Ӗнер Вӑрнар округӗнче Чӑваш Ен Правительствин кунӗ иртнӗ. Республика Элтеперӗ ӗҫлӗ ҫулҫӳреврен таврӑннӑ хыҫҫӑн округра ҫитес вӑхӑтра шӑнтнӑ фри ҫӗрулми кӑларма тытӑнассине пӗлтернӗ.
Сӑмах май, ҫулталӑк ҫурӑ каялла чипс кӑларма тытӑннӑ, Комсомольски округӗнче темиҫе ҫул каялла ҫӗрулмине типӗтме пуҫланӑ.
Палӑртмалла: хальхи вӑхӑтра Вӑрнар округӗнче 13 инвестици проектне пурнӑҫлама хатӗрленеҫҫӗ. Пӗтӗмпе – 2,3 миллиард тенкӗлӗх.