Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Хальхи ӑру чӑвашла пӗлменшӗн ашшӗ-амӑшӗ айӑплӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 01.03.2023 05:04 | 907 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи
 «Хӗрсем» каналти видеоран илнӗ скриншот
«Хӗрсем» каналти видеоран илнӗ скриншот

«Ютуб» видеохостингра «Хӗрсем» канал уҫнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ӑна икӗ чӑваш хӗрӗ — Настя тата Ксюша — пуҫарса янӑ.

Ҫак йӗркесен авторӗ паян хӗрсен пӗр кӑларӑмне итлерӗ. Унта вӗсем республикӑра ача-пӑча валли чӑвашла кӑларса тӑракан кӑларӑмсем ӳсекен ӑрушӑн пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртса хӑварчӗҫ. Вӗсем хӑйсен пултарулӑхне туптама чӑвашла тухса тӑнӑ «Тантӑш» хаҫатран пуҫланӑ иккен.

Ҫӗнӗ кӑларӑмра сӳтсе явнӑ тепӗр тема — ҫамрӑксем чӑвашла пӗлменни мӗнпе ҫыхӑннин хуравне шырани. Хӗрсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗн тӑван чӗлхерен вӑтанмалла мар, ачисене тӑван чӗлхепе калаҫтармалла.

#чӑвашлӑх, #чӑвашсем, #халӑх тетелӗ, #ҫамрӑксем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://youtu.be/nnUm89G0YS4
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

ялтан // 7671.0.0611
2023.03.01 08:48
Патшалăх, шкул, вырăсла тухма пуçлана "Танташ" хаçат ним чухлĕ те айăплă мар иккен.
Agabazar // 1088.5.2431
2023.03.01 15:17
Agabazar
Ашшĕ-амăшĕ айăплă тесе шутлатăр пулсан, тивĕçлĕ саккунсем йышăнăр та хайхи ашшĕ-амăшне пысăк штрафсем тÿлеттерĕр.

Ма çапла тумастăр?
Базиль Кириллов // 7671.0.0611
2023.03.02 11:03
Таван чĕлхене чыспа хисепрен кăларакан кам? Çав чи пысак айăпли.
Суйкка // 1853.12.1087
2023.03.03 07:42
Кам вара у ? Шуйттан мар-и ?
Agabazar // 1444.18.2256
2023.03.03 20:28
Agabazar
Базиль Кириллов, эс ху мĕн туса пит каплантарнă ку тĕлĕшпе? Шупашкарта пурнакан куккупа хăш чĕлхепе калаçан?

Анчах та эп сана айăпламастăп. Айккинелле пăрмастăп. Хуть те мĕнле пулсан та, чăваш чĕлхин управçиех пулса тăратăн. Сан пеккисен (çавнашкал управçăсен) шучĕ халĕ кунсерен хăвăрт чакса пырать.
Agabazar // 1444.18.2256
2023.03.04 12:38
Agabazar
Чӑваш чӗлхи еплерех малалла аталанасси «ашшӗ-амӑшӗнчен» мар, чӗлхепе ҫыхӑннӑ институцисем, тытӑмсем еплерех шайра пулнинчен килет.
Виктор // 2877.07.8037
2023.03.10 20:01
Ачасем чăвашла калаçманнишĕн :Ашшĕ амăшĕ чăнахах айăплă,анчах та пĕлес пулать мĕншĕн ашшĕ амăшĕ хăй ачинче вырăса курасшăн .Мĕншĕн тесен мĕн авалтанах вырăс шăпăрланĕсем ,чăваш ачинчен кулнă. Чăваш халăхĕ вăл саккуна пăхăнакан халăх.,çавăнпата саккун çуккине пула.хăйĕн ĕмĕчĕсене пурнăçлама кашниех пултараймаç.Питĕ нумай халь калаçаççĕ,çыраççĕ,экран çинче кăтартаççĕ. чăвашсем пирки,чăваш чĕлхи пирки,таçта та çитеççĕ ,анчах та чăвашсен шучĕ ÿсни курăнмаç. чакни çеç .паллăрать. Чăвашсен шучĕ ÿстĕр, чăваш чĕлхи ан сÿнтĕр тесен мĕн тумалли çинчен Тăнтти Витти хăйĕн "Чăваш тымарĕ " кĕнекинче çырни килĕшрĕ.Мĕншĕн пирĕн чăвашсен кÿршĕре вырнаçнă аслă влаçа халăх суйлакан çĕр-шывсенчен тĕслĕх илме юрамастьши.
Вулакан // 5268.9.4478
2023.03.22 20:15
Пурте парӑнса пыратпӑр,шкул та,театр та.Ҫамрӑксен театрӗ те укҫа хыҫҫӑн кайрӗ пулас.Чӑваш ачи валли мӗн лартаҫҫӗ,миҫе спектакль пур унта.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем