Чӑваш Енре ӗҫлесе пурӑнакан тата тепӗр темиҫе ҫынна тава тивӗҫлӗ ятсем панӑ.
Элӗк районӗнчи тӗп клуб тытӑмӗнчи халӑх театрӗн режиссёрне Инна Афанасьевӑна тата Шупашкарти ача-пӑча ӳнерӗн 1-мӗш шкулӗн преподавательне Ольга Рудаковӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят пама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Элӗкри халӑх театрӗ пирки темиҫе сӑмахпа та пулин тӗплӗнрех пӗлтерес килет. Асӑннӑ театра В.И. Волков ятлӑ ҫын 1934 ҫулта пуҫарса янӑ. Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ атистсем 1968 ҫулта А. Эсхел ӗҫӗ тӑрӑх «Виҫӗ туй» спектакль лартнӑ. Ҫав ҫулах коллектива халӑх ятне панӑ.
2007 ҫултанпа коллектива Инна Афанасьева ертсе пырать. Инна Витальевна Хусанти культура институтӗнче вӗреннӗ.
Шупашкар районӗнчи Иккассинчи шкул Николай Шупуҫҫынни ячӗпе хисепленсе тӑма пуҫланӑ. Ку хыпара асӑннӑ шкулта вӗреннӗ Марина Якимова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ.
Асӑннӑ информаци тӑрӑх хакласан, ҫав пулӑм ячӗпе шкула сумлӑ хӑнасем, шкулта тӗрлӗ ҫулта вӗреннисем пуҫтарӑннӑ.
Николай Васильевич Шупуҫҫынни (Васильев) 1889 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнинчи Шупашкар уесӗнчи Иккасинче ҫуралнӑ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗренме ӗмӗтленнӗскере революци юхӑмне хутшӑннӑшӑн пӗлӳ заведенийӗнчен кӑларса яраҫҫӗ. Талпӑнуллӑскер кӑштахран Чӗмпӗре таврӑннӑ, куҫару комиссийӗнче К.В. Ивановпа пӗрле ӗҫлеме тытӑннӑ. 1909 ҫулта Чӗмпӗрти гимназире учитель ятне илме экстерн йӗркипе экзамен тытнӑ. Литература ӗҫне вӑл 1906 ҫулта пуҫӑннӑ.
Чӑваш Республикин Элтеперӗн Олег Николаевӑн хушӑвӗпе Чӑваш Енри икӗ библиотекаре тава тивӗҫлӗ ятсем панӑ.
«Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята Улатӑрти тӗп вулавӑш тытӑмне кӗрекен хулари библиотекӑра пай пуҫлӑхӗнче ӗҫлекен Михаил Скрипина тата Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Ҫымапуҫ ял библиотекин заведующине Надежда Титовӑна пама йышӑннӑ.
Сӑмах май каласан, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пӗтӗм ҫӗршыври Библиотекӑсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ун пирки калакан хушӑва хӑй вӑхӑтӗнче Борис Ельцин Президент алӑ пуснӑ. Документра Раҫҫейри вулавӑшсем халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнине палӑртса хӑварнӑ. Асӑннӑ датӑна Раҫҫейре халӑх валли пӗрремӗш библиотекӑна 1795 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче уҫнӑран суйласа илнӗ.
Ӗҫне кура хисепӗ теҫҫӗ те вӑл пур чухне те тӳрре килесси иккӗленӳллӗ. Хура ӗҫре тар тӑкакансене асӑрхани, вӗсене сума суни вара чӑннипех те савӑнтарать.
Ҫак кунсенче Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи харӑсах икӗ дояркӑна хисеплӗ ят пама йышӑннӑ. Ят-сума тивӗҫнисем — асӑннӑ тӑрӑхри «Красный партизан» коллективлӑ хуҫалӑх тата «Агрофирма Империя» тулли мар яваплӑ обществӑн ӗҫченӗсем.
«Красный партизан» колхозри Татьяна Васильева тата «Империя» агрофирмӑри Марина Степанова дояркӑсем «Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ.
«Хыпар» хаҫатӑн хыпарсен службин тишкерӳҫинче тӑрӑшакан Марина Тумалановӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
«Хыпар» издательство ҫуртӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Марина журналистикӑра 23 ҫул ӗҫлет. Асӑннӑ издательство ҫурчӗн «Чӑваш хӗрарӑмӗ», «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» хаҫатсенче корреспондентра тӑрӑшнӑ. Марина Тумаланова Чӑваш Енри Журналистсен союзӗн, Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх, Чӑваш Енӗн Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен, Раҫҫейӗн Цифра аталанӑвӗн, ҫыхӑнупа массӑллӑ коммуникацисен министерствисен Хисеп хучӗсене тивӗҫнӗ.
Николай Николаева тухтӑра «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Николай Станиславович Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрне ертсе пырать, асӑннӑ учреждение уҫнӑранпах тӗп врач пулса тӑрӑшать. Унсӑр пуҫне Николай Николаев Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ те.
Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче тӑван халӑхӑмӑрӑн патриархӗн Иван Яковлевӑн мӑнукӗн ывӑлӗпе тӗл пулу иртнӗ.
Владимир Павловӑн кукамӑшӗ Лидия Ивановна Яковлева (Некрасова) Иван Яковлевӑн хӗрӗ пулнӑ, вӑл 1906 ҫулта ҫуралнӑ. Владимир — Лидия Ивановнӑн хӗрӗн Екатеринӑн ывӑлӗ. Владимир 1940 ҫулта Мускавра ҫуралнӑ. Владимир Всеволодович — Раҫҫей тава тивӗҫлӗ арисчӗ, М.Н. Еромолова ячӗллӗ театрти ертсе пыракан актёрсенчен пӗри.
Паян пирӗн республикӑра Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине анлӑн уявлаҫҫӗ. Патриархӑмӑра сума суса Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ умӗнче лартнӑ палӑк умӗнче митинг иртнӗ.
Пухӑннисем умӗнче республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова тата ыттисем сӑмах тухса каланӑ. Министр паянхи кун Чӑваш Еншӗн ҫеҫ мар, республика тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсемшӗн те пысӑк уяв пулнине палӑртса хӑварнӑ.
Светлана Каликова Иван Яковлев халалне пысӑка хурса хакланӑ май вӑл чӑвашсемшӗн ҫеҫ мар, ытти наци ҫыннисемшӗн те пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине асӑнса хӑварнӑ.
Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Мария Ильичёва (Шуракӑш) (22.04.1948-03.12.2022) ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ.
Мария Фёдоровна Элӗк районӗнчи Прашкушкӑнь ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл — юрӑҫ, музыкант, хӑй тӗллӗн вӗреннӗ композитор, ӗҫпе тыл ветеранӗсен фольклор ансамблӗн ертӳҫи пулнӑ, Пӗтӗм чӑвашсен А. Канаш ячӗллӗ ҫамрӑксен премийӗн лауреачӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ наци премийӗн лауреачӗ.
Шупашкарти В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗн генеральнӑй директорне Михаил Резникова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ изобретателӗ» ят панӑ. Хушӑва еспублка Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
2018 ҫулта Михаил Резников «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена тивӗҫнӗччӗ. Йышӑнӑва ун чухнехи Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑччӗ.
Михаил Резников хӑй вӑхӑтӗнче республика Правительствинче те тӑрӑшнӑччӗ, унта вӑл вице-премьер пулчӗ, кайран транспорт министрӗнче тимлерӗ. Кайран каллех хӑйӗн унчченхи вырӑнне — Чапаев ячӗллӗ завода — куҫнӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |