Шупашкарти «Язык для успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) ют чӗлхесен шкулӗнче нумаях пулмасть ача-пӑча клубӗ ӗҫлесе кайнӑ. Кун пирки «Контактра» ушкӑнра «Икӗ чӗлхеллӗ ачасем/Двуязычные дети» страницӑра пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче хыпарланӑ.
Унта ҫырни тӑрӑх хакласан, клуб хӑйӗн ӗҫне пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пуҫланӑ. Вӑл уйӑхӑн кашни иккӗмӗш шӑматкунӗнче уҫӑ. Унта ҫитес текенсен Благовещенски микрорайонӗнчи Смирнов урамӗнчи 7-мӗш ҫуртри «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхесен шкулне ҫитмелле.
«Унта эпир, ашшӗ-амӑшӗ, хамӑрӑн ачасемпе чӑвашла калаҫса вӑйӑ вылятпӑр, мультфильм пӑхатпӑр, конструктор купалатпӑр, ӳкеретпӗр. Тӗп тӗллев — ачасем валли хулара чӑваш чӗлхи хутлӑхне йӗркелесси», — тесе ҫырнӑ хыпарта.
Пӗрремӗш заняти вӑхӑтӗнче ачасем Пинеслун (Татьяна Николаеван) чӑвашла пӗр юррине вӗреннӗ.
Чӑваш Енри следстви управленийӗ Шупашкар хулин транспортпа ҫыхӑну пайӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсен шухӑшӗпе Денис Савельев сӗтев илме пултарнӑ.
Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх кӑҫалхи кӑрлачпа нарӑс уйӑхӗсенче транспорт пайӗн пуҫлӑхӗ Салминпа Шарафутдинов (52,63,65 маршрутсене йӗркелеҫҫӗ) усламҫӑсенчен 40 пин илме пултарнӑ. Сӗтеве вӑл тепӗр усламҫӑ урлӑ — Дубиков хушаматлӑскертен — илнӗ. Усламҫӑсем тӳре-шарана хӑйсен тӗрӗслевӗсене сахалтарах ирттермешкӗн тата маршрутсене ан хупчӑр тесе панӑ пулать.
«Правда ПФО» хыпарланӑ тӑрӑх Савельева тытса чарнӑ, Шупашкар хулин администрацийӗнче хутсем шыраҫҫӗ.
«Куславкка—Волжск—Куславкка» маршрутпа Атӑл ҫийӗн теплоход ҫӳреттересси, ас тӑвасса, пӗлтӗр те йывӑррӑн пулнӑччӗ. Пӗр вӑхӑтра навигацие чарса лартнӑччӗ. Кайран маршрута ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратнӑччӗ. Кӑҫал, ав, теплоходсем ҫӳремӗҫ тесе хыпарлаҫҫӗ.
Пӗлтӗрхи йывӑрлӑх пирки Куславкка район администрацийӗн яваплӑ специалисчӗпе те калаҫни асра. Вӑл ун чухне пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти юханшыв порчӗ теплоход тӑмалли вырӑна вырнаҫтарма хаклӑ ыйтнӑ. Ҫавӑнпа енсен ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Хак ыйтӑвне Районти депутатсен пухӑвӗнче те пӑхса тухнӑччӗ. Кайран Куславкка район администрацийӗпе юханшыв порчӗн ӗҫлӗ калаҫӑвӗ ӑнӑҫлӑ вӗҫленнӗччӗ, хак пирки килӗшсе татӑлнине кура теплоходсем ҫӳреме пулнӑччӗ.
Чӑваш Енри шырав отрячӗсене республика Элтеперӗн укҫине парӗҫ. Ӑна илес текенсенчен конкурс комиссине 14 заявка тӑратнӑ. Анчах телее, тепӗр майлӑ каласан, укҫана, тивӗҫекенӗсем — ултӑ отряд.
Аса илтерер, Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи хушӑвӗпе килӗшӳллӗн вӗренӳ учрежденийӗсенчи тата ҫамрӑксен виҫшер отрядне укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Малтанхи ушкӑнрисене 100-шер, иккӗмӗш ушкӑнрисене 75-шер пин пама палӑртнӑ.
Вӗренӳ учрежденийӗсенчен Улатӑрти П.Г. Макаров ячӗллӗ 9-мӗш вӑтам шкулти, Ҫӗмӗрлери 3-мӗш вӑтам шкулти, Шупашкарти 5-мӗш гимназири отрядсем 100-шер пинлӗ пулӗҫ.
Ҫамрӑксен шырав отрячӗсенчен гранта «Студенческий Совет» (чӑв. Студентсен канашӗ), И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУри «Память» (чӑв. Астӑвӑм) тата «Веда» отрядсем тивӗҫнӗ.
Чӑваш Ене кӗҫех ультрамарафонец Александр Капер ҫитӗ. Хальлӗхе вӑл Чулхула облаҫӗнче. Шупашкара вӑл пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫитмелле.
Александр Капер Мускавран тухнӑ. Вӑл Пекина чупса ҫитесшӗн. «Мускав – Пекин» чупӑва вӑл пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пуҫланӑ. Пӗтӗмпе 8 пин ытла ҫухрӑм чупмалла. Хальлӗхе вӑл 500 ҫухрӑма парӑнтарнӑ.
Спортсменпа пӗрле «автодом» пур. Вӑл унта выртса тӑрать. Кайран ку проект пирки «На бегу» фильм ӳкерӗҫ.
Марафонец Шупашкара ҫитсен унпа пӗрле чупма май пулӗ. Ҫакна тумашкӑн спортсменӑн сайтӗнче трек тӑрӑх сӑнамалла.
ЧР ШӖМӗ ултавҫӑсене шырать. Республикӑра Пенси фончӗн суя ӗҫченӗсем ҫынсене шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ тӗслӗхсем пулнӑ.
Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 56 ҫулти хӗрарӑм патне палламан хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе Пенси фончӗн ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хайхискер пенсин пӗр пайне социаллӑ картта ҫине куҫарса пама шантарнӑ, номерне ыйтнӑ, ят-шывпа кӑсӑкланнӑ. Лешӗ ӑна ӗненсе йӑлтах каланӑ. Кӗҫех хӗрарӑм патне СМС-ҫыру килнӗ. Унти хисепсене палламан хӗрарӑм пӗлтерме ыйтнӑ. Юрать, ултавҫӑн ӗҫӗ вӗҫне ҫитеймен. Банк ҫак операци иккӗленӳллӗ тесе блокировка тунӑ.
Сӗнтӗрвӑрри тата Ҫӗрпӳ районӗсенче пурӑнакан хӗрарӑмсем те ултавҫӑ аллине ҫакланнӑ. «Пенси фончӗн ӗҫченӗсем» вӗсен 7500 тата 12500 тенкине вӑрланӑ.
Халӗ полици ҫав ултавҫӑсене шырать. Астӑвӑр: банк карттин даннӑйӗсене никама та пӗлтерме юрамасть.
Паян К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче премьера пулнӑ. Хальхинче Наталия Сергеева режиссер Александр Островскин «Хӑв пурӑнас тенӗ пек ан пурӑн» пьесине сцена ҫине кӑларнӑ.
Ӗҫсем Ҫӑварнинче пулса иртеҫҫӗ, ҫавӑнпа унта вӑйӑ нумай. Режиссер вырӑсла версине пӗрлештерсе чӑваш колоритне хушнӑ: юрӑсемпе ташӑсем пур.
Палӑртмалла: ҫак спектакльтен театр историйӗ пуҫланнӑ. Ку 1918 ҫулта пулнӑ: пьеса сцена ҫине тухнӑ. Кайран театр ун патне икӗ хутчен таврӑннӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче Иоаким Максимов-Кошкинский режиссер ӑна лартнӑ. Хальхи верси азартлӑ, детективлӑ пулса тухнӑ.
Вандалсем «вӑраннӑ». Шупашкарта каллех вӗсен киревсӗр ӗҫне тупса палӑртнӑ. Геннадий Айхи проспектӗнчи «Аникеево» чарӑнӑвӑн павильонне вӗсем сӑнсӑрлатнӑ. Унти кантӑка ҫӗмӗрсе пӗтернӗ. Чарӑну павильонне ҫитес вӑхӑтра йӗркене кӗртӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗн ЖКХ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче кӑна Шупашкарти общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнчи 5 павильонра 18 кантӑк ҫӗмӗрнӗ. Вандалсем ҫапла майпа пӗтӗмӗшле 135 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Павильонсен ҫӗмрӗк кантӑкӗсем вырӑнне ҫӗмӗрме йывӑр оргкантӑк лартнӑ.
Шупашкарта уҫҫӑнах ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ. Пластик, йывӑҫ, хутаҫ тата ытти япала мӑкӑрланнӑ.
Ку Атӑл леш енче, Сосновкӑра, пулнӑ. Палӑртмалла: вӑл Шупашкар хула территорине кӗрет. Унта легаллӑ полигон ҫук. Унта ҫӳп-ҫапа лицензисӗр ҫунтараҫҫӗ. Тӗп хулара та санкцилемен свалкӑсене тупса палӑртнине асӑнса хӑвармалла.
Тӗслӗхрен, пӗлтӗр коммунальщиксем Автозаправка проездӗнче ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ. Ун чухне ку лару-тӑрӑва полици, прокуратура тӗпченӗ. Халӗ ӗҫе суд пӑхса тухать.
Сосновкӑра ҫӳп-ҫапа лицензисӗр ҫунтаракансене мӗн кӗтни хальлӗхе паллӑ мар. Халӑх вара Экологи ҫулталӑкӗнче поселокри ҫак ҫивӗч ыйту татӑласса, влаҫ пӑрӑнмасса шанать.
Пӗтӗм тӗнчери покер турнирӗсенче темиҫешер миллион тенкӗ выляса илнӗ Шупашкар арҫыннине налук тӳлеменшӗн айӑпласшӑн. Ҫав этеме тӗрлӗ ҫӗрти ҫавӑн пек вӑйӑсенче ӑннӑ: АПШри Лас-Вегасра, Германири Берлинта, Данири Копенгагента тата Франции Довиль хулинче.
Ниҫта та тӗпленсе ӗҫлемен арҫын уйрӑм ҫынсем тӳлемелли налукран пӑрӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. 36-ри Шупашкар арҫынни 2011–2013 ҫулсенче 4 миллиона яхӑн налук тӳлемен-мӗн. Ҫав ҫулсенче вӑл 30 миллион тенкӗ ытла тупӑш илнӗ.
Вӑл уйрӑмах пысӑк виҫепе парӑма кӗнине кура ӑна виҫӗ ҫул таран ирӗкрен хӑтарма юрать. Парӑма арҫын хӑй кӑмӑлӗпе татсан пуҫиле ӗҫе чарма пултараҫҫӗ.
Укҫа енчен телейлӗ 36 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следователӗсем пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |