Шупашкарта ЧР тава тивӗҫлӗ архитекторӗпе Анатолий Орешниковпа сывпуллашаҫҫӗ. Вӑл — Ҫӗнӗ Шупашкарти Владимир чиркӗвӗн проекчӗн авторӗ. Анатолий Борисович Шупашкарти шыв управӗн аталану концепцине хатӗрленӗ ҫӗре те хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Анне палӑкне хатӗрленӗ ҫӗрте хӑйӗн тӳпине хывнӑ. Унӑн ӗҫне нумайӑшӗ пӗлет. Шупашкарти ют ҫӗршыв специалисчӗсен ҫурчӗ те унпах ҫыхӑннӑ. Мускав проспектӗнчи, Университет, Талвир, Лебедев урамӗсенчи ҫуртсем тӑрӑх та ӑна пӗлеҫҫӗ.
Анатолий Орешников пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 72 ҫулта пулнӑ. 1992–1995 ҫулсенче вӑл Шупашкарӑн тӗп архитекторӗ пулнӑ. Вӑл хулан генеральнӑй планне, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара пӗрлештерессине хатӗрленӗ ҫӗре хутшӑннӑ.
Анатолий Орешниковпа пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Граждан урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра 11–12 сехетсенче сывпуллашаҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта «Эпир – пӗрле!» митинг-концерт пулать. Ку мероприятие Крым Раҫҫейпе пӗрлешнӗренпе 3 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Кунпа ҫыхӑннӑ мероприятисем Раҫҫейӗпех иртӗҫ. Шупашкарта Республика лапамӗнче митинг йӗркелӗҫ. Унта кирек кам та хутшӑнма пултарӗҫ. Халӑх умне пултарулӑх ушкӑнӗсем тухӗҫ.
Палӑртмалла: Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх шухӑшне тӗпчекен центр ирттернӗ ыйтӑм паянхи кун Раҫҫейпе Крым пӗрлешнине респондентсен 97 проценчӗ ырланине кӑтартнӑ. Вӗсенчен 78 проценчӗ ҫакӑ лайӑх витӗм кӳнине каланӑ респондентсен 89 проценчӗ Раҫҫейпе пӗрлешни Крым ҫыннисемшӗн лайӑх пулнине палӑртнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ирхине Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче 4 ҫулти арҫын ача вилнӗ. Куншӑн халӗ унта ӗҫлекен икӗ тухтӑра суд умӗнче явап тыттарасшӑн.
Следстви шухӑшӗпе, ҫак икӗ тухтӑр дежурствӑра ачана тӗрӗс пӑхман. Шурӑ халатлисем ачан шалти органӗсене тӗплӗн тӗрӗслеме яман, рентген тата ультрасасӑ кӑтартӑвӗсене шута илмен. Пӗчӗкскерӗн вара перетонит аталаннӑ. Тухтӑрсем тӗрӗс диагноз лартса операци туман.
Тухтӑрсен тимсӗрлӗхне пула ача нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ирхине пульницӑра вилнӗ. Следовательсем тӗрлӗ экспертиза ирттернӗ. Халӗ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
«Чӑвашавтотранс» ӗҫченӗсене ӗҫ укси тӳлеменни пирки республикӑра кӑна мар, Раҫҫейре те калаҫма тытӑннӑ. Ку ыйту РФ транспорт министрне Максим Топилина кӑсӑклантарнӑ.
Максим Топилин кун пирки Патшалӑх Думинче «правительство сехетӗнче» калаҫнӑ. Ҫак ыйтӑва унта Чӑваш Республикинчен РФ Патшалӑх Думине кайнӑ депутат Олег Николаев ҫӗкленӗ.
Министр ку ыйтӑва тӗрӗслесе тӑма шантарнӑ. «Пирӗн инспекци ӗҫлӗ. Ку ыйтӑва татса пама тӑрӑшӑпӑр», — тенӗ Максим Топилин.
Аса илтерер: «Чӑвашавтотранс» ӗҫченӗсене пӗтӗмпе 67 миллион тенкӗ тӳлемен. Предприяти парӑма татасшӑн-ха. Вӑл регион хыснинчен социаллӑ категорие кӗрекен ҫынсене илсе ҫӳренӗшӗн 127 миллион тенкӗ уйӑрса парасса кӗтет.
РФ Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Енри икӗ рабочи ӗҫнӗ тивӗҫлипе хакланӑ. Вӗсене награда пани пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.
Шупашкарти В.И.Чапаев ячӗллӗ савутӑн пиротехника производствин пуҫлӑхӗн ҫумне Леонид Воробьева тата хатӗр-хӗтӗре юсакан, техноснастика тата инструмент хатӗрлекен цехӑн слесарьне Сергей Зюкина Владимир Путин ятарлӑ техника шухӑшласа кӑларас, ҫӗннине хатӗрлес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн чысланӑ.
Леонид Волкова II степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Сергей Зюкина «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ машиностроителӗ» хисеплӗ ята панӑ.
Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурта 2015 ҫулта сӳтнӗччӗ. Япӑхса ишӗлме пуҫланине кура ӑна ватма тивнӗччӗ. Ун вырӑнне халӗ ҫӗннине хӑпартаҫҫӗ.
Ҫурта тӑвакан организаци ӗҫӗнче республикӑн надзор органӗсем нумаях пулмасть кӑлтӑк тупса палӑртнӑ. Тӗрӗслеве Чӑваш Ен прокуратури Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствин ӗҫченӗсемпе пӗрле йӗркеленӗ. Надзор органӗн представителӗсем подрядчик строительство материалӗн пахалӑхне тӗрӗслесе тӑманнине асӑрханӑ. Хутсене ӗненсен, юлашки хутчен пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче хакланӑ. Ҫав вӑхӑтрах стройматериала кашни кунах кӳрсе килеҫҫӗ.
Пахалӑха тӗрӗслеме ӳркеннӗшӗн подряд организацийӗн тӗп инженерне асӑрхаттарнӑ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарта пӗр ҫын автобуса травматика пӑшалӗнчен пенӗ. Автобус рейса тухнӑ пулнӑ.
Ку кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче 17 сехетре Айхи проспектӗнче пулнӑ. Каччӑ, ҫак кунсенче кӑна 18 ҫул тултарнӑскер, ПАЗ автобуса пенӗ.
Полицейскисем ҫийӗнчех вырӑна тухнӑ. Общество транспорчӗн кантӑкӗ ҫинче шӑтӑксем пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, каччӑ травматика пӑшалӗнчен пенӗ.
Полицейскисем ҫак ӗҫе кам тума пултарнине тупса палӑртнӑ. Ӑна ҫав вырӑнтан инҫех мар тытса чарнӑ. Ҫамрӑкскер каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫапла майпа мӗнле инҫӗше пеме пултарассине тӗрӗсленӗ.
Шупашкарта унччен «Чӑвашавтодор» юсанӑ ҫулсене каллех юсамалла. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра калаҫнӑ.
«Чӑвашавтодор» 2013–2016 ҫулсенче Шупашкарта сакӑр ҫул сарнӑ, юсанӑ. Вӗсенчен улттӑшӗ — «Чӑвашавтодор» тунӑскерсем. Улттӑшне те гарантипе юсамалла.
Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче арканнӑ ҫулсене йӗркене кӗртмешкӗн тепӗр подрядчикпе — «Гарант» тулли мар яваплӑ обществӑпа — килӗшӳ алӑ пуснӑ. Эппин, «Чӑвашавтодорӑн» ҫулӗсене вӑл юсӗ.
Кӑҫал пӗтӗмӗшле илсен, федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫул-йӗр ӗҫне пурнӑҫламашкӑн 751 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ. Ҫул-йӗр ӗҫӗсене мӗнле пурнӑҫлӗҫ? Ҫак ӗҫе Шупашкарта пурӑнакан хастар ҫынсене те явӑҫтарасшӑн.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев районсен тата хула округӗсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе канашлу ирттернӗ. Унта пӗлтерӗшлӗ ыйтусене пӑхса тухнӑ.
ЧР Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, муниципалитетсен администрацийӗсем пурӑнмалли 471 ҫурт тӗлӗшпе социаллӑ найм мелӗпе килӗшӳ тунӑ. Кунашкал тепӗр 552 килӗшӳ алӑ пусмалла.
Канашлура ҫак ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Хӑш-пӗр районта вара ку тӗлӗшпе кӑлтӑксем пур-мӗн. Тӗслӗхрен, Улатӑрта ҫурт-йӗрӗн пасар хакне палӑртмашкӑн укҫа-тенкӗ ҫук. Вӑрнар, Канаш, Куславкка, Вӑрмар районӗсенче, Канаш, Ҫӗмӗрле, Шупашкар хулисенче хака палӑртас ӗҫ вӑраха тасӑлнӑ.
Кунашкал лару-тӑру Михаил Игнатьева кӑмӑлсӑрлантарнӑ. Вӑл пуҫлӑхсене ӗҫлеме, палӑртнине пурнӑҫлама хушнӑ. Программӑна вӑхӑтра пурнӑҫласси администраци пуҫлӑхӗсен яваплӑхӗ пулнине хыттӑн аса илтернӗ. «Палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлаймастӑр тӑк алӑ пусмалла та тухса каймалла», — тенӗ Михаил Васильевич.
Шупашкарта ҫемьесем йӗлтӗр сырса ӑмӑртнӑ. Спорт мероприятине Чӑваш Енри Ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкне халалланӑ.
Мероприяти республикӑри спортӑн хӗллехи тӗсӗсен центрӗнче иртнӗ. Унта республикӑри районсенчен, хуласенчен ҫемьесем килнӗ. Вӗсем виҫӗ категорире ӑмӑртнӑ. Ушкӑнсене ача миҫерине кура пайланӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Чӑваш Енрен РФ Патшалӑх Думине кайнӑ депутатсем те хутшӑннӑ. Шупашкар мэрӗ Ирина Клементьева та йӗлтӗр сырнӑ. Вӑл ӑмӑртӑвӑн чи опытлӑ спортсменне — 63-ри Анатолий Давыдова — парнепе чысланӑ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: «Шупашкарти ҫемье – 2017» номинацире Леонтьевсем ҫемйи ҫӗнтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |