
Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн малашне ҫӗнӗ пулӑшуҫӑ пулӗ. Кун пирки Олег Алексеевич халӑх тетелӗсенчи хӑйӗн страницисенче пӗлтернӗ.
Ку тивӗҫе Элтепер Наталия Воскресенскаяна шаннӑ. Наталия Валерьевна республикӑра «Кадрсем» наци проектне мӗнле пурнӑҫланине тӗрӗслесе тӑраканни пулӗ.
Палӑртса хӑварар: Наталия Воскресенская 2002 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн экономика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Хальччен вӑл ЧПУра хушма пӗлӳ паракан центр пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Вӑл – экономика ӑслӑлӑхсен кандидачӗ тата РФ Вӗренӳ министерствин Социоцентрӗн опытлӑ эксперчӗ.

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ялсене аталантарасси пирки хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, ял ҫыннисен хулари пек пурӑнмалли майсем пулмалла. «Ку вӑл пирӗн инвестици меслечӗ: ҫын хӑйне меллӗ тата шанчӑклӑ туймалли, мегаполисри мӗнпур сервиссемпе усӑ курмалли, ҫав хушӑрах ялти пурнӑҫӑн мӗнпур лайӑх енӗсене сыхласа хӑвармалли тавралӑха йӗркелесси. Ҫак ӗҫе технологи тата республикӑри кашни ҫыншӑн уйрӑм майсем туса парассине тӗпе хурса малалла тӑсӑпӑр», — тенӗ вӑл.
Ҫак тӗллевпе килӗшӳллӗн «Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси» программа пурнӑҫланать. Унпа килӗшӳллӗн ялсенче культура ҫурчӗсемпе шкулсене юсанӑ. Ҫӗнӗ оборудовани илсе панӑ. Ҫавӑн пекех спортпа туслӑ пулмашкӑн футбол тата хоккей вылямалли вырӑнсем йӗркеленӗ.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак программа валли 2025 ҫулта 2,6 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ пулнӑ. 2026 ҫул валли вара калӑпӑш 3,1 миллиард тенке ҫитнӗ.
Программа ял ҫыннисене пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянма та пулӑшать. Пӗлтӗр 12 ҫемье ҫурт лартма укҫа илнӗ. Тата 31 ҫын ҫӑмӑл ял ипотекипе усӑ курнӑ.
Ял ҫыннисем хӑйсем те айккинче тӑмаҫҫӗ, ялсене илемлетме хутшӑнаҫҫӗ.

Чӑваш халӑх артистки Августа Уляндина орден медальне тивӗҫнӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев МАХри хӑйӗн каналӗнче пӗлтернӗ.
Республика ертӳҫисем артисткӑн юбилей концертӗнче пулнӑ иккен.
Августа Уляндина — ӑста юрӑҫ, педагог, пултаруллӑ композитор, вӑл «Ярды» ушкӑна йӗркелесе янӑ.
Ӑна Элтепер «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.

Улатӑрти Гороховсем «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» ордена тивӗҫнӗ. Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.
Ольгӑпа Сергей Гороховсем 20 ҫул ытла пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсен 5 ывӑлпа 5 хӗр ҫитӗнет. Сергей — диакон. Аслӑ ывӑлӗ Павел та унӑн ҫулӗпе кайнӑ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Гороховсене ордена тивӗҫнӗ ятпа саламланӑ.

Паян ирхине Шупашкара тата Шупашкар округӗнчи Явӑша беспилотниксем вӗҫсе килнӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн телеграм-каналӗнче малтанах 2 беспилотник пирки хыпарланӑ. 7 сехет иртсен тӗп хулари ҫӗнӗ кӑнтӑр районне тепре вӗҫсе килнине пӗлтернӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, аманнисем ҫук.
Вырӑнта ятарлӑ службӑсем ӗҫлеҫҫӗ. Хальлӗхе хӑрушлӑх режимне пӑрахӑҫламан, асӑрханмалла.

Чӑваш Енри аграрисем ҫурхи ӗҫсене хатӗрленеҫҫӗ. Ку ыйтӑва Чӑваш Республикин Элтеперӗпе иртнӗ планеркӑра сӳтсе явнӑ.
Аграрисем сезона пуш уйӑхӗн иккӗмӗш декадинче пуҫӑнасшӑн, акана вара ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тухасшӑн.
Кӑҫал ял хуҫалӑх культурисене 542,7 гектар ҫинче акма палӑртнӑ. Ҫурри ытла – 281 гектар – тыр-пул. Аграрисене ака ӗҫӗсене ирттерме 3,8 млрд тенкӗ кирлӗ.

«Ҫыхӑнура» форумра Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн курткине сӳтсе яваҫҫӗ. Сӑмах салтаксем патне гуманитари пулӑшӑвӗ (25 кубла метр вутӑ) ӑсатнӑ чухне республика ертӳҫи тӑхӑннӑ ҫипуҫ пирки пырать.
Элтепер куртки Италире туса кӑларакан «Morris-L» моделе аса илтерет-мӗн. Ун пек куртка 300 пин тенкӗ ытла тӑрать иккен.

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашне Ҫырупа халех тухмӗ. Кун пирки вӑл ӗнер иртнӗ пресс-конференцире пӗлтернӗ.
«Эпир кӑҫал Ҫырӑва куҫарма, унпа, ытти чылай регион пекех, ҫитес ҫул валли бюджет йышӑннӑ чухне паллаштарма шухӑшларӑмӑр», — тенӗ Олег Алексеевич. Вӑл ку ыйтӑва депутатсемпе сӳтсе явнине палӑртнӑ.
Сӑмах май, республика бюджетне ытларах чухне чӳк-раштав уйӑхӗсенче сӳтсе явса йышӑнаҫҫӗ.

Паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пресс-конференци ирттерессине пӗлтернӗччӗ. Вӑл 11 сехетре пуҫланнӑ те 2 сехет ытла тӑсӑлнӑ.
Пресс-конференцие 50 ытла журналист, блогер тата медиацентрсен представителӗсем хутшӑннӑ. Олег Алексеевич 30 ытла ыйтӑва хуравланӑ. Вӗсем экономика аталанӑвӗпе, услампа, ял хуҫалӑхӗпе, сывлӑх сыхлавӗпе, туризмпа, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшассипе тата ыттипе ҫыхӑннӑ.

Ыран, нарӑсӑн 5-мӗшӗнче, 11 сехетре ЧР Элтеперӗ пысӑк пресс-конференци ирттерӗ. Тӗп ыйтусене сӳтсе явӗҫ: республика аталанӑвӗ, пуласлӑх планӗсем...
Аса илтеретпӗр: пресс-конференцие регион тата федераци журналисчӗсене кӑна мар, шкул тата студент медиацентрӗсен хастарӗсене те чӗннӗ. Трансляцие Элтеперӗн «Контактри» страницинче, Наци телекуравӗпе курма, Наци радиовӗпе итлеме пулать.
