Шупашкар хулинчи Ленин район прокуратуринчен Гагарин урамӗнчи 7-мӗш ҫуртра пурӑнакансенчен пӗри ҫӑхавпа ҫитнӗ. Вӑл хӑйсен ҫуртӗнче вырнаҫнӑ атӑ-пушмак лавкки шавлать тесе евитленӗ.
Атӑ-пушмак сутакансен ӗҫне прокуратура тӗрӗсленӗ. Чӑн та, лавкка нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакансен сывлӑхне сиен кӳрет иккен. Сасӑпа хӑйсен таварне рекламӑланипе ҫуртрисене канӑҫсӑрлантарни пирки унтисем маларах та шалӑп ҫырнӑ. Ун чухне усламҫӑна Ленин район администрацийӗн суту-илӳ секторӗн ӗҫченӗсем апла хӑтланма юраманнине асӑрхаттарнӑ-ха. Анчах пӗр хӑлхаран кӗрсе тепринчен тухса кайнӑ пулинех: хальхинче прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Хутсене Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӑхса тухса усламҫӑна явап тыттарӗ.
Шупашкар хули Японири Нагасаки тата Китайри Аньхой провинцийӗнчи Хэфэй хулипе ҫывӑхланма ӗмӗтленет. Хуласем хӑш енӗпе тачӑ килӗштерсе ӗҫлесси хальлӗхе паллӑ мар. Анчах ку ыйтӑва ӗнер Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн президиумӗнче хускатнӑ.
Маларах Шупашкар Беларуҫ Республикинчи Гродно, Венгринчи Эгер, Намибинчи Рунду, Кубӑри Санта-Клара хулисемпе юнташланнӑ.
Ҫакна та аса илтерер, Шупашкарта Республика кунӗнче кӑҫал чӑвашла тата вырӑсла кӑна мар, Китай чӗлхипе саламлама Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнӑччӗ. Шупашкара ун чух Китайран пысӑк делегаци килнӗччӗ. Китай Халӑх Республикинчи Аньхой провинцийӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ те пирӗн патра хӑнара пулнӑччӗ. Вӗсем Республика кунне халалланӑ мероприятисене хутшӑннӑччӗ.
Паян Шупашкарта ҫарпа транспорт самолечӗ анса ларнӑ. Аэропортра ИЛ-76 ларнине паян хула ҫыннисем асӑрханӑ. Вӗсемех «На связи» (чӑв. Ҫыхӑнура) портала самолета ӳкерсе ярса панӑ.
Форума кӗрекенсен портала сӗннӗ ӳкерчӗксенче самолет курӑнать. Ҫарпа транспорт самолечӗсӗр пуҫне полици ӗҫченӗсем, Шалти ӗҫсен министерствин машинисем йышлӑ пулнӑ.
Хӑшӗ-пӗрисем шухӑшланӑ тӑрӑх, аэропорта анса ларнӑ борт ҫӗршыв ертӳҫисене кӗтсе илме кирлӗ оборудовани илсе килнӗ. Пирӗн регионпа кӳршӗллӗ республикӑна ҫывӑх вӑхӑтра ҫӗршыв ертӳҫисем килмелле текен сас-хура та ҫӳрет. Вӗсем унта ҫитес кунсенче ҫитмелле имӗш. Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин Мари Эл республикӑна Шупашкар урлӑ каймалла тесе калаҫакансем те пур.
Шупашкарта ҫӳллӗ хутран хӗр ӳкнӗ. Юрать, 18 ҫулти пике вилмеллех аманман.
Ҫакскер селфи тума шухӑшланӑ та балкона тухнӑ. Ку Граждан урамӗнчи пӗр ҫуртра пулнӑ. Пике 5-мӗш хутран ӳксе асамлӑ майпа чӗрӗ юлнӑ. Инкек вырӑнне васкавлӑ медпулӑшу тата полици килнӗ.
Йывӑр суранланнӑ хӗре пульницӑна илсе ҫитернӗ. Халӗ ӑна сиплеҫҫӗ.
МЧС асӑрханулӑх пирки аса илтерет: ҫӳллӗ хутран селфи тума юрамасть. Кадр туса пурнӑҫпа сывпуллашасси те инҫех мар.
Шупашкарта икӗ хутлӑ экскурси автобусӗсем ҫӳретме тытӑнасшӑн. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков «City Sightseeing Moscow» компани президенчӗпе Сергей Лаврентьевпа, «City Sightseeing Kazan» ертӳҫипе Музаффара Собержановпа калаҫнӑ.
Хӑнасем хулапа паллашнӑ. Экскурси хыҫҫӑн вӗсем хула лайӑх енне улшӑннине палӑртнӑ. Проекта тӗрӗс йӗркелесен Шупашкар Атӑл ҫинчи туризм центрӗ пулассине пӗлтернӗ.
Икӗ хутлӑ автубуссем ярсан экскурси маршручӗ 1 сехете яхӑн тӑсӑлассине пӗлтереҫҫӗ. Билет хакне пӗр талӑк ҫухатмӗ. Пӗр сӑмахпа, туристсем пӗр чарӑнура тухса хулапа паллашма, кайран каллех автобуса ларма пултараҫҫӗ.
Автобуса 55 ҫын вырнаҫӗ. Сусӑрсем валли ятарлӑ вырӑнсем пулӗҫ.
Пӗтӗм тӗнчери официаллӑ тупӑшусенче пирӗн ҫӑмӑл атлетсем икӗ ҫула яхӑн ҫӗнтермен. Нумаях пулмасть вара Клавдия Афанасьева ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ Европа ӑмӑртӑвӗнче мала тухнӑ. Вӑл 20 ҫухрӑмлӑ дистанцие хӑвӑрт утса ылтӑн медаль илнӗ.
Клавдия нейтраллӑ ялавпа тупӑшнӑ. Малтанах вӑл майӗпен утнӑ, кайран хӑвӑртлӑха ӳстернӗ. Юлашкинчен Испанири Мария Персран иртсе кайнӑ. Мария финиша иккӗмӗш ҫитнӗ.
Клавдия Польшӑри Быдгоще поселокӗнче иртнӗ ӑмӑртура дистанцие 1 сехет те 31 минут та 41 ҫеккунтра парӑнтарнӑ. Сӑмах май, 21 ҫулти пике Олимп резервӗсен Шупашкарти училищинче вӗренет.
Шупашкарти Лакрей вӑрманӗнче ҫывӑх вӑхӑтра Алтай пакшисем пурӑнма пуҫлӗҫ. Вӗсене ҫӗнӗ вырӑна хула кунӗ тата парк 60 ҫул тултарнӑ вӑхӑтра ярӗҫ.
Алтай пакшисене Хусанти питомникран илсе килӗҫ. Пакша-телеутка питӗ ҫӑра тирлӗ. Ку пакша хитре, пӗр вырӑнта лара-тӑра пӗлмест, илемлӗ тата ырӑ чунлӑ.
Пакша Лакрей вӑрманне мӗн йӗркеленӗренпех унти элем шутланнӑ. Малтанласа вӑл йышлӑ пулнӑ, вӑхӑт иртнӗҫемӗн унӑн шучӗ сахалланса юлнӑ.
Пакша ҫӗнӗ вырӑна тата ҫынсене хӑнӑхтӑр тесе ку чӗрчун валли ятарлӑ пӳртсем тата валашкасем йӗркелесшӗн. Ҫынсем кирлӗ-кирлӗ мар апат парасран мӗнпе тӑрантармаллине вӗрентсе ҫырса ҫапӗҫ.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Лакрей вӑрманӗнче вай-фай ҫыхӑну йӗркелессине пӗлтернӗччӗ.
Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче Кокель плэнерӗ кӑҫалхипе 11-мӗш хут иртет. Унта Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ. Зуфар Гимаев, Юрийпе Татьяна Бердниковсем (Хусан), Сергей Качин (Харьков), Владимир Чернышев (Минск), Алексей Волковпа Вера Дмитриева (Шупашкар), Алия Зейнутдинова (Питӗр) Аслӑ Чемен ялӗнче пурӑнакан Нина Мулгачева патӗнче пулнӑ.
Вӗсем кинемей тӗрӗ тӗрленине, кӑмакара ҫӑкӑр пӗҫернине ӳкернӗ. Ӳнерҫӗсем ҫуртпа та паллашнӑ, аваллӑхпа ҫыхӑннӑ япаласене типтерлӗ упранинчен тӗлӗннӗ.
Нина Михайловнӑн ҫуртне музейпа танлаштарма пулать. 50 ҫул каяллахипе танлаштарсан, унӑн пӳрт ӑшчикӗ нимӗнпе те улшӑнман. Стена ҫинче – ӳкерчӗксем, урайӗнче – кавир.
Плэнера кашни ҫулах ирттерессине йӑлана кӗртнӗ.
Шупашкарти Мускав район прокуратури тӳлев илнӗ чух улталанӑ ӗҫе тӗпчессине тӗрӗслесе тӑрассине пӗлтерет.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, сусӑрсен обществисенчен пӗрне ертсе пынӑ пуҫлӑх ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса 15 миллион ытла тенкӗ субсиди илнӗ.Пӑтӑрмах 2014 ҫулхи ака уйӑхӗн 25—30-мӗшӗсенче пулнӑ.
Федераци хыснинчен килнӗ «кӗмӗл» предприятире 66 сусӑр валли ӗҫ вырӑнӗ туса пама тата 22 инвалида урӑх профессие алла илтерме каймалла пулнӑ. Вӑхӑт иртнӗ — укҫи те, ӗҫ вырӑнӗ те пулман.
Федераци хыснине 15 миллион тенкӗ ытла шар кӑтартнӑ пуҫлӑх тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчевҫӗсем малалла тӗпчеҫҫӗ. Ӑна вӗҫне ҫитерсен суда ярса парӗҫ. Прокуратура, маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ, сусӑрсене ултаанӑ тагта хыснана тӑкак кӳнӗ пуҫлӑх ӗҫне тӗрӗслесе тӑрӗ.
Шупашкарта «Батарейкӑна утилизацие пар – пирӗн планетӑна ҫӑл» ятпа акци иртет. Ӑна Раҫҫейри Экологи ҫулталӑкне халалланӑ.
Акци утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртӗ. Ҫав кун пурте кивӗ батарейкӑсене утилизацие пама пултарӗҫ. Вӗсене ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар хули, Ленинград урамӗ, 33-мӗш ҫурт. Батарейкӑсене 14 сехетрен пуҫласа 19 сехетчен йышӑнаҫҫӗ.
Унтан батарейкӑсене Чӗлепи хулине утилизацие илсе кайӗҫ. Ҫак акцие йӗркелесе ҫынсене батарейкӑна кирлӗ пек утилизацилеме вӗрентесшӗн, вӑл тавралӑхшӑн сиенлӗ пулнине пӗлтересшӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.07.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ вилнӗ. | ||
| Чекушкин Владимир Иванович, чӑваш юрӑҫи, философи ӑслӑлӑхӗн докторӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |