вӗсене суд тӗрмене хупмасӑр 1 ҫуллӑха айӑплама йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/76125
 

Пӑтӑрмахсем
UIHere.com сӑнӗ
UIHere.com сӑнӗ

Шупашкарта пурӑнакан 57 ҫулти ҫынна 17 ҫулти ҫамрӑка хӗненӗшӗн суд тӑвӗҫ. Кун пирки Чӑваш Ен следстви комитечӗ пӗлтерет.

Следователь панӑ информаципе килӗшӳллӗн Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакан ҫынна баскетбол лапамӗнче ҫамрӑк ачасен шӑв-шавӗпе усал ятлаҫӑвӗ килӗшмен. Арҫынпа ҫамрӑксем хушшинче харкашу сиксе тухнӑ, вара вӑл ҫамрӑка пӗвӗнчен алӑпа, урипе пуҫӗнчен ҫапса амантнӑ. Ҫамрӑка сиплев учрежденине илсе кайма тивнӗ.

Чӑваш Ен Следстви комитечӗн пресс-службинче арҫын тӗлӗшпе ӳт-пӗве сиенлетнӗшӗн ӗҫ пуҫарни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. Шупашкар ҫынни ҫак ӗҫ-пуҫпа ҫыхӑннине экспертиза ҫирӗплетнӗ, вӑл хӑй те айӑпне йышӑннӑ. Ӗҫе суда пӑхса тухма янӑ.

 

Культура

Культура училищин сцени ҫинче нумаях пулмасть пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченне Нина Трифоновна Панинӑна асра тытса «Улӑп ҫӗрӗ» театрланӑ спектакль лартнӑ.

Чӑваш республикин культура училищин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак постановка куракансенче чӑваш культурин тӗнчипе паллаштарать: кунта чӑваш кӗввисем янӑраҫҫӗ, пуян чӑваш тӗррипе илемлетнӗ наци костюмӗсем курӑнаҫҫӗ. Постановкӑна Нина Панина режиссер тунӑ. Унӑн ӗҫне вара унпа пӗрле ӗҫлекен Григорьев Владимир Николаевич, ҫавӑн пекех ҫамрӑк режиссер Петров Григорий тата педагог-хореограф Казаков Сергей вӗҫленӗ.

Театрланӑ спектакле хатӗрлес ӗҫе пултарулӑх ушкӑнӗсем те хутшӑннӑ. Пулас сцена ӑстисене Комсомольски районӗнчи «Каҫал», Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Сӗнтӗрпуҫ культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Сӗнтӗр», Элӗк районӗнчи «Валинкке фольклор ансамблӗсем пулӑшнӑ.

 

Культура
mkivanovo.ru сайтри сӑн
mkivanovo.ru сайтри сӑн

Ҫитес ҫул Раҫҫейри 14-22 ҫулсенчи ҫамрӑксене «Пушкин картти» программӑпа килӗшӳллӗн 5 пин тенкӗ парӗҫ. Вӑл банк картти ҫинче пулӗ. Унпа ҫамрӑксем музейсене, театрсене, концертсене, вулавӑшсене ҫӳреме пултараҫҫӗ.

Аса илтерер: «Пушкин картти» кӑҫал авӑн уйӑхӗнче пурнӑҫланма тытӑннӑ. Ун чухне ҫамрӑксен «Пушкин картти» банк картти ҫине 3 пин тенкӗ хурса панӑ. Ку укҫана вӗсен раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пӗтермелле.

Чӑваш Енре «Пушкин картти» программӑна культура тытӑмӗнчи 19 учреждени хутшӑнать. «Пушкин карттине» «Почта банка» кайса илмелле е Патшалӑх пулӑшӑвӗсен пурталӗнче регистрациленмелле те ятарлӑ сарӑм вырнаҫтармалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/75912
 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Хыҫалкас Энтрияль ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ аварире ҫынсем аманнӑ. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ. Шел те, пӗрин пурнӑҫне ҫӑлма май килмен.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Тойота» машинӑри 21 ҫулти водитель ҫул ҫинче ларакан «Нендай» ҫине пырса кӗрсе транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та йывӑр тиевлӗ машина ҫине пырса тӑрӑннӑ. «Тойота» водительне, унти пассажирсене - 23-ри хӗре тата 17 ҫулти хӗрпе каччӑна – пульницӑна илсе кайнӑ. 17-ри хӗрӗн пурнӑҫне ҫӑлайман.

Йӗрке хуралҫисем кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, [23], 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, ... 109
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗтӗм ӗҫе лӑпкӑ, хӑвӑра кирлӗ пек татса пама май килӗ. Хирӗҫесрен пӑрӑнӑр, хӑвӑрӑн вӑя, энергие перекетлемелле. Пушӑ вӑхӑта ҫутҫанталӑкра ирттерӗр. Спортпа туслашма лайӑх вӑхӑт, Интереслӗ тӗлпулу пулма пултарать, вӑл романтика хутшӑнӑвне куҫӗ.

Чӳк, 26

1911
113
Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть