Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: хисеп

Персона
«Хыпар» издательство ҫурчӗн сӑнӳкерчӗкӗ
«Хыпар» издательство ҫурчӗн сӑнӳкерчӗкӗ

«Хыпар» издательство ҫурчӗн ӗҫченне Ирина Клоементьевӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят пама йышӑнна. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян алӑ пуснӑ.

Ирина Клементьева – РФ Журналистсен союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн стипендине икӗ хутчен тивӗҫнӗ, Чӑваш енри журналистсен союзӗн Ҫемен Элкер ячӗллӗ тата Леонид Ильин ячӗллӗ премийӗсен лауреачӗ.

«Хыпар» издательство ҫуртӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «издательство ҫурчӗн шеф-редакторӗ Ирина Николаевна – хаҫат ӗҫне чунпа парӑннӑ ҫын. Вӑл кунта 2000 ҫултанпа ӗҫлет: «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат корреспонденчӗ, «Хыпар» хаҫат тишкерӳҫи пулнӑ, 2021 ҫултанпа – шеф-редактор».

Ирина Клементьева Чӑваш патшалах унивреистетӗнчен вӗренсе тухнӑранпах «Хыпарта» ӗҫлет. «Хӑйӗн статйисенче политика, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх, ял аталанӑвӗн ыйтӑвӗсене ытларах хускатать. Унӑн тӗпчевӗсем тӗрлӗ шайри конкурссенче мала тухаҫҫӗ. Паян вӑл «Хыпар» хаҫат содержани тӗлӗшӗнчен пуян та тулли пултӑр тесе тӑрӑшать. Ӗҫтешӗмӗр ҫакӑн пек пысӑк чыса тивӗҫнӗшӗн эпир, «Хыпар» издательство ҫурчӗн коллективӗ, чунтан савӑнатпӑр», — тенӗ издательство ҫурчӗн директорӗ - тӗп редакторӗ Дмитрий Моисеев.

Малалла...

 

Персона
www.tek-all.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.tek-all.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарти «Группа Оргсинтез» тулли мар явалӑ обществӑн генеральнӑй директорне Сергей Мерзлякова Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Ӑна республикӑн промышленноҫне аталантарма тӳпе хывнӑшӑн ҫавӑн пек хавхалантарас тенӗ.

Сергей Владимирович 1971 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Тӗмен хулинче ҫуралнӑ. Унти индустри институтӗнчен «автоматика тата техника тытӑмӗсен управленийӗ» енӗпе вӗренсе тухнӑ, 1997 ҫулта вӑл Самар хулинчи экономика академине вӗренсе пӗтернӗ, унта финанспа кредит енӗпе пӗлӳ илнӗ, 2000 ҫулта вара экономика енӗпе диссертаци хӳтӗленӗ. Ун хыҫҫӑн татах вӗреннӗ. 2006 ҫулта Мускаври Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ.

Тӗрлӗ хулара тӗрлӗ должноҫре тӑрӑшнӑ.

 

Культура
respublika21.ru сайтран илне сӑнӳкерчӗк
respublika21.ru сайтран илне сӑнӳкерчӗк

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн сцена ӑстине, оркестр артистне, Марианна Архиповӑна, «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят панӑ.

Марианна Германовна – скрипка ӑсти. Вӑл Шупашкарти Ф.П. Павло ячӗллӗ музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ. Кайран ӑсталӑхне Хусанти консерваторире туптанӑ. Унта унӑн вӗрентекенӗсем Георгий Ходжаев тата Борис Каплун пулнӑ.

 

Культура

Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисткине Ольга Кирилловӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят панӑ.

Ольга Вениаминовна – Пӗтӗм тӗнчери тата Пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреачӗ. Ӗҫтешӗсем тата куракансем ӑна илемлӗ сассишӗн, хӑйне сцена ҫинче тытма пӗлнишӗн юратаҫҫӗ. Артист, тӗпрен илсен, чӑваш композиторӗсен-классикӗсен хайлавӗсене шӑранатрать. Хальхи вӑхӑтри авторсенчен вӑл Ю. Жуковпа, Ю. Кудаковпа, Ю. Петуховпа, А. Павловпа килӗштерсе ӗҫлет.

 

Культура
vk.com/idhypar сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/idhypar сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн министерствин коллегийӗ массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тата полиграфи отраслӗнче тӑрӑшакансене чысланинчен пуҫланнӑ.

Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе Етӗрне районӗнчи «Ӗҫ ялавӗ» хаҫатӑн тӗп редакторне Лилия Петровӑна чысланӑ, «Хыпар» издательство ҫурчӗн дизайнерне Марина Ивановӑна Чӑваш Республикин Элтеперӗн Тав хучӗпе хавхалантарнӑ.

«Канаш» райхаҫат корреспонденчӗ Василий Лапин Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ пулса тӑнӑ. «Чӑваш Ен» издательствӑпа полиграфи комплексӗн переплётчикне Геннадий Захарова «Чӑваш Республикин промышленноҫӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ.

Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн министерствин Хисеп грамотисене маларах асӑннӑ издательство ҫурчӗн ача-пӑча кӑларӑмӗсен редакцийӗн редакторне Елена Атамановӑна тата «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» корреспондентне Ирина Ивановӑна панӑ. Тата темиҫе ҫынна ведомствӑн министрӗн Тав хучӗпе савӑнтарнӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче укҫа-тенке е тивӗҫсене пула хирӗҫӳ тухма пултарать. Анчах эсир компромисс тупма пултаратӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче тӑкакланас хӑрушлӑх ӳсет, ҫавӑнпа пысӑк япаласем туянма ан васкӑр.

Юпа, 22

1873
153
Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1922
104
Афанасьев Егор Афанасьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1955
71
Данилов Анатолий Порфирьевич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1975
51
Горский Семён Петрович, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй