Чӑваш Енри Мордва культура центрӗн председательне Владимир Седойкина «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗ алӑ пуснӑ документра «нацисем хушшинчи хутшӑнӑва ҫирӗплетессинче тата тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата обществӑри хастар ӗҫшӗн» тесе палӑртнӑ.
Владимир Павлович ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 75 ҫул тултарнӑ. Владимир Седойкин – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ, Чӑваш Патшалӑх Канашӗн иккӗмӗш созыври депутат, 2001-2005 ҫулсенче Пӑрачкав районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.
Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Ҫемен Элкер (1894-1966) ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине халалласа литература каҫӗ иртӗ. Ӑна Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗ йӗркелет. Литература каҫӗ 14 сехетре пуҫланӗ. Ҫав кунах музей «Ушкӑн ҫӑлтӑрӑн асли» курав уҫма палӑртать. Вӑл поэтӑн кӗнекисемпе тата сӑнӳкерчӗкӗсемпе паллаштарӗ.
Ҫемен Элкер 1894 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хальхи Йӗпреҫ муниципаллӑ округне кӗрекен Апакасси ялӗнче ҫуралнӑ. Вырӑнти пуҫламӑш шкулта учительте, каярах «Канаш» хаҫатра тата «Сунтал» журнлата, Чӑваш кӗнеке издательствинче илемлӗ литература енӗпе аслӑ редакторта тӑрӑшнӑ.
Ҫемен Элкер — поэт, прозаик, драматург, публицист.
Леонид Антонов поэт-агроном 85 ҫул тултарнине халалласа «Улӑп-2024: Эпир Улӑп йӑхӗнчен» вӑйӑ-конкурс ирттерме йышӑннӑ. Кун пирки «Контактра» халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ.
Унта хутшӑнакансен Леонид Антонов поэт-агроном ӑҫта тата хӑҫан ҫуралнине, пулас поэт ӑҫта-ӑҫта вӗреннине, вӑл мӗншӗн агроном профессине суйланине, сӑвӑ ҫырасси унӑн хӑҫан пуҫланнине, ун пирки: «Кунтан Есенин пулать», — тесе кам каланине, сӑвӑ ҫырма ӑна мӗн хавхалантарнине тата ыттине пӗлмелле.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарти трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Время первых» (чӑв. Пӗрремӗшсен вӑхӑчӗ) концерт иртнӗ. Ӑна пирӗн мухтавлӑ ентешӗмӗр Андриян Николаев лётчик-космонавт ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Ентешӗмӗр — тӗнчери виҫҫӗмӗш космонавт. Унӑн ячӗпе эпир тивӗҫлипе мӑнаҫланма пултаратпӑр. Вӑл орбитӑра скафандрсӑр пӗрремӗш хут ӗҫлесе пӑхнӑ, космосри ҫар сӑнавне хутшӑннӑ.
Концерта культура ҫуртӗнчи пултарулӑх коллективӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем космос, авиаци тата паттӑрлӑх ҫинчен юрланӑ. Илемлӗ ташӑ тата хореографи номерӗсем хатӗрленӗ. Программа хӑнисем те пулнӑ. Вӗсем — «Каприс» халӑх вокал ансамблӗ тата «Мадригал» халӑх академи камера хорӗ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артистне Василий Павлова уйӑхсерен патшалӑх пособине мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе парса тӑма йышӑннӑ. Ҫак укҫана Раҫҫей тата чӑваш халӑх артисчӗ «культурӑри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» тивӗҫнӗ.
Василий Павлов театр ӳнерӗнче 1967 ҫултанпа тӑрӑшать тесе пӗлтернӗ театрта. Малтан Чӑваш пукане театрӗнче ӗҫленӗ, 1971-2023 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫленӗ. Чылай ҫул вӑл театр труппине ертсе пынӑ. Халӗ вӑл тава тивӗҫлӗ канура.
Чӑваш Енри хореограф тава тивӗҫлӗ ят панӑ.
Культурӑра тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тара нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята «Этуаль» хореографи студийӗн халӑх коллективӗн ертӳҫине Наталья Волковӑна панӑ. Асӑннӑ коллектив «Трактор тӑвакансен культура керменӗ» халӑх пултарулӑхӗн республикӑри центрӗн тытӑмӗнче.
Наталья Федоровна вырӑс балет шкулӗн пуян эткерлӗхне упраса хӑварас тата сарас тӗллевпе нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫлет.
Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче тӗнчипе паллӑ космонавт, чӑваш ҫӗрӗн мухтавлӑ ывӑлӗ, Совет Союзӗн икӗ хут Геройӗ Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа анлӑ меоприяти иртнӗ. Унта пухӑннисем А.Г. Николаев лётчик-космонавтӑн мемориал комплексӗн куҫса ҫӳрекен космонавтика музейӗпе кӑсӑкланса паллашнӑ.
Культура ҫурчӗн сцени ҫинче «53-мӗш студия» шкулти театр студийӗн «Встретимся на орбите» ӗҫне кӑтартнӑ. Ӑна Шупашкарти 53-мӗш вӑтам шкулта вӗренекенсем хатӗрленӗ.
Ачасен ӗҫӗ чӑваш ҫӗрӗн мухтавлӗ ывӑлӗн ачалӑхӗпе, ӗмӗчӗ, пурнӑҫӗ ҫинчен каласа кӑтартать.
Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, 18 сехет те 30 минутра, Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче Тиля Хазанзун концертмейстер ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа концерт лартса парӗҫ. Унӑн ячӗ Чӑваш Енӗн профессилле музыка ӳнерӗнче ылтӑн саспаллипе ҫырӑнса юлӗ.
Тиля Хазанзун — Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн пӗрремӗш концертмейстерӗ тата Шупашкарти музыка училищин педагогӗ пулнӑ. Училищӗре вӑл концертмейстер класӗн тата камера ансамблӗн уйрӑмне йӗркелесе янӑ.
Ятлӑ-сумлӑ чӑваш композиторсем ӑна пӗрремӗш номерлӗ концертмейстер теме юатнӑ. Раҫҫейӗн Чӑваш радион фончӗсем валли хайлавсем ҫырса илнӗ чухне концертмейстер пулма яланах Тиля Хазанзуна шаннӑ.
«Музыкальное приношение» программӑна музыка училищин студенчӗсемпе преподавателӗсем хутшӑнӗҫ. Концертмейстерӑн тӑванӗсене те йыхравланӑ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Актуальные проблемы лексикографии, терминологии и теории перевода» (чӑв. Лексикографин, терминологин тата куҫару теорийӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсем) пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцине хутшӑннисен материалӗсен сборникӗ пичетленсе тухнӑ.
Асӑннӑ конференцие пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ирттернӗ. Ӑна паллӑ чӑваш лексиографӗ Михаил Скворцов ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Кӗнеке паллӑ учёнӑй эткерлӗхӗпе кӑсӑкланакансемшӗн кӑсӑклӑ пуласса шанаҫҫӗ. Кӑларӑма институтӑн ӑслӑлӑх вулавӑшӗнче (вӑл Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 29-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче вырнаҫнӑ) туянма пулать. Кӗнеке хакӗ — 287 тенкӗ.
Чӑваш Енри паллӑ ҫыравҫӑ, Чӑваш АССР тата Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Аркадий Лукин ҫуралнӑранпа паян, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 90 ҫул ҫитет. Ҫавна май Элӗкри тӗп вулавӑшра «Аркадий Лукин – чӑваш поэчӗ» поэзи сехечӗ иртнӗ. Аркадий Лукинӑн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе библиотека ӗҫченӗсем паллаштарнӑ. Уяв каҫӗнче ентешӗн сӑввисемпе чӑваш композиторӗсем хайланӑ юрӑсем те янӑранӑ.
Аркадий Лукин Элӗк районӗнчи Лутра Пакӑш ялӗнче 1934 ҫулхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Шкул пӗтерсен район хаҫатӗнче ӗҫленӗ. Тӗп комсомол шкулӗнче журналистика курсӗнче тата СССР Писательсен союзӗн Аслӑ литература курсӗнче вӗреннӗ. Унтан Чӑваш кӗнеке издательствинче консультантра тата аслӑ редакторта, «Тӑван Атӑл» тата «Ялав» журналсенче ӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |