Паянхи ир тӗлне Чӑваш Енре 22 пин ҫын ҫутӑсӑр пулнине пӗлтернӗ. Аса илтерер: ӗнер вӑйлӑ ҫил ҫурт тӑррисене сӳнӗ, йывӑҫсене тӳнтернӗ.
Хальхи вӑхӑтра 8 муниципалитетри хӑш-пӗр ялта ҫутӑ ҫук. Пӗтӗмпе 9 пин ҫуртра /вӗсенче 22 пин ҫын пурӑнать/ электроэнерги пӗтнӗ. Кунсӑр пуҫне социаллӑ тытӑмри 30 объектра ҫутӑ ҫук. Хальхи вӑхӑтра бригадӑсем ӗҫлеҫҫӗ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра япӑх ҫанталӑк мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине шутлӗҫ.
Ӗнер ЧР Элтеперӗ Олег Николаев республикӑра пушара хирӗҫ режима пӑрахӑҫлани пирки хушу алӑ пуснӑ. Ҫапла документ юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вӑя кӗнӗ.
Аса илтерер: пушара хирӗҫ режим пирӗн республикӑра ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнченпе вӑйра пулнӑ. Пӗлтӗр вӑл акан 15-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 17-мӗшӗччен пулнӑ.
Республика влаҫӗ муниципалитетсенче те пушара хирӗҫ режима пӑрахӑҫлама сӗннӗ.
Сӗнтӗрвӑрри тата Куславкка муниципаллӑ округсем ҫак пулӑма тахҫантанпах кӗтнӗ. Икӗ округа ҫыхӑнтаракан ҫула тинех уҫнӑ.
Эппин, халӗ ҫак икӗ муниципаллӑ округра пурӑнакансем ҫул ҫинче 1,5 сехет таран сахалрах ирттерме пултараҫҫӗ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, республикӑра хытӑ сий сарман ҫулсене, асфальт ҫула ҫыхӑнтаракансене, пӗтерме тӑрӑшаҫҫӗ. Тепрехинче Элӗк тата Хӗрлӗ Чутай округӗсенчи 3,5 ҫухрӑм тӑршшӗ ҫула асфальт сарасшӑн. Унашкаллисем Вӑрнар, Красноармейски, Йӗпреҫ, Пӑрачкав округӗсенче те пур.
Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑ паттӑрсене асӑнмалли кун, Куславкка муниципаллӑ округӗнче «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» асӑну комплексӗнче музей уҫӗҫ.
Музейра мультимедийлӑ экспозици пулмалла. Ӑна туянмашкӑн Чӑваш наци музейне субсиди уйӑрса панӑ.
Аса илтерер: ку асӑну комплексне 2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫнӑ. Олег Николаев Элтепер каланӑ тӑрӑх, ӑна тума 300 миллион тенкӗ кайнӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енри виҫӗ кинемей 100 ҫул тултарнӑ.
Вӗсенчен иккӗшӗ, Анна Иванова тата Мария Кручинина, Шупашкарта пурӑнаҫҫӗ, Шемсия Сафина — Патӑрьел муниципаллӑ округӗнчен.
Вӑрҫӑ ҫулӗсенче Мария Христофоровна тата Шемсия Алиулловна фронтра ӗҫленӗ, аслӑ Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ. Анна Титовна II Прибалтика фронтӗнче ҫарта пулнӑ.
Анна Иванова вӑрҫӑ ҫулӗсенче телейлӗ те вӑрӑм ӗмӗр пирки ӗмӗтленнӗ. Халӗ вара вӑл ҫынсене кӳрентерес марччӗ тесе пурӑнать.
Кинемейсене Телеграмри хӑйӗн каналӗнче республика Элтеперӗ Олег Николаев саламланӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ ют ҫӗшыв журналисчӗсемпе тӗл пулнӑ, вӗсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ.
Республика ертӳҫи Олег Николаев Телеграмра хыпарланӑ тӑрӑх, вӑл
Армени, Беларуҫ, Вьетнам, Казахстан тата Таджикистан журналисчӗсемпе курса калаҫнӑ. Ют ҫӗршыври массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсен пресс-турне пирӗн тӑрӑхра пуҫласа йӗркеленӗ.
Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен ют ҫӗршывсемпе килӗштерсе ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ тата тата хутшӑнусене аталантарса пырасси пирки калаҫнӑ.
Чӑваш Ен, сӑмахран, Раҫҫейпе Беларуҫ туса кӑларакан троллейбуссене туянать, Вьетнама чӑваш сӑрине ӑсатасшӑн.
Хӑнасене республика культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштарнӑ, унӑн экономика, промышленность тата туризм вӑй-хӑвачӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Маклашки ялӗнче пурӑнакансене ҫул ыйтӑвӗ пӑшӑрхантарать. Вӗсем ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ирттернӗ тӳрӗ линие те ку ыйтӑва янӑ.
Ыйтӑва айккине сирсе хӑварман. Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗ ҫак ҫула 2024 ҫулӑн пӗрремӗш ҫурринче юсассине пӗлтернӗ. Проектпа смета документацине хатӗрлеҫҫӗ. Палӑртмалла: ҫул 1,6 ҫухрӑм тӑршшӗ.
Сӑмах май, тӳрӗ линие сӗнтӗрвӑррисенчен 55 ыйту килнӗ. Вӗсенчен 30 ытларахӑшӗ Маклашки ҫулӗпе ҫыхӑннӑ.
Паян — ял хуҫалӑхӗчен тата тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенсен професси уявӗ. Ҫав ятпа вӗсене республика Элтеперӗ Олег Николаев саламланӑ.
«Сирӗн ӗҫӗр – професси кӑна мар, вӑл эсир хӑвӑр валли юратса суйласа илнӗ пурнӑҫ йӗрки те. Агропромышленноҫ комплексӗнче ӗҫлеме иксӗлми вӑй-хал, яваплӑхпа тӑрӑшулӑх кирлӗ. Чӑваш Ен апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессишӗн 20 пине яхӑн ҫын ырми-канми вӑй хурать.
Ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем ҫӗр пулӑхлӑхне ӳстерессишӗн ҫине тӑраҫҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетеҫҫӗ, пысӑк тухӑҫ туса илеҫҫӗ, ҫапла майпа Чӑваш Енре тата Раҫҫейӗн ытти регионӗсенче пурӑнакансене пахалӑхлӑ та усӑллӑ апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтереҫҫӗ. Тирпейлекен предприятисем вара регион экономикине аталантарма, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме тата ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатма пулӑшаҫҫӗ», — тенӗ саламра.
Паян Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре 400 яхӑн ҫын тӑрса «Путин» тесе ҫырнӑ, чӗре «ӳкернӗ». Ҫапла Чӑваш Ен РФ Президентне Владимир Путина ҫуралнӑ кунпа саламланӑ.
Мӗнле саламланине видео ӳкернӗ, ӑна ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев телеграм-каналӗнче вырнаҫтарнӑ.
Владимир Владимирович паян 71 ҫул тултарнӑ. Вӑл 1952 ҫулхи юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Ленинградра ҫуралнӑ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев тата РФ вӗренӳ министрӗ Валерий Фальков Сӗнтӗрвӑрри хулинче экологи тата ҫутҫанталӑк колледжне уҫассине сӳтсе явнӑ.
Пирӗн республикӑри тӳре-шара ӑна Атӑлҫи патшалӑх техника университечӗн филиалӗ ҫумӗнче уҫма сӗннӗ. Ҫак аслӑ шкул хальхи вӑхӑтра ӗҫлемест. Анчах унта занятисем ирттерме аудиторисем, мастерскойсем пур.
Элтепер колледжа уҫассине сӳтсе явнӑ чухне вӑрман хуҫалӑхӗнче, экологи тытӑмӗнче специалистсем кирлине палӑртнӑ. Колледжа уҫсан ӑна Андриян Николаев летчик-космонавтӑн ятне парасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |