Иртнӗ эрнекун, авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри темиҫе ҫынна патшалӑх наградисемпе чыслама йышӑннӑ. Вӗсен йышӗнче сывлӑх сыхлав отраслӗнче тӑрӑшакансем те, ҫӑлавҫӑ та, промышленноҫра вӑй хуракансем те пур.
«Чӑваш Республикин промышленноҫӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ 6 ҫынтан тӑваттӑшӗ Шупашкарти электроаппаратура заводӗнче тӑрӑшать. Ҫав йышра — пурлӑхпа техника снабженийӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Ирина Ландарь, станоксемпе слесарь ӗҫӗсен контролёрӗ Валентина Макарова, планпа диспетчер пайӗн бюро пуҫлӑхӗ Тамаа Семёнова, изделисемпе инструментсен комплектовщикӗ Тамара Сергеева.
Чӑваш Республикин Ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ чӑваш халӑх писателӗпе Михаил Юхмапа воркшоп (акӑлчан чӗлхинчен чӑвашла куҫарсан ҫак сӑмаха «вӗрентӳ» тесе ӑнланма пулать) ирттернӗ.
Тӗлпулӑва «АнимаТус» мультстуди видеоҫыхӑну мелӗпе Ҫӗнӗ Шупашкарти вулавӑшра, Пӑрачкав районӗнчи тӗп вулавӑшра, Канашри вулавӑшра трансляциленӗ.
Вулавӑшра пӗлтернӗ тӑрӑх, Юхма Мишши — писатель, драматург, Пӗтӗм чӑвашсен культура центрӗн президенчӗ, Чӑваш ҫыравҫисен союзӗн правленийӗн председателӗ; Чӑваш Республикин, Мари Элӗн, Тутарстанӑн тата Удмурт Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Вӑл тӗнчери литература премийӗсене (ҫав шутра А. Фадеев, В. Пикуль, К. Симонов, М. Шолохов ячӗллӗ премисене) тивӗҫнӗ. Ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши премине Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Эдурад Бахимисова пама йышшӑни пирки эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Сумлӑ списока тата тепӗр ҫын лекнӗ. Вӑл – Звениговӑри аш-какай комбинаначӗн генеральнӑй директорӗ Иван Казанков.
Чӑваш Республикинчи Ҫеҫпӗл Мишши фончӗн директорӗ Валери Туркай пӗлтернӗ тӑрӑх, Иван Ивановича та премие «чӑваш халӑхӗн авалхи йӑли-йӗркине упраса хӑварасишӗн ырми-канми ӗҫленӗшӗн, Тутарстанри Сиктӗрме ялӗн сӑн-сӑпатне тӗпрен ҫӗнетсе илемлетес ӗҫе уйрӑмах пысӑк тӳпе хывнӑшӑн» парас тенӗ.
Иван Казанков 1942 ҫулта Тутарстанри Сиктӗрме ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш. Хусанти Бауман ячӗллӗ Ветеринари институтне вӗренсе пӗтернӗ. Вӑл РФ Патшалӑх Думин депутачӗ те пулнӑ.
Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Эдуард Бахмисова 2022 ҫулшӑн Халӑхсем хушшинчи Ҫеҫпӗл Мишши премине пама йышӑннӑ. Аса илтерер, фонд ертӳҫи — Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай.
Эдуард Константиновича Ҫеҫпӗл Мишши премине пама йышӑннин сӑлтавӗ — «чӑваш халӑхӗн авалхи йӑли-йӗркине упраса хӑварассишӗн ӗҫлени, Тутарстанри Сиктӗрме ялӗн сӑн-сӑпатне тӗпрен ҫӗнетсе илемлетес ӗҫе уйрӑмах пысӑк тӳпе хывни».
Эдуард Бахмисов 1949 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Тури Чакӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Хусанти пединститутра пӗлӳ илнӗ. Пӗр вӑхӑт Тутарстанри шкулсенче ачасене географи вӗрентнӗ.
1990 ҫулта ӑна К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗн директорӗ пулма йыхравланӑ, 1994 ҫулта Чӑваш наци музейӗн директорӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Эдуард Бахмисов Шупашкарти Сӑра музейне тата Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейсене уҫассипе нумай ӗҫленӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институтӗнче директор ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.
Чӑваш Енре Раҫҫейӗн спорт мастерӗсен шучӗ йышланнӑ. Ҫак йышра — пирӗн республикӑри тепӗр ҫичӗ спортсмен.
Раҫҫейӗн спорт мастерӗ ята спортӑн ултӑ енне суйласа илнӗ 7 маттур тивӗҫнӗ. Списокра — Виктория Жилина (ҫӑмӑл атлетика), Вероника Григорьева, Анастасия Чернова (мас-рестлинг), Никита Александров (самбо), Никита Васильев (спорт аэробики), Юлия Кириллова (спорт кӗрешӗвӗ), Ксения Пушкина (спорт гимнастики).
«Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн больници» хысна учрежденийӗн виҫӗ тухтӑрне Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев патшалӑх наградисемпе чыслама йышӑннӑ.
«Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ врачӗ» ята нейрохирурги пайӗн заведующине Леонид Овечкин нейрохирурга, 1-мӗш гинекологи уйрӑмӗн заведующине Михаил Щепелев акушер-гинеколога панӑ. Неврологи уйрӑмӗн аслӑ медсестри Тамара Филипчик «Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ.
Ҫурла уйӑхӗн иккӗмӗш вырсарникунӗнче пирӗн ҫӗршывра Строительсен кунне уявлаҫҫӗ. Ҫавӑн умӗн республика шайӗнче уяв ирттереҫҫӗ. Унта Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ строительсене — организацисене ертсе пыракансенчен пуҫласа палтниксене таранах — чыслаҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче республика Элтеперӗ Олег Николаев темиҫе ҫынна патшалӑх наградисемпе чыслама йышӑннӑ. «Отделфинстрой» специализациленнӗ застройщикӑн директорне Александр Черкунова Чӑваш Республикин Хисеп грамотине пама палӑртнӑ. 15 ҫын «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ» ята тивӗҫнӗ. Вӗсен йышӗнче — Шупашкарти 29-мӗш строительство управленийӗнчи Николай Рыбаков тата Шупашкарти 7-мӗш стройтрестри Сергей Скворцов платниксем.
Паян Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче мухтавлӑ чӑваш ывӑлӗ, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта ҫуралса ӳссе тӗнче уҫлӑхне парӑнтарнӑ Андриян Николаев космоса вӗҫнӗренпе 60 ҫул ҫитнӗ ятпа савӑнӑҫлӑ мероприяти иртрӗ.
Андриян Николаев — икӗ хут Совет Союзӗн Геройӗ, авиацин генерал-майорӗ. Чӑваш Енре паян сумлӑ ҫынсем чылай пухӑннӑ.
Паллӑ кунпа Пӗтӗм тӗнчери космос станцийӗнчи космонавтсем: Олег Артемьев, Денис Матвеев, Сергей Корсаков — видеосалам ҫитерчӗҫ. Савӑнӑҫлӑ мероприятире Андриян Николаевӑн юратнӑ юррине, «Вӗҫ, вӗҫ, куккук» юрра, «ARTICLE» вокал ушкӑнӗ юрларӗ. Андриян Николавӑн амӑшӗн хӑй вӑхӑтӗнче ывӑлӗ ячӗпе каланӑ сӑмаха ҫырса илнине те итлеме май килчӗ.
Морис Яклашкин дирижёр паян, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 75 ҫул тултарать. Вӑл Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин дирижёрӗнче ӗҫлет.
Морис Николаевич Тӑвай районӗнчи Чутей ялӗнче ҫуралнӑ. Канашри педагогика училищинче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн музыкӑпа педагогика факультетӗнче, Горький хулинчи М.И.Глинка ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗн дирижерпа хор факультетӗнче вӗреннӗ.
«Тутарсен симфони оркестрӗ пур. Эпир мӗнпе кая текен шухӑш Чӑваш патшалӑх телерадиокомпани хорӗнче ӗҫленӗ чухнех мана канӑҫ памастчӗ. Моцарт, Бах, Чайковский, Рахманинов, Римский-Корсаков тата ытти классик хайлавӗсене юрлаймастӑмӑрччӗ. 2000 ҫулта республика правительствине симфони оркестрӗ йӗркелеме пулӑшма ыйтрӑм. Пулӑшрӗҫ», — аса илнӗ вӑл интервьюсенчен пӗринче.
Морис Яклашкин — Чӑваш АССРӑн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни.
Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗ умӗн хулан хисеплӗ ҫыннине палӑртасси йӑлана кӗнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: кӑҫал ку ята тивӗҫессишӗн 3 ҫын: Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр завочӗн тӗп директорӗ Елена Бадаева, Чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кипеч, «Отделфинстрой» строительство организацийӗн тӗп директорӗ Александр Черкунов — кӗрешнӗ. Сасӑлава «Уҫӑ хула» порталта йӗркеленӗ.
Сасӑлава 7 594 ҫын хутшӑннӑ, вӗсенчен 5 297-шӗ Елена Бадаевашан. Анатолий Кипеч иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, Александр Черкунов — виҫҫӗмӗш.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |