Fujikura ҫитес темиҫе уйӑхра Шупашкарти производство участокне хупасси планра пурри пирки пӗлтернӗ. Евро хӑпарнине, автомобиль пасарӗнче туянасси чакнине пула ку йышӑнӑва тунӑ.
Компани ертӳлӗхӗ ӗҫченсене савут хупӑнасси пирки пӗлтернӗ ӗнтӗ. Ӗҫпе тивӗҫтерекен органсене те кун пирки систернӗ: ӗҫсӗр юлакансене ҫӗннине тупма пулӑшмалла-ҫке-ха.
Комапни ӗҫченсене виҫӗ уйӑх шалӑвӗ чухлӗ пособи тӳлӗ. Кунсӑр пуҫне ЧР Ӗҫлев министерстви предприятире консультаци пункчӗ йӗркелӗ, вакансисен ярмӑрккине ирттерӗ, центр специалисчӗсем ӗҫсӗр юлнӑ ҫынсене уйрӑммӑн йышӑнӗҫ. Савутра вӑй хунисене ытти енӗпе те пулӑшӗҫ.
Ӗҫпе тивӗҫтерекен органсем кашнине виҫӗ вакансирен кая мар сӗнме хатӗр.
Чӑваш Енре пурӑнакансемпе ӗҫлекенсем кӑҫалхи ҫур ҫулта уйӑхсерен вӑтамран 25 пин те 547 тенкӗ те 80 пус ӗҫлесе илнӗ. Пӗлтӗрхи кӑрлач-уйӑхӗсенчинчен ҫак цифра 10,7 процент ӳснӗ.
Маларах эпир асӑннӑ цифра — номиналлӑ ӗҫ укҫи. Ҫав вӑхӑтрах чӑн-чӑн (вырӑсла ӑна реальная теҫҫӗ) ӗҫ укҫи текен ӑнлав та пур. Вӑл вара — шалупа мӗн чухлӗ тавар туянма май панине кӑтартакан цифра. Ӑна палӑртнӑ чухне инфляци шайне шута илеҫҫӗ. Чӑн-чӑн ӗҫ укҫин шайӗ кӑҫалхи ҫур ҫулта пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 9,3 процент ӳснӗ. Сӑмах май, Раҫҫейре те ку шай ҫавӑн пекрех: ҫӗршывра чӑн-чӑн шалу 9,1 процент пысӑкланнӑ.
Ҫак цифрӑсене паян иртнӗ Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче Иван Моторин премьер-министр асӑнса хӑварчӗ.
Вӗрентекенсен шалӑвӗ енчен пирӗн республика Раҫҫейри пӗчӗк укҫаллӑ регионсен шутӗнче. Пирӗн патри педагогсен ӗҫ укҫи уйӑхне вӑтамран 15 пин те 666 тенке ларать. Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн эксперчӗсемпе «Национальные ресурсы образования» (чӑв. Вӗрентӗвӗн наци ресурсӗсем) мониторинг тунӑ та, пирӗн республикӑри вӗрентекенсен шалӑвӗ пӗчӗкки палӑрнӑ.
Шкулти педагогсен чӑн шалӑвӗ Раҫҫейӗн статистика органӗсем пӗлтернинчен пӗчӗкрех-мӗн. Пӗчӗк шалуллӑ Раҫҫейри регионсем шутӗнче Ингушети (унти вӗрентекенсен вӑтам шалӑвӗ 13 471 тенкӗпе танлашать), Дагестан (14 503 тенкӗ), Мари Эл (14 647 тенкӗ), Адыгей (15 825 тенкӗ), Чӑваш Ен (15 666 тенкӗ). Ҫак цифрӑсене vpgazeta.ru сайтра пӗлтернӗ.
Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ЧР Арбитраж судӗнче «Чӑвашавтотранса» панркрута кӑларас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ. Предприятие панкрут тесе палӑртсан 805 ҫын ӗҫсӗр тӑрса юлма пултарать.
ЧР Транспорт министестви пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ унта 650-а яхӑн ҫын вӑхӑтлӑх ӗҫлемест. Панкрута тухсан вӗсен кулянмалла мар пек: кашнине сахалтан та 3 ваканси сӗнме пултараҫҫӗ. Ку тӗлӗшпе ведомство мероприятисен планне хатӗрленӗ.
Палӑртмалла, республикӑра вакансисен базинче 19 пин ытла ваканси пур: 745 водитель, 692 слесарь, 113 кондуктор кирлӗ. Шалӑвӗсене те пӗчӗкех кӑтартман.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа «Чӑвашавтотрансри» 43 ҫын ӗҫпе тивӗҫтерекен службӑран пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсенчен 18-шне ӗҫ тупса панӑ, 7-шӗ професси пӗлӗве илет, 11-шӗ ӗҫсӗррисен шутӗнче тӑрать.
Паян, утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш Енри сакӑр районта «Чӑвашавтотранс» автобусӗсем ҫула тухмӗҫ. Кун пирки предприяти вокзалсен хуҫине — «АвтоВАС» акционерсен уҫӑ обществине — асӑрхаттарнӑ. Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче шӑрҫаланӑ ҫырӑва вӑл Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине те ӑсатнӑ.
«Чӑвашавтотрансӑн» автобусӗсем хӑш-пӗр хулара ҫӳреме пӑрахассине ведомство хӑйӗн сайтӗнче ӗнер пӗлтернине тӗпе хурса ку хыпара Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ-ха.
Министерство асӑннӑ хуласенче (Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Куславкка, Ҫӗмӗрле) ҫеҫ мар, районсенче те предприяти автобусӗсем ҫӳремӗҫ иккен. Маларах асӑннӑ ҫырупа Александр Белов журналист паллаштарнӑ. Сакӑр районта пассажирсене пачах та турттарма пӑрахассине систернӗ вӑл. Унта сӑмах Улатӑр, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсем пирки пырать. Чи пысӑк йывӑрлӑх — вӗсенче урӑх перевозчиксем ҫукки.
Автобуссене ҫӳретме пӑрахнине «Чӑвашавтотранс» ҫунтармалли-сӗрмелли материалсем тата транспортра цифра тахографӗсем ҫуккипе сӑлтавланӑ.
Муркаш районӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Лучшее муниципальное образование России в сфере управления общественными финансами» (чӑв. Халӑх укҫи-тенкипе хуҫаланассипе Раҫҫейри чи лайӑх муниципалитет) XI конкурсра виҫҫӗмӗш степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ.
Кӑҫалхи конкурса ҫӗршывӑн 59 регионӗнчен 229 заявка тӑратнӑ. Вӗсенчен 104-шӗ хуласенчен ҫитнӗ, 125-шӗ — районсенчен.
Конкурса хутшӑнакансене 69 енпе хакланӑ тесе пӗлтереҫҫӗ Муркаш район администрацийӗн пресс-службинче. Ҫав шутра — хысна тупӑшӗпе, тӑкакӗсемпе тата муниципалитет харпӑрлӑхӗпе епле усӑ курнине те, кадрсене кура та.
Пӗлтӗр те муркашсем укҫа-тенкӗпе хуҫаланма пӗлни тӑрӑх республикӑра чи лайӑх ушкӑна кӗнӗ – район ҫав енӗпе лайӑх ӗҫлесе пынине палӑртнӑ.
«Трактор савучӗсем» концернӑн Шупашкарти предприятийӗсем — «Промтрактор-Вакун» тата «Промтрактор-Промлит» — хӑйсем патне ӗҫлеме йыхравлаҫҫӗ. Хальлӗхе ҫак организацисене икӗ пин ытла ҫын ҫитмест-мӗн. Кун пирки республика Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа ирттернӗ тӗлпулура маларах асӑннӑ организацисен ертӳҫисем Игорь Шпак тата Юрий Костромичев пӗлтернӗ.
«Промтрактор – Вакун» акционерсен обществин гендиректорӗ Игорь Шпак кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне предприяти 374 ҫурмавагон кӑларнине палӑртнӑ. «Ҫурла-авӑн уйӑхӗсенче хаксем ахӑртнех хытӑ улшӑнмасан, организаци тупӑшпа ӗҫлеме пуҫласси паллӑ», – тенӗ вӑл. Предприятире тӑрӑшакансем тулли ӗҫ кунӗпе тимленине, ӗҫ укҫине те вӑхӑтра илнине вӑл ӗнентернӗ.
Паян Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ҫынсен ыйтӑвӗсене тӳрӗ эфирта хуравларӗ. Тем ҫинчен те ыйтрӗҫ темелле ҫынсем. Ҫав шутра унччен илнӗ ипотекӑн процент ставкине чакарассипе ҫыхннӑ ыйтӑва хускатакан арҫын та тупӑнчӗ. Иваново хулинче пурӑнакан нумай ача ашшӗ Раҫҫей Правительстви иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗнче йышӑннӑ 1711-мӗш номерлӗ хушу пирки аса илтерчӗ.
Асӑннӑ ӗҫлӗ хутӑн тӑххӑрмӗш пунктӗнче унччен илнӗ ипотекӑн процент ставкине кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2022 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗччен ҫемьере иккӗмӗш е виҫҫӗмӗш ача ҫуралсан чакарассине каланӑ. Тӑваттӑмӗш таат ун хыҫҫӑнхи ҫуралакансене ҫӑмӑллӑх лекмест пулса тухать.
Владимир Путин ку кӑлтӑка тӳрлетме шантарчӗ. Апла пулсан ачаллӑ ҫемьесене «ҫӗнӗ кайӑк» килсен унчченхи пысӑк процент ставкисене 6,5 процент таран чакарма май килӗ.
Панкрута тухас патне ҫитнӗ «Чӑваш бройлерӗн» инвестор тупӑннӑ. Кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗн активӗсене ҫул-йӗр организацийӗ «Воддорстрой» тулли мар яваплӑ общество туяннӑ.
Организаци хапрӑкӑн активӗсене кӑна мар, «Чӑвашҫӑкӑрпродукт» ыйтакан парӑмсене те туяннӑ. Инвестор тупӑнсан ҫынсене штата ӗҫе илме пуҫланӑ. Ҫул-йӗр организацийӗ хапрӑка 300 пин тенкӗ аванс куҫарса парӗ. Ӗҫ укҫи, налук енӗпе кӗнӗ парӑмсене пурлӑха сутсан саплаштарӗҫ.
Хапрӑка туллин ӗҫлеттерсе ярасшӑн, ҫитес вӑхӑтра штата ҫӗнӗ ҫынсене илесшӗн. Инвестор укҫипе инкубатор валли ҫӑмартасем туяннӑ ӗнтӗ, ку уйӑхра чӗпӗсем тухмалла. Палӑртмалла: хапрӑкра 143,5 пин чӑх. Халӗ чӗпӗсене халӑха сутаҫҫӗ.
Ӗ укҫине вӑхӑтра парас, «сӑрӑ» схемӑсемпе ӗҫлекенсене чарас ыйтусемпе ӗҫлекен ведомствӑсем хушшинчи комисси паян черетлӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ. Кун йӗркинчи тӗп ыйтупа ЧР Патшалӑх ӗҫлев инспекцийӗн ертӳҫи Алексей Метелкин тухса калаҫнӑ.
Шупашкарти 1-мӗш типографин ӗҫ укҫи парӑмӗ 16,3 миллион тенке ҫитнӗ, «Элма» автокомпонентсен савучӗн – 18,1 млн, Улатӑрти «АЗНХ» обществӑн – 13,4 млн, «Чӑваш бройлерӗн» – 10,6 млн, «Старко» фирмӑн – 3,9 млн.
Кӑҫал инспекци ӗҫченӗсем 103 тӗрӗслев ирттернӗ, предприятисем саккунсене пӑхӑнса пыманнине тупса палӑртнӑ.
Кӑҫал «Чӑвашавтодор» АУО 802 ҫынна ӗҫ укҫине 30 млн ытла парса саплаштарнӑ, «Чӑвашавтотранс» та ӗҫ укҫипе парӑма татнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |